Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кушкă ачиУтартаАтăл шывĕ юха тăратьКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеҪул юлташӗЙĕрсемТăм ӳкнĕ ир

Сăвăра тупатăп эп вăй-хал


Янкăс юрă мар этем кун-çулĕ,

Яш чухне янкарлă ун шăпи,

Чĕрере пулсан хăть пĕчĕк çулăм

Пурнăç лавĕ йывăр мар пек пит.

Çĕрĕпе памарĕ канăç сăвă,

Çĕрĕпе лăскарĕ чĕрене,

Сăвăçсен шăпи çапла – мĕн тăвăн,

Хĕрхенмесĕр хăйне хăй хĕнет.

Пĕр никам курманнине курать вăл,

Пĕр никам илтменнине илтет,

Çавăнпа ăшра ун тăтăш тăвăл,

Кирлĕ чух вута, шыва кĕрет.

Тăванпа, туспа та пулăн урлă

Çулсăр-йĕрсĕр пурнăç анинче,

Пĕр пулсан кăна пирте сатурлăх,

Ыр пулсан хитре пек çут тĕнче.

Сисĕнмесĕр иртрĕ çамрăк ĕмĕр,

Хамăр пурпĕрех чунпа ача.

Мĕн начар пулнин каварлă сĕмĕ

Чĕрере ан юлтăрччĕ пачах.

Тӳнтĕрле тухсассăн ĕçĕм-хĕлĕм,

Тарăху пуссан чĕре çине

Шыраман эрех, ĕммен эп чĕлĕм

Пусарас тесе ăш çулăмне.

Хăш-пĕр чух чуна хĕссен йӳç эрлĕк,

Капланса килсен ăшри пăлхав,

Сурнă чух шăм-шаккăм çурлă-кĕрлĕ

Сăвăра тупатăп эп вăй-хал.

Эп ним те хирĕç каламастăп...


Эп ним те хирĕç каламастăп.

Эс, çын телейне çăтма хăнăхнăскер,

Тăратăн

Юмахсенчи çич пуçлă çĕленле.

 

Шăна-пăванăн эп тармастăп.

Сан кăмăлна аван пĕлекенскер,

Тавратăп.

Сăхса илеймĕн çĕленле.

Пехил


Мана пулах сире пуянлăх

Парать çӳл Турă пиллесе;

Çăкăр çиме тата паянлăх

Çут кун курма та тĕллесех.

Çусассăн çумăр, пулĕ пурлăх,

Хĕвел ăшшипелен ăнса.

Йăшăл шăтса пур акнă вăрлăх

Тухать пире савăнтарса.

Суйхи-сехмечĕсем çĕтеççĕ –

Вара пурсăмăр тарават.

Хаваслă туйăмсем çитеççĕ,

Кӳрсе тек çĕнĕ вăй-хăват.

Япшар пуриншĕн те ман кăмăл:

Савса çеç пурнăр пурнăçа –

Вырханĕ çук, чунра çăп-çăмăл –

Пиллетĕп савăк курнăçа.

Çурхи хĕвел чухне савнатăп,

Часах çулла пулать тесе.

Çуллахи кун вара пурнатăп,

Кĕрхипелен хĕпĕртесе.

Кĕрхи кунра хĕле кĕтетĕп,

Çиме çăкăр хатĕрлесе.

Хĕл сиввинче ĕмĕтленетĕп:

Çурхи кун çитĕ кĕрлесе.

Çурхи кунра эп савăнатăп,

Хĕрӳ ĕçсем тапраннипе –

Ырми-канми çапла пурнатăп,

Ĕçре вăй-халăм пуррипе.

Йĕрсем


Хумханать уй-хир...

Пĕтĕм талккăшĕпе чӳхенсе варкăшать вăл. Каçăр пучахсем енчен еннелле тайкалана-тайкалана ухăнаççĕ, пĕкĕрĕле-пĕкĕрĕле авкаланаççĕ, унтан, самантлăха тӳрленсе, тавралăха тепĕр хут виçсе илеççĕ те, каллех хĕрсе кайса кадриль çаптарма пикенеççĕ... Çавсем çине, сăрталла пурçăн хăюсем евĕр ялтăраса тăсăлакан тӳп-тӳрĕ пусăсем çине пăхатăн та, тӳсейместĕн: «Тинĕсĕм, вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсĕм!» — тесе яратăн хăв сис-месĕрех. Çук, эсĕ вĕсене шырамастăн, вĕсем ачаранах хăнăхнă, манăçăнмалла мар кĕрсе вырнаçнă çак сăмахсем, хăйсемех тухса лараççĕ чĕлхе вĕçне. Кĕçĕттерсе, кăтăклаттарса тухса тăраççĕ: «Манăн мăнаçлă та хăватлă тинĕсĕм...»

Чăнласах та тинĕс пекех вылянать уй-хир...

Акă, пуссăн ку пуçĕнченех пуçланаççĕ те хумсем, виçĕне-виçĕне, пĕр-пĕринпе ăмăртса, малтан мала ыткăнса, таçта, инçете-инçете сиктерсе каяççĕ, вара лере тепĕртакран, çĕрпе пĕлĕт ыталашса ташлакан çĕрте, майĕпен-майĕпенех ирĕлсе çухалаççĕ... Асту-ха, епле правур тата хăйсем! Халĕ çеç тапраннă мăшăр явăнкăç та, авă, тахăш хушăра тăвалла хăпарса кайрĕ, укине юлашки хут сулса ялтăртаттарса илчĕ те куçран çĕтрĕ.

Малалла

Ан васка-ха, тăван, ан васка...


Ан васка-ха, тăван, ан васка

Ăсатмашкăн пама аллуна.

Йăпатмашкăн кулма куллуна

Ан васка-ха, тăван, ан васка.

Ан васка-ха, тăван, ан васка

Çул курки тултарса пушатма,

Ăсанан тăванна ăсатма

Ан васка-ха, тăван, ан васка.

Ан васка-ха, тăван, ан васка

Юлашки юрруна юрлама,

Чĕрене вутсăрах çунтарма

Ан васка-ха, тăван, ан васка.

Ан васка-ха, тăван, ан васка

Юлашки сăмахна калама,

Юлашки хут куçăмран пăхма

Ан васка-ха, тăван, ан васка.

Ан васка-ха, тăван, ан васка

Турă панă куна пурăнма,

Хĕвелпе уйăхран уйрăлма

Ан васка-ха, тăван, ан васка.

Аслă улăх варринче, ирĕкре эп çуралнă...


Аслă улăх варринче, ирĕкре эп çуралнă,

Çутă çăлтăр айĕнче вăй пухса

эп вутланнă.

 

Сиплĕ улăх сĕткенĕ ăшри юнпа çаврăнать,

Янкăр çăлтăр çутийĕ умри çула

çутатать.

 

Усал тăшман ылханĕ пыраймĕ-ха ман çума,

Хура тăшман хуррийĕ хуплаймĕ-ха

ман çула.

 

Аслă улăх варринче тата пинĕн çуралĕç,

Çӳлти çăлтăр çутине хăйсен ăшне

пуçтарĕç.

Çут Тĕнчепе киленетпĕр...


«Вилĕмсĕрлĕхĕн япăх енĕ — вăл вилнĕ хыççăн пуçланнинче», — тенĕ ăслă çын.

 

Çут Тĕнчепе киленетпĕр

Илемне курсан.

Çут Хĕвеле «кӳлешетпĕр»

Куçсем курмасан.

Утса-чупса чухлаймастпăр

Ура пуррине.

Мăшăр алă ĕçленĕ чух —

Алсен ыррине.

«Çынран катăк» та пулас пур

Пирĕн сывлăхсем.

Хальччен курманне курас пур

(Тьфу, тьфу!) куçăмсем.

Сывлăхли çине пăхатпăр

Вара эрленсе.

Сывлăх пурлăхне туятпăр

Тинех тилмĕрсе.

Япалан хакне пĕлеççĕ

Çухатсассăн çеç.

Тăвансемшĕн «тĕлленеççĕ»

Уйрăлсан вуçех.

Çухатсан çеç хак параççĕ

Хаксăр пурнăçа.

Пурăннă чухне тараççĕ

Тимлĕ курнăçран.

Телейпе Рехет сăнлаççĕ

Иртнĕ хавала.

Хальхине хастар сăнаççĕ

Тертпелен хала.

Эс сунарçă тетĕн пуль хăвна...


Эс сунарçă тетĕн пуль хăвна.

Эпĕ — лĕпĕш.

Пĕчĕк лĕпĕш те курать сан айăпна.

Чĕрĕ юн шыратăн? Кампала эс пĕлĕш?

Кам-тăр ылханмасть пуль

сан тискер сăнна!

Пасара кайсан


Вунă çухрăм утса килсе ĕшеннĕ хыççăн Ванюкăн сĕтел хушшинчех куçĕ хупăна пуçларĕ. Кукамăшĕ вара ăна васкаса кăмака хыçне вырăн сарса пачĕ. Пуçĕ минтер çумне перĕннĕ-перĕнменех çывăрса кайрĕ ача. Амăшĕпе кукамăшĕ тĕпелте «чĕпкуç» çутипе мĕн пуплесе ларнине те илтеймерĕ вăл. Лешсем пĕр-пĕрне харпăр хăй ялĕнчи, килти пурнăçĕсем çинчен каласа пачĕç. Савăнмалли хыпарсемех илтеймерĕ амăшĕ хĕрĕнчен. Вăрçăран аманса таврăннă кĕрӳшĕ унăн çаплах сывалса çитеймест иккен-ха, ку таранчченех ĕç патне пыраймасăр пурăнать.

— Мĕн каласси, — хаш сывларĕ кукамăшĕ юлашкинчен. — Хамăрăн Таркăнта та кĕрӳ нушине тӳсекенсем çук мар. Уйăх каялла Тимухха Павăлĕ вилсе кайрĕ, ав... Касса пăхнă та чĕри çумĕнчех тимĕр татки тупнă... Таврăнасса та пит сахаллăн таврăнчĕç. Каясса вăрçине икçĕр çынна яхăн тухса кайнăччĕ...

Пӳлĕмре пĕр хушă сас пулмарĕ. Кăшт ларсан, амăшĕпе хĕрĕ, ыран ир тăмалла тесе, çывăрма выртрĕç. Анчах пăртакран ватти каллех сăмах хушрĕ:

— Хĕрĕм, çав качака çăмне сутассишĕнех Шуршыва кайма тухрăр-и вара эсир? Пасарĕ пит инçе-çке: кунтан тата вунпилĕк çухрăм утас пулать.

— Йӳнеçтерме йывăртарахран ĕнтĕ, анне, — ассăн сывласа ячĕ Ванюк ăмăше.— Çăмĕпе пĕрле виç кĕрепенкке çу илтĕм тата, çавна сутса укçа тăваймăп-и терĕм. Ванюка шăлавар илсе парасшăн-çке-ха, атту пĕтĕмпех çĕтĕлсе пĕтрĕç унăн...

Малалла

Мана чĕнен умри çулсем-йĕрсем...


Мана чĕнен умри çулсем-йĕрсем

ал йĕрĕсем пек курăнса выртатчĕç.

Çук, ахаль мар пуль ыйхăсăр çĕрсем

ман ыранхи кун сăмахне шыратчĕç.

 

Каларăм пĕринче алла сулса:

Ан авăр вĕçĕм, шухăш ал арманĕ! —

Эп утрăм ĕмĕт çулĕпе кулса,

манра ĕшеннĕ кăмăл палăрмарĕ.

 

Кайраччĕ эп:

«Кайри—мала!» — тесе.

тинкертĕм ăнтăлса мала хаваслăн.

— Ăçта çул вĕçĕ? — ыйтрăм тĕлĕнсе.

Каларĕ ăраскалăм çирĕп саслăн:

 

— Пĕр чăнлăха хальччен пĕлместĕн-çке:

çын çулĕ вăрăм, ĕмĕрĕ кĕске.

■ Страницăсем: 1... 639 640 641 642 643 644 645 646 647 ... 796