Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул юлташӗИлемКĕмĕл кĕперКулăш кустăрмиПулас кинсемÇут пайăркаХĕрлĕ тюльпан

Шанчăксăр туя


Сан аллунти чипер туя

Кăшт таянсах шарт хуçăлсассăн,

Пăшăрханни те — пустуя,

Ан та сывла эс уншăн ассăн.

 

Вăл пуринчен çукки паха,

Чăтмасть пулсан пĕр йывăра та.

Малтан хуçăлмасан, вăл халь

Чăмтарнă пулĕччĕ шыва та.

Вунсаккăрти çулпа


Эп яшлăх илемне курман.

Аса илӳ питех ман çук.

Вунсаккăрти шăпасам ман

Пуçланчĕ вăрçă аснă чух.

 

Хаяр вут хыпрĕ уй-хире,

Хуласене те ялсене.

Парне — винтовкăччĕ пире,

Вунсаккăрти ачасене.

 

Кайма пулмарĕ çырлана,

Сасартăк тĕксĕмленчĕ кун.

Янратрĕ бомба таврана,

Çырмасенче юхтарчĕ юн.

 

Асра пĕтми йĕр юлчĕ ман:

Вунсаккăрти чĕре вăл — вут

Пуçне чăркать те бинтпалан

Вăрçа кĕрет çын тепĕр хут.

 

Шăвать вăл пăрлă тумхахпа,

Тăшман вутне пăхмасăрах.

Чупать вăл чуллă сукмакпа

Ӳке-ӳке, тăра-тăра.

 

Тăшман хăрушă та хаяр,

Çĕнтернĕскер Европăна.

Унла вăрçмашкăн çăмăл мар,

Çапах кĕтет «капут» ăна!

Кĕтрĕç, кĕтрĕç салтака...


Вăрçă пĕтнĕ. Çуркунне.

Çут çанталăк ырă.

Укăлча хапхи умне

Шăтнă ешĕл тырă.

 

Симĕс тулă çил çинче

Калчине турарĕ.

Тухрĕç, ав, уй хапхинчен

Ачапа хĕрарăм.

 

Хирте ларчĕç кун каçа

Ачапа асламăш.

Пĕчĕк ывăл калаçать,

Чунне лăплантармăш:

 

— Ма килмест-ха вăрçăран

Халĕ те аттеçĕм?

— Аякран килет, çуран,

Çитĕ-ха, пепкеçĕм.

 

Кĕтрĕç талăк, иккĕ те,

Ĕнтĕ уйăх кĕтрĕç.

Салтака кĕте-кĕте

Аптраса та çитрĕç.

 

Ешĕл тулă хумханса

Тайăлчĕ вăш та вăш,

Ларчĕç вăхăта манса

Ачапа асламăш.

 

Салтаксем тăван ялне

Таврăнчĕç пĕрерĕн.

Асаннемĕр ывăлне

Кĕтсе илеймерĕ.

 

Ача ывăнчĕ куран,

Чăтаймарĕ урăх:

— Асанне, мĕскершĕн сан

Çӳç-пуçу шап-шурă?

 

— Аслаçу пуçне хурсан

Вăрçăра Мускавшăн,

Кайрĕç тăнлавсем шурса,

Хурлăх çитрĕ маншăн.

 

Аçу халăх вăрçине

Малалла

Турпас


Çырман çыншăн ят нимĕне те пĕлтермест. Писательшĕн чăн асап: çырнинчен те асапрах. Хăçан ят илĕп.

Пĕр çул тухмасть вăл сан асунтан, икĕ çул... Иккĕленетĕн. Тĕрĕслетĕн. Унтан мансах каятăн. Кивелнĕ япалана манса кайнă пек.

Малтанах, ку ярăмран, «Шĕшкĕ çаппи» çуралнăччĕ. Хамăн айван пуçăмпа, чăвашра, вырăн-вырăнăн вăрманĕ пулмасассăн та, шĕшкĕлĕх пурах тесе шухăшланă. Ача чухне, мĕн астăвассах, шĕшкĕлĕх пирĕн анкарти хыçнех пырса тăрăнатчĕ. Унти мăйăра татсах кайман, вăрманти мăйăр пиçрĕ-и, пиçмерĕ-и тесе тĕрĕсленĕ. Каярахпа, хура кĕркунне çитес чух, пăнкă-пăнкă тулса ларнă мăйăрсене, тăкăннă çулçăсене сирсе тупаттăмăр. Пĕлтĕр тăкăннă мăйăрсем шăтса тухатчĕç. Ача чухнех кăштах ăнкарнă: мăйăр тăкăннăран та, асанне калашле, шĕшке питĕ «хунтăллă».

Хăшĕ-пĕри кахаллипе-ши е килти çĕре шеллесе, улмуççи те лартман. Юр ӳкес умĕн вăрмана кайса кутамккапах пĕр хурт та çимен панулми татса килнĕ. Çулла питĕ йӳçĕ çимĕçе те тутлăх сĕткене кĕретчĕ. Хам эпĕ ача чухнех вăрманта ӳснĕ те, мана йӳçĕ панулми виçĕ пуслăх та илĕртмен.

Чи малтан 1954 çулта çырнă «Йăмра» ятлине, 1958 çулта малтанхи «Канăçсăр çуркунне» кĕнекене кĕртесшĕнччĕ. «Шĕшкĕ çаппи» мар, «Турпас» тесе ят парасшăнччĕ эпĕ кĕске очерксене е калавсене.

Малалла

Лăс палас...


Лăс палас. Ун урлă —

Утма çул. Çыран.

Савнăç мар халь — хурлăх:

Сансăр эп ыран.

 

Уйрăлу ир кӳлĕм.

Тĕл пулу хăçан?

Çук хуравĕ кӳллĕн.

Шухăшра вăрман.

Çеçпĕл


Хура вăрман уçланкинче

Çилпе выля-выля ир кӳлĕм,

Çеçке çурать тĕм айĕнче

Ем-ешĕл çеçпĕл илĕртӳллĕн.

 

Юра сирсе, çĕр айĕнчен

Вăл ĕнер çеç тухса хăпарнă.

Çурхи хĕвелĕн ăшшине

Çеçкеллĕ шӳлкеме хăй сарнă.

 

Сывлать вăл уçă сывлăшпа,

Пăра ирĕлтерет тымарĕ.

Чи çепĕç, ăшă кăмăлпа

Мана паян вăл саламларĕ.

Çарăмсан юханшывĕ


Сарăлса пырать вăл анлăн,

Кĕмĕл евĕр çутатса,

Янăравлă шăнкăравлăн

Вăл юхать авкаланса.

 

Тӳпене пăхать ыр куçлăн,

Симĕс тумлă ту çине.

Хумĕсем ун умлăн-хыçлăн

Талпăнаççĕ çыр енне.

 

Васкаса чупать сатуррăн,

Атăлта ун — канмалли.

Вăл хывать илемлĕ юрă

Çеçкери садсем валли.

Йĕтес кĕпи


— Çапла, Мĕкĕте тусăм, эпĕ ялти нумай çынпа йĕтес туртнă, — пуçларĕ хăй калавне кӳршĕ Тимахви, çамрăк автан яшкине çисе тăранса йывăр кашăкне сĕтел сине хурсан. Унтан вăл йĕтес çумĕнчи шур аша кăшласа ячĕ те шаммине шăлса тасатрĕ. Чылайччен пăхса ларчĕ автан йĕтесĕ çине, ерипен çавăркаларĕ.

Чĕрĕ куçлă, качака сухаллă йăрă Тимахви сĕтел хушшинчен тухрĕ, шифоньер çинче ларакан тăм чейнике илчĕ. Аври те, сăмси те катăк чейникне йĕтес чиксе хунă. Манпа юнашар ларса, пирус чĕртсе ячĕ.

— Амутке, кăмăллаттăм эпĕ йĕтес туртма, — пирус тĕтĕмне çăварĕнчен ункăлантарса кăларса ларнă май калаçрĕ Тимахви. — Йĕтес туртса вăлтса илесси иккĕмĕш професси пекчĕ маншăн.

— Ан тĕлĕнтер-ха, Тимахви, йĕтес туртсах шалу илме çук-тăр та-ха, — иккĕленсех хирĕçлерĕм çакна.

Пирусне сӳнтермесĕрех, Тимахви йăпăр-япăр сиксе тăчĕ те, малти кĕтесре ларакан тĕсĕ шупкаланнă шифоньер патне пырса, алăкне яри уçса ячĕ.

— Пăх-ха! Кур-ха! Йĕтес туртса вăлтса илнĕ кĕпесем кăна манăн вунпилĕк штук. Тупра вĕт ку. Амутке, тупра! Ман атте те, асатте те хăйсен ĕмĕрĕсенче кун чухлĕ пуянлăх курман! — хĕмленчĕ кӳршĕ. — Тата, хывăх пуçсене чике тăршшĕ лартса, миçе четвĕрт эрех-сăра ĕçсе киленнĕ эпĕ. Шучĕ те çук. Вăт сана шалу!

Малалла

Кĕтсе илни


Куккук каллех авăтма пуçларĕ

Сип-симĕс тумлă ращара.

Сан куçусен таса кăварĕ

Каллех çиçет ман умăмра.

 

Каллех телейлĕ манăн куçăм,

Каллех телейлĕ ман чĕре.

Каллех санпа пĕрле эп, тусăм,

Тухатăп анлă уй-хире.

 

Чунтан кĕтсе нумай эп саншăн

Çунтартăм çамрăк чĕреме.

Тавтапуçах мана манманшăн,

Ютра савманшăн ютсене.

 

Куккук пекки тата мĕн пур-тăр

Хитре сасли, хитре ятли?

Çут тĕнчере тата мĕн пултăр

Таса юратуран хакли?

Хĕвел


Унпа калаçрăм ирхине:

— Кала, хĕвел, епле-ха пулнă?

Эс пурнăç панă тĕнчене,

Чĕр пурнăçсăр хăв тăрса юлнă?

 

Ачашшăн пăхрĕ куçăмран,

Шевлисемпе вăл çупăрларĕ.

Вара хуллен çеç хăлхаран

Хĕвел мана çапла каларĕ:

 

— Нихçан та хамшăн тăрăшман,

Çунатăп тек планетăсемшĕн!..

Сан пек иккен шăпаçăм ман:

Эп тăрăшатăп юлташсемшĕн.

■ Страницăсем: 1... 629 630 631 632 633 634 635 636 637 ... 796