Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сана ҫырма сӑмах ҫитетАсаттесемЙăмраллă ялИрĕк çилХĕçпе çурлаЮрату йĕтесĕХĕллехи каçсенче

Хитре самант


Хуйхă-суйхă кăшлаймарĕ

Чĕрене.

Çил килсен те авăнмарĕ

Вĕрене.

Тĕксĕм пĕлĕт хуплаймарĕ

Хĕвеле.

Чурăс çын та кураймарĕ

Куççуле.

Мана эсĕ тиркемерĕн

Пулмалла.

Ăшшăн, ыррăн çеç çĕклерĕн

Кăмăла.

Ачашларăн, ыталарăн

Пилĕкрен.

Юратса хуллен каларăн:

«Кăшт хĕрхен...»

Юратса хайларăм çаврăм

Çак кунах.

Сана курса эпĕ саврăм

Чăн-чăнах.

Пĕрне кăна...


Шап-шурă кофта тăхăнаттăм —

Хам аллăмпа тĕрленине.

Юрла-юрла шыва васкаттăм

Ял вĕçĕнчи çăлкуç патне.

 

Хул çийĕн — сарă кĕвентеччĕ,

Чăнкăртататчĕç витрисем.

Шур акăш пек вĕçес килетчĕ,

Ĕмĕтленсе, хĕпĕртесе.

 

Çитсе тăратчĕ çамрăк каччă,

Хыçран куллен чупаканскер;

Çунатчĕ, маншăн тунсăхлатчĕ,

Эп пур, туймастăм нимĕскер.

 

Кашни çыннах чун юратаймĕ

Хитре пулсан та сăнĕпе.

Пĕрне кăна чĕрӳ манаймĕ —

Вăл саншăн çывăх пулнипе.

Анне, эп таврăнтăм!


— Аннеçĕм, салам...

Пахчара кишĕр йăранне çумлакан шурă тутăрлă ватă хĕрарăм пуçне хăвăрт çĕклерĕ те йĕри-тавралла пăхкаларĕ: «Турăçăм, Ирина сасси-çке ку, нивушлĕ шутла-шутла аташа пуçларăм?» Куçĕ тĕлне никам та пулманшăн тарăхса хаш! сывларĕ кинеми. Хăлхана çеç тенчĕ пулĕ тесе вăраххăн пĕшкĕнчĕ те ĕçчен аллисемпе хăвăрт-хăварт çум курăкне çумлама тапратрĕ. Унăн чĕри канăçсăрланчĕ, пичĕ тĕксемленчĕ. Пуçĕнче вара палланă çывăх сасă янăрарĕ. Çав самантра Палаки кинемие такам пуçне çĕклесе пăхма хистерĕ тейĕн. Вăшт кăна тăчĕ те алăк еннелле çаврăнчĕ. Ак, тамаша, пусă тĕлĕнче Ирина кулкаласа тăра парать! Ура вăйĕ лăштăрах кайрĕ ватă хĕрарăмăн. Ӳкес мар тесе вăл туххăмрах çум курăк купи çине кайса ларчĕ.

— Аюк, аннеçĕм, сана çапла вăйлă хăратнине пĕлес пур, кунашкал хăтланман пулăттăм, — терĕ те Ирина икĕ аллине ик еннелле сарса чупса пычĕ, чи çывăх çыннине мĕнпур вăйран ыталаса илчĕ. «Сансăр çав тери тунсăхларăм, аннеçĕм, анне, каçар мана, эпĕ яланлăхах сан патна килтĕм», — пăшăлтатрĕ хĕр пĕр чарăнми. Нумай ларчĕç-и вĕсем çапла, сахал-и — вăхăт пĕр шелсĕр малалла чупрĕ. Çак самантра хĕвел те хăйĕн ылтăн пайăркисене çак икĕ çывăх чун çине нумайрах янă пек туйăнчĕ.

Малалла

Çурхи ыр вăхăт — çепĕç туйăм...


Çурхи ыр вăхăт — çепĕç туйăм —

Савăнтарать кашнин чунне.

Кăçал чечек шăтсассăн туйрăм,

Чăн юратун вăй-хăватне.

 

Сап-сарă хăю пек ик çивĕт

Иртсе анать ун пилĕкрен.

Темме пăхать мана хĕр сиввĕн,

Çӳхе тути кулмасть хитрен?

 

Ун çумĕнче сăпайлă каччă,

Ман чунăм тăвăллăн сикет.

Пĕрле çӳреççĕ ир те, каç та —

Ман çеç телейĕм çук иккен.

Ӳкĕнӳ


Çамрăк ĕмĕр хăвăрт иртрĕ

Йăлтăр! çиçнĕ çиçĕм пек.

Хуйхă тухрĕ чунăм витĕр

Вĕлле хурчĕн сăнни пек.

 

Пĕчченех халь тĕшĕлетĕп

Тахçанхи вăхăтсене,

Ма уйăрайман-ши тетĕп

Ыррине — усаллине.

 

Пĕтерет хĕр чух айванлăх,

Юратса юта шанни.

Халь кăна курнать пит лайăх

Хăш тĕлте хам йăнăшни.

 

Янаху çитсе пырсан та

Çыртаймастăн чавсуна.

Пĕр иртсе кайсан нихçан та

Тавăраймăн çав куна.

Ехрем пичче


— Каласа пар, Ехрем пичче,

Чăнах та пысăк-и тĕнче?

Пуçламăшĕпеле хĕрри

Ун пур-и? Ун ăçта варри?

 

Чĕлĕм турта-турта пичче,

Лараканскер тулта пĕччен,

Каларĕ шухăшлăн мана,

Ялти айван хĕрача

 

— Ытла та пысăк вăл тĕнче,

Çак çут тĕнче ытамĕнче.

Пуçламăшĕ — тăван ялта,

Чи лайăх вырăнĕ кунта.

 

Варри ун — пирĕн урамра,

Курсам, шăпах вăл сан умра.

Çерем кĕççи те ват йăмра,

Çырма лапри те пур çумра.

 

Эп çаврăнтăм тĕнче тавра,

Ялан тăратчĕ ман умра

Çеремлĕ те йăмраллă ял,

Уç саслă хур та кăвакал.

 

Тус-тăвансем, ял çыннисем —

Асран кайми ятсем-сăнсем, —

Ялан çӳрерĕç юнашар,

Вĕсем пур чух эс мĕскĕн мар.

 

Тĕнче тавра çӳренĕ май

Чунпа эп пурăнтăм ялта.

Ют юрă илтрĕм эп нумай,

Чăваш юрри — тĕпре, шалта.

 

Чăваш юррипеле ташши

Çĕклерĕç ман чуна ютра.

Тăван чĕлхеçĕм чун ăшши

Пулайрĕ çавă самантра.

Çĕр савăнать


Ĕнер хĕвел хĕртетчĕ,

Курăк çунса типетчĕ,

Тусан куçа çиетчĕ,

Çăвар уçас килместчĕ.

 

Хĕрлĕ чечек çинчи тумлам

Çĕр савăнса хашлатрĕ.

Паян çумăр чашлатрĕ,

Сар чечекĕ калать: «Салам!»

Пăрланнă куççуль


«Упăшки çĕре кĕрсе выртать, вăл вара пĕр куççуль те кăлармарĕ. Чĕресĕр пуль...» — çак сăмахсем чĕререн çĕçĕпе чикнĕн илтĕнчĕç çурăм хыçĕнче. Çамрăк хĕрарăм çаврăнса пăхмарĕ, аллинчи сăмса тутрине çеç пĕтĕм вăйран чăмăртарĕ, куçне шăлчĕ. «Петя вилĕмĕшĕн вăл айăплă», — каллех çак сасă унăн хăлхине кĕчĕ. Акă, тупăк хуппине витрĕç, масар çине пухăннă халăх ахлатрĕ, хĕрарăмсем вара уласах йĕрсе ячĕç.

Тоня вара юпа пек хытса тăрать. Шурса кайнă пичĕ çинче пĕр юн тумламĕ те палăрмасть тейĕн, тăп тытнă тути те кĕл пек кăвакарса кайнă. Юлашкинчен те пулин тупăкра выртакан мăшăрне «каçар» тесе калама вăй çитереймерĕ. Чĕлхи те çаврăнмасть, чĕри çеç юнпа çăвăнать.

Каллех сăмса тутрине куçĕ патне илсе пычĕ çамрăк хĕрарăм, анчах та куççуль тухмарĕ. «Айăплă мар эпĕ, айăплă мар», — пĕтĕм халăх илтмелле кăшкăрса ярасшăнччĕ вăл, анчах та сасси тухмарĕ. Пуçĕ çаврăнса кайрĕ, ӳкес мар тесе тăватă çулхи Катюшăна йăтнă Соня аппăшĕ çумне тĕршĕнчĕ. Тупăкне шăтăка антарчĕç, тăпра ывăтма тытăнчĕç, масар çинче çаплах çынсен хӳхлевĕ тăрать. Тоньăна пуçĕнче вара пĕтĕм кĕске пурнăçĕ тата юлашки виçĕ кун арăш та пирĕш çăврăнчĕ.

Малалла

Ахах-мерчен акса


Ахах-мерчен акса, илемлĕн

Çут Мускавран тухать хĕвелĕм.

Савнăçпала ĕнтĕ çĕр сачĕ

Янăратса юрласа ячĕ.

 

Ай, ирĕ, ирĕ, çурхи ирĕ! —

Янравлă, уçă, çутă, ирĕк!

 

Çунат çапать хаваслă шăнкăрч,

Юрлать çăл шывĕ шăнкăр-шăнкăр.

 

Улмуççисем сурпан сыраççĕ,

Çĕмĕрчĕсем кĕмĕл çакаççĕ.

 

Çилсем вăштăр-вăштăр вĕреççĕ,

Пыл хурчĕсем сĕр-сĕр сĕрлеççĕ.

 

Хĕрлĕ çеçке шăлан çурать ав,

Чăпар куккук сиксе автать шав.

Çук-мĕн, сад мар çеçкене ларнă,

Çук, шăлан мар, куккук та мар-мĕн.

 

Ăна республикăм-çке манăн

Çеçке çурать çапла шăланăн.

 

Çук-çке, ăна ман çамрăк чунăм

Юрлать, автать çапла куккукăн.

 

Ахах-мерчен акса, илемлĕн

Çут Мускавран тухать хĕвелĕм.

Юр шывĕ сăрхăнсах пĕтмен чухне...


Юр шывĕ сăрхăнсах пĕтмен чухне

Çурхи çилсен сип-сивĕ пăр йĕппи

Тирет халва пек хăлтă çĕр ӳтне, —

Çавна сире эс систерейĕп-и?

 

Çуллахи каç, çил майăн ӳпĕнсе,

Пулса çитейнĕ сĕлĕ шерепи

Калать çинçе те хӳхĕм тӳттĕлсем, —

Çавна сире эп илттерейĕп-и?

 

Ирпе тăп-тăрă сулхăн пĕвере

Кĕрхи хурсен — пĕрин те тепĕрин —

Раснах салху кикакĕ чĕтĕрет, —

Çавна сире эп систерейĕп-и?

 

Хĕлле — пасарнă ут куç хăрпăкĕ,

Çулти ут тулхăравĕ — пире пит

Астутарать пур чун та пĕр пек, —

Çавна сире эп систерейĕп-и?..

 

1926. Сиктĕрме

■ Страницăсем: 1... 612 613 614 615 616 617 618 619 620 ... 796