Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ача чухнехиСана ҫырма сӑмах ҫитетЕркӗнХум пӑшӑлтатӑвӗÇут пайăркаКатӑлнӑ уйӑхКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке

Çăкăр


Чикрĕм чăкăт та пĕремĕк,

Чикрĕм иçĕм, айванкка,

Çăкăр çеç илмерĕм эпĕ —

Йывăр пулĕ кутамкка.

Ват анне çапах та çăкăр

Чикрĕ çул кутамккине:

— Эс ватта итле… Çул йăвăр,

Çăкăр йăтĕ вăл хăйне.

 

2008, раштав, 10

Хăçан ыр сăввăн хутаççи...


Хăçан ыр сăввăн хутаççи

Пиçсе тулса çитет:

Чун киленен сăмах çыххи

Вулакана кĕтет.

 

Сăмах вăл — вăйлă. Сăвăра

Татах вăл вăйланать.

Сăвăç сасси çав вăхăтра

Аса, пуçа тытать.

 

Килленнĕ сăвăра сăмах

Илет чăн тыткăна.

Кашни сăмах — пылак çăмах

Кĕрет ăса-тăна.

Пĕр тан шайра


Мĕн çитмест-ши çав тĕнче уçлăхĕнчен килнĕ симĕс çынсене (çын темелле-и вĕсене, е гуманоид)? Пĕрре наукă тĕпчевçисен пуçĕсене пăтратса яраççĕ, спортсменсене олимпиадăсенче хутăштарса пĕтереççĕ, кĕнеке çуртĕнче асар-писер туса хураççĕ. Пур çĕре те хăйсен сăмсисене чикеççĕ.

Тем, пăхатăп та сирĕн çине, эсир мана пĕртте ĕненмен пек туйăнать. Эпĕ те унччен ун пеккисене ĕненсех кайман. Халь вара хам çавăн пек пăтăрмаха çаклантăм та урăхларах шутлатăп.

Акă çапла пуçланчĕ ку ĕç. Итлĕр вара.

Эпир виççĕн, Микулай, Санюк тата эпĕ, сунара кайрăмăр. Ара, сунар вăхăчĕ пуçланнине тăвас терĕмĕр мар-и çав.

Ирхине ирех, кăвак çутăллах, ăçта сасă илтĕнет, çавăнталла перкелерĕмĕр-ха. Тул та çутăлчĕ, çил те вĕре пуçларĕ. Кăвакалсен пулккисем вĕçмелле пек туйăнать. Çук та çук. Нимĕн те тытаймарăмăр. Аптранипе пуш кĕленчесем çине перкелесе те илтĕмĕр. Микулай таçта кайса икĕ чакакпа пĕр ула такка тытса килчĕ.

Каçхине аш консерви ăшăтса çирĕмĕр. Юлташсем часах тӳнсе кайрĕç. Эпĕ ларатăп-ха кăвайт умĕнче.

Вăт çав вăхăтра темле çуталса тăракан япала тухса тăчĕ ман ума. Эпĕ тӳрех ăнкарса илтăм-ха вăл гуманоид пулнине: темле симĕссĕн курăнать, шалта çутăсем йăлт-йăлт тăваççĕ, хăлхисем темшĕн иккĕ мар, тӳрех улттă.

Малалла

Шанчăк


Çилпеле уран вăрман, эс манăн,

Эп санран нихçан уйрăлас çук.

Эх, суха — çӳхе юлташ, эс канăн,

Маллахи çул пирĕн — сансăр çул.

 

Малашне çул пирĕн — çут прожектор,

Çуттипе йăл-йалăн çуталать.

Малашне юлташ ман тимĕр трактор,

Эс ăна, уй-хирĕм, ытала.

 

Вăл сана нимле сиен те тумĕ,

Çисе ямĕ ешĕл илеме.

Хальхи пекех пулăн çăмăр умĕн,

Çăмăр хыççăн уçăн çăл куçне.

 

Шăп шуса пыран тăртаннă уйăх

Пулĕ саншăн — тырă путавкки...

Пыл-çу пекех тутлă пулĕ ыйăх,

Ав кулать хĕвелĕ — сар инки.

 

Ан хăрат мана, кĕрхи çанталăк,

Ан кала мана: суян тесе.

Халь мана та ыталарĕ шанчăк,

Халь эп хам пурнап хĕпĕртесе.

 

Эп шанап. Совет çĕрĕ вăйланнă,

Раççей çĕрĕ тасалнă тусанран.

Юнпа варланнă черкки те ваннă,

Ун вырăнне çĕн çурт — çĕн самана.

 

Эп манман. Тăван çĕршыв аманнă,

Улăм ялăн çитсă пит сахал.

Анчах халь — ялпа хула авланнă,

Вăл ман çĕршывшăн — ăраскал.

Малалла

Эсĕ


Ӳркенмесĕрех утатăн

Çуммăн пурнăç кун-çулне.

Çурмалла манпа пайлатăн

Савăнăçне, хĕн-хурне.

 

Ачасемшĕн шеллеместĕн

Хăвăн ырă чĕрӳне.

Ху туймасăрах кӳретĕн

Çураçулăх çемьене.

 

Тăвансем, туссем çӳреççĕ

Эс хапăл пулнăран.

Ваттисем те хисеплеççĕ

Хăйсене чыс тунăран.

 

Маншăн эсĕ — чун сипечĕ,

Йăл кулсан пăр ирĕлет.

Турăçăм мана систерчĕ:

Эсĕ — ман тулли тивлет.

 

Эсĕ — ман пуянлăх, ылтăн,

Тӳпери çут çалтăрăм.

Эсĕ — ман чи çывăх çыннăм,

Чун юратнă мăшăрăм.

Тыткăнра


Венгри çĕрĕ улăхлă,

Çуллахи кун шăрăхлă...

Тыткăнри çын, ют салтак,

Çав шăрăхра айлашать,

Мĕн те пулин чавалать.

Çурхи вĕри вăрăм кун

Ĕçлет мĕскĕн халсăр чун

Хапрăк-савăт çумĕнче,

Е пит вĕри шахтăра,

Аякри ют çĕршывра.

Çиме начар панăран,

Ĕçĕ ытла йывăртан

Тыткăнри çын тӳсеймест:

Вăй-хал кайса вăл чирлет,

Хĕн-хур курать е вилет.

Мадьяр-нимĕç салтаксем —

Хăйсем ăслă этемсем,

Çавах та çав сисмеççĕ:

Епле хăйсем пек çынах

Пĕтет çапла кăлăхах!

Вăрçă сăввисем


Пултăм эпĕ Карпатра

Тĕнче çуннă самантра.

Ĕмсе юлчĕ çав Карпат

Манăн çăмăл юнăма,

Çамрăк вăйăм-халăма.

Карпат сăртсем вăрманлă,

Шырланлă, çырмаллă.

Вăрман-çырма тĕпсенче

Вырткалатчĕç салтаксем,

Ĕмĕрлĕхех ӳкнисем.

Çӳллĕ тăвсем хушшинче,

Çав хуйхăллă кунсенче

Ĕмĕрлĕхе астума

Юнлă çăлсем тухатчĕç,

Хĕрлĕ шывсем юхатчĕç.

Сĕвек тăвайккисенче,

Çырма-хушăк тĕпсенче

Курăнатчĕç чылаях —

Тарăн, вăрăм окопсем,

Çĕн тăпраллă масарсем.

Тихашка


Вăтаел ялĕ çырма — çатраллă, сăртлă вырăнта Пăла шывĕн сулахай енче вырнаçнă. Кашни кун куракан çынна кунти илемлĕх куçа илĕртмест тесен те юрать. Анчах çуркуннехи илем хуть кама та тыткăна илет. Сăрт çамкине вырнаçнă сад качча каякан хĕрĕн пĕркенчĕкне аса илтернĕн кĕпер урлă каçсанах куçа курăнать.

Яла пырса кĕрекенсем Пăла шывĕ урлă каçса кĕреççĕ. Шыв урлă каçма халь бетон кĕпер хывнă. Унччен çӳрхи ейӳ тухсан йывăç кĕпере кашни çулах сӳтетчĕç. Каярахпа кĕпер тунине курма ача — пăча йышлă пухăнатчĕ. Кĕпер Вăтаелсемшĕн аслă çулпа çыхăнтаракан пĕртен- пĕр çул-çке-ха. Халĕ вара унчченхи кĕпер çинчен никамах та аса илмест.

Ялăн хĕвел тухăç енче икĕ сад: пĕри — ял çумĕнчех вырнаçнă, тепри — пысăк çырма урлă. Çаксем илем кӳреççĕ те яла. Хĕвел анăç енче икĕ пысăк кӳлĕ. Вĕсен йĕри-тавра ӳсекен хурăнсем вăйă карти тунă хĕрсем ушкăнне аса илтереççĕ. Кӳлĕ çывăхĕнчех ĕлĕкхи Вăтаел чăвашĕсен йăли-йĕркине аса илтерсе тăракан Киремет йывăççи. Халĕ те хăш-пĕр чухне йывăç çинче хăю е алшăлли çакăнса тăнине курма пулать. Апла пулсан ĕлĕкхи йăлана тытса пыракан ватăсем ялта пĕтмен-ха. Çамрăк ачасене ашшĕ-амăшсем çак йывăç патĕнче выляма хушмаççĕ. «Киремет йывăççи хатарлă йывăç. Ун патĕнче ан выльăр», — тенине час-часах илтме пулать.

Малалла

Качака


Качака чуптарать пахчана,

Ăна хирĕç тухать пĕр ача:

- Качака, намăс мар-и сана?

Вăтанса пуçне чикрĕ кача...

Куçĕнчен çухалсассăн ача,

Пахчана тӳрех чикрĕ кача.

Курак


Çатан карта çинче курак.

Ампар алкки çинче çăра.

Çынсем те çук, лавсем те çук,

Çанталăк япăх — майĕ çук.

Кăранклатать кăна курак:

— Ман пĕтрĕ пурнăçăм, хурах!

Пĕр пĕрчĕ тырă хăварман,

Хĕле мĕнле хĕллес-ха ман?

■ Страницăсем: 1... 681 682 683 684 685 686 687 688 689 ... 796