Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кулăш кустăрмиХӗвел мулкачӗсемТутимĕрКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеКĕперВӗре ҫӗленКăвак çĕмрен

Хур кайăксем


Шур пĕлĕт витĕр, шыв-шыв урлă,

Çунатсене сула-сула,

Карталанса иртеççĕ хурлăн

Хур кайăксем кăнтăралла.

 

Чĕпписене чипер ӳстернĕ,

Вĕрентнĕ акăш ташшине.

Тек ашшĕ-амăшне кĕттермĕ,

Хĕр-каччă тупĕ мăшăрне.

 

Карталанса ташлаччăр-и-пĕр,

Шур акăшсем ташланă пек.

Вăхăтĕнче ташланă эпĕр

Каç-каç йăмра кашланипе.

 

Чун юратни пуртан юрланă,

Вăл çуккипе чун çуннăран...

Çамрăксене телей йăранĕ

Пехиллемешкĕн те манман.

 

Хур кайăк пек вĕçсе кайма та,

Тен, вăхăт çитнĕ кĕр енне.

Çапах пулас килмест-ха ватă

Тăван, юлташ нумай чухне.

 

Пире шăварнă сиплĕ çумăр

Вăй патăрах çĕн хунава.

Аçа çапса сив пăр ан çутăр

Сар кайăк тунă чух йăва.

 

Хур кайăк картисем пек иртĕç

Кунсем, çулсем кĕр еннелле.

Ешертĕрех вăрманĕ, хирĕ,

Кĕтсе татах çитес хĕле.

Пуласчĕ сар кайăк


Тен, эс çумранах иртсе кайрăн?

Санпа, тен, эп пулнă çумлах?

Таçта васкаса утнă майăн

Пĕри те чĕнмен пĕр сăмах.

 

Чĕнмешкĕн çитмен-и хăюлăх,

Çул урлă-и каçнă кушак?..

Хыçа çухалса тăрса юлнă

Эпир пĕрлешес пĕр сукмак.

 

Пĕрле пулманни лайăха-ши,

Ялан ӳкĕнме пулĕ-ши?..

Çаплах илĕртет-ха çу каçĕ,

Хаваслă яш-кĕрĕм ташши.

 

Эс хирĕç тухсан, иртсе каймăп,

Куç хĕсĕп те лартăп çума.

Пуласчĕ хăш чух сарă кайăк

Сăмахсăр савса калаçма.

Алран кайми аки-сухи


Ир пуçланнă çуркунне Мăнкун эрни иртсен сасартăк улшăнса кайрĕ. Куштан çилсем вĕрме тытăнчĕç те, тăман сиксе тухрĕ. Юр лаплаттарса çăвать. Ире хирĕç пĕтĕм тĕнче шурă çивитти пĕркенчĕ. Шыв кӳлленчĕкĕсем шăнса пăрланчĕç. Чăн-чăн хĕл ларчĕ тейĕн. Çапах та кăнтăрла тĕлне тавралăха ăшă хум çупăрлать, юр та ирĕленçи пулать. Çакăн пек çанталăк пĕр эрне ытларах тăчĕ. Çĕнĕ эрнене кĕрсен юр каллех ирĕлме тытăнчĕ. Çил кăнтăр хĕвел анăçĕнчен вĕрме пуçларĕ. Кĕтмен çĕртен çумăр та лӳшкесе иртет. Тепĕр талăкран çил каллех çурçĕр еннелле çаврăнчĕ. Пĕрĕхтерсе çăвакан сивĕ çумăр ял çыннин ал-урине курăнман пăявпа çыхса хучĕ. Выльăх-чĕрлĕхе те çарана илсе тухма май çук. Акана тухасси çинчен ан та шухăшла! Хресченĕн хăвăртрах çур акине тухас килет, тыррине вăхăтра акса хăварасси асĕнчен каймасть.

Паккай мучи — ялти чи ватă çын — аптранă енне урама тухса ларать. Ял çыннисем ун тавра пуçтарăнса халап-юмах çаптараççĕ. Çӳр аки пирки сăмах тапратсан хăшĕсем сӳрĕккĕн пăхкаласа çапла каласа хураççĕ:

— Турри памасан вăйпа туртса илеймĕпĕр çав. Епле пăсăлса кайрĕ çанталăк.

— Этем васкать те, Турри васкамасть вара, — хуравлать Паккай мучи.

Малалла

Карели фронтĕнчен


Уйăп савнă каçа эп куратăп,

Ак Карели! Ак тулăх çĕршыв!

Анчах унăн чĕрийĕ суранлă,

Юнпала çăвăнать ун чĕрçи...

 

Çĕр чĕтрет, тулхăрать хура пĕлĕт,

Умлăн-хыçлăн снаряд çурăлать.

Партизан пек çӳрет çурçĕр хĕлĕ,

Пирĕн çул — çĕнтерӳ курăнать.

 

Халь тăшман, пуçне татнă çĕлен пек,

Хăй хура юнĕпе пĕвенет.

Ахаль мар пĕтĕм халăх çĕкленнĕ

Тĕп тума çав тискер çĕлене.

 

Малалла, малалла, паттăр тантăш,

Малалла, тăвăл евĕр, тăван!

Тăшмана тĕппипе аркатмашкăн

Туптанать иксĕлми вăй-хăват.

 

Тăван кил пек паха эсĕ маншăн,

Савни евĕр, Карели, паха.

Таптанан уй-хирпе сĕм вăрманшăн

Каçару пулас çук йăх-яха.

 

Каçару пулас сук мăшкăл курнă

Сар хĕрсемшĕн ăна нихăçан.

Ĕненсемччĕ, Карели, сан урлă

Тек-текех явăнаймĕ çăхан.

 

1942, февраль

Аса илни


Кăвак конверт çӳхе те çăмăл,

Чăтать-ши йывăр шухăша?

Çыру çыратăп... Хăвăн кăмăл

Пулсан, пусарччĕ ман ăша.

 

Асрах лĕп каç, асрах-ха эсĕ,

Çаплах, çаплах асилтерен.

Эпир иленнĕ сад кĕтесĕ

Пире кĕтет халь каçсерен.

 

Халь хатĕрех сип-симĕс çулçă

Пире курсассăн ал çупма.

Кĕтетĕп эп те, çывăх тусăм,

Сана лартасчĕ хам çума.

 

Эс кайрăн... Халĕ вĕренетĕн,

Ман шухăш çывăх, ху — инçе.

Хăçан килетĕн? Пĕлтермерĕн

Эс темшĕн иртнĕ хут çинче.

 

Кунсем иртеç. Часах ак уйăх,

Санран илместĕп пĕр хыпар.

Тен, тупрăн урăх, пысăк хуйăх —

Чуна халь пĕртте çăмăл мар.

 

Юратнипе çавна çеç калăп:

Часрах килсемччĕ ман пата.

Чĕриклетет-и çăмăл алăк,

Вара тухатăп эп сада.

 

Кăвак конверт çӳхе те çăмăл,

Чăтать-ши йывăр шухăша?

Çыру эп çыртăм... Хăвăн кăмăл,

Килсе пусарччĕ ман ăша.

Çăлкуçĕ


Каçĕ çутă та пит уçă,

Шăплăхра итле, сăна —

Çуталса выртать çăлкуçĕ,

Çав каçран та çутă, уçă

Шыв юхать хуллен кăна.

Çăлтăрсем йăл-йăл çиçеççĕ,

Алтăр çăлтăрне тытса

Çак шыва тытса ĕçесчĕ,

Ал çитмен пирки-çке эпĕ

Ун шывне ĕçеп выртса.

Ки-как, ки-как!...


Ки-как, ки-как! Сасă хурлăн

Пырса лекри кăмăла?!

Иртсе кайнă кайăк хурăн

Тĕкĕ ӳкрĕ пулмалла.

 

Тĕкĕ ӳкрĕ те — çухалчĕ,

Шурă пулчĕ-ши, хура!..

...Асап кӳнĕ çамрăк каччăн

Ячĕ мĕнлеччĕ вара?..

Юратнă кукамай


Ман юратнă кукамай Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкас-Кĕçтемĕр ялĕнче пурăнать. Каникул пуçлансанах эпĕ яла каятăп. Ялта уçă сывлăш, кукамайпа кукаçи картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çулла пахчара тем тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла ӳстереççĕ. Кукамай калашле, савăнса кăна пурăн, ĕçлеме çеç ан ӳркен.

Ман кукамай кашни çуркунне хăй çуралнă тăван ялне, Урпаша, кĕçĕн хĕрĕ патне хăнана каять. Анчах та амăшĕ хĕрĕ патне пушă алăпа кайни пулман. Кăçал куккук евĕр чăпар чăххине пусма лартрĕ те хĕрне чĕпсем леçсе пама шутларĕ.

Тепĕр виçĕ эрнерен чĕпĕсем шимплетни мана питĕ савăнтарчĕ. Вунпилĕк чĕпĕ! Шăпах эпĕ ун чухне ялтаччĕ.

Чăпар чăхха кукамай витрене лартса çӳлтен тутăрпа çыхрĕ — текех вĕçсе тухса тараяс çук. Чĕпписене алапа пуçтарса тытрĕ.

Кукамай хăйне пĕччен çул çинче кичем ан пултăр тесе мана та пĕрле пыма чĕнчĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм.

— Кукамай, мĕншĕн чĕпписене амăшĕнчен уйăртăн?

— Амăшĕ вĕсене витрере таптаса вĕлерсе пĕтерет.

— Кукамай, чĕпписене мĕншĕн тепĕр витрене ямарăн? Кĕвентепе йăтса пыма мĕн тери лайăхчĕ...

— Вун пилĕк чĕппе сывлăш çитмест, пушă вырăн та ытларах кирлĕ. Витре тĕпĕнче пĕрне-пĕри хĕссе вĕлерме пултараççĕ. Çитменнине вĕсене пăчă унта. Çук, çук, Наçтук, чĕпĕсем витрере чăтаяс çукчĕ...

Малалла

Паллаймарăм ун чух эп ăна...


Паллаймарăм ун чух эп ăна...

 

Вăл ун чух —

Ĕмĕт-кайăк —

Хĕп-хĕрлĕ çырлаччĕ.

Йĕкĕлтетчĕ:

«Çырла эп, çырла,

Татса ил-ха пĕр ывăç

Касиччен çут çурла».

 

Каярах

Ĕмĕт-кайăк —

Йăрăс пӳллĕ те шухă пăланччĕ.

Илĕртетчĕ:

«Пăлану эп сан,

Эп — пăлан,

Хăвала, тытса чар

Пултаратăн пулсан».

 

Е тата каярах

Ĕмĕт-каăăк —

Çутă уйăхăн çутă çутиччĕ.

Ӳкĕтлетчĕ:

«Çул çути эпĕ сан,

Кун çути,

Утăмла,

Усси çук

Кирлинчен ытларах шутласан...

 

Паллаймарăм ун чух эп ăна...

 

Ак, паян...

Шупка уйăхăн тĕссĕр çути...

Шух пăлан...

Ешĕл курăк çинче

Шух пăлан пусса иртнĕ хĕп-хĕрле çырла...

Манмастăп темшĕн вăрманти яла...


Александр Артемьева

 

Манмастăп темшĕн вăрманти яла:

юр кĕрчĕсем выртаççĕ питĕ хулăн.

Пӳрт тăрринчи çилпе выля-выля

чăштăртатать пек халĕ те кив улăм.

 

Мăч! мăч! хупатчĕ кăраççын лампи

кĕрен куçне ĕшеннĕ çын пек вĕçĕм.

Вулаттăмăр эпир те «Салампи» —

ку аппаран нумай çул пулнă кĕçĕн.

 

Паллаймăн ĕнтĕ тахçанхи яла:

тытать кил ăшшине те калорифер.

Çурт лартсанах, çынсем ăмăртмалла

шыраççĕ халь шуç тимĕр те е шифер.

 

Ку çĕнелӳ сăрне çухатасран

тасалтăр кивĕ улăм та асран.

■ Страницăсем: 1... 614 615 616 617 618 619 620 621 622 ... 796