Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пепке çуралсан...Хĕллехи каçсенчеАтăл шывĕ юха тăратьСалампиЙытă тĕлĕкĕКайăк тусĕÇул хыççăн çул

Çăлăнăç


Петĕр Хаваскин Вăрмар поселокĕнчи «Ял техникинче» ĕçлет. Ялтан çӳрет вăл кунта. Ирхине ирех килтен тухса утать, пуйăс çине ларать те станцăна çитет. Кун каçа машина-трактор юсать, ĕç пĕтерсен каллех станцăна васкать. Пĕр ик-виç çул та мар, çирĕм-вăтăр çул çапла пурăнать. Хăнăхнă ĕнтĕ...

Хаваскин чăн-чăнах хаваслă çын. Яланах йăл кулă унăн пичĕ çинче. Нихăçан та хуйхăрса-кулянса ларнине курман ăна юлташĕсем. Сăмах урлă — шӳт те кулăш унăн. Виле пытарма кайсан та хăш чухне чăтса тăраймасть, шӳтлесе илет-илетех. Тата... Питĕ тавçăруллă, мур илесшĕ! Вутра та çунмастъ, шывра та путмасть!

Слесарь пулнă май Хаваскинăн эрех-сăра ĕçкелесех тăма тиврĕ пĕр вăхăт. Юсав ĕçĕ пĕтерсе аллине çума ĕлкĕрнĕ çĕре сĕтел çине кĕленчепе çăкăр татки тухса та выртаççĕ. Хирĕçлеймест Петĕр, янклаттарать хаяр шĕвеке çăвара.

Киле çитсен арăмĕ кăмăлсăртараххине асăрхать-ха вăл, анчах шӳтлекелет, пырса тĕрткелет те ăна, лешĕ çемçелет вара, мăкăртаткалать те лăпланать.

Пĕр каçхине яланхиллех Хаваскин «Ял техникинчен» юлташĕсемпе, хальхинче лайăхах хĕрнĕскерсемпе, урама тухрĕ. Хăйĕн куçне хăй ĕненмерĕ: пысăк хапха умĕнче арăмĕ тăра парать. Пулман кун пекки ĕмĕрĕнче!

Малалла

Сехет шаккани те юлать пурнăçра...


Сехет шаккани те юлать пурнăçра,

Ăшри тӳре ĕмĕт те шухăш.

Мĕскер-ши тухать-ха апла манăçа?

Сăмах-и? Шутлар-ха пĕр хушă.

 

(Аспа та чунпа тĕвĕленнĕ пулсан,

Ик чул хушшинче те ванаймĕ.)

Çук мар халлĕхе пуш сăмах салатан,

Пĕтмен-ха çак çĕрĕн айванĕ.

 

Пасар хакĕпе сутасла сăмахне

Эрешлĕн сĕреççĕ, сăрлаççĕ.

Пылпа пыллантарнă тути-çăварне —

Мухтав-халалсем салатаççĕ.

 

Пĕри е тепрн, ман пекки — айванни —

Ĕненнĕ те хунă хăп-хапăл.

Сăмах вăл — сăмах — çапсан ванманни,

Пулса юлмасассăн пуш хăвăл.

 

Сехет шаккани те юлать пурнăçа

Шуса, сăрхăнса вăхăт витĕр...

Ан юлтăр кăна пĕр сăмах манăçа:

Тĕнчешĕн тĕнче пек вăл килтĕр.

Илетĕп икĕ тĕрлĕ сăрă...


Илетĕп икĕ тĕрлĕ сăрă,

Пĕрне ăна — хăйне кура.

Ун пӳлĕмĕ пулайĕ сарă,

Ман хамăн, ахăртнех, хура.

 

Ташлакансем, мĕнех, ташлаччăр,

Пулать ку ĕмĕрте — пĕрре.

Çĕн мăшăр та... ара... шавлаччăр...

Тĕнчи, чăнах та, йĕркере.

 

Çунан чуна кăшт пусарассăн

Эх! ал çупатăп (эп — килтех).

Хура стена хыпса çăтассăн

Ахăрашать витле-витле.

Эй, иртен-çӳрен...


Эй, иртен-çӳрен,

Çаврăнса пăх!

Икĕ çын,

Пĕр-пĕрин çухавинчен ярса илсе,

Тĕнче илемне туймасăр тытăçаççĕ.

Пĕри пуçне хурать — çут чăнлăхшăн,

Тепрb кăнать — ултавшăн.

 

Эй, иртен-çӳрен,

Çаврăнса пăх!

Ултавпа чăнлăх,

Пĕр-пĕрин çухавинчен ярса илсе,

Тĕнче илемне туймасăр тытăçаççĕ.

Пĕри пуçне хурать этемшĕн, xысшăн,

Тепри кăнать — суяшăн, мулшăн.

Ума тухать тăп-тăрă тарăн авăр


Ума тухать тăп-тăрă тарăн авăр:

ун тĕпĕнче, куçа шарта-шарта,

хĕвелĕн ылтăн чăмăркки выртать,

чĕнет хăй илĕртсе: тытса пăхсамăр!

 

Куçа асамлă тĕсĕпе туртать:

— Чăнах та эпĕ ылтăн, — тет. — Ăнланăр.

Никам чăмса илменнипе — ан манăр —

Сире кĕтсе выртатăп авăрта!

 

Çапла пире час-час тĕлĕнтересшĕн

суя тĕспе çиçен ултавлă ăс:

сăмахĕнче ялан куратпăр пăс!

 

Çапах та вăл пире ĕнентересшĕн

вĕçĕмсĕрех хăй ылтăн пулнине:

сисмест вăл хăйĕнчен çын кулнине.

Çич çунатлă курак


Пирĕн нуша çитнĕ çĕре çич çунатлă курак та çитеес çук.

Чун тăвăннă чухне мăннисен çăварĕнчен тухса каякан сăмах

 

1

Ӳсĕр хĕрарăм унран хăпма пĕлмерĕ. Пĕрехмай пĕр сăмах калать, пĕрехмай пĕр сăмах.

— Раис аппуна халь анне темелле пулатъ. Малтанхи кунранах хăнăхмасан кайран чĕлхе итлемест...

Алик пуçне чикнĕ те мăшăлтатса тăрать.

— Итле аслине. Раис аппуна анне теме тытăн...

Татах йӳтететчĕ-и ӳсĕр хĕрарăм, ашшĕ вăйлă аллисемпе çĕклесе илчĕ те сĕтел хушшине кайса лартрĕ. Маниç аппăш çумне.

Алик вырнаçма ĕлкĕреймерĕ, мĕнпур тутлă апат-çимеç ун умне куçма пикенчĕ. Паçăрах хырăмĕ чăрлатса тăратчĕ. Тĕпел алăкĕ урлă йăпшăнкаласа пăхрĕ. Унта хĕрарăмсем хĕвĕшеççĕ те, ăçта мĕн пуррине курса ĕлкĕреймерĕ. Ахаль пулсан мĕн те пулин çаклатса тухнă пулĕччĕ. Аслисенчен пĕри те вăл мĕн шухăшпа çӳренине тавçăрасшăн пулмарĕ, хăпартма та, кукăль татки те тыттармарĕ. Ун вырăнне халĕ ырлăх çитрĕ. Маниç аппăшĕ мĕн çиес килет тесе те ыйтса тăмасть, хăй кармашса çитейнĕ таран пĕрин хыççăн тепĕрне Алик умне иле-иле хурать.

Малалла

Ирт тĕпеле!...


— Ирт тĕпеле! — туссем мана чĕнеççĕ. —

Эс — сăвăçă, çыратăн кĕнеке.

Сума суса, тулли курка сĕнеççĕ,

кĕр çулçипе çуталнă кĕреке.

 

Паллах, эп хам та вĕсемпех ĕçленĕ:

çырас сăвви те çуралман ахаль.

Çĕрле, çыврас тесен, вăл хирĕçленĕ:

— Чун сăпкинчех вилес-и манăн халь?

 

Тен, çавăнпа чĕнет тус-йыш тĕпелĕ

мала иртме, курка сĕнсе алран?

Ташша чĕнсе, хитре хĕр куç хĕскелĕ:

чăн пурнăç ку! Вăл сивĕнмест манран.

 

Телейлĕ кăмăл тăтăр ал çупсах:

ма пулăп пурнăç ташшинче уксах?

Йĕрес пулсан — ăнланĕччĕç...


Йĕрес пулсан — ăнланĕччĕç,

Йĕрес пулсан — каçарĕччĕç,

Куçран пăхса,

Вăй-хал парса,

Телей енне каçарĕччĕç.

 

Ăнланĕç-ши самантлăха

Куççульсĕр хыт чăтăмлăха?!.

Эп — юрату...


Эп — юрату.

Эп — çунтăм, çунтăм...

Кăшт йăсăрлантăм та ак —

сӳнтĕм.

Выртатăп халь

хуп-хура уйрăлун.

Часах

пулса юлăп ак

тунсăх.

Кайран куçăп сасса.

Палăри-палăрмн,

илтĕни-илтĕнми

куçса çӳрĕп.

«Мĕн сасси ку,

мĕскер ку», —

эс ыйтăн хăш-чух.

Эп —

ятсăр,

сансăр

сасă...

Çитес çулшăн


Çуркунне улмуççи чечекреччĕ,

Вăл туятчĕ хăйне хитререх,

Çулçине çут шевле илĕртетчĕ,

Курăнатчĕ улми ĕмĕтрех.

 

Кассăн-кассăн ăш çил çупăрлатчĕ,

Никама уйăрмастчĕ шух çил.

Пуринпе пĕр пек вăйă вылятчĕ,

Кашнинех вăл паратчĕ ăш пил.

 

Çĕр-анне сĕткенне шеллеместчĕ,

(Шухăш çук-ха ăна хурлама.)

Çуркунне улмуççи чечекрехчĕ,

Кĕркунне — курăнмасть пĕр улма.

 

Çутçанталăк аслă саккунĕ,

Хăть ятла халь сана, айăплă.

Улмуççишĕн çак кĕтнĕ кĕр кунĕ

Мĕн тесе килмеллеччĕ çапла?!.

 

Эп — этем. Эп — пыратăп, калатăп:

Ĕмĕт хăй те хăш чух чун уççи.

Пурпĕрех улмуна тутăнатăп,

Пурăнах, пурăнах, улмуççи!

■ Страницăсем: 1... 617 618 619 620 621 622 623 624 625 ... 796