Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кайăк тусĕЧакăл-туЮрату йĕтесĕТĕлĕнтермĕш юмахсемХура çăкăрКăвайт çутисемАкăшсем таврăнаççĕ

Динозавр çури Пиневер


Динозавр çури вăрманти чĕр чунсене шырама пуçларĕ. Шырасан-шырасан, ывăнса çитрĕ те пĕр тĕмеске çине канма ларчĕ. Çак самантра тĕмескерен пĕр пысăк чĕр чун уйрăлчĕ те тарма хатĕрленчĕ. Пиневер ăна ярса илчĕ. «Эсĕ кам?» — ыйтрĕ вăл. «Упа çури», — хăранипе аран-аран илтĕнчĕ сасă. «Манран ан хăра, эпĕ ырă динозавр, сирĕнпе туслашас тесе килтĕм те, эсир вара тарса, хăраса çӳретĕр. Ăçта санăн ытти тусусем? Манăн вĕсемпе те паллашса туслашас килет», — ыйтрĕ Пиневер. Упа çури ытти тантăшĕсене шырама, чĕнме тытăнчĕ. Анчах пĕри те тухасшăн мар. Пĕччен юлнă Пиневер те, ахаль тăрса ывăннăскер, чĕр чунсене шырама пуçăнчĕ. Шырасан-шырасан вĕсем çĕрнĕ юман хăвăлĕнче — пакшана, тунката çумĕнчи шăтăкра — чĕрĕпе, тĕм айĕнче — кашкăра, çулçăсем хушшинче тилле тупрĕç. Пытанмалла выляни Пиневере килĕше пуçларĕ. «Атя, çĕнĕрен выляма пуçлар-и, мана ку вăйă килĕшет». Пурте унăн сĕнĕвĕпе килĕшрĕç. Вара йăлăхиччен пĕр-пĕринпе шырамалла вылярĕç. Ун хыççăн Пиневер çĕнĕ юлташĕсене хăй пĕлекен юрăсене юрласа кăтартрĕ, хăшĕ-пĕрисене вĕрентрĕ те. Кун каç еннелле сулăнма пуçласан, Пиневер киле кайма пуçтарăнчĕ. Çĕнĕ тусĕсем кулянма пуçларĕç. «Эпир ыран та тĕл пулăпăр, халĕ вара мана анне кĕтет. Кăмăлăрсем пулсан, мана ăсатса яма та пултаратăр», — терĕ пуçĕсене усма тытăннă чĕр чунсене. Çакна илтсен пурте савăнса кайрĕç, Пиневере ăсатма пыма пулчĕç. Çĕнĕ туссем алла-аллăн тытăнчĕç те юрă юрласа динозаврсен килне утрĕç.

Тимĕр лаççинче


Çитсенех курап —

Вучах ялкăшать.

Тимĕрне хурап —

Вучĕ ялт! тăвать.

Мăкалса çитнĕ

Суха тимĕрçи,

Сунтала силлет.

Вăйпала çапнипе.

Ватăлса çитнĕ

Чăнах тимĕрри,

Çапах та хĕсмет —

Тупать ун алли.

Тимĕрне çапать,

Вучĕ ялт! тăвать.

Шĕвĕртет парать,

Ĕçĕ час пулать.

Чуптăвать, йăтать

Сухаç хăй хĕçне,

Чунтан тав тăвать,

Ватă тимĕрçе.

Тимĕрçи юлать

Ним сăмахсăрах,

Теприне туптать

Ыйттармасăрах.

Аллине çĕклет,

Юнĕ вылянать.

Лаççине вĕçет,

Хĕлхем ялкăшать.

Çӳçенсе ларать, —

Вĕркĕç шăхăрать.

Çынсене курать,

Лаççа йыхăрать.

Халăхĕ пырать,

Ĕçĕ тупăнать.

Тимĕрçĕ шаккать —

Пурне ыр тăвать.

Ĕнер йăвăç пахчи кăмăлне...


Ĕнер йăвăç пахчи кăмăлне

Кун каçах туй турĕ çуркунне.

 

Ир иртенпех чечек пахчинче

Чĕрĕлсе çĕкленчĕ сар чечек.

 

Çамрăк хурăн туратти çинче

Сар кайăк тĕрĕлерĕ каçчен.

 

Паян шыв-юр чечек пахчинче,

Юр айĕнче хĕрлĕ-сар чечек.

 

Сар кайăк çук хурăн тăрĕнче,

Сар кайăкăм шур юр айĕнче.

Тулă пĕрчисем


Пĕр карчăкпа старик автанпа чăхсем усранă тет.

Пĕррехинче автан утă çулма кайнă чухне чăхсене çапла асăрхаттарса хăварнă, «Эсир кирек кам алăка шаккасан та алăка ан уçăр, сире тилĕ астарма пултарать».

Автан кайнă хыççăнах такам алăкран шакканă. Кусем алăка уçман. Тилĕ чееленсе астарма шутланă, чӳречерен тулă пĕрчисем кăтартнă. Чăхсем тырă пĕрчисене курсан чăтса тăрайман, алăка уçнă. Тилĕ вĕсене самантрах çисе янă. Пĕр чăххи кăна кăмака шăтăкĕнче пытанса юлнă.

Автан килне çитсен алăкран шакканă, анчах уçакан пулман. Татах шакканă. Пытанса юлнă чăххи тухса уçнă. Вăл кунта мĕн пулса иртнине каласа панă.

Автанпа чăх тилĕ патне кайнă, унăн шăтăкне кĕнĕ. Тилĕ çывăрма хатĕрленнĕ иккен. Автан ун çине улăхса хырăмне çурнă та тыткăнри чăхсене ирĕке кăларнă.

Вĕсем киле таврăнсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ, сĕтел тулли тулă пĕрчи выртнă. Çак пăтăрмаха пула чăхсем Çĕнĕ çул уявĕ çитнине те маннă-мĕн. Хăйсем килте çук чухне вĕсен сĕтелĕ çине Хĕл Мучи кучченеç хурса хăварнă иккен. Автан çулĕ çитнĕшĕн хĕпĕртенĕ чăхсем. «Малашне автан тус сăмахĕнчен иртмĕпĕр, вăл хушнă пек пурăнăпăр!» — тупа тунă вĕсем.

Малалла

Çуллахи ир


Вăш-вăш туса çил вĕрет,

Хĕвел тухăç хĕрелет,

Çутă уйăх пытанать,

Çăлтăр сӳнет, çухалать...

 

Улăх тăрăх шур тĕтре

Сарăлать те хăпарать;

Курăк çумне, çĕр çине

Сывлăм ӳкет, сырăнать.

 

Хура вăрман хыçĕнчен

Шуса тухрĕç пĕлĕтсем,

Хĕвел тухса çитиччен

Вут пек вĕсен хĕррисем.

 

Шыв хĕрринчи садсенче

Кайăк юрри янăрать,

Килте кĕлет умĕнче

Автан сиксе авăтать.

 

Аш ыйхинчен ĕç çынни

Вăл сассемпе вăранать,

Ура сырать, пит çăвать,

Часрах ĕçе тытăнать.

 

Ерипеле, хăй майпе

Хĕрлĕ хĕвел хăпарать,

Хăйĕн ырă çутипе

Пур çынна савăнтарать.

Паянтан


Юлашки юн тумламĕсем

 

Паянтан чулланса, мăклашкан,

Ăш сăмах пăрланса пыра ларчĕ,

Вăрмансем тăрринчен шевле тарчĕ,

Вилĕм витрĕ çĕре паянтан.

 

Асап тăвĕ çине çаруран

Çĕршыва çавăтса илсе карĕç.

Шупашкар хумисен юнлă тарĕ

Çĕмĕрĕлнĕ чĕремре паянтан.

 

Чĕп-чĕр юнлă — мĕн вăл аллăмри?

Çуркалап, мамăклап, какайлатăп,

Юн тымарĕсене татăклатăп,

Ман вăл — Çеçпĕл Мишшин — юн чĕри.

..............................................

Тирне сунĕ çара анчăкла

Ют çатан хушшинче çыртăк шырăп,

Пĕр йĕпе-сапара кăнса выртăп,

Шупашкаршăн выçса йынăшса.

 

Паянтан выçса типнĕ ăшран

Сив масар йынăшни кăна пулĕ,

Мăн арман чулĕпе Чунăм тулĕ

Паянтан, паянтан, паянтан...

Куçа уçса хупнăçем...


Куçа уçса хупнăçем

Çамрăк ĕмĕр кĕскелет.

Ăшри чĕре сикнĕçем

Пурнăç çиппи ситрелет.

 

Вĕри сывлăш тухать-и —

Ватлăх туйи тыттарать,

Çамрăк лăх-лăх кулать-и —

Масар патнех çывхарать.

 

Çиле тыткăн тытаймасть,

Хӳмепе те чараймăн.

Ĕмĕр вĕçсĕр пулаймасть,

Çĕр пуласран тараймăн.

 

Аслă тинĕс хумсене

Калла çырма тăваймăн,

Иртсе кайнă кунсене

Хальхи куна çавраймăн.

 

Ирхи хĕвел, каç пулсан,

Вăрман хыçне пытанать.

Кун-çул хисепĕ пулсан,

Вилĕм алли ыталать.

 

Вăйлă тимĕр алăран

Çăлăнмалли мелсем çук.

Çĕр хупланă тупăкран

Тухса тарма меслет çук.

 

Вилĕм çитĕ... Çут тĕнче

Манĕ пире ĕмĕре.

Мĕнле чаплă пулсан та,

Ят çухалĕ тĕнчере.

 

Манĕ тĕнче... Манĕ-ши?

Çук. Манас çук вăл мана.

Хам вилсен те, асăнĕ

Чăваш манăн ятăма.

Кăмпара


Пурăннă тет пĕр карчăк, унăн виçĕ ывăл пулнă. Карчăк аслă ывăлне кăмпа татма янă. Лешĕ тулли карçинккапа таврăннă, анчах çимелли кăмпа тупман иккен. Шăна кăмпине татма юраманнине пĕлмен.

Иккĕмĕш ывăлĕ те çимелли кăмпа татса килеймен, кĕçĕнни те наркăмăшлисемпе таврăннă. Кусене шанса пулмасть тесе карчăк хăех кăмпана кайнă. Вăл нумай кăмпа курнă, анчах çав вырăнта пĕр çĕлен выртнă. Карчăк кăмпа татма пуçланă çеç — ăна çĕлен сăхма пуçланă. Çакна чĕрĕп курнă та çĕлене çапла каланă,

— Эсĕ ăна ан тĕкĕн, ватă çынна кӳрентерме памастăп.

— Эпĕ сана сăхатăп, — тенĕ çĕлен.

— Эсĕ мана сăхсан эпĕ сана йĕпсемпе тиретĕп.

Çĕлен карчăк патне çывхарнине курсанах чĕрĕп çăмха пек çаврăннă та тăшмана йĕппе тирнĕ. Çĕлен хăраса тарнă. Карчăк савăнсах кăмпа пуçтарнă, килне тулли кăмăлпа таврăннă.

Сухаç юрри


Таса уйри çăмăл çил,

Ман юрра итлесе ил.

Эпĕ ĕнтĕ санран та

Ирĕклĕрех, çăмăлрах.

Çулăм пек ĕмĕт вăйĕ

Мана паллайми чĕртрĕ.

Ĕнтĕ телее тупрăм,

Санпа пĕр тăван пултăм.

Пĕр вĕçтер-ха кун çинчен

Камчаткăран Карпатчен!

Вăрман витĕр, хир тăрăх,

Хуласем-ялсем тăрăх

Юрласа вĕçсе çӳре:

«Сухаç ĕçлет ирĕкре;

Сивĕ тимĕр сăнчăрсем

Унăн пĕтрĕç. Тĕрмесем

Тума хал çук йывăр ĕç.

Тĕттĕм çĕр иртсе кайрĕ,

Хĕвел хĕрелсе тухрĕ,

Çĕре телейлĕ турĕ».

Салху çурçĕртен...


Салху çурçĕртен

Хура пĕлĕтсем

Тĕпе-хĕррисĕр

Мăкăрланаççĕ.

Пĕри-пĕринчен

Айĕ-çийĕнчен

Амăртмалла пек

Иртсе каяççĕ.

 

Çилленнипеле,

Хурланнипеле

Вĕсем çĕр çине

Куççуль тăкаççĕ.

Тен, куççулĕ мар, —

Васканипеле

Вĕсем сивĕ тар

Юхтараççĕ.

 

Сиввĕн, сив куçпа,

Чуна хăратса,

Кăмăл пăтратса

Пăхса илеççĕ.

Вĕсем пăхнипе

Ешĕл курăксем

Пĕтĕм тĕнчипе

Ӳксе вилеççĕ.

 

Паттăр хăвасем,

Çĕлен сăхнă пек,

Авкаланаççĕ,

Пуçне таяççĕ.

Вĕсен çулçисем,

Сив чир тытнă пек,

Сап-сар саралнă,

Вĕлтĕртетеççĕ.

 

Нӳрлĕ çĕр çине

Вĕçсе анаççĕ,

Сивĕ пылчăкра

Çĕрсе выртаççĕ.

Сĕмсĕр ача-пăча

Таптать вĕсене.

Пĕлмест хăй çапла

Хĕн курассине.

 

Сисмест, ĕмĕрте

Çитет кĕркунне,

Туймасть малашне

Пулас инкекне.

Хурлăх пуласса

Чĕри ун сисмест,

Хыпса çунасса

Çамрăк чун пĕлмест.

■ Страницăсем: 1... 673 674 675 676 677 678 679 680 681 ... 796