Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Пулать-çке пурнăçраХӗвел мулкачӗсемЙытă тĕлĕкĕÇич çунатлă куракСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке

Профессор урокĕ


Вăрманкасра кун пекки пулманччĕ-ха. Пач кĕтмен çĕртен Мускавран илсе килнĕ çынна пытарма тӳр килчĕ вĕсен. Афанасий Ермилович хĕрĕ Римма тĕп хулара пурăнать тенине ял çыннисем илтнĕ-ха, отпуска килсе кайнине те курнă. Анчах вăл кам пулса ĕçленине никамах та пĕлмен. Япăх ĕçре марри паллăччĕ-ха, питĕ чаплă иномаркăпа килетчĕ, тăванĕсене панă парнесенче те сисĕнетчĕ çакă, ялти шкула юсама та укçа чылай уйăрнă теççĕ.

Акă халĕ ашшĕ килĕнче питĕ чаплă тупăкра выртать, çемçен ярăнса чупакан «Мерседеспа» ятарласа илсе çитернĕ. Инçе çула пăхмасăрах çамрăк хĕрарăм сăнĕ йĕркеллех, çывăрнă чухнехи пекех курăнать. Йĕри-тавра чечек кăшăлĕсем, пӳрте вырнаçманнине пула чылайăшне кил карти тавра тăратса тухнă. Пытарма аякран — Мускавран, Чулхуларан, Хусантан, Йошкар-Оларан, Шупашкартан килнисем те йышлă. Кил картинчи сĕтел çине çак паллă хĕрарăмăн пысăк сăн ӳкерчĕкне лартнă. Пĕчĕкреххисем те пур: тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ тумпа ӳкерттернисем. Пур çĕрте те чăваш сăнĕнчи ăшăлăх, сăпайлăх сисĕнет. Куларах ӳкерттернисем те пур, анчах унта та çак хĕрарăм ăшĕнче тунсăх хуçаланнине асăрхама пулать.

Кăнтăрла çитеспе тупăка урама йăтса тухса хапха умне лартрĕç. Ял çыннисем те йышлăн пухăннă. Шăпах çакăнта паллă пулчĕ те ĕнтĕ Римма Афанасьевна мĕнлерех çын иккенни. Хурлăхлă митингра тухса калаçакансем пĕлтерчĕç. Мускаври пĕр питĕ паллă фирмăра пуçлăх пулса ĕçленĕ. Чăваш наци конгресĕнчен килни каланă тăрăх, Римма Афанасьевна хамăр республикăпа яланах çирĕп çыхăну тытнă, чăвашсене ĕçе илнĕ, кунти çыравçăсене кĕнеке кăларма та пулăшса тăнă.

Малалла

Хуçса хăварасшăн амантрĕç...


Хуçса хăварасшăн амантрĕç. Сăлтавсăр.

Амантрĕç этемлĕх ятне те манса.

Кĕрешрĕç, сулмаклă сăмах тупаймасăр,

Çемçе чĕрери хĕлĕхсем авăнса.

 

Каллех тарăхатăп, сывлатăп эп ассăн,

Çапах та санах ĕненетĕп, этем.

Чулланнă чĕре кашнинчĕх тĕл пулсассăн,

Паян çак самант, çăкăнтах эп пĕтем.

 

Шутлаттăм: ман пурнăçăм тăп-тăрă ирлĕ,

Ăнлантăм, çав тăрăлăх çыншăн сахал.

Таса пурнăçра кĕрешӳçĕ те кирлĕ.

Кĕрешĕп. Çут ĕмĕтĕм, пар эс вăй-хал.

Юрамасть


Пахчара — чечексем. Мăн çулсен хĕррипе те вĕсем.

Тивмесен — кĕр çитмесĕр чечеклĕх хăрмасть.

Тĕл пулаççĕ час-час хăма татăкĕсем:

«Чечеке таптаса çӳреме юрамасть».

 

Хăйне евĕр чечек — тин çуралнă ача.

Хăйĕн хирĕçлĕх, туйăм та сисĕм пур ун.

Хĕвеле юратать шăтса тухнă калча,

Ун патнех туртăнать ӳсме ярăннă чун.

 

Пурăнма, пурăнма çуралаç ачасем,

Ӳсчĕрех, çĕр çине çуралаççĕ ӳсме.

Нимĕнле хĕçпăшал, нимĕнле чăрмавсем

Сăпкари ачана ан чарайччăр вĕçме.

 

«Юрамасть, юрамасть халь чĕнмесĕр тăма».

Çакă шухăш мана лăпланма май памасть.

Çĕр çине эпĕ лартăттăм пысăк хăма:

«Сăпкари этеме лапчăтма юрамасть!»

Юрă


Мĕн-ши вăл хитри этемшĕн?

Мана çав тери

Килĕшет, пĕлместĕп, темшĕн

Шăнкăрчă юрри.

 

Ун юрришĕн хĕпĕртетĕп

Эп паян ирех.

Юрри унăн Çĕпĕрте те

Чăвашри пекех.

Çул


Çĕпĕр çулĕ ытла та-çке тулăх, —

Тем те çырнă, ӳкернĕ кун-çул.

Катаран сарăлса выртать шурлăх, —

Шурлăх урлă выртать чуллă çул.

"Хура çул" ятлă вăл.

Ячĕ унăн

Тухас çук самана асĕнчен.

Асăнмалăх ăна Сталин тунă

Хура тарлă этем шăмминчен.

Телей уççи


Кăмпасем пур-ши, çук-ши тесе пĕррехинче вăрмана кайнăччĕ. Пынă май пĕр юмана куртăм. Юманăн пĕр пĕчĕк хăвăл пурччĕ, хăвăлĕнче пĕр пĕчĕк шăтăк, шăтăк умĕнче — алăк.

Тук-тук-тук, — шаккарăм алăкне.

Темĕнле палламан кайăк, тĕлĕнмелле хитрескер, алăка уçрĕ.

— Кам кирлĕ сана?

— Юман шăтăкне куртăм та шаккарăм.

— Эсĕ мĕн ятлă?

— Оксана тесе чĕнеççĕ.

— Мана та Оксана тесе чĕнеççĕ, мĕн тери телей! — йăл кулса çунаттисемпе çапса илчĕ кайăк.

— Кĕр, чей ĕçетпĕр.

Эпĕ хăвăла кĕтĕм. Кайăк мана чейпе хăналарĕ.

— Асанне чирлĕ те, ăна валли чиртен сывалма курăк шырама тухрăм, — тетĕп эпĕ.

— Ан кулян, эпĕ сана уçă паратăп. Тăх, тăнитух, бах,чиртен курăк тесе калатăн çеç, сан асаннӳ сывалĕ.

Уççа илтĕм те савăннипе килелле вĕçтертĕм, кайăка тав тума манмарăм.

Киле çитсен, килтисене тĕлĕнтермĕш кайăкпа паллашни çинчен каласа кăтартрăм. Вĕсем ĕненмерĕç.

Эпĕ:

— Тах, тăнитух, бах! — терĕм, — чиртен чĕртекен курăк кирлĕ!

Пирĕн ума курăк тухса тăчĕ. Ăна асаннене патăм. Темиçе кунтан асанне сывалчĕ. Уççине телейлĕ уçă тесе пуçтарса хутăмăр.

Каçар, Юратăвăм


Каçар, Юратăвăм,

Каçар та —

Ярсам ман чунăма

Эс

Ирĕке,

Ĕненни те

Кĕтни,

Макăрас килменни

Йăлт саланнă халь,

Ӳкнĕ те

Пĕтнĕ.

Каçар, Юратăвăм,

Каçар та —

Каях хăв çулупа.

Пин-пин чунра

Халь çуркунне,

Пин-пин вут чун

Кĕтет Сана.

Каçар,

Каçар та —

Уйрăлар...

Вунçичĕ çултаччĕ...


Вунçичĕ çултаччĕ. Иртет вирхĕнсе çеç

яш ĕмĕр, тиха пек. Эпир те пĕрле.

Хирсем, юмахсем пек, пире илĕртетчĕç,

çиçетчĕç çавра кӳлĕсем тĕкĕрле.

 

Хĕвел те çап-çамрăкчĕ — пирĕн çултаччĕ —

тĕнче те вунçичĕ çултах пулнă тем?

Вунçичĕ çулхи ăс — вăл яшлăх çуначĕ!

Çӳреççĕ кăвак тӳпере ĕмĕтсем.

 

Халь урăх эпир те — куçна эс ан чар:

çав çамрăк кунсем хыçала юлчĕç мар-и?

Тупа, юрату... ерипен йăлт вĕрентĕмĕр.

Телей — шухă ут: утланаймăн вăр-вар:

 

Кашни пирĕнтен хăйĕнне хăваларĕ —

тен, иккĕн пĕрле çеç пĕрне вĕçертместĕмĕр.

Юрату-и? Вăл пур!...


— Юрату-и? Вăл пур! Кăмăла эс ан хуç,

«Çук!» тесе те сиксе ан тавлаш — кам ĕненĕ?

Чар тĕтреллĕ куçна, тимлĕрех хупса уç! —

Тен, салху шухăшпа сан чуну пĕлĕтленнĕ?

 

Эп ыйтатăп санран (тĕлĕнтерĕ, тен, ку?):

юрату пуррипе çуралман-и эс ху та?

Çак сăваплă вăя йышăнмасăр, салху,

çынсăр çурт пек, хăвна та тытатăн эс хупă?

 

— Юрату-и? Вăл çук! Шухăша эс ан тат! —

хирĕçлетĕн каллех эс мана питĕ уççăн.

— Юрату-и? Вăл пур! Сыватать, амантать...

Вăл çĕкленчĕ тапса тĕлĕнтермĕш çăлкуçăн.

 

Вăл — хĕвел куçлăскер, ман пӳрте кĕнĕскер,

маншăн хăй сассипе яланах çĕнĕскер.

Ушкăнпа кашласа лармасассăн, пĕлетпĕр...


Ушкăнпа кашласа лармасассăн, пĕлетпĕр,

пĕр-пĕччен йывăçа çил лăскать ытларах.

Ма, эппин, хамăра кăлăхах ӳпкелетпĕр?

Çĕр сĕткенĕ пире пĕрлештернĕ, ара!

 

Çул-йĕрӳ сакăлтаклă пулсан та, ан чарăн,

тус-йышун аллине çирĕпрех чăмăрта.

Çĕр-анне пилĕпе çеç ӳсетпĕр хастаррăн —

ун сипетлĕ сĕткенĕ чупать кăкăрта.

 

Çĕр савать ĕçчене — такама та ку паллă —

çын телейлĕ иккен ĕç пырсассăн кал-кал.

Эй, тăван çĕр, хура çăкăрна тытнă алă

саншăн туптăр ялан çĕкленӳллĕ вăй-хал:

 

Кăкăр панă çĕрпе, çăкăр панă çĕрпе

Тен, салху шухăшпа сан чуну пĕлĕтленнĕ.

■ Страницăсем: 1... 622 623 624 625 626 627 628 629 630 ... 796