Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ҪавраҫилТанатаХура çăкăрКăвайт çутисемУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑТăм ӳкнĕ ирСалампи

Ĕмĕтри ĕмĕте...


Ĕмĕтри ĕмĕте

пурнăçа куçараймăп,

Тăрса юлтăр чунрах

çырăнман сăвăлла.

Тен, кайран,

темиçе вун çултан,

Уншăнах хама хам каçараймăп

Янрама тытăнсассăн

пуш чун хăвăлла.

Çырăнман сăвăра

юлтăр манăн ачашлăх,

Ĕмĕтри ĕмĕте

çĕрсерен шыраса...

Телей мар-и вара,

Çакă мар-и малашлăх,

Вăлах мар-и чĕнет

Шанчăка йăпатса.

Ик çунатсăр теместĕп ман шанчăк:

Чун туртать — çырăнман сăввăмах

çын çине хăварас пек,

Ĕмĕтри ĕмĕте,

Тус-тăван пил парса,

алăран тыттарас пек.

Илемлĕх


Илемлĕхре эп ирĕлместĕп,

Илемлĕхе —

кĕтместĕп те,

Ăна эп —

хисеплетĕп,

Хисеплетĕп

Этемлĕх

Ун умĕнче пуç тайнăшăн,

Нумайăшне —

Танатинче тытма пултарнăшăн,

Илемĕшĕн,

Хăвачĕшĕн...

Çапах та вăл

Эп курнине нихçан кураймĕ:

Асапланса çунма,

Шăлне çыртма,

Чунне парса савма, манма,

Татах çунма...

. . . . . . . . . . . . . . . . . . . .

Ăна пула нумай асапланаççĕ...

Тен, çавăнпа вăл лăпкă пурăнать?

Вĕри шухăшсем


«Ирĕке» тухса эп куртăм

Патша самани пĕтсен.

Çветтуйсем çине тек суртăм

Чунăм чăнлăхран çĕтсен.

Ирĕк пулчĕ пĕтермешкĕн

Тĕнче панă ырлăха.

Айван пуçăм тертлĕ, мĕскĕн,

Кĕтрĕ ырлăх кăлăхах.

Парта хушшинчех çуралчĕç

Чернобыль сехмечĕсем,

Çăвана çĕтсе çухалчĕç

Ырă кун сехечĕсем.

Меслет тупрĕç пĕтермешкĕн

Мĕнпур чĕрĕ чунсене,

Этемсене çитермешкĕн

Наркăмăшлă чуксене.

Тăпрана сиен кӳретпĕр –

Пирĕн çăкăр амăшне,

Чир-чĕр мелĕпе чӳхетпĕр –

Сип кураймăн малашне.

Халь айăплине шыратпăр

Ку чирсемшĕн каплалла,

Сăлтавне тупма пулать-тĕр,

Хамăр енне пăхмалла.

Çыран хĕрри куллен-кунах

Тип çырмана хăвалать:

Çут тĕнчери пĕр саккунах –

Этем шăпи йăванать.

Симĕс курăк сарăхайĕ,

Çĕр сĕткенĕ пĕтнипе.

Çӳлти Пӳлĕх те вырханĕ,

Этем ирсĕр пулнипе.

Пĕчĕк пепкесем пĕлеççĕ

Арлă-арăм пурнăçне.

Телевизорсем тĕслеççĕ

Кун пек ирсĕр пĕрлĕхне.

Курма хушманне кураççĕ

Пирĕн çамрăк ачасем.

Малалла

Таната


Пролог

Хучĕсем васкавлах пулман. Ытти чухне васкавлă мар теме те юраман вĕсене, анчах кĕтмен çĕртен килсе капланакан ĕçсемпе çак самантра татса памалли ыйтусем хушшинче ку хутсем пĕр кун-икĕ кун выртма та пултарнă. Выртасса вара, тĕрĕссипе, пĕр-икĕ кун çеç те мар, эрнене яхăнах сĕтел çинче выртнă вĕсем.

Вăхăчĕ канăçсăр та шиклĕ пулнă. Сенат площадĕнчи тĕтĕм сирĕлсе çитеймен, Францие вут хыпса илнĕ. Унтан Польша çĕкленнĕ. Хресченсем улпутсене вĕлернĕ. Салтаксем пăлханнă. Кавказ çаплах парăнман.

Июнь варри тĕлнелле тата Питĕрте çынсене мур хирме тытăннă. Хăрушă чир кĕçех таврари хуласене сарăлнă...

Çанталăк çунтарса ярасла пĕçертнĕ, тусан мăкăрланнă, вăрмансем çуннă. Çумăр çуман.

Патша çемйи Петергофран Патша Салине куçса пынă. Йĕп хыççăн çипписем те юлман: его величество патшан собственнăй текен канцедярийĕн III-мĕш уйрăмĕ, кадетсен корпусĕ, хитре хĕрсемпе хĕрарăмсем.

Хулана халăх тулса ларнă.

Çапла, ку хучĕсем ытла васкавлах пулман. Анчах ытти докладсемпе пĕрле Бенкендорф паян вĕсене те илчĕ.

Юлашки çулсенче çĕр-шыв хуçи Николай Романов патша мар, жандармсен шефĕ Александр Христофорович Бенкендорф генерал пулнă. Раççей тăрăх каркаланă эрешмен картин пур çипписем те ун аллкне пынă. Жандармсен корпусĕ, вăрттăн агентсем, çар... Кашни хулара мар, кашин присутствире, кашни кĕтесре унăн хăлхасем, куçсем пулнă.

Малалла

Тĕнче сăнне сăнатпăр пĕчĕкрен...


Тĕнче сăнне сăнатпăр пĕчĕкрен,

ӳсет малтан хаваслă тавракурăм.

Ун чух кашни ӳсентăран питрен

кăтăкласа çемçен калать пек: «Пурăн!»

 

Çапах та сисейместпĕр: улшăну

çулсем илсе килеççĕ сас-хурасăр.

Ак пурнăç тĕкĕрне ӳкет сăну,

вĕсен йĕрĕсене пытараймасăр.

 

Тĕнче те улшăнса пырать пĕрлех:

тен, куç ылмашнă? Тупсăмне кам пĕлĕ?

Пур, теççĕ, пăнчăсем хĕвел çинчех —

эс кун пирки пĕççе çапса ан тĕлĕн.

 

Хăяймăп эп тĕнче япшар теме:

вăл çамрăк чух çеç шукăльччĕ темме!

Палан пăрушĕ


Асилтерет мана çак кӳлĕ

Пĕр тахçанхи мыскарана;

Çул çухатса санпа иркӳлем

Çӳрерĕмĕр яра куна.

 

Пĕлмен сукмак ялан хăрушă.

Шавлать тискеррĕн ют вăрман.

Тем пулĕччĕ, пăлан пăрушĕ

Сасартăк сас паман пулсан.

 

Вăл хăрамарĕ, ютшăнмарĕ,

Тарас темерĕ-ха çынран.

Ăнланчĕ-ши пире, мăнтарăн,

Тус пек, пĕрре пăхсах куçран?

 

Му-у! Му-у! Вăрман янрарĕ,

Сас уççăн кайрĕ инçене.

Çине тăрса, пăру шырарĕ

Те ашшĕне, те амăшне.

 

Му-у! Му-у! Хăватлă, çирĕп

Хурав çĕклерĕ кăмăла.

Çул тухрĕ виçсĕмĕрĕн, пирĕн

Кӳл хĕрринчи хитре яла.

 

Паян эс çук. Чунра пуш-пушă.

Тӳпе çеç кӳлĕре сенкер.

ухсам каллех, пăлан пăрушĕ

Савни патне илсе çитер!

Саласпилс


Эвалд Папиньш тусăма

Амăш кĕтнĕ. Хĕрĕ таврăнман.

Çулçă тăкнă сарăхнă вăрман,

Ĕнтĕ çавăрттарнă çил-тăман, —

Хĕрĕ таврăнмаи та таврăнман.

 

Хĕрĕ пулнă паттăр партизан.

Хĕрĕ пулнă чăн-чăн арăслан.

Савăнса ӳссе, мĕн ачаран

Çĕршыва юратнă вăл чунтан.

 

Амăш çуннă. Хĕрĕ таврăнман.

Çĕр тасалнă шавлă шыв-шуртан,

Ĕнтĕ куç та уçнă шур тюльпан, —

Хĕрĕ таврăнман та таврăнман.

 

Хĕрĕ тухайман пĕр ункăран.

Тарăхнă вăл хăй аманнăран,

Юн юхтарнă, кайнă вăл ăнран...

Хĕпĕртенĕ, савăннă тăшмăн.

 

Амăш сиснĕ амăш пулнăран.

Амăшĕ васканă аякран:

«Хĕрĕм! Хĕрĕм!!» Хĕрĕ чăтайман.

Паттăррăн куç хупнă — паранман.

 

Амăшĕн чĕри чултан пулман

Тухайман вăл çак уçланкăран.

Мрамор постамент çинчен паян

Систерет вăл кашнине: «Ан ман!»

 

...Саласпилс! Ăшри хӳхлевĕм ман!

Саласпилс! Сана никам манман.

Чĕресем тухасшăн кăкăртан,

Çĕр пин амăш шăпине курсан.

Пур хупă çын: сĕм-тĕттĕм тĕпсакайĕ...


Пур хупă çын: сĕм-тĕттĕм тĕпсакайĕ

Çутта яман пек — ыр ĕçпе чунне

савăнтарса курса-ши хăш чухне?

Вăл ăсĕпе çăхан пек çăткăн кайăк.

30

Ун пурнăçĕ — шапа лĕккиллĕ шурлăх:

Чул пăрахсан та, нĕрсĕр шăршă çеç

тапса кӳ! тухĕ — ма алла çĕклес?

Хăй ăшĕнче вăл пуринпе те урлă.

 

Эп çавăнпа лараймăп сас памасăр:

«Эй, çут тĕнче, нумай сан кăлтăку!»

Хăшпĕр чухне (калатăп пытармасăр)

куçа ӳкет тем чухлĕ саплăку.

 

Калатăп эп хама тĕпче-тĕпче:

— Сан саплăку çеç пулас мар, тĕнче!

Эх, çамрăклăх сасси...


Эх, çамрăклăх сасси — çухалнă ахрăм,

кунçул вăрманĕнче сана текех

илтместĕп эп. Пуçа тайса вăраххăн,

тăратăп шăппăн çул юпи пекех.

 

Хутран-ситрен ман асилӳ вăранĕ,

Эп курăп санăн сулнăклă çулна.

Ак эпĕ халь — сан малашун ыранĕ —

итлетĕп ăмсанса шух сассуна.

 

Эс кăлăх ан шыра халь ун шавне,

пĕрпеклĕх çук—ку чăнлăхран ан татăл.

Сана тепре эп чĕртĕттĕм: ан ватăл —

çых телейӳн чечеклĕ кăшăлне.

 

Пĕрпеклĕх — вăхăт татăкĕ кăна:

инкек—тус мар, шел, савнăç та—хăна.

Епреме


1

Крокодилсем епле макăрма пултарнине çынсем тахçанах пĕлеççĕ. Кăштах лăпланса çитсен крокодил хăйĕн йывăр пурнăçĕ çинчен каласа пама пуçларĕ. Вăл Сăр юхан шывĕн акваторийĕпе шăппăн (инкогнито!), Пенза хули патĕнчен тухса Улатăр, Çĕмĕрле, Етĕрне çумĕпе иртсе каясшăн пулнă имĕш. Унтан вара - Атăла çитсе Каспи тинĕсне кĕрсе тарса çухаласшăн иккен.

— Атăл Каспи тинĕсне юхса кĕнине пĕлетĕр-и? — ыйтрĕ вăл кил хуçисенчен.

— Пĕлместпĕр-и? Мĕнле пĕлместпĕр?! — хушша кĕчĕ Хăнтăр Юркки. — Географи манран лайăх пĕлекенни шкулĕпе пулман! — мухтанчĕ вăл.

— Мĕн пĕлетĕн эсĕ?! — чарчĕ ăна Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ. — Асту-ха, иртнĕ çул, анкарти хыçĕнче виçĕ хыр хушшинче çухалса кайнине! Ялĕпе шырарăмăр «кĕленче тĕпне»!

— Мĕншĕн инçе çула тухнă эсĕ? — тĕпчерĕ Кашкăр Йăванĕ Сăр крокодилне.

— Сывламалли çук! — терĕ лешĕ, кăкăрне икĕ аллипе çатлаттарса.

Çак сасса Шупашкарта та илтрĕç пулмалла. Çĕр чĕтрерĕ!

Ăнсăртран крокодил ӳппĕн çаврăнса ӳкрĕ те шăпланчĕ.

2

— Сим пыл ярса парăр! — терĕ вăл тем вăхăтран. — Унсăрăн çăвар та уçмастăп!

Малалла

■ Страницăсем: 1... 643 644 645 646 647 648 649 650 651 ... 796