Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеЙышăнман сăмахсемХум пӑшӑлтатӑвӗХĕрлĕ тюльпанЛаохКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеЮрату ҫӑлкуҫӗ

Чипер калать, ĕненмелле, пит тĕрĕс...


Чипер калать, ĕненмелле, пит тĕрĕс.

Хак парăн эсĕ: «Вăл епле хастар!»

Ху шухăшна васкавлăн ан пĕлтер эс:

Хытах улталанма та йывăр мар.

 

Пулать çапла та: чăх хĕрсех тем хушă

Кăтиклетет, тăвас пек çăмарта,

Анать — йăви юлать каллех пуш-пушă...

Ун евĕр çын та çук-и хамăрта?

 

Пĕрин — сăмах анчах. Сайра, вăтаннăн

Пуплет тепри, мухтаймăн чĕлхине.

Ытла ан тĕлĕн: кирлĕ чух вăл саншăн

Вута та сикĕ, эсĕ чĕнсенех.

 

Хăш сасă — маска çех. Астуччĕ эсĕ:

Чун тĕкĕрĕ этемĕн — унăн ĕçĕ.

Юнашарта çук ĕмĕлке те...


Юнашарта çук ĕмĕлке те. Сирĕн

Хĕвел те кĕреймест мăн пахчăра —

Туратсене мĕнле халпа вăл сирĕ? —

Улмуççисем шултра та пит çăра.

 

Çăкалăха иленнĕ сарă кайăк.

Пур пĕчĕк кӳлĕ. Ав, ун патĕнчех

Ларать шап-шур пилеш, кăштах вăл тайлăк...

Ытла аван, хитре кунта тĕнче!

 

«Сад мар ку, — тетĕп, — юмахри ӳкерчĕк,

Мухтав — çакна ӳкернĕ ăстана».

Калатăн эс: «Атте пăхса ӳстерчĕ,

Хăй çук... Кашнийĕ тав тăвать ăна».

 

Пире çапла кам асăнĕ тахçан,

Ниçта та ятлăх йывăç лартмасан?

Çĕлен пыйти


Эпĕ Атăл леш енчи, Сăрпа Çăвал, Кĕтнепе Пăла, Шетмĕпе Шамашар тăрăхĕсенчи вăрмансенче пур çĕрте те пулнă. Çапла пĕррехинче Йĕпреç вăрманне çитме кăмăл çуралчĕ. Кунти чĕрчунсемпе вĕçенкайăксем те пĕлеççĕ-паллаççĕ иккен мана. Ăсанĕсем вара пуç тăрринчен те анма пĕлмеççĕ, кукар хура сăмсисемпе кăлтăртук-кăлтăртук тутарса ыттисем çинчен кала-кала параççĕ: «Хӳрине амантнă ăсан ултă чĕп кăларнă; сулахай урине хуçнă ăсан автанĕ йăви тĕлне маннă, ют чĕпсем валли алат çĕклет, Сурăм тăрăхĕнчи пăши çухалса кайнă та кунта килсе кĕнĕ, тарăн çырмана тăрăннă, мăйракине хуçнă; кĕтӳри сурăх такин тирне пăснăшăн ула кашкăра Кĕрçут кĕтӳç хăлха чиккинчен аван лектернĕ, кашаман ăна, хăвăртрах тӳрлетме, пысăк хупахпа тытса çӳрет; ял хĕрринчи киле пынă хăрах куçсăр тилĕ хӳрине Таруç кинеми вите алăкĕпе хĕстернĕ...»

Вăрманти вак-вак çулпа кун каçипе урлă-пирлĕ çӳресе самаях ĕшентĕм. Типĕ çулçă пуçтарса çăра курăк çине купаларăм та тĕк тӳшек çине тӳннĕн тăсăлса выртрăм, шăна-пăван чăрмантарасран йӳç хупахăн сунчăкран та кая мар сарлака çулçисемпе витĕнтĕм. Айра — çемçе, ăшă, çӳлтен çумăр йĕпетесрен шик çук: тарăн ыйăха путрăм.

Малалла

Епле пуçне тăратнă...


Епле пуçне тăратнă

Хĕрхĕлтĕм чечексем!

Пурне те капăрлатнă

Тĕрлентерен сăрсем.

 

Епле тăван тавралăх

Савнать çу кунĕнче!

Ем-ешĕлри хăвалăх

Тапса тăрать тĕнчен.

 

Чăштăртатать-и курăк —

Туян хĕпĕртевне.

Таса тытма тим пур ун

Кăмăл йĕркелĕхне.

 

Тин çеç кăшт вĕрнĕ çил те

Тамалчĕ ытахаль,

Чăрлатнине те илтмĕн

Шăрчăкăнне ак халь.

 

Кирек ăçта пăхсан та —

Илем куç туллиех.

Нишрен те сывалан-тăр

Пĕрре тинкерсенех.

Атте-анне пире сыхланă


Мĕн пĕчĕкрен, мĕн ачаран

Атте-анне пире сыхланă.

Сап-сарă пушăт сăпкаран

Ӳксе аманасран хăранă.

 

Атте-анне пире юратнă,

Сиктернĕ юрă юрласа,

Юмах-халап ярса йăпатнă,

Йăпатнă шăпăр каласа.

 

Атте-анне пире пилленĕ

Вĕçмешкĕн кăйкăр çунатне,

Чун-чĕререн шанса çĕкленĕ,

Ялан вĕрентнĕ çĕр ĕçне.

 

Атте-анне пире ăс пана

Ята-чыса çӳлте тытма.

Ăс-хал пани ĕçре юранă,

Юранă лайăх çын пулма.

Ютра та, тен, нумайрах эреш, илем,..


Ютра та, тен, нумайрах эреш, илем,

Çавах çитмест тем, тунсăхлать вăй-халăм,

Хăш чух чăтма çук хĕсĕнет чĕрем —

Пĕтейнĕ, тейĕн, пĕтĕм ăраскалăм.

 

Пĕлетĕп: роза пирĕн сахалрах —

Çĕнелнĕ çĕрĕм пурпĕр питĕ капăр:

Кунта сывлатăп эпĕ çăмăлрах,

Чунра — çур кунĕ, пулмĕ ун декабрь.

 

Эппин, хитри те хамăр ен анчах.

Кунта кăна эп — Çын! — туллин савнатăп!

Ак ĕнтĕ мĕншĕн тепĕр хут, татах

Çапла калатăп эп хама, сана та:

 

Тăван çĕршыв, телей — пĕр йĕкĕреш,

Вĕсемшĕн пурăн эс — ĕçле, кĕреш.

Ман урăх мĕн сĕнес?..


Ман урăх мĕн сĕнес?.. Хăналăх кайăк

Юрасшăн çепĕç кĕвĕпе сана.

Юрлать ăста, анчах вĕçсе вăл кайĕ:

Çитес сивех хăратĕ час ăна.

 

Сар хĕрĕн пур юраттарма илемĕ,

Туйнать хитре юласлăн ĕмĕрех...

Çул хыççăн иртĕ çул — унпа киленмĕн:

Пит-куçĕ пĕркеленĕ пĕтĕмпех.

 

Эп чухăнрах, тен, вĕсенчен: сăн-питĕм

Курнассăм çук ытарайми чечен.

Хăшсен пек, сас та янăраймĕ питĕ.

Чăнах та, урăх мĕн сĕнес? Ĕнен:

 

Кирек хăçан та саншăн çунĕ чунăм,

Санран ниçта та пулас çук вăл уйрăм.

Ан ус пуçна, пилешĕм


Яштака, тăпăлкка, капăр...

Кирек хăçан та çапла, кирек хăçан та сăпай, тирпейлĕ. Миçе çул ĕнтĕ, акă, ман чӳрече умĕнче саркаланса ларатăн, хăçантанпа сатурлăхупа киленетĕп — çаплах курса тăранаймастăп: эсĕ пур чухне те илĕртӳллĕ, пур чухне те хитре.

Анчах... Анчах паян эсĕ темшĕн салху. Пилĕкӳнтен ытамласа тытнă туратусем те пуçĕсене лăштăр уснă, ытти чух хăйсен чеченлĕхĕпе куçа çисе тăнă хĕрлĕ çырлусем те тĕксĕм... Мĕн пулнă сана, ма çак териех кăмăлсăр? Каласам хуйхуна, пĕлтерсем юлташна. Эпĕ санран нихăçан пытарман, эсĕ те ан пытар. Йывăрлăха çурмалла тайласан çеç чăтса ирттерме çăмăл, теççĕ.

Туятăп: вĕçĕмсĕр чăш-чăш-чăш çăвакан кĕрхи çумăр айĕнче лармашкăн сана аванах мар. Чухлатăп, эсĕ тăр-тăр-тăр ташшиллĕ хĕл çывхарнине сиснĕ. Тапăлтарса тустарасшăн çех çӳрекен аскăн çил те пĕр хут кăна мар пыра-пыра лăскарĕ-тĕр ĕнтĕ... Пулчĕ-тĕр, ĕненетĕп, пулчĕ-тĕр. Çапах та ан парăн, пуçна ан ус, пилешĕм. Чăт, мĕнле пулсан та — чăт! Ан авăн, ан хуçăл.

Пĕл: хĕл пулать те иртет. Иртетех! Шан: тăри юрриллĕ савăк кунсем çĕнĕрен çаврăнса килеççĕ-килеççех! Апла пулсан, мĕн тума çавнашкалах кулянас? Кирле мар. Çĕкле пуçна, тӳрĕлет кăкăрна, чиперккейĕм!

Малалла

Ирхи сывлăм йăлтăрккан...


Ирхи сывлăм йăлтăрккан

Курăкра кĕмĕлленет,

Пуç тӳпинчи тăрăхран

Тăри кайăк тĕр тĕрлет.

 

Эп те юрă ĕнерсе

Утăмлатăп сукмакпа,

Ешĕлпе кавирлесе

Витсе хунă вырăнпа.

 

Янкăр пĕлĕт кăн-кăвак.

Хăпарма тимлет хĕвел.

Кĕр те пахчуна — хăв ак

Ырлăх тума тыт мехел.

 

Илĕртеççĕ тăпрара

Алăран кайми ĕçсем.

Тĕрмешме ку таврара

Килчĕç майлă вăхăтсем.

Петĕр Хусанкай


«Эпĕр пулнă, пур, пулатпăр!» — çыртăн эсĕ.

Çав сăввах вулаттăн халăхра...

Умăмрах-ха Атăл, çыр кĕтесĕ,

Йăл куллу, утту та халь асра.

 

Килнĕ эс Шупашкара тăван культурăн

Мăн лавне туртасшăн Çеçпĕлле.

Çĕн поэзин пуссине ху тухрăн

Çут тĕллевлĕн, хĕртĕн ĕçпеле.

 

Сухаларăн тарăн, акрăн ырă вăрлăх —

Уссăр мар сан тăкăнчĕ тару.

Ирĕк хуласем те ял-ял тăрăх

Кайрĕ янраса сассу-юрру.

 

Çăлтăрна ир куртăн, пурпĕрех — мĕн тăвăн! —

Сукмаку выртмарĕ тикĕсех,

Час ăна хупларĕ вĕчĕх тăвăл,

Çулăма та кĕтĕн эс кĕçех.

 

Юнланса ӳксен те, хытă кӳренсен те

Сулăнмарăн тĕрĕс çул-йĕртен.

Утрăн паттăр! Илтрĕн пур енчен те

Хаклă тав сăмахĕ çынсенчен.

 

Çеçпĕл силуэчĕ, Иванов медалĕ

Юнашар çутатрĕç кăкруна.

Çакрăн эсĕ вĕсене ахаль-и? —

Вĕсенпе пĕр турăн хăв чунна.

 

Ĕмĕре керменнĕн çĕкленсе эс юлтăн

Хамăр чăвашсен тĕп хулинче.

Васкĕç çамрăк ăрусем хăюллăн

Ас илсе ӳсме ун çутинче.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 633 634 635 636 637 638 639 640 641 ... 796