Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çут пайăркаЮрату ҫӑлкуҫӗÇăлтăрчăксемЯл калавĕЛаохКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеКăвак çĕмрен

Те кăмăл вара çĕтĕк-çурăк...


Те кăмăл вара çĕтĕк-çурăк,

Е çиллĕм ытла та кăра.

Тĕсе уйракан техĕм çук-тăр:

Шурри те курнать пек хура.

 

Хĕрлехчĕ ĕнер хĕвелтухăç,

Хитрехчĕ хитре улмуççи,

Такам пырса сапрĕ пĕр ывăç

Хаярлăх вăрри — чун йӳççи.

 

Пĕр каç хушшинчех-ши йăл илчĕ?

(Усалăн вĕт вăйĕ — усал.)

Йăл-йăл çиçекен хĕвел пичĕ

Йăлттийĕ ун чух — çур пуса.

 

Пуçа усмаллаччĕ — усмарăм,

Çĕклентĕм çиллес çилĕпе.

Хаярлăх вăрри сапаларăм

Халь хам та вара çĕрĕпе.

 

Пуçа усмаллаччĕ...

Усмарăм...

Ку айăп та — ман айăпах.

Чĕр вăрă мĕн-ма сапаларăм —

Усаллăх вăрри... хам алпах...

Тухтăрсем


1

Шурă каç. Лапка юр çăвать.

Чӳрече янаххи çумне таяннă Петр Андреевич пушанса юлнă шурă площаде тинкернĕ. Ун пуçĕнче халĕ нихçан уйламан темле уçăмсăр шухăшсем пăтранаççĕ. Вĕсем, пуçватмăш шухăшсем, хумсем евĕрлĕ, пĕр-пĕрне хăваласа иртеççĕ.

Пӳлĕмре урайĕнчен çур стена çӳллĕш çĕкленсе тăракан капăр сехет хăйĕн пĕр ĕнернĕ илемлĕ те çепĕç кĕввине янăратрĕ. Петр Андреевич, хăнăхнипе-и, аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ те, чӳрече патĕнчен пăрăнса майĕпен, ирĕксĕррĕн тенĕ пек, сĕтел хушшине пырса ларчĕ.

«Вăт, Оля пепкем, паян татах... Çаплах йывăр выртать-çке... Кайса килесех пулать ун патне», — терĕ вăл хăйне хăй. Кĕмĕл йĕрсем палăракан йĕпкĕн хура çӳçне пӳрнисемпе тураса якатрĕ. Сĕтел çинчи Оля сăнӳкерчĕкне умнерех куçарчĕ те, çамкине сулахай аллипе тĕрелесе, хуп-хура чĕрĕ куçĕсене кăшт хĕсрĕ. Çав халлĕн вăл чылайччен хускалмасăр ларчĕ. Юратать Петр Андреевич хăйĕн чи кĕçĕн хĕрачине, тĕпчĕкне.

Ирхине ĕçе тухса каяс умĕн ăна арăмĕ — Серафима Акимовна — Оля ашшĕшĕн тунсăлхани çинчен икĕ хутчен те астутарчĕ. Çавăнпа Петр Андреевич каçкӳлĕм больницăна кайса килме хăйĕн вăхăтне епле те пулин йӳнеçтерме ĕмĕтленнĕччĕ. Чăннипе, арăмĕн астутарма та кирлĕ марччĕ, вĕт вăл хăй те ашшĕнчен хăпма пĕлмен чĕвĕлти «Кăвакал чĕппишĕн» — çапла чĕнеççĕ вĕсем килте Ольăна унăн сап-сарă çӳçĕшĕн — хытах тунсăхланă. Ара, çĕнĕрен çĕнĕ васкавлă ĕçсем сике-сике тухнă пирки миçе кунтанпа ĕнтĕ унăн аллисем хĕрĕн хитре кăтрашкисене лăпкаман. Паян та, акă, ĕçрен каллех хăй шутланă вăхăтра пушанаймарĕ. Ирхине ĕçе пырсанах вăл чи малтан татса пама палăртнă ĕçсене те вĕçне çитереймерĕ, Йĕтĕн комбиначĕн партбюро ларăвне кайма тиврĕ. Унта лару вăраха пычĕ. Таврăннă тĕле сĕтел çине çĕнĕ хутсем купаланнă. Вĕсемпе паллашнă вăхăтра ăна тата Мускавран янă хулăн пакет кĕртсе пачĕç.

Малалла

Юрлаççĕ


Çилсем, çулсем ялан кăра.

Вĕсем ман канăçа татаççĕ...

Васкать халь поезд,

Вагонра,

Çумрах, ак, салтаксем юрлаççĕ.

 

Тăван çĕршыв анли çинчен

Мăнаçлăх юррине тăнлатăп.

Совет салтакĕн куçĕнчен

Пит пысăк шанчăкпа пăхатăп.

 

Вĕсем ялан-çке вахтăра.

Салтак тумне хам та тин хывнă...

Атте ман иртнĕ вăрçăра

Пуçне Тăван çĕршывшăн хунă.

 

Атте...

Ялан, ялан манпа.

Ана нихçан манмастăп эпĕ.

Ун ячĕпе, хам ятăмпа:

«Пуласлăх сывă пултăр!» — тетĕп.

 

Çилсем, çулсем кăра, кăра...

Вĕсем ман канăçа татаççĕ.

Васкать-ха поезд.

Вагонра,

Çумрах, ак, салтаксем юрлаççĕ.

 

Пăлхавлă, çутă шухăшсем

Ман кăмăл хапхине уçаççĕ.

Ман евĕр, вагонри çынсем

Салтаксемпе пĕрле юрлаççĕ.

Кашни хăйне май ăнланать пурнăçа...


Кашни хăйне май ăнланать пурнăçа,

Кашнин хăйĕн ĕмĕт те шухăш.

Кăштах чакарас та тӳрккес курнăçа

Типтерлĕн шутлас-и пĕр хушă...

 

Этемшĕн этем нихăçан та ют мар,

Çынла пурăнса ăнлансассăн,

Йăхран та йăха сыпакан юнтымар

Ултав-суяпа тулмасассăн.

 

Нумай-и пулать-ха — куççуллĕ чунпа

Пĕчченлĕх умне чĕркуçлентĕм.

Ăша пусараймăн «хура хупкăчпа» —

Туссем ытларах та — çĕклентĕм.

 

Пĕчченлĕх юрри вăл аван — ушкăнра,

Пĕр пĕчĕк самант юрласассăн.

Пулса юлмасассăн ылханлă шăпа,

Чунпа ушкăнах туртăнсассăн.

 

Этемшĕн этем нихăçан та ют мар,

Çынла пурăнса ăнлансассăн...

Вăрçăччен ман сăнăм капла марччĕ


Вăрçă инвалидне

Михаил Захарова халаллатăп

 

Вăрçăччен ман сăнăм капла марччĕ,

Çĕвĕ çукчĕ питĕм-куçăмра.

Кăтра çӳçĕм манăн тĕм-хураччĕ,

Сайралса шуралчĕ вăрçăра.

 

Куçăмсем ман хӳхĕм шĕл-кăварччĕ,

Çухрăмран паллаттăм çын сăнне.

Сирĕлми сĕм-тĕттĕм чатăр карчĕ

Вăрçă вучĕ манăн куç умне.

 

Вăрçăччен калаттăмччĕ эп купăс,

Тăвăл пек ташлаттăм вăйăра.

Çивĕч çамрăклăха тискер тупă

Илсе юлчĕ юнлă вăрçăра.

 

Пирĕнпе пĕр ӳсĕмсем нумайччĕ,

Тантăшсем нумайччĕ пирĕнпе.

Тантăшсем нумайăшĕ çухалчĕç,

Вăрçă хирне юлчĕç пуçĕпех.

 

Мул хуçи каллех урать, туятăп,

Сиккелет вăл вăрçă пуçарма.

Юнлă вăрçа хирĕç сасăлатăп,

Миршĕн хума хатĕр пуçăма.

Ярăмланчĕ ылтăн шуçăм


Ярăмланчĕ ылтăн шуçăм,

Пур тавралăх ыйхăра.

Ман баян сасси çеç уççăн

Янăрать-çке шăплăхра.

Анлă Атăлăн сăнарĕ

Чĕрене хумхатнă чух

Саншăнах çунатăп мар-и,

Инçетри чи çывăх чун?

 

БАМ ӳссех пырать мăнаçлăн

Вĕçсĕр-хĕрсĕр тайгара.

Пурăнма епле хаваслă

Хамăр тунă хулара.

Юлташсем кунта хăюллă,

Сахал мар чипер хĕрсем.

Çук, сӳнмест эс чĕртнĕ çулăм,

Асăмрах сенкер куçсем.

 

Асăмрах сап-сарă çивĕт,

Шуçăм евĕр çутални.

Сансăр çут хĕвел те сивĕ,

Ăнлансамччĕ эс, савни.

Ĕмĕрех пĕрле пуласшăн

Эп шутлатăп ĕмĕтре.

Ĕсĕклет баян ачашшăн:

«Çит, пикеçĕм, инçетрен»

Телей тени...


Телей тени

Çын умĕнче-и йăл! çиçме? —

Утаттăм та сăнаттăм,

Шухăшлаттăм.

Эс манăн,

Эс манăн çеç теме

Хамран хамах пуль çав

Эп вăтанаттăм.

Тус-тантăшсем

Ут таканне шыранă чух

Такан йĕрлĕ

Сукмак та çитетчĕ.

Çут тĕнче

Савăнса,

Янратса кулнă чух

Ашă çил

Калаçни те телейччĕ.

Камран кам халь,

Паян,

Мĕн ыйтать?

Çут тĕнче те ăш çил

Манран кулнăн туйнать,

Туйăнать...

Тумлам


Çиçет, куçа йăмăхтарса ялтăрать апрель юрĕ. Çӳлтен ӳксе çĕмĕрĕлнĕ кĕленче ванчăкĕсем евĕр çуталса сирпĕнеççĕ çунатлă шевлесем. Сенкер кăвак тӳпе Кĕмĕллĕкӳль шывĕ пекех тăп-тăрă та тап-таса...

Эпĕ, çурхи туйăмпа хĕрнĕскер, иртенпех ĕнтĕ картишĕнче кĕрмешетĕп: хĕвел питĕнче тухса пыракан тислĕке хырса пухатăп, юлашки тăвăл вăхăтĕнче лартса хăварнă кĕрте кăнтăр енчи пахчаналла ывăтатăп. Манăн йăлăхтарса çитернĕ юртан часрах тасалас, хăвăртрах симĕс курăклă çĕре ирĕке кăларас килет.

Тĕрĕссипе, çуркунне пуçланать кăна-ха. Çаплах шурă пĕркенчĕк айĕнчи шăплахра тĕлĕрет уй-хир. Çав-çавах харăлтаттарать хĕл ыйхине анатри вăрман. Çил çеç, выляса ашкăнма юратакан нӳрĕ çил, çурхилле шухă. Пĕр хушă вăл шăп-шăпăртах. Калăн, ăна çĕр çăтса янă. Анчах минут иртет е иртеймест те-и, вăл сан патна çитсе те тăнă. Тахăш хушăра, тахăш самантра. Çукаланать вара, ачашланать, пит-куçа çупăрла-çупăрла йăпшăнать. Çавăнтах хăлха патне хăпарса каять те: «Килчĕ ырă çуркунне, килчĕ ячĕ ăшăтса...» — пăшăлтатса хыпарлать васкавлăн.

Ĕшеннĕскер, канма чарăнтăм. Пĕр хушнă тытăнса ĕçленĕ хыççăн мĕнле лайах вăл туртса ямашкăн! Васкамасăр, ирĕкленсе.

Малалла

Кала-ха купăсçăм-чĕкеçĕм


Калаç, калаç чĕкеç пек çепĕç,

Çĕр саслă купăсçăм-чĕрем.

Санпа йăпанăп, юрлăп эпĕ

Ăшчик тулса хĕмленнĕрен.

Юр пек шур тутăр çыхрĕ çĕмĕрт,

Çеçке çурать ачаш сирень.

Çурхи каçра çуралнă ĕмĕт

Тухма пĕлмест ман чĕререн.

Ăçта кайма хитре вăл маншăн?

Тен, çавăнпах пуль, вăтанса

Çӳретĕп ун çине пăхмашкăн,

Çунатланса, хавасланса.

Çумне ларса пуплесчĕ ăшшăн,

Чи савăк сăмахсем тупса.

Мĕн-ма çаплах вăркать-ши ăшăм?

Чĕре те тарас пек тухса.

Итлет-ши çăлтăр пек пикеçĕм

Чунран тухан кĕвĕсене?

Кала-ха, купăсçăм-чĕкеçĕм,

Эп калайман сăмахсене.

Хыпарсăр эс


Вăрçăри тусăма — Петр Кольцовă асăнса

 

Ăçта çухалтăн-ши эс, тусăм,

Ăçта канатăн-ши? Ăçта?!

Эс маншăн çутă шурăмпуçăм,

ĕре таппи те, пурнăç та.

Эпир, чăнах, йĕкреш пекехчĕ,

Ик çул пĕр шит те уйрăлман.

Вута кĕрсессĕн те пĕрлехчĕ,

Хастарлăхпа кайра пулман.

Асран каймасть Карели çĕрĕ,

Умра юхать пек анлă Свирь.

Снаряд та мина çырнă тĕрĕ

Ӳте касать-ха каç та ир.

Çапăçусем кĕрлерĕç çивĕч,

Вут ăшĕнчеччĕ пур тавра.

Тусан пулатчĕ чул та кирпĕч,

Çапах чăтать çын вăрçăра.

Амантăм эп. Мана хăтартăн.

Чуптурăн та ыталаса,

Атакăна çил пек васкарăн,

Юта вутпа ăшаласа.

Хыпарсăр эс. Ăçта çывран-ши?

Пĕччен аннӳ кĕтет хальччен.

Шырать чĕрем. Эс таврăнан-ши

Хăрушă вăрçă хирĕнчен?

■ Страницăсем: 1... 641 642 643 644 645 646 647 648 649 ... 796