Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеКĕперКăвак çĕмренПолк ывӑлӗХуркайăк çулĕПăва çулĕ çинчеӖмӗр вӗрен

Кăркка


— Эпĕ урама тухсан

Эс, кăркка, хыçран чупан.

Кӳрентертĕм-и сана?

Ма савмастăн эс мана?

 

— Каласам: мĕн-ма ялан

Хĕрлĕ кĕпе тăхăнан?

— Çав тĕсе юратманран

Çилленетĕп эп чунтан.

Мухтанчăк автан


Çав автана куртăр-и?

Хĕп-хĕрлех ун пуç тури.

Уткалать картишĕнче

Мухтанса хур умĕнче.

Мухтанмалли пур вара:

Хурăн çук ун пек тура.

Мăнкун


Хĕвел çитрĕ те пирĕн яла çĕнĕ пылчăк çине лач! ӳкрĕ... Арканмарĕ, варланмарĕ, ытларах çуталчĕ кăна. Кӳлленчĕк ăна курсан йăптăр-р! çиçрĕ тĕкĕр пек. Эх, хĕвел ташласа тухасса кĕтнĕччĕ те çав паян...

Хăш вăхăтра пӳрт алăкне уçса хупнă, хапхаран тухса тăнă — астумастăп. Тăратăп урам варринче анраса.

Ĕнер ахаль кунччĕ — паян ахаль марри. Ĕнер эпĕ кунĕпех атăпа лакăштатса çӳрерĕм. Паян пылчăклă пулсан та çĕнĕ пушмак тăхăнмалла — мăнкун мăнкун пекех пултăр ĕнтĕ...

Пирĕн кил умĕнче юр кайман вырăн та пур. Юрĕн ячĕ анчах, эпĕ ăна, хăрăмлă чĕнтĕрпе витĕннĕскере, пач та тĕсĕнчен мар, сиввинчен çеç паллатăп: чăлхана хывса çарран пуса-пуса пăхрăм. Мами патак çитерчĕ.

Юрать-ха Элписен пӳрчĕ хитре — çавăнпа хĕвел ун çине ытларах пăхать. Вĕсен килĕ умĕнче типшĕрме пуçланă лаптăк та пур. Ĕнер Элпипе иксĕмĕр эх! хутларăмăр юриех унталла та кунталла: çат-çат-çат! Çĕр çăрăлмарĕ, пашалу чусти пек нăкăланса кăна пычĕ. Паян унта чиперех выляма пулать.

Каяс ирех Элпи патне — амăшĕ минтер çине лартĕ те лар вара тапранми вĕсен кăçал хур-кăвакалĕ ăнмасран хăраса. Пăхатăп та, хăйсен умĕнче Элпи тăра парать! Çĕнĕ кĕпепе пулсан та тӳрех палларăм. Хĕпĕртенипе ыткăнтăм ун патне. Савăнăç кăна-им-ха чĕрере... Хам та хам мар паян...

Малалла

Тавах, çăлкуç


Сипетлĕ сив çăлкуçĕ

Тапать ту айĕнчен...

Епле вăл тăрă, уçă,

Ĕçем ăш каниччен.

 

Тавах сана, çăлкуçăм,

Вăй хушăнчĕ халь ман.

Килер-и, савнă тусăм,

Пĕрле кунта ыран.

Пахчара


Ирхине тухсассăн йăпăрт

Эп кĕретĕп пахчана.

Улмуççи, чие те çĕмĕрт

Илĕртеççĕ-çке мана.

 

Тумĕсем вĕсен шап-шурă

Çеçке йышлă пулнăран.

Сăрхăнать пек çепĕç юрă

Кашни ешĕл çулçăран.

Чăваш арăмĕ


Вăхăт хăвăрт иртсе кайрĕ,

Тавăраймăн иртнине, —

Çаплипех-ха калаймарăм

Хам ăна юратнине.

 

Ун сăнне куратăп эпĕ

Çаранри çеçке çинче.

Сассине вара илтетĕп

Сарă кайăк юрринче.

 

Пĕвĕ-сийĕ — çамрăк хурăн:

Яштака, яка, çинçе.

Çак сăна пĕрре мар курнă

Эп тулли уйăх çинче.

 

Ăнсăртран халь тĕл пулсассăн

Ман çине пăхса кулать,

Эп савса сăмах хушсассăн

Тавăрса çапла калать:

 

«Мĕншĕн çамрăк чух пулмарăн

Эсĕ, тусăм, ман çумра?

Ма хуласенче шырарăн

Çинçе пилĕклĕ майра?»

 

...Хирĕç ним те калаймарăм,

Чĕрем çеç кăлт-кăлт сикет,

Тĕнчери мĕнпур хĕрарăм

Чăваш арăмне çитмест.

Пĕчченлĕх


Эс каятăн, эп юлатăп.

Çăлтăр та ӳкет — сăна!

Инçетре сана кураймăп,

Каç илсе каять сăнна.

 

Сассуна нихçан илтеймĕп,

Чуп тăваймăп тутунтан.

Куллуна аса илеймĕп,

Тинкереймĕп куçунтан.

 

Сан сăну таçта çухалĕ,

Ман çакна сисет чĕре.

Вăхăт тĕренпе сухалĕ

Утса тухнă çул-йĕре.

 

Алăсем тек туртăнаймĕç

Тĕлĕкре те сан патна.

Каçхи ыр сасса хуплайĕç

Тĕттĕмпе пуш пӳрт кăна.

Шăрпăк


Юмах ярса суптарма ытла ăстах мар пулин те, хам куçăмпа курни-илтнине каласа парам-ха сире. Ăçта чăнни, ăçта суййи пулнине хăвăрах тавçăрса илĕр вара. Тен, хăш-пĕрисем хăйсен сăнне те курĕç ман халапра — ним каласа та сивлеймĕп сире. Çак пурнăçра кашниех хăй мĕн курас тенине курать.

Çапла вăхăтăн пĕр паллă мар тапхăрĕнче, пирĕн мăнуксем çуралма ĕлкĕреймен çулсенче, пĕр пысăках мар учреждени-патшалăхра пĕр тăсланкă пуçлăх-патша çемçе пукан йышăнса ларнă. Пуканĕ чăннипех çемçе пулнине çирĕплетсе калаймастăп — хам ларса курман ун çине, анчах сăмахĕ çапларах çӳрет. Кăмăлне кура ячĕ те Шăрпăк ятлă пулнă çак тăсланкăн. Ах, мĕн чул служищисен чунĕсене шăрпăк тирмен-ши вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче! Миçе çын куçĕнчен вĕри куççуль юхтарнă тата!? Кăна никам та шутламан. Чăтнă ĕнтĕ леш мĕскĕнĕсем, Шăрпăкра çынлăх вăранасса кĕтнĕ.

Кашкăр тутă пулсан та вăрманаллах пăхать тенĕ евĕр çак Шăрпăкăн та выçă пырĕпе шăрпăклă чунĕ ниепле те чарак тĕлне пĕлеймен. Кунран-кун вăйлăран та вăйлăрах чашкăрнă вăл. Юлашкинчен вара служищийĕсене сывлама та хăйĕн кăмăлĕ пур чухне çеç ирĕк пара пуçланă.

Пĕрре çапла Шăрпăкăн май çук ăслă пуçне ун служищийĕсем нимле нуша курмасăр пурăнаççĕ текен шухăш таçтан пырса кĕнĕ. Çухатнă вара тăсланкă пуçлăх хăйĕн канăçне: çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймасăр асапланнă, кунĕ-хулĕпе лара-тăма вырăн тупайман. Кăшт вăхăт иртсен шутласа тупнă-тупнах çакă служищисем валли ĕç. Иртен пуçласа каçчен, пĕр самант чарăнса тăмасăр, пĕр тĕлтен тепĕр тĕле хут йăттара пуçланă вăл çакскерсене. Тинех шăрпăклă чунĕнче телей юрри янăра пуçланă унăн. Ара, Шăрпăк хăйĕнчен пултаруллăрах служищисенчен вутран хăранă пек хăранă-çке. Капла вара вĕсене тĕллевсĕр ĕç айне туса пултарулăх çулĕнчен тинех пăрма пултарнă вăл.

Малалла

Ĕмĕтленетĕп кулленех


Сăртри вăрман уçланкинче

Лапка-лапка юр çăвать,

Шурă хурăн тураттинчен

Шап-шур çивĕтсем уртать.

Юр хӳнипе, пуснипе

Çĕмĕрт йывăç авăнать.

Çирĕк муртак пулнипе

Шарт! тăвать те хуçăлать.

Чăркăш чăрăш лăссисем

Симĕс тĕсне çухатман.

Çу кунĕсен ăшшисем

Паянчченех манăçман.

Пуçне тайман, авăнман

Юр капанне Улăп пек

Йăтса ларать ват юман

Хăйĕн çирĕп пĕвĕпе.

Ĕмĕтленеп кулленех

Çĕмĕрт çеçке çурасса,

Чунри сивĕ пăр кĕçех

Тумла пулса юхасса.

Хурăн шывĕ


Çурхи вăрман варринче

Çӳренĕ чух пĕчченех

Шурă хурăн кăкринчен

Сыпрăм сиплĕ сĕткенне.

Тăри сенкер тӳпере

Савăнтарчĕ юррипе,

Тăрнисем те çурçĕре

Вĕçсе иртрĕç картипе.

Çунат сарсан çуркунне

Мăшăр шырать кашниех.

Çавăнпа пуль пĕр-пĕрне

Савас килет хĕрӳрех

Илĕртӳллĕ хĕр-пике

Чеен пăхсан куçăмран,

Çурхи кунсен еккипе

Канăç-тăнăç пĕтрĕ ман.

Çурхи вăрман варринче

Сирсе кăтра çивĕтне

Шурă хурăн кăкринчен

Ма сыпрăм-ши сĕткенне?

■ Страницăсем: 1... 609 610 611 612 613 614 615 616 617 ... 796