Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирĕн çулталăкСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеЮманлăхра çапла пулнăÇил-тăвăлТаркăнПепке çуралсан...Хуркайăк çулĕ

Çĕрлехи çул çĕр тĕслĕ


Якур Яжуков ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан яла таврăнчĕ. Ăçта ĕçлес пирки сăмах тапратсан: "Ненай", — пуçне пăркаларĕ йыснăшĕ. Колхоз правленине çитрĕ. "Сана колхоз вĕренме яман", — терĕ ăна кĕске мăйлă бухгалтер.

Вăл киле килме тухрĕ. "Каймаллах кунтан", — хăнт-хăнт! тапрĕç пуçра юн тымарĕсем. "Тен, каймасан та..." — тенĕ пек илтĕнчĕ тата темĕнле сасă.

Якур куртка кĕсйинчен çĕтĕлме пуçланă пĕлтерĕве туртса кăларса пĕрремĕш хут курнă пек вуларĕ. "Каймаллах", — çирĕплетрĕ вăл хăйне.

Тӳпери çăлтăрсем пăлханнă кил-çуртра çĕрĕпе çутă сӳнмен пек ирчченех çунчĕç. Вăрман çийĕнчи сапаланчăк пĕлĕтсене çил килсе шурăмпуç шевли кăшт палăракан тухăçа хăваласа пуçтарчĕ. Пĕлĕтсем пĕр хушă кутăн-пуçăн пăтрашăнса илчĕç те шăпăртах тамалчĕç. Çумăр ӳккелеме пуçларĕ. Уçă тĕлте хĕвел курăнчĕ. Вăл пайăркисемпе çĕр енне мĕн пур вăйран туртăнса унран куççульпе йĕре-йĕре уйрăлнăн туйăнчĕ. "Çумăр çуса ан ятăрччĕ", — ассăн сывларĕ Якур.

Канаш станцийĕнче Çĕпĕрелле каякан пассажир пуйăсĕ çине Томска çити билет илчĕ. Тăкăлтăк-тăкăлтăк туса пычĕç вакун кустăрмисем. Каяс çулу такăр пултăр, ларас вырăну типĕ пултăр текен пулманран-ши, вăл хăй те: "Ну, сывă пул, тăван енăм!" — темерĕ. Чӳречерен тулалла тĕлсĕррĕн пăхса пычĕ.

Малалла

Тĕкĕр


Эп тĕкĕр çине

Именетĕп пăхма.

Курассăм килмест

Пĕркеленнĕ сăна.

Эп çамрăклăхпа

Çиçекен сăнăма

Çĕн ĕмĕтсемпе

Çĕнетсе пурăнап.

 

Хулра вăй пур чух,

Пуç ĕçленĕ чухне,

Халь каччă пекех,

Эп туятăп хама.

Пăхма кирлех мар-тăр,

Тен, тĕкĕр çине.

Пăсса кăтартать

Вăл кăштах сăнăма.

Пахчана тухатăп


Кашни каç тухатăп

Йывăç пахчине,

Итлесе ларатăп

Шăпчăк юррине.

 

Çăлтăрсен вăййи те

Килĕшӳллĕ маншăн.

Уйăх та пăхать пек

Тусăм евĕр ăшшăн.

 

Çил вĕрсен, туятăп

Хĕр лăпканине...

Çавăнпа тухатăп

Йывăç пахчине.

Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам!...


Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам!

Шурăмпуç çутипе чӳхенсе çуталам.

Инçетри телее йĕрлесе тупнă чух

Сан çине аякран пăхнипех савăнам.

 

Эсĕ пурнăç пулсан эпĕ тĕлĕк пулам!

Вăрттăн каç шăплăхне хускатмасăр сывлам.

Ватăлми чĕрене канăç çитнĕ чухне

Сан чунна асамла телейпе хумхатам.

 

Эсĕ ĕмĕт пулсан эпĕ шухăш пулам!

Çиçĕм пек васкаса сан хыçран хăвалам.

Эп сана, юмахри тĕнчене куçарса,

Юрату шерпетне астивсе пăхтарам.

 

Эсĕ тинĕс пулсан эп ун хумĕ пулам!

Тăвăлпа тулхăрса хĕвелпе çуталам.

Палкаса тăракан аслă пурнăç çинчен

Манăçми юрăсем юрласа хăварам.

 

Эсĕ мăкăнь пулсан эп пыл хурчĕ пулам!

Çеçкӳне çунатпа сĕртĕнсе ачашлам.

Чĕрери тунсăха çилпеле вĕçтерсе

Виличчен юратма вĕрентсе хăварам!

Хĕрпе каччă юрри


— Савни, сана юратнипе мĕн парам эп:

Асăнмалăх кĕмĕл çĕрĕ халаллам-и?

— Ай-яй, савни, пит илĕртсе ан калаç-ха:

— Юратнипе кĕмĕл çĕрĕ халаллаç-и?

 

— Савни, сана юратнипе мĕн парам эп:

Çут çӳçеллĕ пурçăн тутăр халаллам-и?

— Ай-яй, савни, пит илĕртсе ан калаç-ха:

Юратнипе пурçăн тутăр халаллаç-и?

 

— Савни, сана юратнипе мĕн парам эп:

Виç хурталлă сатин саппун халаллам-и?

Ай-яй, савни, пит илĕртсе ан калаç-ха:

Юратнипе саттин саппун халаллаç-и?

 

— Савни, сана юратнипе мĕн тăвам эп:

Çӳхе кăна тутăвунтан чуп тăвам-и?

— Ай-яй, савни, юрату сан чĕререх-мĕн:

Чуп ту эппин! Анчах асту... Çепĕçреххĕн...

Кĕвĕ


Урам шупка кăвак тĕслĕ. Унта юр пĕрчисем хĕвĕшеççĕ. Тĕлĕнмеллескерсем вĕсем: çĕр çине тем пеканса ларасшăн, анчах пултараймаççĕ. Вăйлă çил вĕсене вĕçтерет те вĕçтерет. Çавăнпа та, лайăхрах сăнаса тăрсан, чуна кăшт кулăшла пулса каять, «Айванскерсем!» — тесе кăшкăрас килет.

Урамран анаталларах, çулçисене тăкса пĕтермен тирексем хыçĕнче, анлă Атăл юхса выртать. Паян вăл лăпкă мар. Хумĕсем пĕр енчен тепĕр енне çаврăнса çапăнаççĕ, çыран хĕрринелле кумаççĕ. Пăрахутсем те курăнмаççĕ. Шурă юр пĕрчисем кăна хура та кăтрашкаллă уçлăхра шĕвĕр тимĕр пек çуталса паплă мар вырăналла вĕçеççĕ. Каç тĕксĕмĕ килнĕ. Хăш-хăш килте çутă çутнă. Урамра çын сахал. Темиçе хĕрарăм кăна, пĕчĕк ачисене хăйсем çумне пăчăртаса, автобус килессе кĕтеççĕ. Ачисем пулмасан вĕсем те çакăнта тăрас çук, утмалла. Автобусĕ хулара сайра çӳрет, тепре чухне кĕтсе илме те çук. Анчах хула çыннисем кунашкаллине тахçанах хăнăхнă та вăрçмасăр -тумасăр хăйсен çулĕсемпе танкăшаççĕ. Пĕр каласан, вĕсене автобус кирлех те мар: хулийĕ пĕчĕк, ниçта каймаллиех те çук. Хĕвел тухăçĕнче рабочисен поселокĕ вырнаçнă, кăнтăрта — ял. Çавăнта пурăнакансене кăна кансĕртерех.

Малалла

Походран килсен


Нарва енне аякран

Вăрăм, йывăр походран

Çитрĕмĕр эпир çĕрле

Пĕр чăвашпала пĕрле.

 

Шинельсене пĕркенсе,

Окоп тĕпне кукленсе,

Кăшт канас-ха терĕмĕр

Çав юлташпа иксĕмĕр.

 

Эп çӳрерĕм тĕлĕкре

Вăл каçхине инçетре,

Куртăм атте-аннене,

Хамăн тăван пиччене.

 

Савнă чăваш ялĕнче

Сарă сăпка ăшĕнче

Ярăнатчĕ шăллăм ман...

Куç йĕпеччĕ вăрансан...

 

Иртнĕ вăрçăн терчĕсем

Ĕмĕр юлчĕç чĕрере.

Ахальтен мар çӳçĕмсем

Кăвакарчĕç çирĕмре.

 

Анчах туйрăм эп — чĕрем

Пулчĕ хурçăпа пĕрех.

Похода кайма хушсан —

Эп маттур салтак ялан.

Санпа вăййа пĕрле тухман эп...


Санпа вăййа пĕрле тухман эп,

Улахсенче пĕрле пулман.

Тĕрĕссипе калас пулсассăн,

Пĕрне-пĕри эпир курман.

 

Çавах, ирпе хĕвел тухсассăн,

Вĕри чĕрӳ аса килет.

Каçхи тӳпе çине пăхсассăн,

Шавах сана куратăп эп.

 

Хура юнсем пайтах эл курнă,

Вут пек чĕрем çавах таса.

Сана аса илсен, чăн пурнăç

Ума тухать йăлтăртатса.

 

Эс пĕччен мар — эс манăн халăх,

Çĕршывăм ман, хĕвелĕм ман!

Нихçан та чакмĕ ман вăй-халăм,

Ялан санпа пĕрле пулсан.

 

Сан çырăвна виç хут вуларăм,

Вун виçĕ хут вулас килет!

Йĕркесерен — вĕри сăмах-мĕн,

Вĕри сăмах чуна çĕклет.

 

«Шур çăм алса çыхса яратăп,

Кĕрхи каçсен парни ятне,

Хальччен курман-илтмен чăн хаклă

Юратнă тусăмçăм патне.

 

Аллу шăнсан, асна ил тетĕп,

Таса вăрçă хирне тухсан.

Çĕнтерӳпе килсем, кĕтетĕп,

Вара хăвах тупан тусна!»

 

Тав, тантăшăм! Сана асилĕп

Йăлкăшакан кăвар çинче.

Таса яту мана вăй кӳрĕ

Малалла

Пурнăç


Килчĕ хурлăх евĕр

Шăвăнса кĕр каçĕ.

Йĕпхĕн хура чатăр

Карчĕ çĕр çине.

Эпĕ аса илтĕм

Пирĕн иртнĕ пурнăç

Çакă каç пек тĕксĕм,

Хурлă пулнине.

Иртнĕ пурнăçа эс

Çĕрле çеç асилĕн,

Кăнтăрла нихçан та

Килмĕ вăл аса.

Ма тесессĕн халĕ

Пурнăçăмăр пирĕн

Пĕлĕтсĕр кун евĕр

Çутă та таса.

Сар хĕвел салатрĕ ахахне...


Сар хĕвел салатрĕ ахахне

Ешĕл тумлă аслă çĕр çине.

Ыйхăллă, ĕшеннĕскер, хуллен

Тракторист килет хăй сменинчен.

 

Çак тĕлте вăл ултă çул пулман,

Çакăнти чечен хире курман.

Çитрĕ ĕнер çеç ку вырăна,

Çĕмĕрт çеçкипе сĕлтет ăна.

 

Тăрисен юрри янрать... Хирте

Пĕр хĕр кĕтсе илчĕ йĕкĕте.

Тин кăна вăл çитнĕ апатпа.

— Кил, çисем, — тет уçă сасăпа.

 

Каччă вăрттăн пăхрĕ хĕр çине,

Паллаймарĕ сарă хĕр камне.

Хăмăш пек тӳр пӳллĕ, яштака.

Шухăш вĕçрĕ, чупрĕ аякка.

 

— Тавтапуç, пит тутлă апату,

Пĕлейресчĕ, сан мĕнле яту?

Ăшшăн кулчĕ çамрăк хĕр вара:

— Эп санпа тĕл пулнăччĕ фронтра...

■ Страницăсем: 1... 619 620 621 622 623 624 625 626 627 ... 796