Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сунарçă халлапĕсемИлле ТăхтиХӗвел мулкачӗсемПолк ывӑлӗТанатаПулать-çке пурнăçраВатă чĕре — çамрăк чун

Инçетре, Германи çĕрĕнче...


Инçетре, Германи çĕрĕнче,

Уçă шуçăмлă ир кулĕм

Ман ӳте пĕр тимĕр тирĕнчĕ,

Юнăм çунăхрĕ хĕрӳллĕн.

 

Ӳкрĕм те пустав çерем çине,

Курăка хĕретрĕ юнăм.

Туйрăм вăйăм-халăм чакнине,

Темшĕн кăшт хурланчĕ чунăм.

 

Çав самант — нихçан манассăм çук —

Хĕр васкавлăн чупрĕ пычĕ.

Вăйлăн-вăйлăн çиçĕм çиçнĕ чух

Улшăнмарĕ ун сăн-пичĕ.

 

Вăл-çке хăнăхнă хĕр аллипе

Сурана тирпейлĕн çыхрĕ,

Ăнсăртран çеç çăлтăр куçĕпе

Куçăмран чĕнмесĕр пăхрĕ.

 

Хĕр васкарĕ тепĕр çын патне...

Астăватăп — манас марччĕ:

Куçĕсем юратнă хĕр ятне

Асăнма хушса хăварчĕç.

Хĕл Мучи патĕнче


Çĕнĕ çул çывхарса пырать. Акă уяв кунĕнче шап-шурă юр вĕçтерет. Эпĕ часрах чаплă чăрăша вăрмантан илсе килме васкатăп. Чăрăшлăха çитсенех хитре чăрăша шырама тытăнтăм. Çапла пыратăп васкамасăр. Пыратăп та курах каятăп, йывăç айĕнче шурă мулкач выртать, урисене хăй айне чикнĕ, ăшăнса выртать. Эпĕ çак мулкача кишĕр ывăтса патăм. Савăнчĕ пулас, васкасах чĕпĕтме пуçларĕ. Акă юнашарах хитре, илемлĕ, чаплă чăрăш курăнса кайрĕ. Эпĕ ăна касма пикентĕм. Сасартăк, кĕтмен çĕртен чăрăш тăрринчен шăнса кайнă кайăк ӳкрĕ. Касма чарăнтăм. Кайăкĕ илемлĕ, икĕ куçĕ çăлтăр пек йăлтăртатать. Кайăк нумаях кĕттермерĕ, икĕ пĕчĕк куçне уçрĕ.

— Эсĕ маттур ача, мана вилĕмрен çăлтăн. Сана Хĕл Мучи патне ăсатăп, — терĕ кайăк ман çине пăхса.

Çак асамлă сăмахсене каларĕ те пĕр самантран эпир ылтăн пӳрт умне çитсе тăтăмăр.

— Акă çитрĕмĕр Хĕл Мучи патне, — терĕ те кайăк çухалчĕ.

Пӳлĕм варринче Хĕл Мучи. Вăл ачасем валли парнесем хатĕрлет. Эпĕ Хĕл Мучине сывлăх сунтăм. Малалла теттесем хатĕрлеме иксĕмĕр пуçларăмăр.

— Эсĕ, хĕрĕм, ырă кăмăллă ача, мулкача тата кайăка пулăшнăшăн сана парнесем тата кĕмĕл укçа парнелетĕп, – терĕ Хĕл Мучи. – Халь çак чаплă чăрăша ил те лашасем çине лар. Эп ăçта пурăннине никама та ан кала, – хушрĕ мана Хĕл Мучи.

Ух, паттăр!


Ман ывçăмра

Пĕчĕкçĕ пăнчă евĕр

Вăрă.

Мĕн шăтĕ-ши,

Çак пĕчĕк пĕрчĕрен?

Ку çарăк пулĕ-ши,

Е роза,

Е

Кăвар пек çунан

Çеçенхир чечекĕ-ши?

Çак пĕрчĕре

Туни, çулçи,

Чечекĕпе тымарĕ те

Вырнаçнă.

Унтах тата

Тĕлĕнмелле шăрши!

Паттăр пĕрчĕ!

Мĕн чухлĕ япала вăл

Йăтнă!

Хăш чух

Кăшт çеç тымар яра пуçланă

Çакăн пек пĕрче

Таптаççĕ ăнсăртран.

Пурпĕрех вăл ăнтăлать

Хĕвел патне.

Ух, паттăр!

Паттăр пĕрчĕ!

Тăри


Пур кайăкран пахи —

Шутлатăп эп — тăри.

Кун тăршшĕпе янрать

Хирте тăри юрри.

Çак кайăк шырамасть

Улах, хӳтĕ кĕтес.

Вăрттăн шурăмпуçне

Вăл шăпчăк пек кĕтмест.

Уяр-и, çумăр-и —

Çавах: «тăр-тăр-тăри!»

Колхоз уй-хирĕнче

Ян-ян! тăри юрри.

Юрри-çеммипелен

Хастар ĕçлес килет.

Хастар ĕçĕмĕре

Юррипелен пиллет.

Юр кайиччен килсе

Тыр-пул пуçтариччен

Пĕрмай вăл пирĕнпе,

Çак пĕчĕкçĕ ĕçчен.

Хăрушлăхпа хаярлăх


Ула улăхра урнă тупă улать,

Уяр тӳпере çухăрать хурçă кайăк.

Эпир юратса тăнă лăпкă хула

Вутра ялкăшать-çке. Мĕнре-ши ун айăп?

Пĕр айăпсăр çын нăйкăшать тарăхса.

Çуртсем вăркăнаççĕ, ай-çийĕн çунаççĕ,

Ĕнсе хуралать симĕс тăрăллă сад...

Çаплах тӳпене хуплать вилĕм çуначĕ.

Хула варринче тамăк вучĕ улать.

Масар пек юлать эпир савнă хула.

 

Эл куртăм ем-ешĕл уяр кăнтăра.

Пуян-çке çав кăнтăрăн аслă уй-хирĕ!

Анчах сĕрĕшсе пулнă сарă тырра

Паян çурла мар, — вырать çулăмлă вирĕк.

Шыв шăлпăн юхать сарлака улăхпа.

Ун юхăмĕ хурлăхлă, йывăр ун çулĕ:

Вăл тăрă шыв мар — вăл хĕрелнĕ юнпа;

Вăл çумăр та мар — мĕскен тăлăх куççулĕ...

Халь куç виçейми çав çеçен хирте,

Тусан çĕклесе çавра çил çеç иртет.

 

Эл çитрĕм çил-тăвăллă сив Çурçĕре

Унти этемсем ытарма та çук харсăр.

Типтерлĕ çуртра, вăрманти ĕшнере,

Çын пураннă пулнă-çхе хурлăх курмасăр.

Çав харсăр этемĕн чипер йăвине

Эсрелĕ килсе хурчăка пек тустарнă;

Малалла

Ухмах Йăван


Пурăннă тет пĕр ялта Йăван. Вăл кĕтӳçĕ пулнă, сурăх кĕтĕвне пăхнă. Ăна пурте ухмах Йăван тесе чĕннĕ. Пĕррехинче ухмах Йăван хĕлле сурăх пăхма кайрĕ. Уйра курăк çуккипе сурăхсем юр тăрăх утаççĕ, утаççĕ, чарăнма пĕлмеççĕ. Кĕтӳçĕ те утса ывăннă. Вăл пĕр уйри капан çине хăпарса канма шут тытнă. Хырăмпа та, çурăмпа та, алăпа та, урапа та тапаçланать, анчах ниепле те хăпараймасть. Киле кайса пусма илсе килсен çеç хăпарма пултарать. Анчах канма выртнăччĕ, пăхать — сурăхсем çук. Капан çинчен хăвăртрах сиксе анать, пусмине киле кайса хурать, сурăх кĕтĕвне шырама пуçлать. Нумай-и, сахал-и утать Йăван, курах каять пĕр хурăна. Лешĕ кашласа ларать. Хурăн макăрать пуль тесе шухăшлать Йăван.

— Мĕншĕн хуйхăратăн?

Нимĕн те шарламасть хурăн. Каллех ыйтать. Каллех хуравламасть. Йăван тарăхса каять те хурăна касса ярать. Хурăн ăшĕнче ылтăн укçаллă чӳлмек тупать. Чӳлмеке илет, малалла каять. Инçех те мар сурăх кĕтĕвне тупать. Яла сурăх кĕтĕвĕпе тата укçапа таврăнать. Халĕ ăна никам та ухмах Йăван тесе чĕнмест.

Э!


Тӳпене ăнтан кайса пăхан

Ама хупах сап-сар чечекĕсем

Çут тĕнчене илем кӳрет иккен.

Куç халь

Чечексене кăна курать.

 

Эс те,

Этем,

Ăçта пулсан та ху,

Çав чечексем пекех,

Вăю çитен таран

Ырлăх ту,

Илем кӳр.

Ама хупах чечекĕ


Хула хĕрри.

Лапра, çӳп-çап.

Хут татăкĕ.

Пирус тункатисем

Куçа кӳрентерет.

Ах тур! Мĕн пулчĕ ку!

Хĕвел çути пекех

Чуна çĕклентерен?

Ырă ят


Çĕрлехи çапăçу чакаланă сăрта

Çутатать ирхи шуçăм — çут ылтăн.

Сывлăм ӳкнĕ варта çамрăк паттăр выртать,

Пăшалне чăмăртанă хăй хыттăн.

 

Ӳксе выртнă çĕртен юлташне вăл шырать.

Вăйсăр куçĕ ун, вилĕм пек, сыхă...

Тăван мар-çке умра,

савни мар-çке çумра, —

Палламан хĕр сӳтет шурă çыхă.

 

«Ан та тăрăш, юлташ, —

илтĕнет лăпкă сас, —

Сăрхăнать юлашки чĕрĕ юнăм;

Ӳте пуля кăшлать, ăша тимĕр касать,

Сивĕ вилĕм туять çамрăк чунăм.

 

Итлесем, ырă хĕр: илт савниçĕм ятне, —

Ман чĕре çумĕнчех унăн адресĕ.

Аслă Атăл ялне, савнă тусăм патне

Ман çинчен пĕлтерсе çыру яр эсĕ.

 

Эс пĕлтер ăна: вилĕм пăхсан куçăмран,

Çӳçенсе каялла эп чакмарăм.

Куç курми тăвăлра, чарăнми çулăмра

Эпĕ çапăçрăм çивĕч, хаяррăн.

 

Эс пĕлтерччĕ ăна: шухă çамрăк пуçа

Эп çĕршывăн телейĕшĕн патăм.

Пурнăçа юратса эп хупатăп куçа,

Çĕр çинче ман юлать ырă ятăм...»

Малалла

Уçă хапха


I

Пӳртре тар шăрши. Сывлама питĕ йывăр. Сывлăш çитмест. Малти шăннă чӳречесем умне уйăх хыпаланса пычĕ: пӳрт ăшне пăхать, çывракан çынсене çутатать. Унтан, кăмака умĕнче çакăнса тăракан çăпала çине ӳкрĕ те, çăпалапа ашкăнма тытăнчĕ.

— Çывăр ĕнтĕ... Никантăр... çывăр... Мĕн йăваланса выртатăн? Шурăмпуç та килет пуль ĕнтĕ, çутăлать пуль, çывăр.

Илтмест Никантăр арăмĕн сăмахне, арăмĕ çав сăмах хыççăн ун çумнерех шунине те туймарĕ. Хăрах аллине тăлăп ăшĕнчен кăларса тарланă кăвак пуçне тытрĕ те хăй сисмен çĕртенех:

— Эх-х! Самана! — йывăррăн тăсса каларĕ.

Каларĕ те çавăнтах хăраса ӳкрĕ. Хăй сасси улшăннинчен, хаярланнинчен хăрарĕ. Хĕсĕк ампар айĕнчен тĕртĕнсе тухакан хăвăл каска пекех туйăнчĕ ăна хăйĕн сасси.

— Ара, Никантăр, тул çутăлать вĕт, çывăр.

Çук, каллех илтмерĕ. Арăмĕ тата çумнерех çыпçăнать, ăна ыталаса хăй патнерех хĕсет... Çук, туймасть Никантăр, илтмест арăмне.

...Вăл хапха умĕнче юр хырать. Сарлака, çĕнĕ кĕреçепе юра картла-картла тухать те чĕркуççи таранах хӳсе кайнă юра çул çине ывăтать.

Ыттисем те юр хыраççĕ. Кашни хапха умĕнчех. Хĕрарăмсем шыв ăсма каяççĕ, хăшĕ таврăнать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 637 638 639 640 641 642 643 644 645 ... 796