Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ытла та вăрттăн юратуЙӳçĕ кулăЙытă тĕлĕкĕИрĕк çилЮрату йĕтесĕТăм ӳкнĕ ирТаркăн

Çуркунне


Ачасем,

Ачасем,

Çывхарать çуркунне.

Ак çитеççĕ кĕçех

Кăнтăртан кайăксем.

Эпир хатĕр каллех

Вĕсене йышăнма:

Вĕллесем хатĕрех —

Йăвасем çавăрма.

 

Инçетрен,

Инçетрен

Шăнкăрч-юрăçă килет.

Кăçал çĕнĕ вĕлле

Пирĕнтен вăл илет.

Çунатне çат çапса

Чарăнмасăр юрлать.

Ши! кăна шăхăрса

Сăввине те калать.

 

Ачасем,

Ачасем,

Ӳсĕр, тет, хăвăртрах.

Пурăнатпăр эпир

Чи аван вăхăтра.

Кукамайăн сар чăххи


Ир-каç çанталăк сулхăн тăрать. Кăнтăрла хĕвел ăшшăн пăхать пулин те, кĕркунне çитни çапах та паллă. Çулçăсем саралнă, пилеш çулçи, ав, хĕп-хĕрлех.

Шкултан килсен, Толя. яланхи пекех, кукамăшне пулăшма кайрĕ. Вĕсем халĕ çĕрулми кăлараççĕ.

— Кукамай, кур-ха! — тет вăл, тем пысăкăш çĕрулми кăтартса. — Чăн-чăн çын кĕлетки евĕрех.

— Сысна çури пысăкăш-çке ку, — тет кукамăш,Толя аллинчи мыскараллă çимĕçе илсе пăхса.

Вĕсем иккĕшĕ те савăнăçлăн кулаççĕ. Çĕрĕ питĕ кăпăшка пирки арçын ача çĕрулмине йывăç кĕреçепе сирпĕтет кăна. Кунтах чăххисем те чаваланса çӳреççĕ. Тăрăшсах тем шыраççĕ, тем сăхаççĕ вĕсем. Ыттисем хушшинче пĕр сап-сарă чăх уйрăмах палăрать. «Урăх сурт» тетчĕ кукамăш ун пирки. Инкубатортан чĕп илсе килнĕ чухне темле ăнсăртран лекнĕ иккен вăл. Ыттисенчен тĕсĕпе илемлĕн уйрăлса тăнăран-ши, Толя çав сар сăмсаллă чĕппе пуринчен ытларах юрататчĕ. Çитĕнсе çитсен, пысăкăшĕпе те самаях палăрса тăратчĕ вăл. «Ку чăх çăмарта туса чĕп кăларсан, питĕ аван пулмалла та...» — ĕмĕтленетчĕ кукамăш, ун çине юратса пăхса.

Анчах вĕсен ĕмĕтленни кăлăхах пулчĕ. Çав чăх çăмартисене курасси пулмарĕ. Вăл çу каçиччен пĕр çăмарта та туса памарĕ.

Малалла

Митта шкулĕ умĕнче шухăша кайни


Хуламăр хирĕнче,

Ял хĕрринче Митта кунне упрать

Çӳл кĕнеке пек палăк.

Пил шухăшлă поэтăн шкулĕнче

Авăрланать пăлхар чĕриллĕ халăх.

Алмуш çĕршывĕ пулнă, пур, пулать:

Тухан хĕвел пек хĕрлĕ, сарă

Элемĕ уçлăх тăрăх сарăлать —

Чăваш илемĕ пулманах ай сарăм.

Пин ĕмĕтлĕ хĕм кĕнеки умне

Асăрханса хам сăввăма хуратăп —

Çунинччĕ çăлтăр астрă вырăнне,

Сӳннинччĕ пур тĕрме те,

Пур хура та.

Пит хухĕм-çке Митта поэт бульварĕ.

Чул палăк евĕр шкулĕ — çур хула!

Ăçта çитсен те манăçа юлмарĕ,

Пăлхарлатса тăрать ман кăмăла.

Çăлтăр ӳкрĕ çӳлтен...


Çăлтăр ӳкрĕ çӳлтен,

Мĕн-ши пулчĕ,

Тĕп тымарĕ татăлчĕ чĕрен?!

 

Курăнмасть çиелтен,

Мĕн-ши юлчĕ,

Кам кулли илтĕнет инçетрен?..

 

Чунсăр тунсăх-çелен

Шуса килчĕ...

Ӳкĕнӳ тĕлкĕшет кĕтесре.

 

Çăлтăр ӳкрĕ çӳлтен,

Чĕре — юлчĕ,

Иртес çук ирттерми тĕнчерен.

Ятлă çыннăн ятлăхĕ хулпуççи çинче...


Ятлă çыннăн ятлăхĕ хулпуççи çинче,

Çавраçилĕ килет те вĕçтерсе каять.

Ятсăр çыннăн ятсăрлăхĕ чунĕ тĕпĕнче,

Çынни ӳксе вилсен те, çумĕнчех юлать.

Ав, лере, кĕтесре...


Ав, лере, кĕтесре,

Шурă чул айĕнче,

Çав сăмах.

Çавăнтах.

Ахлатмастăп текех

Ах та ах,

Ах та ах!

Эс — кулах,

Эс — çырлах,

Савăнах!

Вăл манран

Аякра та кайра,

Шурă чул айĕнче

Сивĕ чул пек

Çав сивĕ сăмах.

Хĕллехи каçсенче


I

Вунвиç çулхи Макçăм пĕчченех К. ялĕнчи 6 çул вĕренмелли шкула вĕренме çӳрет. Макçăмăн шкула çитичченех пĕр лапанкă тăрăх каймалла. Кĕркуннепе çуркунне, çĕр типĕ, çанталăк ăшă чухне, çав лапанкăпа утма пит аван. Лапанкă тăршшĕпе симĕс çерем. Унта-кунта йывăç тĕмисем пур. Çуркунне вара, хĕвел хĕртсе пăхнă чух, Макçăм çерем çинчи сар чечексене пăхса утать. Аван çав çулла: ăшă тумтир кирлĕ мар.

Макçăм, кĕпе вĕççĕн, çара уран çăмăллăн утса, шкула çитнине те сисмест.

Хĕлле... хĕлле апла мар. Ах, мĕншĕн пулать-ши çав хĕл? Пĕтĕм тăлăх-туратăн ăшă тумтир пулнă пулсан хĕл пулни те пырĕччĕ. Макçăмăн та ак пĕр сăхман кăна. Вăл та пулин ала пек витĕр курăнать. Хулпуççисем çине саплăксем хăпарса ларнă. Çĕлĕкĕ те, ашшĕнчен юлнăскер, çĕтĕк-çатăк. Урине Макçăм çăм тăла таткисем çавăрса кĕптĕр-кĕптĕр çăпата сырса ярать. Малтанах шкулти ачасем Макçăм тумĕнчен кулма та хăтланчĕç:

— Макçăм-Макçăм-макакак! Хура чăххи ка-ка-как! — текелесе витлетчĕç. Халĕ ĕнтĕ Макçăма ун пек каламаççĕ. Макçăмăн ашшĕ çуккине, амăшĕ вĕтĕр-шакăр ача-пăчапа тарăхса пурăннине пĕлчĕç. Çитменнине тата, Макçăм хăй аван вĕреннипе часах примерлă ача пулса тăчĕ. Пионер отрядĕнче те, шкулти ĕçсене тума та Макçăм ĕлкĕрет. Хастарлă ача çав Макçăм. Шкула пĕр кун сиктермесĕр çӳрет. Çумăр çăвать-и, юр-и, кутсăр-пуçсăр тăман тухать-и — Макçăм çапах шкула çӳрет. Хĕлле çеç Макçăм пит тарăхать. Лапанкăри сукмака тăман шăла-шăла каять. Макçăм вара хăш чух кĕртсем урлă ишет. Юр ăшне пилĕк таран пута-пута ларать. Хăй çаплах маллала тапаланать. Сивĕ çил сăхман витĕр каять. Умра та, хыçра та куç курми юр пĕтĕрнет. Сăтăрать çил, касать. Кăткă пек тапаланакан пĕчĕк çынна урнă çил çĕр питĕнчен шăлса пăрахас пек туллать.

Малалла

Улатакка


Улатакка так-так-так

Йывăçа шаккарĕ:

«Тĕрĕслес кăна пăртак,

Шĕкĕернĕ мар-и?

 

Тасатас ăна хуртран,

Ырă-сывă ӳстĕр,

Ан чирлетĕр ăнсăртран,

Сив хĕле те тӳстĕр...»

 

Çавăн пек ĕçлет каçчен

Пăшатан сăмсаллă,

Хĕрлĕ çĕлĕклĕ ĕçчен,

Ула кайăк, паллă.

 

Ĕçлеме вăл юратать,

Ун пек харсăр çук-тăр.

Йывăçа вăл сыватать,

Каснă-лартнă — тухтăр.

Çак аслă вăрманта...


Ухсай Яккăвне асăнса

 

Çак аслă вăрманта

Вăрман пек асланатăп.

Çак ăслă вăрманта

Эп хам та ăсланатăп.

Куратăп пек кунта пур курăка,

Илтетĕп пек чи чĕмсĕр кайăка.

Юман юмах ярать —

Вăл ман асаттеçĕм.

Çăка çыру çырать —

Вăл ман мăн асаннеçĕм.

Тӳпе пекех ларать ав хурама —

Асилтерет кĕреш пек хуньăма.

Чиркӳ пуль терĕм те —

Шур хурăна пуç тайрăм,

Пуçа çĕклерĕм те —

Куратăп: хамăн арăм.

Хунавĕ хун пек — хамăр ачасем...

Вĕлтрен те лĕпĕш — пурăннă кунсем...

Çак ăслă вăрманта

Вăрман пек ăсланатăп.

Çак аслă вăрманта

Эп хам та асланатăп.

Пăртас сали чиркӳллĕрен...


Николай Федоров Президента — эпĕ çуралса ӳснĕ тăрăха пырса курнă ятпа

 

Пăртас сали чиркӳллĕрен

Кунта Турри çывăхарах.

Ваттийĕсем чĕреллĕрен

Пурнăçĕсем çырлаллăрах.

Эп çакă çӳллĕ вырăнта

Автан пек кăшкăрса çуралнă,

Çавра тӳпе пек хуранта

Сар вырăс пупĕ çупăрланă.

Шăплат пахчи шăпчăклăран

Улмийĕсем юрăллăрах.

Каччийĕсем шанчăклăран

Пикийĕсем юратарах...

Ача чухне эп ку çĕрте

Çурла, лаша тытса ĕшеннĕ.

Хам ят тухсассăн, çак хирте

Чи хӳхĕм хĕр мана иленнĕ.

Ыхра тĕнчи сăваплăран

Кунта ĕнчи яваплăрах.

Вăрман хĕрри шасарлăран

Вĕттийĕсем масаллăрах.

Çак аслă, чаплă хутлăхра

Пĕрремĕш сăввăм илтĕнетчĕ.

Халь эпĕ çитĕннĕ йăхра

Çӳрет чăвашăн президенчĕ.

Пăртас, Шăплат, мал ял Ыхра

Çурлаллăрах, çырлаллăрах,

Ыхраллăрах. Çулне кура

Пăшаллăрах, патшаллăрах...

■ Страницăсем: 1... 626 627 628 629 630 631 632 633 634 ... 796