Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кĕмĕл кĕперЙытă тĕлĕкĕПĕчĕк патшалăхТантăшсемИлле ТăхтиПолк ывӑлӗАсамат кӗперӗ сӳниччен

Куракварти усалсен Канашĕ


1

— Алеша! Алеша! Атя-ха, чуп-ха часрах, Марта каллех килмен. Таçта çӳрет ĕнтĕ. Колхоз сачĕ еннелле кайман-ши çант? Кураквар панчен çаврăнса пăх тата. Вăт эсрел, тăранма пĕлмен калмăк, арçури пек яркаса кăна çӳремелле ун, шуйттан чунĕ, — мăкăртатать асанне.

— Кам? Эпĕ-и? — тетĕп.

— Çук ĕнтĕ, эсĕ мар. Мартăна вăрçатăп. Атя-ха, вĕçтер часрах, колхоз ани çине ан кайтăр.

Велик çине лартăм та вĕçтертĕм ял тăрăх асаннен юратнă хĕрлĕ ĕнине шырама. Лайăхине лайăх ĕне-ха вăл, пирĕн Марта. Сĕтне те тутлă та нумай парать. Тăрсан-тăрсан тем пулать вара — кĕтӳ хыççăн киле килмест. Асаннене тарăхмалăх.

Хăшкăлтăм шыраса асаннен «эсрелне». Ниçта та çук. Юлашкинчен Кураквар çырмине тĕрĕслесе тухас терĕм.

Калама анчах çăмăл. Шиклентерекен вырăн вăл, çак çырма. Хиртенех, таçтанах пуçланать те вăл, сарăлса-сарăлса ялах пырса кĕрет. Тем те выртать ун тĕпĕнче: тутăхнă тимĕр-тăмăр, хут-пакетсем. Йытă е кушак виллисене те килсе пăрахать ял халăхĕ. Мĕн кăна тултармаççĕ пуль унта! Веç çăтать Кураквар çырми. Тарăн та чăнкă вăл. Мăянпа вĕльтрен алхасаççĕ. Сукмакран кăшт сулăнсанах куршанак хăйĕн «орденĕсене» (ял ачисем çапла ят панă) тумтир çине çакса тултарать. Çак «пейзажпа» киленсе пынă вăхăтра сотовый сассине пачĕ. Шарт сикрĕм кĕтмен çĕртен пулнипе. Асанне иккен. Марти хăех таврăннă, тет.

Малалла

Кĕт мана


Кĕт мана — таврăнапах,

Питĕ кĕт анчах.

Кĕт сив çумăр пĕлĕтсен

Тунсăхĕ ансан.

Кĕт пулсассăн çил-тăман,

Кĕт чи шăрăхра.

Кĕт пурте кĕтме мансан

Йывăр самантра.

Кĕт — инçет вырăнсенчен

Килмесен çыру,

Кĕт санпа кĕтекенсен

Çухалсан чăту.

 

Кĕт мана — таврăнапах,

Тăр чăна шансах.

Кĕт мана — мĕнпур тĕнчен

Кĕтĕмĕ пĕтсен.

Кĕт — аннем кĕтмен чухне,

Ывăлăм мансан,

Кĕт туссем кĕрекене

Асăнма ларсан.

Виç тумла сĕтел çине —

Асăнса чуна.

Кĕт — ан тыт çав черккене

Тĕп туса мана.

 

Кĕт мана — таврăнасса

Вилĕме вăлтса,

Калĕ кам кĕтмен мана

Ăнăçнă тесе.

Кам кĕтмен — çав çын пĕлмест,

Тĕлĕнет пиртен:

Эп çĕнтертĕм вилĕме

Эсĕ кĕтнĕрен.

Эпĕ таврăнтăм, мĕнле? —

Пĕлес çук çынсем:

Эсĕ кĕтнĕ пек никам

Çĕр çинче кĕтмен.

 

2008, чӳк уйăхĕ

Вселеннăйĕнчи пурнăç


Вселеннăйĕн вĕçĕ хĕрри çук. Унта тĕрлĕрен галактикăсем нумай. Кашни галактика хăйне евĕр пурнăçпа пурăнать. «Млечный путь» ятлă галактикăра çынсем пурăнаççĕ. Çынсем хăйсен галактикине тĕпчесе пĕтереймен-ха. Космоса вĕçме вĕри-ха, анчах хăйсен системинчи планетăсене тĕпчесе пĕтереймен-ха. Çавăнпа та урăх галактикăсене вĕçмеççĕ.

«Пысăк Магеллан Пĕлечĕ» тата «Пĕчĕк Магеллан Пĕлечĕ» ятлă галактикăсенче çын евĕрлĕ чунсем пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсене магелсем теççĕ. Вĕсем улăп евĕрлĕ пысăк тата вăйлă. Вĕсен галактикинче пĕр чĕлхе. Çак чĕлхепе вĕсем ӳсентăрансемпе те, чĕрчунсемпе те калаçаççĕ. Магелсем чĕрчунсемпе те, ӳсентарансемпе те туслă пурăнаççĕ. Çавăнпа та вĕсен пĕр-пĕрне кӳрентерес тата вăрçас кăмăл çук. Магелсем хăйсене мĕн кирлине сăмахпа кăна калаççĕ. Кирлĕ япала вĕсем умне тупăнса та тăрать. Магелсен те хĕвел пур. Вĕсен хĕвелĕ çап-çутă çутатса тăрать. Çавăнпа вĕсен сарă тĕс нумайрах. Каçĕсем вĕсен хура тĕслĕ мар, кăвак тĕслĕ çутăпа пулаççĕ. Магелсем хăнана кайма юратаççĕ. Вĕсем драконсемпе вĕçеççĕ. Драконсем вĕсен виçĕ пуçлă. Çавăнпа та виçĕ енне те харăс пăхса пыраççĕ. Драконсем те питĕ космосра вĕçсе çӳреме юратаççĕ. Çĕр çинчи çынсем кураççĕ те вĕсене «комета» тесе калаççĕ.

Малалла

Кĕрхи вăрман салху сулхăнĕнче...


Кĕрхи вăрман салху сулхăнĕнче

Пулмашкăн хапăл мар пуль нимĕнле чĕрчун та.

Шăп-шăпăртах вăрман хутлăхĕнче

Шухăшăмпа пуятăп темшĕн чăн та.

 

Вĕçе-вĕçе иртеççĕ пĕлĕтсем,

Çук, пĕлĕтсем те мар тăр — ĕмĕтсем

Васкаççĕ эп курман, пĕлмен çĕре,

Мĕскер шыраç вĕсем çав ют çĕрте.

 

Кĕр сăнĕнче мĕн чухлĕ ĕлккенни!

Вăрман çаралнă, симĕсех юманлăх

Пит васкамасть хывмашкăн ĕлккине,

Хавалĕнче пурнать иккен-ха мăнлăх.

 

Санра эп несĕл сăнарне куратăп,

Тĕреклĕхӳ — ман юнăмра чупать.

Юманлăха мĕн виличчен юратăп

Пĕр кăмăллă, хавас кăна чунпа.

Килчĕ, çитрĕ кĕр кунĕ


Килчĕ, çитрĕ кĕр кунĕ:

Сулхăн, йĕпе-сапа…

Пур-шим çанталăкăн чунĕ,

Халь вăл мĕнле сăхпа?

 

Çулçă ӳкет, сар çулçă,

Çулçă вĕçет ĕлккен!

Темшĕн салхуллă куçăм

Кĕр кăмăлпе иккен.

 

Пылчăклă, çумăрлă кунăн

Пур хăй илемĕ те.

Тен, йăпану çеç тупăн

Çын юратман кĕрте.

Интереслĕ тĕлĕк


Пĕррехинче Саша тĕлĕнмелле тĕлĕк тĕленнĕ. Ирпе вăрансан вăл ашшĕпе–амăшне хăй мĕн курни çинчен тĕппипех каласа кăтартрĕ:

«Ирпе 10-çулхи Саша шыв хĕрне кăвакал чĕпписене пăхма тухнă.

Çанталăкĕ шăрăх тăнă. Ача чăтайман, шыва кĕме шутланă. Çак вăхăтра шыври хумсем вăйлăн хумханма пуçланă. Сисмесĕрех ачана шыв аялалла çавăрттарса илсе аннă. Саша тӳрех хăраса ӳкнĕ. Куçне уçса пăхать те вăл тĕлĕнсех каять…

Ун умĕнче питĕ хитре пысăк керменсем лараççĕ. Вăл тӳрех çав пĕр керменне кĕме шутлать. Алăкĕ патнелле пырать те вăл, ăна хирĕç алăкĕ хăех усăлса каять. Саша унталла — кунталла пăхкаласа пĕчĕккĕн шала кĕрет. Кĕрсенех вăл пĕр мĕлке курать. Сашăн пуçĕнче пĕр шухăш — ăçта лекрĕм-ши? Вăл тата темиçе утас тăвать. Ун умне пĕр çын тухса тăрать:

— Эсĕ кам? Аçта кайма тухнă? Саша пĕрре тĕлĕннипе, тепре хăранипе пĕр сăмах та чĕнеймест. Палламан çын Сашăна ларма сĕнет. Саша хуллен утса кĕрсе ларать, пĕчĕккĕн тăна кĕме пуçлать. Тинех ун çăварĕнчен пĕрремĕш сăмахсем тухрĕç:

— Э-э-э-п-ĕ-ĕ-ĕ С-с-с-а-а-ш-ш-а я-я-т-л-ă-ă — Эсĕ ăçта пурăнатăн?

— Эпĕ «Турикасра » пурăнатăп. Ман килте аттепе-анне те пур. Вĕсем мана ирпе-ирех кăвакал чĕппи пăхма кăларса ячĕç. Питĕ шăрăх пулнипе эпĕ шыва кĕме шутларăм. Çав вăхăтра мана тем аялалла туртса антарчĕ. Куçа уçса пăхрăм та тĕлĕнмелле керменсене курах кайрăм. Чăтаймарăм — шала кĕтĕм, хысçăн вара сире куртăм.

Малалла

Экспромт


В.П.

Шет хитре хĕр,

Шет ырă хĕр —

 

Куç-пуç çуталать,

Çӳхе тути йăл кулать,

Яштак пилĕк авăнать,

Чăмăр кăкри хумханать...

 

Шет хитре хĕр,

Шет ырă хĕр —

 

Маншăн куçĕ çуталмасть,

Çӳхе тути йăл кулмасть,

Яштак пилĕк авăнмасть,

Чăмăр кăкри хумханмасть...

 

Шет хитре хĕр,

Шет ырă хĕр —

 

Ман еннелле çавăрăнмасть,

Ылтăн пуçне каçăртать,

Мăн кăмăлне палăртать —

Ман чĕрене çунтарать...

Шыва путнă хĕр


— Катя, — чĕнет амăшĕ хĕрне, — ытла та шăрăх пулса кайрĕ, Пилешкасси енчен пĕлĕтсем те килнĕ пек туйăнать, каç енне çумăр та çăвĕ, утта тухса пуçтарар пулĕ, аçуна кĕтер мар.

Иккĕшĕ пахчана тухрĕç, яланхи пекех шăкăл-шăкăл ĕçлерĕç, утта хăвăртах пуçтарса пĕтерчĕç. Кӳршĕре пурăнакан Полинăсем те утă пуçтараççĕ иккен. Полина асламăшĕпе çеç ĕçленине курсан Катя вĕсене кайса пулăшма шухăшларĕ, Полинăпа иккĕшĕ юлташсем вĕт. Катьăн амăшĕ те пĕрле пычĕ. Йышпа ĕç часах пĕтрĕ. Ĕçлесе ывăннă тата тарланă хĕрсем йывăç айне пырса ларчĕç.

— Эсĕ ма, Кĕтерук, хăвăн тутăрна мăйăнтан салтмастăн, шăрăх вĕт, — терĕ те кӳршĕ хĕрĕ тутăрне туртса илесшĕн пулчĕ. Катя Поля тутăра салтса илесрен хăраса ялтах сиксе тăчĕ. Чăнах та, Катя юлашки икĕ уйăх хушшинче тутăрне пĕрре те салтмарĕ, темле шăрăх пулсан та. Мăй çине икĕ енчен те темле хĕрлĕ мăкăльсем тухса ларчĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем пысăкланнă пек туйăнчĕç ăна, анчах ыратнине сисмерĕ. Амăшне калама та тăхтарĕ Катя, ыратмасть пулсан иртсе кайĕ-ха тесе шутларĕ.

Кӳршĕ хĕрĕ ним пулман пек малалла чĕвĕлтетрĕ:

— Айтăр шыва кайса кĕрер, — терĕ вăл Катьăна, — кӳршĕри хĕрсене чĕнетпĕр те.

Малалла

Манпа ак мĕн пулса иртет...


Б. Ахмадулинăна

Манпа ак мĕн пулса иртет:

Тек ман пата кив тус кĕмест,

Çӳреççĕ кунĕн-çĕрĕнех

Темле йышши такам та тем.

Ман тус та тĕлсĕррĕн çӳрет,

Хăй йăнăш тунине пĕлет.

Ним уссăр хирĕçӳ пулни –

Ик чĕрене вучах хуни.

Манпа ак мĕн пулса иртет:

Тек ман пата ют хĕр çӳрет –

Вăл уртăнать хулпуççирен,

Пит хăптарасшăн савнирен.

Савнин, пĕлесчĕ хăш яша,

Хулпуççирен уртăнмалла?

Вăл, мансăр юлнăскер тăрса,

Çын савнине илейĕ-çке туртса.

Тӳрех куç хывмĕ ют качча,

Вăл асапланĕ пĕр кана,

Анчах та вăхăт иртнĕçем

Пулсах пулаç юратусем.

Мĕн чухлĕ

хирĕçӳ,

асап,

Мĕн чухлĕ

чарсăрлăх курап!

Анчах ăçта пытанăп-ши тарса?

Кам та пулин,

килсем,

аркат

Чунпа ютсен пĕрлешĕвне,

Ик тачă чун уйрăлăвне!

 

2008 çул, чӳк уйăхĕ

Тăван Çĕр планетăшăн


Ку ĕç 8 январьте пулчĕ. Раççей правительстви Ģĕр планетăна сыхлама чи вăйлă, ăслă, хастар çамрăксене пуçтарать. Ку командăна эпĕ, Антон Варанов, Виктор Калушев, Лида Михайлова тата Дмитрий Кашин лекрĕмĕр.

Шăп çулталăкран пирĕн станцине Нептун çинчи роботсем Çĕр планетăна пĕтерме хатĕрленни çинчен сигнал килчĕ. Унти роботсемпе Тимĕр-Тăмăр лорд хуçаланать. Инкеке сирсе ярас тесен Нептун тĕшшинчен 2 çухрăмра вырнаçнă управлени станцине сирпĕтме тивет. Паллах, ку ĕçе пире шанса пачĕç. Планетăри чи чаплă оборудованине, тумтире, хĕç-пăшала, космолета пире пачĕç. Çула тухрăмăр. Иллюминатортан метеорит çумăрĕ куртăмăр, çулăмлă шарсене сăнарăмăр.

— Аванах çитрĕмĕр. Кунта лăпкă, — терĕ хаваслăн Дмитрий. — Савăнма иртерех-ха, ман шутпа, пире асăрхарĕç, — хирĕçлерĕ те Антон кĕтмен хăнасене пеме пуçларĕ. Роботсем тĕпсĕр шăтăка ӳкрĕç. Эпир Тритон ятлă Нептун спутникĕ çинче чарăннă, иккен. Вулкансем шĕвĕ азот сирпĕтеççĕ.

— Мĕн пăхса тăратăр, кантрасене çыхăр та управлени пульчĕ патне анар! — çирĕппĕн каларĕ Виктор.

Йĕри-тавра кăвак çутă, вăйлă çил вĕрет, сывлама йывăр. Сасартăк куçа çиекен çутă çуталса кайрĕ, тем шартлатса илчĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 683 684 685 686 687 688 689 690 691 ... 796