Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулас кинсемСуя телейХĕрлĕ тюльпанҪавраҫилКайăк тусĕСӳнми хĕлхемТутимĕр

Эп паян ирех тăман...


Эп паян ирех тăман —

Вĕçтерет иккен тăман.

Çавра çилĕ çаврăнса

Кĕчĕ мăрьене урса.

 

Çил ачисем кĕрт çине

Хăвалаççĕ Юрпине.

Нарăс уйăх çавăн пек —

Вĕçтерет, çук ун тӳлек.

 

Нарăс 2001.

Çырла татма кайсан


Пуш уйăхĕн варринче пĕр карчăкпа старикĕн хĕр çуралнă тет. Ăна Урине ят хунă. Кăтрарах хура çӳçлĕ те хăмăр куçлă хĕр ача яланах йăл кулса çӳренĕ.

Пĕррехинче вăл вăрмана кайсан хăйĕн пуракне миçе çырла кĕнине шутласа пĕлес тенĕ.

— Пĕрре, иккĕ, виççĕ... Çырла шучĕ пинрен те иртрĕ — пуракĕ вара çаплах та тулмасть. Çырлисем ăçта кайса çухалаççĕ-ши? — тĕлĕннĕ Урине. Вăл тепĕр икĕ утăм тунă та çырла тĕнчине лекнĕ. Мĕн тĕрлĕ çырла çук-ши кунта?! Хĕрли, кĕренни, кăвакки, симĕсси, çавраки, чăмăркки, тăсăкли... Çи те çи. Хĕр ача кашнинех тутанса пăхнă, пĕри тепринчен тутлăрах, илемлĕрех...

Урине хăй те сисмен — çул çухатнă. Унталла та кунталла та чупкаланă вăл — çул çине тухайман. Кĕçех умра çырла керменĕ курăнса кайнă. Илемлĕ çурт умĕнче шур сухаллă пĕчĕк старик ларнă.

— Кам эсĕ? Мĕн туса çӳретĕн? — тĕпченĕ çавскер.

— Çултан çĕтсе кайрăм. Киле мĕнле таврăнмалла-ши? — пулăшу ыйтнă Урине.

— Сана, хĕрĕм, çырла патши çеç пулăшма пултарать, вăл çак керменте ларать. Манăн ыйтусене тĕрĕс хуравласан çеç эсĕ ун патне кĕме пултаратăн.

— Мĕнех, тăрăшса пăхăп, — килĕшнĕ хĕр ача.

Малалла

Çӳл ту çинче, çеçен хирте...


Çӳл ту çинче, çеçен хирте,

Ӳссе ларать юман.

Пĕр-пĕчченех çавра çилпе

Кичем кашлать, айван.

Хуралçă пек, пĕччен, тăлăх,

Ялан куç умĕнче.

Шанкăртатать чулсем тăрăх

Çырма ун айĕнче.

Çутă хĕвел иртен каçчен

Ăшшăн, вăрттăн шăвать,

Ситрен-хутран пĕлĕт çинчен

Хуллен йĕпхӳ çăвать.

Çӳл ту хыçне, вăйĕ пĕтсен,

Хĕвел канма анать.

Тĕттĕм чухне ытлах кичем —

Юман салхуланать.

Анчах юман нумая мар

Пĕччен тăрса юлать,

Кĕмĕл уйăх кăштах тăрсан

Лăплантарма тухать.

Таса пĕлĕт ун çинелле

Куçĕсемпе пăхать.

Йăлтăр-ялтăр, çĕрĕпелех

Хăй çуттине тăкать.

Тулли уйăх ачашланса

Пытанмалла вылять,

Малалла

Пурнăç улшăнчĕ тĕпрен...


Пурнăç улшăнчĕ тĕпрен

Урмăш пурнăç çитнĕрен.

Пурăнмашкăн çук хисеп,

Вăл сисет, эп те сисеп.

 

Пуçлăх пирĕн — тăмана,

Çитрĕ ахăрсамана.

Кăмăл çук сана... мана...

Кăмăл пулнă тăшмана.

 

Çук, пĕлмеç йĕрке мĕнне

Кайнăран ясар енне.

Намăс-симĕс, чыс та çук

Кашниех кăштах Арçук.

 

Пурте янттине хăпса

Çĕре илчĕç çавăрса.

Çĕршыв хăй халь хуçа мар

Пăсрĕ несĕле Гайдар.

Пирĕн йăли çавнашкал


Пĕррехинче арăслан капкăна лекет. Пĕр сехет тăрсан хырăмĕ выçнине туять. Çывăхра тилĕ çӳрет.

— Тилĕ тус, çăл-ха мана, кăлар-ха читлĕхрен.

Тилĕ тус арăслана читлĕхрен кăларать, лешĕ читлĕхрен тухсанах тилле çыртса илет.

— Эсĕ мĕн? — тĕлĕнет тилĕ.

— Манăн хамăн та сана çыртас килмест, анчах та пирĕн йăламăр çавнашкал, — тет арăслан, — выçсан эпир чĕр чунсене çиетпĕр.

Тилĕ аран тарса хăтăлать.

Тепĕр кунхине арăсланăн хырăм татах выçса çитет.

— Пулăш-ха мана, — ыйтать вăл тилĕрен.

— Эпĕ сана апат патне илсе каятăп, — тет тилĕ.

Арăслан тилĕ хыççăн пырать. Часах вĕсем пĕр шăтăк патне çитеççĕ. Чăнах та унта пăру ашĕ выртать. Арăслан çав шăтăка сикет, анчах каялла тухаймасть,

— Эсĕ мĕншĕн мана улталарăн? — тет арăслан.

— Мĕн тăвас-ха? Пирĕн йăламăр çавнашкал-çке. Юлташсене те, тăшмансене те улталатпăр эпир, — тет тилĕ.

Çуллахи ир


Шупка шурăмпуçĕ

Шуса хăпарать,

Ирхи çăлтăр вучĕ

Сӳнсе çухалать.

Йăлтăр! сывлăмланчĕç

Чечек-курăксем,

Çерем çине анчĕç

Уйри кĕтӳсем.

Çӳлелле шăваççĕ

Кăвак тĕтресем;

Улăха васкаççĕ

Хурсен картисем.

Хĕвел курăнайрĕ —

Çĕршыв савăнать;

Ял çынĕ вăранчĕ,

Ĕçе тытăнать.

Тус лайăххи инкекре курăнать


Пĕррехинче пакшан çимелли пĕтсе çитнĕ тет. Вăл хăвăрт тумланчĕ те вăрмана чупса тухрĕ. Шырасан-шырасан хăйне валли темиçе мăйăр тупрĕ. Тăватă мăйăр — хĕпĕртесех кайрĕ хайхискер.

Пакша килне çитсен икĕ мăйăрне çисе ячĕ те шухăша путрĕ, «Манăн тусăн — Куçук пакшан та хырăмĕ выçрĕ-тĕр, тепĕр иккĕшне ун валли хăварам-ха!»

Пакша хăвăрт тумланчĕ те тусĕ патне тухса чупрĕ тет. Тусĕ шăпах килте пулман-мĕн. Пакша вара икĕ мăйăрне хурса хăварчĕ те килне кайрĕ тет.

Куçук килне таврăнсан тусĕн кучченеçне курчĕ. Вăл пĕр мăйăрне çисе выçă хырăмне лăплантарчĕ. Унтан юлташĕ çинчен аса илчĕ, «Кӳршĕри тусăмăн та хырăмĕ выçнă пулĕ, ăна пĕр мăйăрне кайса парас». Çакскер мăйăрне йăтать те тусĕ патне чупса çитет. Лешĕ те килте пулман. Куçук мăйăрне хурса хăварать, çыру çырать.

Тусĕ киле çитсен сĕтел çинче пĕр мăйăр выртнине курать. Савăнсах каять, «Мĕн тери лайăх туссем манăн!»

Çуркунне Хĕвел пăхсассăн...


Çуркунне Хĕвел пăхсассăн,

Курăк ешерсен,

Çĕмĕрт çеçкене ларсассăн,

Сивĕтет кай ен.

Çĕмĕрт сивви çитрĕ, — теççĕ

Халăхра ку чух.

Сиввисем чăнах çитеççĕ,

Хăть пӳртрен ан тух.

 

Çу уйăхĕ, 2000

Атте каларĕ пĕринче...


Атте каларĕ пĕринче:

"Ан варала шур хут.

Ĕç çук пулсассăн пур енче

Эс йĕнерле шур ут.

Е пуша çак та çур çитсен,

Килтен эс тухса ут".

Çĕр ĕç çыннин тĕнчере...


Çĕр ĕç çыннин тĕнчере

Ĕç вăхăчĕ иртнипе

Ĕçет, çиет, савăнать.

 

Манăн чĕре кăкăрта

Чăтми хуйхă-суйхăпа

Телей пĕлмест, çурăлать.

 

Ялта юрă ян каять,

Ялта купăс сас парать —

Тырă вăйлă пулнипе.

 

Манăн чунăм ыратать,

Ăшри кăмăл пăтранать —

Инкек-синкек пулнипе.

 

Ĕлĕк чухне эпĕ те

Пĕтĕм çамрăк чĕремпе

Савăнаттăм вĕсемпе.

 

Ун чух манăн çут хĕвел

Йăлтăртатса тăратчĕ,

Чуна уçса яратчĕ.

 

Анчах сӳнчĕ вут-хĕлхем,

Йĕри-тавра тĕп-тĕттĕм,

Хĕвелĕм çук, эп пĕтрĕм...

■ Страницăсем: 1... 678 679 680 681 682 683 684 685 686 ... 796