Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăрман ачисемПограничниксемÇавал сарăлсанКулăшла калавсемВăхăт таппиАсаттесемĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш том

Ман биографи палăрмасть нимпе...


Ман биографи палăрмасть нимпе:

ут утланса чупать унта ачалăх.

Ăмăртăва вăл тухнă шух çилпе,

йĕвен тытмашкăн пулнă ун ăсталăх.

 

Тасатнă тăрăшса лаша вити,

вăл шартлама хĕлле вăрман та каснă.

Ак çамрăклăх кулса тăрать хаваслăн —

вылять ун аллинче платник пуртти.

 

Ас пухнă эпĕ пурнăç шкулĕнче,

хам çăкăршăн ӳпкевсĕр тар юхтарнă.

Эй, биографи, йĕркӳсем йӳç тарлă,

шăв-шавлă саманамăр аллинче.

 

Ята ямасть пулсан суя йĕрке —

ман пурнăç çырнă тĕрĕс кĕнеке.

Хăвăртлăхне чакармĕ пирĕн пуйăс...


Хăвăртлăхне чакармĕ пирĕн пуйăс —

мĕнле пулать, историк, хыпару?

Темме шанмасăр пăхкалан пустуй эс —

кĕрсе ларман билетсăр ман ăру.

 

Иртеççĕ çĕнĕ ăрусем нумаййăн

хăйсен пуйăсĕпе кĕрле-кĕрле.

Вĕсем патне куçса ларасчĕ манăн

хыçри çулсен кутамккипе пĕрле.

 

Ытла та шелсĕр ăраскал сăмахĕ:

Кивелнĕ, — терĕ, — аллунти билет. —

Ыйтатăп ĕненмесĕр эп:

— Чăнах-и?

Шухăшласан, ларса йĕрес килет.

Илеймĕп пурнăç билетне тепре —

вăл çавăнпа шутра та хисепре.

Вĕçекен ручка


Таня аппана уяв ячĕпе ручка парнелеме шутларăм. Часрах лавккана кайса ручка туянтăм. Киле таврăннă чухне вăл кĕсьерен тухса ӳкрĕ. Илес тесе пĕшкĕнтĕм çеç — вăл вĕçме пуçларĕ, кĕçех куçран çухалчĕ. Питĕ тĕлĕнтĕм.

Каç та пулчĕ. Эпĕ çӳл тупери пĕлĕт çине улăхса лартăм.

— Мĕн тăватăн кунта? — тĕлĕнчĕ вăл.

— Ручка шыратăп-ха, — хуравларăм ăна.

— Эпĕ санăн ручка ăçтине пĕлетĕп, — терĕ уйăх. — Анчах малтан сана пĕр ĕç хушатăп. Кĕçĕр çăлтăрсем темшĕн пĕр енне пухăннă. Вĕсене сапаласа яр-ха.

Эпĕ ĕçе вĕçлесен каллех уйăх патне кайрăм.

— Санăн ручкуна хĕвел илсе хăпартнă, — ăнлантарчĕ вăл мана. Эпĕ хĕвел патне çул тытрăм. Вăл хăйĕн пĕр пайăркине çухатнă та ун вырăнне ручка чиксе лартнă иккен. Эпĕ мĕншĕн килнине пĕлсен хĕвел çапла хуравларĕ,

— Эсĕ мана валли пайăрка тупсан эпĕ сана ручка тавăрса парăп.

–Ман ăна ăçтан тупас-ха?

— Мана тимлĕ итле, эпĕ хушнă пек ту. Çитмĕл виççĕмĕш ту çинче кермен ларать, унта арча пур. Хĕвел пайăрки çав арчара выртать. Ăна илнĕ чух асăрхан, шăнкăрав янăраса кайсан хуралçăсем сана тытса каяççĕ.

Кĕçех эпĕ çитмĕл виççĕмĕш ту патне çитрĕм. Ун çумĕнче хыр ӳсет. Эпĕ йывăç çинчи кăвакарчăн çине лартăм та ту çине хăпартăм. Пысăк кермене кĕрсен арча куртăм. Ăна çăрапа питĕрнĕ. Арчана йăтсан шăнкăрав янăрарĕ. Хуралçăсем мана патша патне тытса кайрĕç.

Малалла

Ăçтан килессе те пĕлместĕп...


«...Ман айăп, чăнах, айăп мар-тăр».

М. Волкова

 

Ăçтан килессе те пĕлместĕп,

Ăçта каясса та пĕлмен.

Кĕтместĕп сана халь, кĕтместĕп,

Кĕтсен те — сисмен эс... килмен.

 

Сар уйăх шуралчĕ, çухалчĕ,

Те пĕлĕт хупларĕ ăна.

Çапах астăватăп: çуллаччĕ,

Чунра пĕр тĕнче — эс кăна.

 

Ман айăп, чăнах, айăп мар-тăр,

Хама манасла юратни...

...Таçта ĕсĕклет сарă кайăк,

Калас-и: «Иртет ыратни».

 

Иртет... Ма иртмест... Мĕн ан ирттĕр,

Унччен кĕтнине — халь кĕтмесп.

Çапах та чунри çĕвĕ йĕрĕ

Палли куранать-ха, пĕтмест...

Вĕлтĕртетсе вĕçет çар çулçă...


Вĕлтĕртетсе вĕçет çар çулçă.

Калас сăмахăм та таçта çĕтет.

Тем систересшĕн пек «сар пурçăн»,

Шухăшĕнчен хăех писсе чĕтрет.

 

Хам чĕреме унпа илсе яратăп,

Çӳреччĕр иккĕн пĕртăван пулса.

Кĕрхи çулçа эп çĕнĕ вăй паратăп,

Хĕмлентĕр кăварла вăл ăшăнса.

 

Ак, шартлама хĕлле çитсессĕн,

Вырнаçăр кăкăрăма йăва сарса.

Эсир çеç мар, унпа ман пин-пин çулçă

Çуркуннене пурнать савса.

Пĕрремĕш кулă


Иртенпех кĕр çанталăкĕ ăмăр,

Юпа уйăх çитни сисĕнет.

Сивĕ çумăр çăвать, сивĕ çумăр,

Иртенпех çынсене йĕпетет.

 

Ăçталла-ши шăвать тĕксĕм пĕлĕт?

Мĕнлерех-ши хăватлăхĕ ун.

Ыррине çеç кĕтет манăн ĕмĕт

Çак телейлĕ те кăмăллă кун.

 

Сăнăма ялкăштарчĕ хаваслăх,

Куçăм ăшă сапать таврана.

Пĕчĕк пӳлĕм тĕнче евĕр аслă

Пулнăнах туйăнать халь мана.

 

Тăхтасамăр, çынсем, ăшă кăмăл

Кантăкран парнелем-и сире?

Мамăк евĕр сăмахăм ман çăмăл,

Асилтерĕ пыл çунă ире.

 

Çумăр хыççăн пуçлантăр çил-тăвăл,

Хăратаймĕ кĕр кунĕн йăли.

Пӳлĕмре — сăпкари пĕчĕк ывăл

Тата унăн пĕрремĕш кулли.

Ĕмĕтпе тахçанах туртăнаттăм...


Ĕмĕтпе тахçанах туртăнаттăм

Сан пата, сар чечеклĕ Сартас.

Мĕн тума халь ӳпкевлĕн сăнатăн,

Тен, ман парăм пур, хурăн лартас?

 

«Кирлĕ мар», — илтĕнет хутлă-хутлă,

Кĕвĕçӳ ураланчĕ, тăрать:

Урăххи (ман пекех хуратутлă),

Ним туймасăр чечек пуçтарать.

 

Эх, ачалăх, мĕскер сана çиттĕр!

Тăкса янă çырла эс, çĕрте.

Халь куçа хуплакан сывлăм витĕр

Сăмахсем пуçтарап çав тĕлте.

Çул курки


Темиçе çул ĕнтĕ хамăн тăван ялта пулманччĕ. Ялан ерçӳ тупаймарăм. Кăçал, аппа утмăл çул тултарнă май, ятарласах отпуск илтĕм те, парнесем хатĕрлекелесе, вăрăм çула — çуралса ӳснĕ ялăма аппана саламлама тӳхса кайрăм. Унта çичĕ талăк пурăнтăм. Пĕлместĕп, тен, «пурăнтăм» тени тĕрĕсех те пулмарĕ пуль. Тĕп-тĕрĕсне калас-тăк — çичĕ кун та çичĕ каç ура утайми, пуçа çĕклейми, куçа уçайми, алла кашăк тытайми пуличчен хăна пултăм.

Чăнах та, çиччĕмĕш кунне киле кайма ĕмĕтленнĕччĕ. Çук, çула тухасси пулмарĕ. Ирхине ирех, эпĕ вырăн çинчен те тăманччĕ-ха, аппа та ĕне сума тухайманччĕ, кĕтмен çĕртен кумпа кума хашкаса пырса кĕчĕç те мана вăшт кăна тăратса лартрĕç.

— Санăн шăлавару çакă пуль-ха, тумлан. Яла килсе те пирĕн пата пырса курмасан, асту, ĕмĕр ӳпкелетпĕр, — терĕç.

— Çук, пыраймастăп. Паян киле каясшăн, — тетĕп, хам аран-аран чĕлхене çавăркалатăп.

Ăçта унта! Темле турткалансан та, мана илсе кайрĕç-кайрĕçех.

— Вăт маттур эсĕ, Кирук кум! — çурăмран çупăрласах мухтарĕ мана Сахъе кума. — Пултаратăн! «Шăл пур чух аш çи, вăй пур чух эрех ĕç», — тенĕ ваттисем. Ман пек тĕппи ту. Тав сана! — черккене пĕрре çĕклерĕ, тепре ӳпĕнтерчĕ, унтан урай хăми тăрăх кăлтăртаттарса кустарса ячĕ.

Малалла

Эй, кам шаккать алăкран?..


Эй, кам шаккать алăкран?

Кам шаккать?

Чĕререн шаккасан та —

Илтместпĕр.

Е

Курсан та, курсан та

Пĕрех.

Пурпĕрех —

Эпир нимĕн те,

Ним те пĕлместпĕр.

Çапăçас текенни —

Çапăçать,

Ятлаçать —

Ятлаçас текенни.

Ал сулса,

Хулăнрах тăлăппа

Хупланса,

Пытанатпăр та —

Хăвăрт пăрнатпăр.

Пурăнатпăр!

Хăш та хăш

Хыçалтан

Чукмарпа çапиччен

Пурăнатпăр.

Халлĕхе —

Пурăнатпăр.

Халлĕхе эпир —

Ним те курмастпăр,

Илтместпĕр,

Пĕлместпĕр.

Шанмасăр та пулать-мĕн юратма...


Шанмасăр та пулать-мĕн

Юратма.

Паянхи телейшĕн

Ыран йывăр пуласса пĕлсех

Пулать-мĕн

Савăнма.

■ Страницăсем: 1... 624 625 626 627 628 629 630 631 632 ... 796