Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхПурăнас килетЫлтăн вăчăраТĕлĕнтермĕш юмахсемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеКушкă ачиӖмӗр вӗрен

Шурă тӳпери шурă çурт


I

Темĕн явăнать. Тĕтĕм-и ку, сĕрĕм-и? Мачча çумне çыпçăна-çыпçăна, асаплăн, лӳпперрĕн темĕн явăнать.

Варнер пĕр-пĕччен пӳлĕмре. Маччаналла пăхать. Аллисем çӳлелле тăсăлаççĕ. Маччанах перĕнеççĕ. Тĕтĕм-ши ку, сĕрĕм-щи? Тытса пăхасшăн. Алă туймасть. Шупка, тĕллĕн-тĕллĕн хура явăнчăк алла лекмест.

Ача сасси хăлхара. Чыхăнса кайса йĕрет чĕрĕ чун. Кăкăр пама ыйтакан сасă мар ку. Йĕрмĕшет темшĕн пепке. Пӳлĕм варринчи пĕчĕк кравать çинче ларать вăл. Кĕп-кĕрен ӳтлĕ ача Варнер çине пăхса йĕрет.

Пӳлĕмре çаплах темĕн явăнать. Хупă чӳречесенчен тухасшăн çӳрет. Халĕ лӳпперрĕн мар, васкаса çаврăнать пӳлĕмре. Хытăрах та хытăрах пĕтĕрĕнет вăл, Варнер çӳçне арпаштармалăхах çил кăларса пăтранать.

Акă çухалчĕ. Маччаран пĕчĕк шыв тумламĕсем патлатса ӳкме пуçларĕç, кĕçех çумăра куçрĕç. Шарлаттарса çумăр çăвать пӳлĕмре. Ача тĕлĕнче кăна çук.

Варнер тăрăх шыв юхать. Ырă, уçă.

Ача уласа йĕрет.

Унтан тăруках пӳлĕм çуталса кайрĕ. Варнер ыйхăран вăранчĕ.

Картишне тухрĕ.

Каç. Тӳпере уйăх çутатать. Сăвă йĕркисем аса килчĕç:

 

Малалла

Эх, çамрăк вăхăт, эс çынсемшĕн...


Эх, çамрăк вăхăт, эс çынсемшĕн —

Çут тухăç, чĕвĕлти чĕкеç.

Хуйхи те — çăмăл пек сан темшĕн,

Суйхи те — ал сулмалăх çеç.

 

Куç умĕнчи пекех куратăп

Эп инçетри çĕмĕртлĕхе.

Яш вăхăтăн вутне усратăп

Чун-чĕрере ĕмĕрлĕхех.

Ачам шăнать пулсассăн эп...


Ачам шăнать пулсассăн эп

Ăна кăкăр çумне тытатăп,

Хам ăшă сывлăша сывлатăп

эп ун çине.

 

Ачам йăл-йăл кулсассăн эп

Хам та ача пекех кулатăп,

Хĕпĕртесе пăхса тăратăп

вăл чупнине.

 

Çул çӳреме тухсассăн эп

Ачам çинчен хыпар кĕтетĕп,

Кайăк пулса вĕçесчĕ тетĕп

çемье патне.

 

Юлташсене курсассăн эп

Калатăп: нихăçан ан манăр,

Мухтавлă пулăр, çӳлĕ тытăр

атте ятне!

Чăваш хĕрне


Шавах «салам» тесе çыраççĕ

Çынсем çыру çырма ларсан,

А эп «мухтав» тесе пуçлатăп, —

Никам çĕнми Хĕрлĕ Çара!

 

Мухтав ăна! Вăл арăслан пек

Сиксе ӳкет тăшман çине.

Вăл хурçă аллипе турам-турамăн

Касса турать фашист пуçне.

 

Тăван çĕршыв — тăван аннемĕр

Пире вăрçа кĕме чĕнет.

— Пĕр хĕрхенмесĕр, ачасемĕр,

Тĕп тăвăр, — тет, — фашистсене.

 

Сире ырми пăхса ӳстертĕм

Мĕн ачаран телей сунса,

Таса кăкăр сĕтне çитертĕм,

Вĕçтертĕм пăхаттир туса.

 

Анчах паян мана пит йывăр:

Кăкăрăма çĕлен ĕмет,

Ун йăвине çитсе вут хурăр,

Часрах, часрах çĕнтерĕр! — тет.

 

Чăн çавăнпа вута кĕретпĕр.

Чăн çавăнпа эпир хаяр.

— Çĕршыв-анне, хăват пар, — тетпĕр, —

Сан вăюпа эпир патвар.

Мĕншĕн эпĕ...


Мĕншĕн эпĕ

Çутă уйăх мар-ши?

Çутă уйăх пулнă пулсанах

Кантăк витĕр яланах

Хурал тăрăттăм сана

Кашни çĕр, кашни каç,

Куç хупмасăр пач!

 

Мĕншĕн эпĕ

Сарă шăпчăк мар-ши?

Сарă шăпчăк пулнă пулсанах

Савăнтарăттăм сана

Ирĕн-каçăн, яланах

Ырă юррăмсемпеле,

Çепĕç сăввăмсемпеле.

 

Мĕншĕн эпĕ

Ылтăн ăсти мар-ши?

Ылтăн ăсти пулнă пулсанах

Парне кӳрĕттĕм сана,

Ылтăн хутпа чĕркесе

Хамăн шухă чĕреме

Вут пек вĕреме!

 

Мĕншĕн эпĕ

Шурă акăш мар-ши?

Шурă акăш пулнă пулсанах

Илсе кайăттăм сана,

Çунатсем çине лартса,

Инçенех, инçенех,

Мелĕм çитсенех...

Çырлара


Çĕртме уйăхĕ. Ăшă çумăрсем хыççăн хĕвеллĕ кунсем пуçланчĕç. Курăк-çарансем сип-симĕс. Сывлăш уçă, тултан кĕрес те килмест. Пĕр ирхине кукамай пире, Петюкпа иксĕмĕре, тĕке-тĕкех вăратрĕ:

— Ну, калăр, камăн çырла çиес килет?

— Манăн! — хăпăл-хапăл сиксе тăчĕ çывăрма юратакан шăллăм. — Ăçта?

— Мĕн ăçта? — кулкалать кукамай.

— Мĕн пултăр, çырла ара! — Ху каларăн вĕт-ха, — ыйхăллă куçне-пуçне сĕркелерĕ Петюк.

— Çырлан, Петюк тусăм, ури кĕске. Çитеймест вăл кунта хăй тĕллĕн, пирĕн хамăрăн каймалла ун патне, — çемçен, йăвашшăн ăнлантарчĕ кукамай. — Ну, кам манпа вăрмана пырать?

— Эпĕ! — терĕм те васкасах пуçтарăнма тытăнтăм.

— Эс тата... пирĕнпе пырасшăн мар-им, Петюк? — ыйтрĕ кукамай каркаланса тăракан шăллăмран. — Ху тин кăна: «Çырла çиес килет», — терĕн-иç?

— Ман вар ыратать, — хырăмне сăтăркаларĕ Петюк.

— Апла пулсан картишĕнчех çӳре-ха эс паян, чăх чĕпписене курак-çăханран сыхла.

— Çук, ытлашшиех ыратмасть, кукамай, кĕçех иртсе каять, — кĕпи-йĕмне шырама пуçларĕ шăллăм.

— Апла тăк, айта, эпир хирĕç мар, — чеен куç хĕсрĕ мана кукамай.

Малалла

Уйăх çути


Уйăх çутă, пит те çутă...

Анчах уйăх çутине

Тапхăр-тапхăр хупăрлаççĕ

Хура пĕлĕтлĕ каçсем.

 

Хĕвел çутă, пит те çутă...

Анчах унăн çутине

Ушкăн-ушкăн хупăрлаççĕ

Салху йывăр пĕлĕтсем.

 

Уйăхран та, хĕвелтен те

Маншăн эсĕ çутăрах,

Ма тесессĕн йăлкăшатăн

Чĕремре эс яланах.

Сăпка юрри


Сулахаййăн-сылтăммăн

Уйăх куç хупать...

Çывăр, пепкем-ылтăнăм,

Лăпкă ыйхупа!

 

Каçĕ килчĕ канăçлăн

Питĕ инçерен.

Эс, пепкеçĕм, савнăçлăн,

Çитĕн кунсерен.

 

Уйăх пăхрĕ вăрттăн çеç

Нӳрĕ çĕр çине.

Çăлтăр ӳкрĕ, вăркăнчĕ

Кӳлĕ хĕррине.

 

Вăл çăлтăра илĕп эп,

Илĕп пӳ çитсен.

Хĕве чиксе килĕп эп

Уйăх сисиччен.

 

Пĕкечерен çакăпăр

Çавă çăлтăра.

Пепкеме çутаттăр вăл

Йăлтăр-ялтăрах.

 

Тяппупала тяп! ту эс, —

Савăнтăр аннӳ.

Çăлтăр ӳкĕ, тяк тăвĕ,

Эс кăна ан ӳк.

 

Çывăр, чĕппĕм-ылттăнăм,

Канлĕ ыйхупа.

Сулахаййăн-сылтăммăн

Уйăх куç хупать...

Кĕрхи илем


Йĕри-тавра сап-сарă çулçă,

Çаралнă пахчари палан.

Парка çĕкленнĕ ешĕл уçăм

Хир илемне кӳрет паян.

 

Ялта, шух çил силленĕ майăн,

Юрлать тин карнă пăралук:

Уяв тĕлне çуталĕ чаплăн

Мĕнпур кил-çурт, правлени, клуб.

 

Урамсемпе утса иртен те,

Туй шавĕ илтĕнсе каять...

Ял ӳснĕ май кĕрхи илем те

Çулсеренех ӳссе пырать.

Ашшĕ таврăнни


Инçетрен, тĕтреллĕ Карпатран,

Ашшĕ килнĕ хăй тăван ялне.

Станцие вăл çитнĕ каç пулсан,

Лав кĕтмен, васканă кил енне.

 

Трактор шунă вĕтлĕх патĕнче,

Йăлтăр пĕчĕк çутă вылятса.

Çар çыннийĕн чунĕ-чĕринче

Ăшă туйăм килнĕ хăпарса.

 

— Хăш бригада? Кам-ши тракторист?

Манăн çывăх юлташсем мар-ши? —

Шухăшланă утнă май танкист,

Чарăннă вăл пĕр самант хушши.

 

Тӳсеймесĕр чупнă çар çынни,

Пусă урлă трактор патнелле.

Янăранă уççăн кăшкăрни:

— Эй, кăшт чар-ха! Пурнăçсем мĕнле?

 

Ыталанă ашшĕ ывăлне

Хăй çӳретнĕ трактор умĕнче.

Курнă касă тарăн иккенне.

Куççулли çуталнă куçсенче.

■ Страницăсем: 1... 620 621 622 623 624 625 626 627 628 ... 796