Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сунарçă халлапĕсемĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томТĕлĕнтермĕш юмахсемКулăшла калавсемҪул юлташӗПирĕн çулталăкКатӑлнӑ уйӑх

Чее Ау


Пĕр пысăк вăрманта хитре тилĕ пурăннă тет. Вăл питĕ ăслă пулнă, çавăнпа ăна вăрманти чĕр чунсем чее Ау тесе чĕннĕ.

Пĕррехинче тилĕ хăй килĕшнĕ çулпа чуптарнă, юратнă вырăнта уçăлса çӳренĕ. Курах каять, тĕмĕсем хушшинчен шăши чупса тухать. Ăна асăрхасан тилĕ савăнсах каять.

— Ан хăра манран! Эпĕ сана тĕкĕнместĕп, — тет тилĕ тус.

— Эпĕ санран хăрама шутламастăп та. Манăн мĕншĕн хăрамалла?

— Айта паллашар.

— Паллашар. Сана мĕнле чĕнеççĕ? — ыйтрĕ хăрамасăр шăши.

— Вăрманти чĕр чунсем Ау тесе ят панă.

— Эпĕ Ши-ши ятлă

— Паллашрăмăр та. Айта ман пата хăнана, эпĕ сана тутлă апатпа хăналăп.

Шăши килĕшет. Кĕçех иккĕшĕ тилĕ тусăн килне çитеççĕ. Тилĕ тус шăшие тӳрех хăйĕн тĕттĕм сарайне хупса хурать, каçхи апата унран тутлă яшка пĕçерсе çиме хатĕрленет.

Шăши те хăраса ӳкмен, вăл та айван пулман. Ăслăскер, сарай çурăкĕсем шырать, тупсан тухса тарать.

Тилĕ тус тутлă яшка çинчен ĕмĕтленсе сарайне кĕрет, шăшие кураймасть.

Пĕчĕкçĕ шăши тилле улталанине пĕлсен вăрманти чĕрчунсем Ауран хăрама пăрахнă тет.

Шурă юрĕ...


Шурă юрĕ

Шух çиле сас пачĕ,

Илĕртсе чĕнет те —

Кил-ха, кил —

Пытанать вĕл-вĕççĕн —

Вĕлтĕр-вĕлтĕр.

«Ма татах вылять?» —

Шутлать шух çил.

Пурпĕрех

Телейлĕн хапартланчĕ

Ытамне илсессĕн

Шур юра,

Леш юри

Тĕмсем хыçне пытанчĕ.

«Эп кунтах, — тет, —

Кил-ха, — тет, —

Шыра...»

. . . . . . . . . .

Пурнăç мар-и,

Пурнăç мар-и

Çакă,

Выляв çеç пулсан та

Илĕртӳ...

Пĕр тытнă ĕç пымасть пулсан кал-кал...


Пĕр тытнă ĕç пымасть пулсан кал-кал,

тытса чарать иккĕленӳ:

— Тăхтаччĕ!

Мĕскершĕн пултару памарĕ ал?

Хевтӳ тата ăçта кайса пытанчĕ?

 

Сан кăмăлна та ларчĕ тейĕн хĕл:

пăрланчĕ пек хавхалану çăлкуçĕ.

Кăкăрунта хутран-ситрен тĕл-тĕл

касатăн вак:

— Хĕвеллĕ юхăм, уçăл!

 

Пуçла хăватлăн шавласа юхма,

чуптар хумсем эс, пурнăç юханшывĕ!

Анчах чун хĕлĕ тапранасшăн мар,

хăвна ирĕксĕрех туятăн йывăр.

 

Пĕрех пĕр паллă шухăшран ан татăл:

юхать пăр айĕнче те ĕçлĕ Атăл.

Асамлă арча


Тăхтасам, шухă шуçăм, тăхта,

Шухăша пĕр çĕре пуçтарам.

Иртсе кайнă хавас вăхăта

Асилӳ арчине пытарам.

 

Асилӳ арчинче — пĕр тĕнче.

Леш касри ачасен сассипе

Янăрать леш енчи униче.

Шух ачалăх çӳрет сиккипе.

 

Асăмрах малтанхи юрату —

Сарă çулçăн выртать тĕлкĕшсе.

Салтак тумлă савни — уйрăлу —

Тем калассăн пăхать тĕмсĕлсе.

 

Çут хĕвел питĕнче — сар улма,

Сар улма пахчинче — ман пичче

Шурă тутăр сарать те ума

Кучченеç хатĕрлет — сар улма.

 

Асилӳ арчинче — пĕр тĕнче,

Тĕрлĕ çул — тĕнчен тĕрлĕ енне.

Ав, çырма леш енчен, шкул енчен,

Таврăнать хаклă çыннăм — анне.

 

Кирлĕ мар мана ылтăн шăрçа:

Ман пуянлăх — асамлă арча.

Пушă чун варринче...


Пушă чун варринче —

Хăвăл хăмăш.

Касса ил,

Ту-ха шухă

Шăхлич.

Шăхăртсан —

Шăхăртсассăн вара

Кайса яр

Атăлти авăра.

Ан кĕттер.

Чĕрĕ пурнăç сĕмне

Сĕмленсе,

Сывлăшпа та шывпа

Пĕрлешсе,

Мĕн пулни те

Курни,

Çĕнĕрен çуралса

Пурăнассăм килни

Йăлт таврăнĕ кайран

Каялла.

Хĕррипех тулса ларĕ

Чĕре

Ĕмĕре...

 

Халлĕхе —

Пушă чун варринче

Хăвăл хăмăш.

«Аптрамансен» çĕнĕ тусĕсем


Мумукпа Пĕçук пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă. Аш-какай пĕтсе çитсен вĕсем сунара кайма тухнă. Утсан-утсан çултан пăрăнса çĕтсе кайнă.

Сасартăк шăв-шав илтĕннĕ. Сасă еннелле утсан хайхисем кашкăрпа мулкача курнă. Кашаманĕ «кĕске хӳрене» кӳрентернĕ иккен. Кушакпа старике курсан мулкачĕ вĕсем патне сиксе килнĕ, кашкăрĕ çырманалла тарнă. Малалла Пĕçукпа Мумука мулкач çул кăтартса пынă. Кĕçех вĕсем вăрман варринчи чӳречесĕр, алăксăр пӳрт патне çитнĕ. Шалта темле сасă илтĕннĕ. Мулкач пӳрт тăррине çитсе ларнă — çурт ишĕлсе аннă. Унта шăши çури макăрнă иккен.

— Мана арăслан хупса хучĕ, — евитленĕ вăл.

Кĕçех юлташĕсем çав шăши пулăшнипе çул та тупнă. Малашне пурте пĕрле пурăнма пуçланă.

Юхмасть шăнкăртатса, палка-палка...


Юхмасть шăнкăртатса, палка-палка,

сан чĕрӳнтен кĕтмен талант çăлкуçĕ.

Тытасшăн пурпĕрех япшар алпа

çырулăх хирĕнче эс сухапуçĕ.

 

Пăрах ăна — хăмпăланать аллу,

чĕртеймĔ ниепле те критик-тухтăр.

Пĕлместĕн-и? Шăшин пек ăс-халун

ăна тытма, чăнах та, тивĕç çук-тăр?

 

«Эппин, колхозăн хирĕнче çу каç!» —

тесе калас килет сана ман йĕплĕн.

Санран çырулăх анинче сухаç

пулмасть, тăванăм, шухăшла-ха тĕплĕн.

 

Пĕл именме (ку туйăм чыс кӳрет!):

Кунта Толстой та Шолохов çӳрет.

Мулкач


Ĕлĕк-авал пĕр мулкач пурăннă тет. Вăл хальхи пек мар, тилĕ евĕрлĕ кĕрĕк тăхăнса çӳренĕ тет. Вăл хăйне никам та тытаймасть пулĕ тесе шутланă тет. Анчах та пĕррехинче, пĕр хресчен пахчинче тăраниччен апатланнă хыççăн мулкач киле васканă. Курах каять, сунарçă ун çине тĕллесе тăрать. Мулкач хăраса каять те вăрманалла чавтарать, сунарçă та унран юлмасть тет. Мулкач васкать, сунарçă хыпаланать. Пĕр çырма патне çитрĕç тет хайхисем. Мулкач сиксе каçрĕ тет, сунарçă пăхса тăрса юлчĕ тет. Çапла хăтăлчĕ тет мулкач сунарçăран. Киле çитсен тӳрех хĕрлĕ кĕрĕкне хывса пăрахрĕ тет. Халĕ ăна сунарçă тӳрех кураймасть тет.

Чи чакли...


Чи хакли —

юлашки татăк çăкăр,

Чи йӳнни —

ютă çыннăн укçи...

Мĕн хак тăрĕ, апла,

тӳпери çутă çăлтăр,

Мĕн хак тăрĕ, апла,

ăшă кăмăл уççи?..

Тин çулçă сарнă вăрманта касса...


Тин çулçă сарнă вăрманта касса,

çăка туратĕнчен шăхлич тăваттăм.

Кайран эп тĕрĕслеттĕм хам сасса —

куçатчĕ пек юрра шалти хăватăм.

 

Çӳреттĕм эпĕ кĕвĕ ĕнĕрсе —

тен, чун хĕлхемĕ чăн-чăнах та çиçĕ?

Манра талант лармасть-и тĕлĕрсе?

Вăраххăн шурĕ вăхăт урапи çеç...

 

Сасран пĕлеççĕ юрă ăстине —

çакна тӳр килчĕ кăтартма çĕр хут та.

Тем, халĕ те çĕн юрă нотине

пăхатăп шиклĕн: тĕрĕс-и ман утăм?

 

Хăратăп эп кĕвве куçас сасран

çын кĕтнĕ кирлĕ юрă пулмасран.

■ Страницăсем: 1... 623 624 625 626 627 628 629 630 631 ... 796