Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕллехи каçсенчеВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртТантăшсемЧакăл-туКĕмĕл кĕперПулать-çке пурнăçраПепке çуралсан...

Каçарсам юратнăшăн...


Çумăр хыççăн çара уран

Ăмăртса чупаттăмăр,

Савăнăçа ăçта хурăн, —

Алсене çупаттăмăр.

 

Çумăр шăрши ӳсĕртетчĕ

Икĕ юратнă чуна,

Тата хытăрах хĕртетчĕ

Хĕвел çуллахи куна...

 

Хура кушак чупса иртрĕ

Эпир утан çул урлă.

Уйрăлмашкăн вăхăт çитрĕ, —

Кунсем каллех çумăрлă.

 

Карса илчĕ çăра тĕтре

Ним курăнми пуличчен.

Тăлăх уйăх çеç пĕлĕтре, —

Эп те тăлăх, пĕр-пĕччен...

 

Кала, савни, тĕрĕссине:

Кам сан чунна сивĕтрĕ,

Пирĕн юрату сĕткенне

Ним юлмиччен типĕтрĕ?

 

Ан тăрăш, тархасламастăп,

Ан çиллен çеç ыйтнăшăн.

Çук, сана айăпламастăп, —

Каçарсам юратнăшăн.

Хĕвел пăхса çумăр çăвать


Хĕвел пăхса çумăр çăвать,

Çутçанталăк киленет.

Сисмесĕрех вăхăт шăвать,

Ĕмĕр иртет, вĕçленет.

 

Пăх-ха, савни, чӳречерен,

Пуçне таять, ав, çеçке.

Юратупа çут тĕнчерен

Уйрăлмашкăн йывăр-çке.

 

Сăн-сăпату — кĕмĕл уйăх,

Сад пахчинче çутатать.

Юрату вăл — ырă хуйăх,

Тертлентерет — йăпатать.

 

Мĕн чуль ытла юрататăн,

Чун мухмăрĕ ытларах.

Ылханатăн, каçаратăн,

Юратăвĕ сăвапрах.

 

Хĕвел пăхса çумăр çăвать,

Шыва кĕрет çут тĕнче.

Юрату пиллет вăй-хăват,

Сасси çумăр шавĕнче.

Васкавлă пулăшу


Вера-Вероникăна чирлĕ тесе никам та калас çук. Килтине те чупса çӳресе тăвать, хирте кăшман ĕçне те ăнтарать. Анчах çак вăй питти хĕрарăма ĕçленĕ çĕртех тем амакĕ килсе тытать, ураран ӳкерет, юн пусăмне каппăл хăпартса ярать. Ним тума та çук, медпункт хĕрне чĕнсе илме тивет. Тĕрĕссипе вара Вера-Вероникăна сыватма нимле тухтăр та кирлĕ мар. Упăшки çапла шутлать. Пилĕк çул пĕрле пурăнни Алюша çапла шутлама ирĕк парать кăна мар, çапла тума хушать те, хистет те. Арăмĕн хăйне майлă аллерги пур тесе шутлать вăл. Пĕр-пĕр апата е эмеле килĕштерменни мар, савса качча тухнă упăшкине чăтма пултарайманни. Ăна ырласа та мухтаса калаçнине шутсăр килĕштермест.

Паян Вероника иртенпех килти пахчара тăрмашрĕ. Пĕр аллипе çум курăксене тăпăлтарчĕ, тепĕр аллинчен катмакне ямарĕ. Çумласа та, кăпкалатса та пычĕ. Упăшки те ура явса лармарĕ. Иртнĕ кĕркунне пĕтерсе кĕнĕ çĕнĕ çуртра тумалли, çапмалли, хĕсмелли чылай-ха. Ăмăртмалла тенĕ пекех тăрăшрĕç арăмĕпе упăшки. Апата чарăнсан Алюш почтальон ещĕке хурса хăварнă пĕртен-пĕр хаçата илчĕ, пĕрремĕш страницăрах хăйĕн пысăк сăнне çапса кăларнине асăрхарĕ. Хулĕ урлă уртнă хăю çине «Чи лайăх осеменатор» тесе çырнине те асăрхарĕ.

Малалла

Янра эс сăвă...


Янра эс, сăвă, янра эс, юрă,

Чăваш юрри, чăваш сăвви.

Чуна та ăшă, йыша та ырă

Ăру пуянлăхĕ, кĕвви.

 

Чăвашлăх юнĕ, чăвашлăх чунĕ

Çак сăвăра, çак юрăра.

Пуласлăх сӳнмĕ, пуласлăх кунĕ,

Пуласлăх çамрăк ăрура.

 

Санпа пурнатăп, санпа сывлатăп,

Санпа сиплетĕп хуйăха.

Чăваш çынни пулса саватăп,

Сассу çĕклет, чĕртет йăха!

Шаланкă


Пĕр кун та иртмест кулянмасăр,

Сăлтавĕ пырать тупăнсах.

Каллех тăрса юлтăм эп сансăр,

Ăсатрăм çула ал сулсах.

Йĕрет çинçе саслă шаланкă,

Кĕтет кунсерен çумăра.

Кĕлленнĕ кунта лапри лакăм

Тăпра çурăлса кайнăран.

Тавралăх пырать сарăхса,

Шаланкă йĕрет тарăхса.

 

Шаланкă, шаланкă, шаланкă,

Тархасшăн, эс чарăн йĕме.

Шупка пĕлĕтсем ав тăртанкă,

Вĕсем тивĕç çумăр кӳме.

Эс çумăрсăр кун кураймастăн,

Пĕлеççĕ пурте сан çинчен.

Савнисĕр эп те пурнаймастăп,

Савнисĕр мана та кичем.

Анчах эп вĕреннĕ тӳсме,

Куççуль кăлармасăр йĕме.

 

Мана анне тӳсĕмлĕх панă,

Туятăп ăна ачаран.

Эп çăкăрсăр, выçă та ларнă,

Пĕрех вăрламашкăн кайман.

Шаланкă, шаланкă, шаланкă,

Тӳнтер тавăратăн чуна.

Тем пек пулăшасчĕ, май çуккă,

Турри пулăшсассăн кăна.

Мана вăл хальччен пăрахман,

Пĕр Турăра шанчăк паян.

Йĕреççĕ ĕмĕтсем шăпам чĕрçи çинче


Ял выртрĕ çывăрма, сас-чĕвĕ илтĕнмест,

Канать тавралăх çутçанталăк сăпкинче.

Пĕр манăн çеç, пĕр манăн çеç çыврас килмест,

Йĕреççĕ ĕмĕтсем шăпам чĕрçи çинче.

 

Ыр канăçне çухатнă сĕмсĕр çил-тăман

Выç кашкăрла ӳлет ман кантăк умĕнче.

Каллех çăвать пек пуç сине вĕри тăхлан,

Çук хӳтлĕх пытанмашкăн вăрçă хирĕнче.

 

Хăрушă вăрçă, эп паян сана пула

Ларатăп ал-урасăр çамрăк пуçăмпа.

Вĕри тăхлан, ма пӳлтĕн эсĕ ман çула?

Мĕн-ма шăвартăн тăпрана ман юнăмпа?

 

Чечня вăрçи аркатрĕ пирĕн пурнăçа,

Сӳнтерчĕ яшлăхри пуласлăх çутине.

Туртса илсе пиртен илемлĕ савнăçа

Пăрахрĕ тамăкри хĕн-хур кĕрленкине.

 

Юратнă чун савниçĕм, эс каçар мана

Манпа пуç сырайманшăн кĕтнĕ çимĕкре.

Халь урăххи савать сана ман вырăна,

Эп саншăн çук текех çак çутă тĕнчере.

 

Тархасшăн, эс каçар, аннеçĕм, ывăлна

Сăпка çакса сиктерейменшĕн мăнукна.

Мĕн тăвăн, çавăн пек телейсĕр ман шăпа,

Çап-çамрăк ĕмĕр иртрĕ хуйхă-суйхăпа.

Малалла

Чăваш чĕлхи


Чăваш чĕлхи — чĕкеç чĕлхи,

Мĕн пур унтан çепĕçреххи?

Унпа вĕрентĕм калаçма,

Пуçларăм сăвăсем çырма.

Чăваш чĕлхи — анне чĕлхи,

Мĕн пур унтан хитререххи?

Унпа ăнлантăм пурнăçа,

Унпа эп уçрăм куç-пуçа.

 

Вăл Çеçпĕл, Иванов чĕлхи,

Мĕн пур унран вичкĕнреххи?

Вичкĕнреххи, селĕмреххи,

Чун-чĕрене çывăхраххи?

Чĕлхем çап-çут хĕвел пекех,

Чипер — вунçич хĕвел пекех,

Чун-чĕрери туйăмсене

Унпа çыратăп хут çине.

 

Юратрăм хамăн чĕлхене,

Чăваш тумне, тĕррисене.

Чĕлхем çухалмĕ ĕмĕрне,

Вăл упрĕ халăх пĕрлĕхне.

Ĕненӳ


«Турăçăм, манăн аннене паян киле урă илсе килсемччĕ. Хутса хунă, пулса çитнĕ тутлă шăршлă мунчара пире киленсе çăвăнма хăвăн ирĕке парсамччĕ. Турăçăм, паян анне урă килсен Эсĕ тĕнчере пуррине чăнахах та ĕненĕп, санăн хăвату пысăк пулнине те туйăп», — çапла шухăшласа, ăшĕнче кĕлтуса майĕпен çурĕ мунча урайне Рита. Хăмасене курăс мунчалипе сап-сарă пуличчен хăшканă хыççăн «йӳççи тула — тутли шала» тесе тепĕр хут ăшшине пачĕ те мунча алăкне шатлаттарса хупрĕ.

Рита ача пулин те ват çын пекех ĕçленине ялта пурте пĕлеççĕ. Ĕçре çеç мар, вĕренӳре те чи пултаруллисенчен пĕри вăл, çавăнпа та ăна учительсем те юратаççĕ. Мĕнле веçех ĕлкĕрет çак пăрчăкан пек хĕр пĕрчи? Амăшĕ ĕçсе выртнă вăхăтра хуçалăхри пур ĕçе туса пыма, кил-çуртне тап-таса та тирпейлĕ тытма, çав вăхăтрах вĕренме мĕнле хăвачĕ çитет-ши тесе тĕлĕнет ял-йыш. Çемьере ывăлсем ӳстерекенсем ун çине ăмсанарах пăхаççĕ, кашниех Рита пек хĕре хăйĕн кинĕ вырăнĕнче курма ĕмĕтленет.

Мунча хатĕр. Амăшĕ ĕçрен килессе чăтăмсăррăн кĕтрĕ хĕр. Вăхăт ирттермелле çĕр улми пахчине тухса йăрансене пăхса çаврăнчĕ. «Пурте йĕркеллех, йăлăхтарса çитернĕ колорада нăррисем те курăнмаççĕ. Пахчари курăка вара ыран ирех çулмалла, аннене асăрхаттарма манас марччĕ. Ав, кӳршĕсем паянах çулма хатĕрленеççĕ», — пысăк çын пек шухăшларĕ Рита.

Малалла

Эп епле манма пултарайăп?


Каçсерен пахчана эп тухатăп,

Шурă хурăн курса тайăлатăп.

Йăрăс хурăн пӳне,

Санăн ик çивĕте

Эп епле-ха манма пултарайăп?

 

Шăпчăксем юр юрлаççĕ — тăнлатăп,

Юнашар эсĕ çук — çук ман айăп.

Шăнкăрав сассуна,

Çырла пек тутуна

Эп епле-ха манма пултарайăп?

 

Каç кăвак чаршавне карнă майăн,

Çăлтăрсем куç хĕсеççĕ нумаййăн.

Сан чĕкеç чĕлхӳне,

Çĕмĕрт пек куçсене

Эп епле-ха манма пултарайăп?

 

Çутă уйăх шăвать — пĕччен кайăк,

Ман çунан чĕрере пач çук айăп.

Акăш пек ташшуна,

Шăпчăк пек юрруна

Эп епле-ха манма пултарайăп?

Çутăлать


Лашине васкатать кăвак шуçăм,

Тилхепи пур — карт-карт! турткалать.

Уйрăлассăм килмест, кăвак куçăм,

Ах, мĕн-ма хăвăрт тул çутăлать?

 

Таврана ирхи ĕнтрĕк те çапрĕ,

Тӳпере çаплах çăлтăр вылять.

Кăкăрта яш чĕре тăпăртатрĕ,

Ах, мĕн-ма хăвăрт тул çутăлать?

 

Ял çине кăвак çутă та çапрĕ,

Сарă кайăк юрри шăранать.

Çĕмĕрт çурнă çеçке шăрши çитрĕ,

Ах, мĕн-ма хăвăрт тул çутăлать?

■ Страницăсем: 1... 611 612 613 614 615 616 617 618 619 ... 796