Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сулпикепе Валĕм хунУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑЙытă тĕлĕкĕХурапа шурăКулăш кустăрмиСалампиТаркăн

Çĕршывăм, саншăн çеç


Ĕçсе тăранаймасть çерем

Ирхи çут сывлăма.

Курса тăранаймастăп эп

Тăван çĕршывăма.

 

Чĕкеç юрлать, юрлать чĕкеç

Ман пӳртĕм тӳпинче.

Сан сăнару, çĕршыв-анне,

Чĕремĕм тĕпĕнче.

 

Хĕвел юхтарĕ шăратса

Çӳл ту çинчи пăра.

Ман юрату сӳнми çунать —

Хĕвел пек ялтăра.

 

Хăй йăвине, чĕпписене

Вилсе упрать чĕкеç.

Çĕршывăм, эп те çавăн пек

Пурнатăп саншăн çеç.

Шур хут тăкакĕ кайĕ-ши усса?..


«Шур хут тăкакĕ кайĕ-ши усса?» —

ку шухăш çекĕлĕ нихçан çĕклемĕ

графомана халь çухаран йăтса:

унпа сăмахăн хакĕ пĕчĕкленнĕ.

 

Çырас сăлтав нумай ун — васкасах

çумкурăк пек ӳссе тухать вăл йăшăл.

Кулуарта вăл тăрĕ час-часах,

элек пăтти пĕçерĕ пăшăл-пăшăл.

 

Сана нумай пĕлтерĕшлĕн пăхса,

вăл классика çинчен те ăнлантарĕ.

Талант курсан, çухалĕ тарăхса,

пытанĕ тĕттĕм кĕтессе, мăнтарăн.

 

Ак графоман сăн-пичĕ! Пĕрех хут

сăлтавсăр варланмарĕ манăн хут.

Мухтанмăп сурчăк сирпĕтсе пĕрре те...


Мухтанмăп сурчăк сирпĕтсе пĕрре те

Залра эп, санашкал, пур-çук ĕçпе.

Сана, çатта çынна, курсан, пĕретĕп

куç харшине лĕкленнĕ ăшчикпе.

 

Мана ăсран тайтармĕ йӳн реклама,

ăсчах пек тыткаламăп эп хама.

Зал пултарусăр актера хакламĕ,

вăл чупмĕ ун патне чечек пама.

 

Хакне пĕлсен, капăрланмасть ăс-хакăл,

куç хывтарас тесе юхха хĕрле.

Эп путĕш мар — çӳремĕп йăкăл-якăл,

çынна мăнаçлăн пăхмăп ӳхĕлле.

 

Эс пурнăç сценине пăсатăн, мур:

тупман эс çын рольне; шыра — вăл пур.

Çыру сĕтелĕ хушшине ларсассăн...


Çыру сĕтелĕ хушшине ларсассăн —

перо йывăрăшне туйса-ши? —

ал сасартăк усăнать, сывлатăп ассăн:

салхулăхпа пăркăчланать ăс-хал.

 

Чӳречерен вĕçсе ӳкет сар çулçă,

çӳрет халь авăн уйăхĕ уйра.

Хĕвел кулсан, пĕрех ăс-кăмăл уçă:

хавхаланса ташлатăп пек туйра.

 

Самант — шăлса каять кичемлĕх çилĕ

хĕвел шевлиллĕ туйăма татах.

Сĕтел çине эп ӳпĕнетĕп çиллĕн,

ятна пăшăлтатса калать тута.

Санпа эп калаçма шыратăп мел,

чĕре пăрне ирĕлтерен хĕвел!

Тăвăр çул


Йăкăрти газик, шурă юр çинче хура çип евĕр тăсăлса выртакан шоссе тăрăх çур сехете яхăн «тусан кăларттарнă» хыççăн, сасартăк сулахаялла пăрăнчĕ те тăпах чарăнчĕ. Сарманкин чарчĕ ăна.

— Тăхта! — терĕ вăл кăшкăрнă пекех хыттăн, шоферне хулĕнченех ярса тытса. — Ан васка... — Кабинăран тухма тăчĕ.

— Ăçта эсир, Василь Владимирыч? — начальникĕ тем тума хăтланнине курса, хыпаланса ӳкрĕ лешĕ.

— Çула кайса тĕрĕслес тетĕп. Тен, машинăпа кĕме çук унта...

— Пулать! Мĕн пăшăрханатăр эсир, Василий Владимирович?.. Кĕретпĕрех! — шантарчĕ шофер. — Виç-тăват çухрăма çуран çӳреместĕр ĕнтĕ...

— Путса ларсан? — аллине тыткăчран вĕçертмесĕрех ыйтрĕ Сарманкин.

— Лармастпăр! Курса кăна тăрăр акă...

— Асту эппин.

Газик çĕнĕрен хускалать те — эпир самантрах тарăн-тарăн çырмана кĕрсе тăратпăр. Чăн-чăн çырмана. Çыранĕсем те пур ун (вĕсен çуллĕшĕ пĕр-ик метртан та кая мар пулĕ), тĕпĕ те. Шывĕ çеç çук. Ун вырăнне вара — юр, юр... Иш те иш кăна, кăмăлу тăраничченех ашăнтар!

Пирĕн газикĕмĕр ишет. Нăйкăша-нăйкăша ишет вăл, сарăпсăрскер. Кĕрт курпунĕсене вата-вата тапăçланать. Пĕтĕм вăйран туртăннипе пулас, е пĕр çыран çумне çапăнать, е теприн çумне; вăхăт-вăхăт, хал çитереймесĕр, вырăнта тĕпĕртетсе-ташлакаласа та илет.

Малалла

Тĕттĕмлĕх икĕ питлĕ...


Тĕттĕмлĕх икĕ питлĕ,

Тĕттĕмлĕх çичĕ питлĕ.

Тĕттĕмлĕхре çуралнă юрату

Тĕттĕмлĕхех путать.

Чĕлхе вĕçĕнчи сăмахсем...


Чĕлхе вĕçĕнчи сăмахсем —

Иĕп вĕçĕнчи сăмахсем пек!

Ӳксе

Шап! шаплатаççĕ вара ман ума!

Çурăлаççĕ

Тулса çитнĕ лӳппер тумламсем пек.

Пушанать пек чуну,

Вăхăтран —

Лăш каять ыратни,

Пуç мими,

Юн тымарĕ сурни...

Ман вара —

Сана хирĕç калас сăмахсем

Йĕп вĕçнелле кармашаççĕ...

Йăмра


«Çаврăнса пăхмастăн, —

Тет йăмра сана, —

Е эс палламастăн

Хăвăн ыр тусна?»

 

Чим-ха, чим, асилтĕн

Тимлесе пăхсан.

Эс шăхлич тусаччĕ

Çиччĕ тултарсан.

 

— Эс те тем асилтĕн

Ун умне пырсан?

— Сывлăш çавăрсаччĕ

Ватлăх хуçлатсан.

 

Шăхлич мар, туятăп,

Ман çитес кунра.

Пуçăма таятăп

Сан умра, йăмра.

Сывă пул, Таканай


Сурбанов ефрейтор демобилизаци йĕркипе киле каякансен малтанхи ушкăннех лекрĕ. Кунтах — Сабиров Вагиз та, Пархоменко Сашка та. Çĕркаç киле каяс хаваспа куç хупманран шăмшак йывăрланса çитнĕ. Ыйхă пуснăçем пусса пырать. Тепĕр вунпилĕк-çирĕм минутран туннель витĕр тухмалла. Кăшт уçăлас тесе, салтак сивĕ шывпа сапăнчĕ, тамбура тухрĕ. Часах вакун чӳречинчен чугун çул вокзалĕ курăнса кайрĕ: ун хыçĕнче, леререх, Таканай тăвĕ. Эрни-эрнипе, уйăхĕ-уйăхĕпе тĕтре ăшĕнче пурăнаканскер, вăл паян та такамран именсе пытаннă пек.

— Пăхăр-ха, пăхăр, Таканай икке пайланнă! — кăшкăрса ячĕ халиччен ун пек-кун пеке асăрхасах кайман Пархоменко Сашка, вакун чӳречи патне пырса тăрсан. — «Шинель» аркисем курăнаççĕ те, «çĕлĕкĕ» кăшт палăрать.

— Çĕлĕкне хывсах кĕтсе илет, — кулса илчĕ чӳрече çумнех тĕршĕнсе шухăша кайнă Вагиз. — Халь мĕн вăл, çулла курасчĕ сирĕн. Хĕвел тухнă вăхăтра... Курсан, мĕн ĕмĕрне манайман пулăттăр.

— Çулла тӳр килмерĕ çав,— ӳкĕнчĕ Сашка.

Çара килнĕ чухне асăрхаман та эпир вăл тăва. Те вăл тĕтре ăшĕнче пулнăран, те хамăр тĕтрелĕхре ишнĕрен.

Сабиров Вагиз çулла пĕр-иккĕ те килсе кайнă Таканай хулине командировкăна. Çавăн чухне курнă та ĕнтĕ Таканай ирхи хĕвелпе пĕрле тӳпенелле туртăннине. Йĕкĕтсем салтака киличченех çакăнта хăй ĕмĕчĕпе йăпанса пурăннă ту. Унтанпа миçе çул иртсе кайрĕ акă. Ун пекех, хĕвеле миçе хутчен постра кĕтсе илнĕ.

Малалла

Хура сĕмлĕх...


Хура сĕмлĕх,

Çăмламас мăн упан,

Чӳрече çумнерех тĕршĕнет.

 

Шурă тунсăх,

Шап-шурă упан,

Пӳлĕмре, кĕтесре, тĕлĕрет.

 

Аякран-аякран

Сенкер çутă ӳкет:

Йышăнман,

Ăнланман

Юрату...

■ Страницăсем: 1... 638 639 640 641 642 643 644 645 646 ... 796