Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ПограничниксемХĕн-хур айĕнчеЕркӗнТаркăнКуçа-куçăнЮрату ҫӑлкуҫӗАтăл шывĕ юха тăрать

Кăтăр-кăтăр кăтра пĕлĕтсем...


Кăтăр-кăтăр кăтра пĕлĕтсем

Çĕр çумĕпе шăваççĕ.

Çĕр çумĕпех иртеççĕ.

Йĕрес килсен — йĕреççĕ,

Пĕтес килсен — пĕтеççĕ.

Хăйсем мĕнне пĕлмеççĕ,

Хăйсен çулне пĕлмеççĕ.

 

Эп пĕлĕт-и?

Эп — пĕлĕт мар.

 

Çын хушшинче çӳретĕп,

Çын çулĕпе çӳретĕп.

Йĕрес килет — йĕместĕп,

Пĕтес килсен — пĕтместĕп.

Çын тивĕçне хаклатăп,

Çын пурнăçне хаклатăп...

 

Эп пĕлĕт-и?

Эп — пĕлĕт мар.

Яланах...


Яланах —

Ĕмĕт ĕмĕртен

Вăрăмрах.

 

Яланах —

Пĕлĕт тинĕсрен

Анлăрах.

 

Яланах —

Ĕмĕт ĕмĕре вырнаçмасть

Пелĕт — тинĕсе!

Вилĕме парăнман


Вăрçăран таврăнаççĕ, шăпланăр, —

тухре куççуль сăрхăнса.

«Ăçтарах-ши ĕнтĕ упăшкамăр,

чĕрĕ-ши е юлнă выртса?»

Çук, калама васкамаççĕ, тăнла:

сан чуну çеç сисет хурлăха.

Таврара макăраççĕ, кулаççĕ, —

тем те пулать вăрçăра.

Упăшку... ăçтарах-ши вара,

юлтăнах-ши халь эс тăлăха?

йынăшать халь тавра...

хăшĕсен пур сăлтав савăнма.

Эс шыран мăшăрна...

Вăхăт çук калаçма,

макăрма та-çке кайнă манса.

Çурçĕр çилĕ кăна, тен, сисет хурлăхна,

ачашлать сан çӳçне вăтанса,

вăл каласшăн иккен:

— Ан шыра, пурпĕрех кăлăхах,

ылханан вут-вăрçа...

Çук, таврăнмарĕ апла...

Юлчĕç-ши ачусем тăлăха?

— Таврăнмасть? Намăс мар-и суйма?!

Упăшку вилĕме парăнма пултарман.

Эс кĕтетĕн ăна чăтайми шăрăхра,

шартлама сивĕре е тӳлек каçсенче...

Апата ларсанах пĕр кĕтес пуш-пушах:

Тен, вăл кĕрĕ те ларĕ çиме?

— Килеймест пуль тесе,

вăл вилнех пуль тесе,

ан та хăйччăр килте пуплеме.

Чӳрече


Çукчĕ, ман ăна курмалла марччĕ. Урăх çĕре каймаллаччĕ манăн. Анчах ĕç шутланă пек пулмарĕ, тепĕр майлă çаврăнса ӳкрĕ.

Çапла, план тăрăх ман Хиркасра мар, Вăрманкасра пулмаллаччĕ. Пачах урăх çĕрте, урăх енче.

Хамăрăн транспорт çукки пĕтерет çав пире, хамăрăн транспорт çукки. Вăл пулсан, лармалла та вĕçтермелле çех, никама йăлăнма-тархаслама кирлĕ мар — ĕçĕ те час пулать, япали те вăхăтра çапăнса тухать. Халĕ акă...

Редакци мана Вăрманкасри вĕренӳ комбиначĕ пирки статья хатĕрлеме хушнă. «Срок сана виçĕ кун, тăваттăмĕш кун ирхине материал ман сĕтел çинче вырттăр! —терĕ редактор. — Ăнлантăн-и?» Мĕнле çитсе килесси пирки шарламарĕ те.

Халĕ, акă, эпĕ райцентр тăрăх чупкалатăп. Хам йăлт шыва ӳкнĕ ĕнтĕ, ăшша пиçнĕ, çаплах чупатăп-ха. Манăн, мĕн пулсан та, Вăрманкаса часрах çитмелле, унти ĕçсемпе паллашса, çийĕнчех хулана таврăнмалла...

Учрежденирен учреждение танккатăп, организацирен — организацие... Шаккаман алăк та, кĕрсе тухман кабинет та хăвармарăм пулĕ ĕнтĕ, анчах усси çук: пĕрин камери шăтнă, имĕш, теприн моторĕ юсавсăр, виççĕмĕшĕн... Пур, кашнийĕнех пур сăлтавĕ, нихăшĕ те унсăр мар.

Малалла

Ан вăрçăр манăн ăрăва...


Ан вăрçăр манăн ăрăва,

ан вăрçăр,

Хивре пулсан, тӳррĕн перет пулсан.

Пуçламăшне асилĕр —

хĕрӳ вăрçă

Ăна çапла ӳстернĕ ачаран.

 

Ан чарăр манăн ăрăва,

ан чарăр,

Вăл хăй çине нумай илет пулсан,

Çĕршывăм умĕнче ун пысăк парăм,

Çавна туйса ĕçлет вăл пур вăйран.

 

Ыр сунăр манăн ăрăва,

ыр сунăр,

Тĕллев патне хыт ыткăнать пулсан.

Чĕри çуталтăр, хĕвел евĕр çунтăр,

Вĕри хĕмне çынсемшĕн салатса.

Тахçан, пĕрремĕш кун, эп çуралсан...


Тахçан, пĕрремĕш кун, эп çуралсан,

Телей куççулĕпе пите çусан,

Ырра пуль, лайăха пуль тет анне,

Эп куртăм тет çĕн уйăх тухнине.

 

Тахçан, пĕрремĕш кун, эп çуралсан,

Фронтри аттем çапăçăва тухсан,

Çĕкленчĕ, тет, алхасрĕ тет, пушар,

Атте шутларăм тет: ку ырра мар.

 

Паян атте эп хам. Ача çумра.

Пушар та тĕтĕм явăнмасть умра.

Çĕн уйăха хупларĕ çеç тĕтре —

Темме-çке çурăлса тухать чĕре.

Юрлать сунтал


Пăхма йăваш — шăна та вĕлереймĕ,

Сăмах çапмасть, итлет вăл ытларах,

Тавлашура хушша-хуппа кĕртеймĕн,

Çынпа вăрçма-и?

Тур çырлахтăрах!

 

Анчах иртет те ял урамĕ тăрăх,

Кашни çĕлĕк хывать ун умĕнче.

Йăваш тесе, сăпай тесе ан тăрăр,

Хисепĕ мĕншĕн — ыйтăр çынсенчен.

 

Писеввĕн çĕкленет те шурăмпуçĕ,

Мучи пуçлать черетлĕ çĕнĕ кун,

Çĕре ытарайми саван ик куçĕ

Ик хĕвел пек йăлтăртатаççĕ ун.

 

Хăй çамрăк мар та, пур-ха вăйĕ-халĕ,

Лаççа пырсан, тытать те мăлатук —

Юрлать кăна, юрлать вара сунталĕ,

Çак юрăран хитри мучишĕн çук.

 

Сăн-питĕнче сахал-и пĕркеленчĕк,

Суран сахал сурать-и ӳтĕнче?

Нуши-хуйхи, йăх-яхĕ, хĕнĕ-терчĕ

Сахал-и пулнă пурнăç тăршшĕнче?

 

Вунтăххăртах фашист камне вăл пĕлнĕ,

Вут-çулăмра ута-ута куллен.

Виç хут çунса, виç хут путса та «вилнĕ»,

Çапах та курăр: пурăнать, пĕтмен!

 

Кăтарт-ха, теççĕ, çакса тух-ха, теççĕ, —

Малалла

Çĕршыв


(лирикăллă панорама)

 

1

Тăр çăлкуçсен кĕввиллĕ çĕрĕм!

Эс ешерен хирӳсемпе

анне пек çывăх, ĕмĕр чĕрĕ:

эс савăнса тăхăннă пек

сип-симĕс аркăллă кĕпе.

 

Пуплетĕп эп упа сарриллĕ

вăрманусен кашлавĕпе

Е вăштăр-вăштăр пĕчĕк çилĕн

ачаш та уçă сассипе.

 

Сана капла кăна курмастăп:

сан хулусен шавне итлем.

Мĕскер ăслаççĕ ир те, каç та

уйри çак йывăр юпасем?

 

Кунта тахçан мăян та эрĕм

Çил май кашлатчĕ сулăнса.

Аваллăхран хăпса тухса,

хĕрӳ юланутсен эшкерĕ

пыратчĕ тейĕн ывтăнса.

 

Халь вĕсене ырма пĕлмесĕр

йĕрлет хуламăр аякран.

Бетон кĕлеткисем чĕнмесĕр

рет-ретĕн тăнă таврара.

 

Вĕсем хăйсен ĕçне кĕтеççĕ.

Бетон хулпуççисем çине

йăтса илме хатĕрленеççĕ

заводăн мăн кӳлепине.

 

2

Истори шухăшлăн, çын евĕр,

пуçне тайса, тăван çĕре

çак вăхăтра ним систермесĕр

Малалла

Шеремет


1

— Мана-и? Мана хăратма–и?! — хирĕç кăшкăрчĕ Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ Сăр крокодилĕ çывхарнă май. — И-е-ех! — терĕ те вăл, ура çине тăрса кĕлете хăйĕн çинчен йăтса ывăтрĕ (Амазонка мар-и? Пурте пĕлеççĕ: чăваш ялĕ хĕрарăм çинче тытăнса тăрать!).

Çав хушăра Хăнтăр Юрккипе Кашкăр Йăванĕ, чĕр чунтан мар, çак харсăр арăмран хăранипе, йăмра çине хăпарса тарчĕç.

Лешĕ Сăр крокодилĕ патне чупса пырса ăна пĕрре тапрĕ, тепре çапрĕ, вăрăм сăмсинчен сăра куркипе янклаттарчĕ те, икĕ аллипе чĕр чуна кăвас чĕресĕнче чуста çăрнă пек çăрма пуçларĕ.

— Çитĕ пире хăратса пурăнма! — тесе ислетмеллипех ислетрĕ вăл ăна.

 

2

Те ытла хытă çапнăран крокодилăн хӳри татăлчĕ те ӳкрĕ, шăрчĕ тӳрленчĕ, сăмси пуклакланчĕ, тăватă ури тăсăлма пуçларĕ. Карма çăварĕ çеç хăрамалла курăнчĕ.

— Çын! Чăн-чăн çын! — тĕлĕнсе кăшкăрчĕç йăмра çинчен Хăнтăр Юрккипе Кашкăр Йăванĕ. — Çăварĕ кăна кашкăрăн пек аслă — тăрантарса çитереймĕн!

(Чăн та, халĕ çĕр çинче çын çисе яманни, пĕтерменни пĕр япала та юлмарĕ. Çывăх вăхăтрах пĕр-пĕрне çисе ямалли çеç юлать).

Малалла

Гульям


«Сары-арка». Афишăсем чĕнеççĕ

янтарь пек çуталса тăран зала.

Улмуççисем çилпе шĕпĕлтетеççĕ,

чĕнеççĕ сулхăна ăмăртмалла.

Ара, хĕвел вучахĕнчен тармашкăн

кам хирĕç пулĕ? Çилсĕр те кичем.

Эй, ярханах çил, кил, пăртакçă ашкăн,

ан тустарса çӳре ту хушщинче.

Илтмерĕ çил. Юлташпала ларатпăр

улмуççисем хупланă сак çине.

Çиетпĕр дыня е шерпет сыпатпăр,

сăнатпăр куç илмесĕр тусене.

— Сире кансĕрлеместпĕр-и, каçарăр? —

Казах «газелĕсем» ачаш саспа

вăратрĕç шухăшран, —

Сĕнетпĕр:

— Ларăр

пĕрне-пĕри пăхатпăр хаваспа.

Чупатăп эп джигит пек шухă куçлăн

«мороженăй» илме вĕсем валли.

Хаваслă калаçу пуçланчĕ уççăн —

паллашура нумай калаçмалли.

Юлташăм сисиччен чеен сăнатăп

казах хĕрĕсене: чиперскерсем.

Асамлă вут хыптарнине туятăп

хура куçсем, хура куç харшисем.

— Ăçтан эсир пулатăр?

— Чăвашран.

Паллашăр: ку поэт, — юлташ каларĕ.

— Поэт-и? — тĕлĕнсе ыйтать манран

ăслăраххи. Пăхать вăл ăслăн, тарăн, —

Малалла

■ Страницăсем: 1... 644 645 646 647 648 649 650 651 652 ... 796