Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Али-паттăрПограничниксемПепке çуралсан...Ача чухнехиАсамат кӗперӗ сӳничченЧапшăн пурăнмастпăрЛаох

Чăваш хĕрĕсем


Хĕрелнĕ çырла пек илемлĕ хĕрсем

Нумай пирĕн лăпкă, ĕçчен ялсенче —

Вĕсен хура куçлă сăпай сăнĕсем

Вĕри хĕм чĕртеççĕ яш çын чĕринче.

 

Хăва хуллисем пек яштак пĕвĕсем

Савсах пăхтараççĕ маттур каччăна

Шăнкăр шыв юххи пек янрав сассисем

Уçса çемçетеççĕ чи чăркăш чуна.

 

Ĕçе тытăнсан та, чипер хĕр алли

Вăрт-варт çаврăнать çех, машина майлах.

Ĕçчен сар хĕрсемшĕн савни пулмаллин

Хăйсен те ĕçпех тек хĕрсе çунмалла.

Асамлă ручка


Пĕр шкулта вĕренекен ача час-часах уроксем тăвасшăн мар.

— Алеша, уроксем тумалла! — хушать амăшĕ.

— Халех.

— Урок турăн-и? — ыйтать ашшĕ.

— Тепĕр минут.

Çапла ача уроксем пирки час-часах манса каять, шкулта ытларах «2» паллă çаклатать.

Паян амăшĕ ăна яланхиллех,

— Эсĕ уроксем турăн-и? — тесе ыйтрĕ.

— Çак япалана туса пĕтерем-ха, — тесе Алеша малалла аппаланма пуçларĕ.Вăл хăй тĕллĕн çыракан ручка ăсталасшăн, анчах ĕçе ниепле те пĕтереймест. Ручка ăна итлесшĕн мар, тĕрĕс мар çырать е вараласа хурать. Çавăнпа та Алеша питĕ çилленчĕ.

Аппаланнипе вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Акă 9 сехет çитрĕ. Алеша çывăрма выртрĕ, кĕçех тĕлĕрсе кайрĕ.

Çĕрле вăл сас-чӳ пулнăран вăранчĕ. Ручка ура çине тăнă иккен,

— Тинех каç пулчĕ. Кунĕпе пĕр çĕрте выртса питĕ йăлăхрăм. Тинех уçăлса çӳреме пулать.

Ручка телефон шнурĕ тăрăх çĕре анчĕ те çывăрмалли пӳлĕмĕн тепĕр еннелле сиккелесе кайрĕ. Унта шăпах тĕкĕр пур. Ручка тĕкĕр патне пычĕ те ун ăшнелле сиксе çухалчĕ. Алеша хăвăрт сиксе тăчĕ те ун хыççăн!

Тĕкĕр ăшĕнче тепĕр патшалăх пур-мĕн. Алăкĕ умне «Пĕлӳ патшалăхĕ» тесе çырнă. Алеша ручкăна хăваласа çитрĕ. Лешĕ ăна, «Кунтан тухма çăмăл мар. Икĕ тĕрĕслев витĕр тухмалла, нумай пĕлмелле!- терĕ.

Малалла

Акатуй тенĕрен...


Акатуй тенĕрен

Çитрĕ пур Чавашъен

Етĕрне вăрманне,

Акатуй уявне.

Элĕксем, Муркашсем,

Чутайсем, Çармăссем —

Çаксем пурте вĕсем

Пирĕн тус-кӳршĕсем.

Пурте ăшă чунне

Çав уяв саламне

Пачĕç ырă сĕне

Етĕрне халăхне.

Тав сире, тăвансем,

Пирĕн тус-кӳршĕсем!

Пирĕн çул юнашар,

Харăс çирĕп утар.

Йăлтах пĕр саспаллирен


«Тантăшпа» «Тетте» тупăшаççĕ тет.

— «Тетте» телейлĕ, — тет «Тетте».

— «Тантăш» телейлĕрех, — тавăрать «Тантăш», — «Тантăшра» тĕрлĕрен тĕрленчĕк, такмак, турнир, туптару тухать.

— «Тетте» — тĕрлĕ тĕслĕ! «Тетте» тусĕсем — тилĕ те, тăрна та.

— «Тантăш» тусĕсем тинĕсре те, Турханта та!

— «Тетте» тусĕсем — Тутарстанта! Тигр та «Теттепе» туслă.

Тăри тухнă та тăр-тăр тăрлатать,

«Тетте» те «Тантăш» та телейлĕ.

Улăхра


Тухрăм кайрăм улăха

Ăшăм-чикĕм çуннипе.

Чунăм вăркать ăшăмра,

Пырап çырма хĕррипе.

Çырма хĕрри — вĕт хăва,

Тĕрлĕ кайăк сасси пур.

Çак улăха тухсассăн,

Сарă хĕрсен сасси пур.

Ешĕл курăк айĕнче

Хĕрлĕ пиçнĕ çырла пур.

Çав çырлана татмасан,

Хĕрсен чунĕ чăтмасть-тĕр.

Хĕрсем çырла татаççĕ,

Хăйсем юрă юрлаççĕ.

Хĕр сассине илтсессĕн,

Сар каччисем пыраççĕ.

Тĕрлĕ çеçке улăхра,

Алхасаççĕ, выляççĕ.

Хăйсем вăйă хушшинче

Тĕрлĕ юрă юрлаççĕ.

Унтан пурте хусканаç,

Кил еннелле таврăнаç.

Каччисем те, хĕрĕсем те

Килĕсене саланаç.

Юр çăвать, — тесе...


Юр çăвать, — тесе

Çырнă сăвăçсем.

Шурă юр, — тесе

Хушнă йĕркесем.

Шур юр пĕрчисем —

Шурă шăнасем. —

Тенĕ сăмахсем

Çук, çырман вĕсем.

 

Кăрлач 2001.

Кĕркунне Пукрав кунне...


Кĕркунне Пукрав кунне

Кураксем каяççĕ.

Янкăр çӳллĕ тӳпене

Пĕлĕт пек хуплаççĕ.

Ушкăн-ушкăн пухăнса

Хуйхăнса вĕçеççĕ.

Вĕçнĕçемĕн сас парса

Пĕр-пĕрне чĕнеççĕ.

Хура тинĕс леш енне

Хĕл каçма каяççĕ.

Çурçĕр çилĕн сиввине

Парса хăвараççĕ.

Тĕрлĕ кайăк ушкăнне

Ачасем кураççĕ,

Тупăшса пĕр-пĕринпе

Ак çапла калаççĕ:

Кайри мала,

Кайри мала

Малти кая.

Кайри мала,

Кайри мала

Малти кая.

 

Пукрав 2000.

Тĕлĕнтермĕш парнесемпе савăнтартăм


Пĕррехинче аннепе пĕрле ял çывăхĕнчи çерем çине сиплĕ курăк пухма кайрăм. Кăнтăрлаччен пĕр пысăк хутаç тултартăмăр. Шыв ĕçес килнĕрен çăл куç шыраса юхан шыв еннелле утрăмăр. Кĕçех пĕр пĕчĕк çăл куç патне çитрĕмĕр, умĕнче шыв ĕçмелли пĕчĕк курка та пур. Эпĕ аннерен маларах чупса çитрĕм те куркапа ăсса илнĕ сивĕ шыва пĕр чарăнмасăр ĕçсе ятăм.

— Ачам, ăçта çухалтăн эсĕ? Алеша, эсĕ ăçта?! — ыйтрĕ анне.

— Кунтах-çке эпĕ, çăл куç умĕнчех, — сас патăм ăна.

— Мĕншĕн шӳтлетĕн? Ăçта эсĕ? — ун-кун чупкаларĕ анне.

— Эпĕ кунтах, акă эпĕ, — ун хулĕнчен сĕртĕнтĕм эпĕ.

— Кай-кай, кам хăратать мана? Ай, тур-тур, çакăнта çынна курăнмалла мар тума пултаракан çăл куç пур тетчĕç. Ниушлĕ эпир çавăн тĕлне лекрĕмĕр? — ахлатрĕ аннем.

— Çапла, эпĕ шăпах çав çăл куç пулатăп та ĕнтĕ. Сана халĕ никам та курмасть, эсĕ кирек кама та парне пама пултаратăн, — савăнтарасшăн мана çăл куç.

— Манăн курăнакан пулас килет. Халĕ манăн мĕн тумалла? — тилмĕретĕп эпĕ.

— Чи малтанах çывăх тантăшусене тĕлĕнтермĕш парнесемпе савăнтармалла тата пĕлĕт çинчи туссене пулăшмалла, — хуравларĕ çăл куç.

Малалла

Паян


Автономи кунне

Вут-çулăмлă Хĕрлĕ ялав айĕнче

Тăрса ураланнă чăваш ĕç çынни,

Ĕлĕк, пĕр хисепсĕр кун-çул хушшинче,

Пулайнă-ши санăн чунтан савăнни?

 

Паян — ирĕкре эс,

Паян — сан уяв,

Паян — хисепре эс,

Çук пусмăр, чăрмав...

 

Паян эс историн мăн çулĕ çинче

Умна та, хыçна та пăхса тĕлĕнен,

Тăван ялусем, хулусем хушшинче

Хăвах чăн хуçа пулнипе хĕпĕртен.

 

Чăваш ĕç çынни!

Сахал-и эс курнă, сахал чăтнă-и?

 

Çеçен хиртен килнĕ орда ханĕсем

Ик-виç ĕмĕр харăс туланă сана,

Вĕсен урхамахлă тискер çарĕсем

Таптанă, çаратнă паха çĕршывна.

 

Хансем хыççăн çитнĕ князьсем, патшасем

Тĕнче çутине те яман сан çине,

Вĕсен сĕмсĕр пуçлă усал тарçисем

Çапа-çапа хуçнă мĕнпур ĕмĕтне.

 

Таттисĕр сĕм тĕксĕм нумай ĕмĕрте

Вутра та эс çуннă, шывра та исленнĕ.

Илемлĕ, юратнă тăван çĕрĕнте

Таçти ют чура пек салхуллăн çӳренĕ.

 

Малалла

Шур юра ăшă çапрĕ...


Шур юра ăшă çапрĕ,

Йăшса кайрĕ шур юр

Хĕл куççулĕ тан тапрĕ:

Пур çĕрте те шыв-шур.

 

Сĕлкĕшленчĕ юр çийĕ

Çул-йĕрсем хуп-хура.

Кăнтăртан вĕçсе çитрĕ

Кая юлнă курак.

 

Йăвине пырса ларчĕ...

Терĕ: — Кранк, — савăнса.

Халĕ чун ман лăпланчĕ

Хам киле таврăнса.

 

Кунта манăн ачалăх,

Çунат сарнă йăва.

Чун киленнĕ тавралăх

Куç иленнĕ йăмра.

 

Çурхи пурнăç тапранчĕ

Таврари тĕнчере.

Çутçанталăк вăранчĕ

Тăчĕ — кĕчĕ чĕрре.

 

Пуш. 1999.

■ Страницăсем: 1... 677 678 679 680 681 682 683 684 685 ... 796