Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вĕлле хурчĕ — ылтăн хуртИрĕк çилАсаттесемКулăш кустăрмиТантăшсемТаркăнҪул юлташӗ

Çăкалăхра


«Çăка çулçи çаврака та,

Мĕн каласа çырнă-ши?»

Çак юрра асра тытатăп

Эп чылай çулсем хушши.

 

Çуркунне юрсем кайсассăн,

Сарăлсассăн сар çăка, —

Атăл шывĕ пит хавассăн

Илĕртет пур çамрăка!..

 

Атăл тăрăхĕ — çăкалăх.

Вăл çăкалăхра эпир

Шурă лантăш асăнмалăх

Пуçтараттăмăр ир-ир.

 

Савăк юрă эс пуçтартăн,

Куртăн та çăка çулçи:

«Çăка çулçи çаврака та

Мĕн каласа çырнă-и?..»

 

Пурнăç çулĕ пит те аслă...

Çав çăкалăхра эпир

Тĕл пулайрăмăр хаваслăн, —

Сывпуллашрăмăр пĕр ир!..

 

Эп çăкалăха саватăп,

Шухăшлатăп çулсем хушши:

«Çăка çулçи çаврака та,

Мĕн каласа çырнă-и?»

Тилĕпе суккăр лаша


Суккăр Лаша выльăх картине шыранă,

Аташса ялтан хиреллех тухса кайнă.

Ак суккăрскер ерипе

Пырать аслă хирĕн çулĕпе.

Ăнсăртран такăнса та ӳкет хăш тĕлте,

Ак вăл такăр çулне те çухатрĕ хирте.

Урипеле хайхи çула шыраса,

Пĕрре утать, тепре тăпах чарăнать,

Унтан, хăлхисене тăратса,

Ун-кун итлеме тытăнать.

— Кукка! Кукка! — терĕ кăшкăрса

Çывăхарах выртакан Тилĕ Лашана,

— Эс, чăнах та, кайнă иккен аташса!

Чунтан хĕрхенетĕп эп сана,

Эй, мĕскĕн! Ырă тĕнче çутине,

Курмасăр ирттертĕм ĕмĕрне

Эсĕ çапла суккăр пулнăран

Куççульпех йĕретĕп эп чунтан.

Кукка! Телейлĕ мар-çке эпĕ те:

Акă паян ир яла пырса çитрĕм те

Колхоз анкартине кĕрсенех

Урана хуçтартăм лĕштĕрех.

Ура хуçăлни вăл тарам, ман сана

Леçсе хăварас килет картана.

Итле-ха, Кукка, эпир çапла тăвăпăр:

Утланам та эпĕ сан çине,

Кăтартса кăна пырам хир çулне,

Вара часах яла çитсе тăрăпăр.

— Тавах сана, тавах ырă сăмахшăн,

Атя, утлан! — терĕ Лаши йăвашшăн.

Малалла

Кĕнекерен хакли çук


Чул турттарасси — çăмăл ĕç мар. Укçине те параççĕ-ха. Ĕçлесе илнĕ укçана пĕтĕмпех çемье сĕтелĕ çине хумарĕ Мишша. Çуррине хăй аллине хăварчĕ. Пĕр кун, Кури вăрмана кайсан, картишĕнче урлă выртана тăрăх çавăрса çӳрерĕ те урама тухрĕ. Тӳнсе кайнă йăмра çине пуçтарăнса ларнă çынсем сăмах-юмах çăмхине сӳтеççĕ. Мишша вĕсем патне пырса ларас темерĕ, анчах ватă çынсен калаçăвĕ унăн хăлхине аванах пырса кĕрет. Кунта вăл Шăхасанти шкулта вĕрентекен Ефим Алексеевич Хусана каяссине пĕлчĕ.

Мишша вăр-вар тумланчĕ те Шăхасана вĕçтерчĕ.

— Мĕнле хыпарпа килтĕн? — ăшшăн йышăнчĕ Ефим Алексеевич ăна.

— Эсир Хусана кайма пуçтарăнатăр теççĕ. Манăн хальхи писательсен хайлавĕсемпе паллашас килет. Авалхи çырусен кĕнекисем пулсан та чăрмантармасть. Вĕсене туянма сире укçа парса ярасшăн эпĕ. Чăрмав кӳмĕп-ши?

Ефим Алексеевич Мишша çине ăшшăн пăхса илчĕ.

— Чăваш ачи çутталла туртăнни сайра тĕл пулать. Санăн пархатарлă ĕмĕтӳ хытă савăнтарать мана.

Мишша кĕсйинчен укçа кăларчĕ те Ефим Алексеевича тыттарчĕ.

— Сывă юлăр эппин. — Хăвăрт тухса кайрĕ Мишша вĕрентекен патĕнчен.

Малалла

Ваттисем çапла каланă


Ваттисем çапла каланă,

Аслисем çапла юрланă:

«Тул ани çинчи çума

Хăть хăçан та эс çумла».

Çакă юрра юрлакан

Ĕмĕрне те выç ларман.

 

Ваттисем çапла каланă,

Аслисем çапла юрланă:

«Сăхма тăран çĕлене

Юраман тет шеллеме».

Çакă юрра юрлакан

Нихăçан та ахлатман.

 

Ваттисем çапла каланă,

Вăйлисем çапла юрланă:

«Тытăр çапăр кашкăра —

Ырлăх пулĕ хăвăра».

Çакă юрра юрлакан

Ĕмĕрне те хур курман.

 

Эпир те çаплах калар-и,

Эпир те çаплах юрлар-и!

Аслă Совет çĕрĕнче,

Çут хĕвелĕн ăшшинче

Ĕмĕр-ĕмĕр савăнса

Пурăнар-и ыр курса.

 

1941-1945

Атăлпа Сĕве хушшисем


Атăлпа Сĕве хушшисем

Хитре иккен ирхи вăхăтра,

Пурçăн çунат çупса кайăксем

Çут хĕвеле кĕтнĕ вăхăтра,

Ылтăн уйра маттур çамрăксем

Хĕрсе тулă вырнă вăхăтра.

 

Атăлпала Сĕве хушшисем

Хитре иккен кăнтăр кӳлĕмре,

Çӳл тӳперен хĕвел шăрçисем

Йăлтăр-йăлтăр çунă кӳлĕмре,

Комбайн умне ларса çамрăксем

Çырла шывĕ ĕçнĕ кӳлĕмре.

 

Атăлпала Сĕве хушшисем

Хитре иккен каçхи вăхăтра,

Сар кайăк пек Ильич ламписем

Клуб садĕнче çиçнĕ вăхăтра,

Баян-купăс тăсса çамрăксем

Тăрăс-тăрăс сикнĕ вăхăтра.

Матрӳшке чейĕ


Утă вăхăчĕ. Кун янкăр,

Саплăксăр сенкер тӳпе.

Янраса тăрать уçланкă

Çавасем чашлатнипе.

 

Хурăн тăршшĕпе чупаççĕ

Кăткăсем ик çулпала.

Сĕм вăрманăн тимĕрç лаçĕ,

Янратать, ав, сунтала.

 

Матрӳшке пиçсе вĕрерĕ —

Вăрманти чи тутлă чей.

Пылласа ларса ĕçер-и

Пĕтĕм кăмăл туличчен!

 

Ĕшенсе канма выртсассăн,

Илтĕн çĕр сывланине.

Çăлтăр çумăр пек çăвассăн

Туйăнĕ вăрман çине.

 

Милĕкпе эс улăштарăн

Минтере те тӳшеке.

Матрӳшке каллех тултарăн

Тĕтĕмленнĕ чейнике.

Кĕт мана


Кĕт мана, кĕт, çĕмĕрт куçлă хĕрĕм,

Сан пата эп пурпĕр çаврăнап.

Ахаль мар калаçаççĕ: «Пурнăç йĕрĕ

Вăл çăка çулçи пек çаврака».

 

Кĕт мана, кĕт, çĕмĕрт куçлă хĕрĕм,

Çĕнтерӳллĕ пулĕ пирĕн çул.

Тăвăлла кĕрлет халь кунĕн-çĕрĕн

Юлашки хĕрӳллĕ çапăçу.

 

Эпĕр савнă аслă Совет çĕрĕ

Нихăçан та пулмĕ чурара.

Кĕт мана, кĕт, мăкăнь питлĕ хĕрĕм,

Çĕмĕртсем шап-шурă вăхăтра!..

 

1942, апрель

Пĕрремĕш ĕç укçи


Шăхасанпа Шăхран хушшинче чул сарса çул тума тытăнаççĕ тенине илтсен Мишша Кури шăллĕне çапла каларĕ:

— Атя эпир те чул турттарма каяр. Çул тума пĕр кубла метр чул турттарса кăларнăшăн алшар пус тӳлеççĕ тет.

Кури килĕшрĕ. Вĕсен килĕнче лаша та, урапа та пур. Тепĕр кунне Мишша Шăхранти çул-йĕр кантурне кĕчĕ те унта чул турттарма килĕшӳ çыртарса тухрĕ.

Тунтикун Мишшапа Кури ирех тăрса лаша кӳлчĕç, урапа çине апат-çимĕç хучĕç, сакăр сехет тĕлнелле Шăхранти кантур умне çитсе тăчĕç. Кунта Шăхасан ачисем те нумай иккен. Чулне Кипеч çырминчен турттармалла.

Ачасем часах тарăн çырма хĕррине çитрĕç. Таçтан-таçтан çаврăнса анмалла çырма тĕпне. Унта шурă чул питĕ нумай-мĕн.

Малтанхи кун ачасем çул тăвакан çĕре икшер хут чул кайса тăкрĕç. Унтан ăна теçетник шута илсе виçме тирпейлĕ купаласа хучĕç. Кайранхи кунсенче тиенĕ лавпа виççĕ хутлама тытăнчĕç. Çапла пĕр эрне иртсе кайрĕ. Турттарнă чулсене теçетник виçсе шута илме тытăнчĕ. Виçсе пĕтерсессĕн вăл ачасене Шăхранти кантура чĕнчĕ. Мишшапа Курин пĕр эрнери ĕç укçи пĕтĕмпе вунă тенкĕ тухрĕ. Епле савăнмăн-ха çакăншăн — пĕрремĕш ĕç укçи вĕт-ха: пĕр тенкĕпе пĕр пăт çăнăх илме пулать. Ачасем Шăхранта çемçе булка туянчĕç.

Малалла

Çурхи юрă


Сивви çухалчĕ ĕнтĕ мартăн,

Паян тулта — çурхи тĕнче.

Кун пек чухне камах-ха лартăр

Ниçта тухмасăр пӳртĕнче?

 

Кун пек чухне чи ырă юррăм

Ăшран тухать те ĕрĕхет.

Мухтав сана, хавас кун-çулăм,

Кăтартрăн чăн-чăн ирĕке.

 

Çурхи кун пек халь пурнăç пирĕн

Ешерчĕ тулăх çĕр çинче.

Хĕвел шевли, çап-çутă ирĕ

Çиçет çынсенĕн чĕринче.

Аманнă вăкăр


Пăяхам, пăяхам, итле-ха! —

Терĕ хăла Лашана Качака. —

Вăкăр аманнă, вăкăр, Ваçкă ятли,

Пĕлетĕн вĕт, леш, ăратли.

— Мĕнле апла? Ак тамаша! —

Тесе тĕлĕнет хăла Лаша. —

Вăт инкек, епле аманнă?

— Епли-мĕнĕ, кĕпер айне йăваннă,

Икĕ ури хуçăлнă лăштăрах. —

Аманнă Ваçкăна паçăрах

Кĕпер айĕнчи тип çырмаран

Тракторпала кăларчĕç аран-аран,

Унтан килсе вырттарчĕç картана.

— Вăкăрĕ вилмен пуль? — Çук, вилеймен.

Ун телейне, ыттисем пурте сисеймен,

Пĕлнисем васкаса çитнĕ, халь ăна

Çилĕ тавăрма тытăннă пикенсех:

Пĕри çыртать, хăшĕ сĕкет,

тепри çилленсех

Пыра-пыра тапать меллĕрех вырăнтан,

Тĕлĕнмелле, никам та хăрамасть

халь унтан.

Ас ил, пурте тĕлĕнетчĕç вăйĕнчен,

Тулăксăрччĕ вăл, сĕкетчĕ,

Хăраса çеç пурăнатчĕç хăйĕнчен.

Ăна сăмах та чĕнейместчĕç.

Ахлатса выртать халь картара,

Хевти йăлт пĕтнĕ вăкăрăн.

— Чим! — тет Лаша. — Эсĕ çав вăйлă Вăкăра

Мĕнпе тавăртăн? Мĕн турăн?

Малалла

■ Страницăсем: 1... 613 614 615 616 617 618 619 620 621 ... 796