Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеШăплăхри аслатиАли-паттăрХĕллехи каçсенчеТăм ӳкнĕ ирХуркайăк çулĕĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш том

Каçар


Каçар мана, Çӳлти Аттемĕр,

Каçар Çĕр çинчи чуруна.

Ялан Санпа пулма хевтемĕр

Çитменшĕн, çăмăллат чуна.

 

Вăхăт çитмест тени те вырăнсăр.

Ку — çылăха кĕни çеç пулать.

Пĕлетпĕр: пурнăç çук вăл Турăсăр,

Чунăмăр Турăра юлать.

 

Каçар мана, Çӳлти Аттемĕр,

Каçар та пулăш Эс мана.

Сисмесĕрех иртет-çке ĕмĕр,

Каçар... Тав ырă кăмăлна!

Юр çинчи йĕр


Эп пыраттăм санпа юр çинчи йĕрпеле,

Чун-чĕре асапне кулăпа пытарса.

«Пурпĕрех нихăçан пулаймастăп пĕрле», —

Чăтаймасăр каларăм сана хурланса.

 

Ĕненмерĕн пулас эсĕ ман сăмаха

«Шутламан-тăр çапла ăнсăртран пуласса».

Ма тĕл пултăм ун чух санпала кăлăхах?

Ăнлансам: юрату çăлкуç евĕр таса.

 

Ăсататтăн кулса, калаçаттăн тунса.

Чăтаймарăм. Каçар. Уйрăлатпăр паян.

Пĕр-пĕрне малашне ырă пулăм сунса

Уйрăлар ĕмĕре. Маншăн эс ан кулян.

Салтак амăшĕ


Йывăррăн çĕкленчĕ хывăнмасăрах диван çинче çывăрса кайнă хĕрарăм. Ерипен çĕкленнине пăхмасăрах пуçĕ çаврăнса кайрĕ унăн, чĕри йăш! тирсе илчĕ. Хĕрарăм пĕр хушă чĕрине тытса ларчĕ. Унтан васкамасăр хăй умĕнче ларакан эмел кĕленчине пăрса уçрĕ. Сăмсана тӳрех чĕре эмелĕн шăрши пырса çапрĕ. Хĕрарăм эмеле шывсăр-мĕнсĕрех пĕчĕк савăт хĕрринчен çăвара силлерĕ. Çăвара йӳçек тутă çунтарчĕ. Хĕрарăм стакан тĕпĕнче çеç юлнă шыва та сывлăш çавăрмасăр çăтса ячĕ. Тем вăхăт пуçне диван çине хурса ларчĕ вăл. Вара тинех питĕ йывăррăн ура çине çĕкленчĕ.

Вăхăт çурçĕр иртсе пĕр виç-тăват сехет кăна пулĕ. Ерипен шурăмпуç çутăлса килни курăнать. Çăвăнмалли пӳлĕмелле утакан хĕрарăм хăйĕн паян нумай ĕç тумалли, таçта та çитмелли пирки шутласа илчĕ. Унтан кухньăна кĕчĕ вăл. Юлашки эрнере хăй йĕркеллĕ апат та çименнине аса илчĕ. «Çук, капла юрамасть! Хама алла илмелле, атту ураран ӳкĕп тата», — тесе шухăшларĕ хĕрарăм. Хăйне хисте-хистех виç-тăват кашăк шӳрпе, виç-тăват çăвар вĕри чей ĕçрĕ. Урăх çăвара пĕр тумлам та кĕмерĕ.

Пуçне ик алăпа тытса паянхи куна мĕнрен пуçлам-ши тенĕн пĕр вăхăт хускалми ларчĕ хĕрарăм. Унтан тем аса илнĕ пек хăвăрт ура çине тăчĕ те пĕчĕк сумкине хулпуççи урлă çакса вăрана та пуçламан урама тухса кайрĕ.

Малалла

Юрату вăййи


Сĕм пӳртри каминра — вут çути,

Илтĕнмест юнашар çын утти.

Урамра — юрлă çумăр кĕвви,

Инçе мар, инçе мар хĕл сивви...

 

Эп хама парнелетĕп сана,

Пăчăрта хытăрах хăв çумна.

Тĕттĕмре те куратăп сăнна,

Ыранхи сĕлкĕш юрлă куна.

Юрайман


Йӳçĕ.

Камшăн аван, камшăн начар.

Пылак.

Камшăн начар, камшăн аван.

 

Сивĕ.

Камшăн аван, камшăн начар.

Ăшă.

Камшăн начар, камшăн аван.

 

Хĕвел.

Камшăн аван, камшăн начар.

Уйăх.

Камшăн начар, камшăн аван.

 

Йӳçĕ те,

Пылак та,

Сивĕ те,

Ăшă та,

Хĕвел те,

Уйăх та

Çынна юрайман.

Тен, çын çавăнпа та

Телей тупайман?..

Çумăр çурĕ...


Çумăр çурĕ, çумăр çурĕ çĕрĕпе,

Ав, минтер те йĕп-йĕпе ман, йĕп-йĕпе.

Чун çунтармăш, ăш хыптармăш эс, савни,

Ултавран авантарах пуль савманни.

Кĕтрĕм, кĕтрĕм, пурпĕр кĕтрĕм эп сана,

Чăтаймарăм, чупса тухрăм пахчана.

Пуçне уснă хĕрлĕ роза, георгин,

Тăна кĕтĕм сив çумăрпа эпĕ тин.

Ан çу çумăр, ан юх куççуль хурланса,

Чĕрĕ юлĕ, чĕрĕ юлĕ пăрланса.

Пулĕ ырă, килĕ çутă, савăк кун,

Хĕвелпе сывалĕ ман аманнă чун.

Хĕрачаçăм


Парнелерĕн эс мана йăл! кулă,

Парнелерĕн çуллахи ире.

Аллунти çап-çутă кĕмĕл сулă

Тĕл пулма пиллерĕ пуль пире.

 

Хĕр ачаçăм, çамрăк хĕр ачаçăм,

Ман çине пăхмасăрах кулан.

Хĕр ачаçăм, пĕчĕкçĕ асамçă,

Пурĕ пĕрех манăн эс пулан.

 

Ирхи шуçăмпа сана чуп турăм,

Телей килсе тухрĕ ман тĕле.

Ăшăмра Тӳре-турра кĕл турăм:

— Ырă саманта мана пилле!..

 

Çурăлса çитмен çеçке эс маншăн,

Тутанса курман пылак çырла...

Халиччен асăрхаман, курманшăн,

Юратуçăм, тархаслап, çырлах!

Шăрăх кун


Кашни çулах, черетлĕ отпускра, тăван яла çитсе курма тăрăшатăп. Пĕр пилĕк куна пулсан та. Çулталăк хушшинче ялта пысăк улшăнусем пулмаççĕ, çапах та кăсăклантаракан япаласем хушăнсах пыраççĕ: хăшĕ çĕнĕ пӳрт кăрнă, хăшĕ темиçе йывăç лартнă, хапхине тимĕртен тунă. Çырма-çатра тăрăхĕнче ватă йăмра хуçăлса аннă, тĕпĕнчен хăвалăх ашкăрса хăпарать. Пур, пур çĕнĕлĕхсем — савăнмалли те, хурланмалли те. Лайăххисем кăмăла çĕклеççĕ, аламисем — чуна тивеççĕ. Питĕрех те вара шкула çӳренĕ вырăнсем — Арман тăкăрлăкĕ, Арман пĕви, шурлăх, Пачăшкă çăлĕ, Микуш çăлĕ, Матви çăлĕ чуна пăлхантараççĕ, ачалăх саманчĕсене аса илтерсе эрлентерсех яраççĕ. Çавăнпа шкула çӳренĕ çулпа васкамасăр, шухăшсемпе тулнă пуçа усса, çĕнĕрен утса тухатăп. Яланах. Виçĕ хурăн тăвĕ — ялăн чи асамлă вырăнĕ. Тăрне хăпарсан хăвна кайăк пек туятăн: ял çийĕпе вĕçсе кайăттăн çунаттусем пулсан. Кунтан пăхсан тавралăх алă тупанĕ çинчи пекех!

Паян та çав юратнă ту çинче пултăм. Чун каниччен сăнарăм яла пысăк чул çине ларса. Кăнтăрла çитнине те сисмерĕм. Хăпартам улăх енчен. Ту пуç енчен анатăп. Çӳлте, ту çинче, хĕвел хĕртни темех марччĕ, варкăш çил ачашлани тарлама памастчĕ. Сывлама та уçăрахчĕ. Кунта вара, ту айĕнче, хĕвел вĕри çатма пек пĕçертет. Сывлăш юхăмĕ çук, ăшши парса тултарнă мунчари пек. Çара пуçа хĕвел пайăркисем çӳç витĕрех тирĕнеççĕ.

Малалла

Лапка-лапка çăвать тасалăх


Лапка-лапка çăвать тасалăх

Вĕçĕ-хĕррисĕр хумханса,

Илем пулмалăх, савăнмалăх

Парне пулса, çӳлтен анса.

 

Епле асамлă-çке шăплăх.

Çăтмах кĕввийĕ — Турăран.

Кашни лапкам — шуралнă чăнлăх,

Пире упрасшăн усалран.

 

Çӳле пăхатăн та, куратăн, —

Юр пĕрчисем чĕнеç, сăна.

«Çунатăм çук», — тесе тăраймăн,

Хăватлăхне парсан сана.

 

Вĕçсен-вĕçсен çакна туятăн —

Тăрасшăн пек пĕр вырăнтах,

Анчах чунупала чупатăн,

Пĕлмешкĕн чăнлăх ытларах.

 

Чун туртăмĕпех çӳле васкасшăн,

Тахçан-тăр пулнă пек унта.

Хурав тупма ăсра çутасшăн,

Тартса сĕм тĕттĕме, çурта.

 

Чупсан-чупсан, кăшт лăплансассăн,

Çул уттине аса илсе,

Çут чăнлăха сывлатăн ассăн,

Тĕрĕслĕхе куран пиçсе.

 

Тĕрĕслĕхе туйма ăс-тăнлăх

Хăват тупайĕ нушара.

Ун тĕввине салтма асамлăх

Шырасчĕ тĕрĕс шухăшра.

 

«Этеплĕхĕн пулсассăн чунĕ

Упра нушаллă чăнлăха», —

Çак шăплăхра хăват сассийĕ

Астутарасшăн çынлăха.

Хаклă хăна


Пушкин ун чух Пăкачав çулĕпе

Пынă иртсе пирĕн ял çумĕпе.

Каç пулттипе карнăран кантăка

Хушнă яла пăрăнма ямшăка.

Ывăннă учĕсене кантарма

Чарăннă пирĕн пата çĕр каçма.

 

Пушкин чăваш патĕнче хăнара

Ĕçнĕ сăра авалхи алтăртан.

Пушкин чăваш патĕнче хăнара

Çинĕ хальччен курман тутлă шăрттан

Пушкин чăваш патĕнче хăнара

Çăвăннă теççĕ хура мунчара...

 

Мăн асаттен ашшĕпе юнашар

Ларнă тет сăвăç вăрах калаçса,

Пăкачавсем хĕмлентернĕ пушар

Сӳннĕ кĕлне ерипен салатса.

Чĕмсĕр чăвашăн асап пурнăçне

Пушкин хĕрхеннĕ пулас ун чухне.

Тепĕр кунне хăнана ăсатма

Ăшă икерчĕ пĕçернĕ çатма.

 

Çăкăр-тăваршăн чунтан тав туса

Пушкин хăварнă тет кĕмĕл парса.

Мĕн паянччен çӳрет çав сас-хура,

Вăл нихăçан манăçмасть халăхра.

■ Страницăсем: 1... 610 611 612 613 614 615 616 617 618 ... 796