Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеАли-паттăрКуçа-куçăнХум пӑшӑлтатӑвӗҪавраҫилПирвайхи юратуСинкер

Мухтанчăк курак


Пĕр илемлĕ çурхи кун

Хĕвел хытă хĕртнĕ чух

Урамра хура курак

Калле-малле уткалать.

Хăйĕнпеле мухтанать.

«Кар! — кранклатать ак курак —

Ман пек хитре кам юрлать.

Ман пек илемли тупаймăр,

Ман пек юрăçă пулаймăр».

Акă тепĕр самантран

Вĕçсе тухрĕ йăваран

Пĕчĕкçĕ юрă ăсти —

Пит илемлĕ шăнкăрчи.

«Ши! те Ши!» — вăл шăхăрать

Çу çитнишĕн савăнать

Сар хĕвеле вăл мухтать.

Ăшă куншăн тав тăвать.

Урамри ача-пăча

Вăййисене пăрахса

Шăнкăрч юррине итлеççĕ

Ун кĕввипе киленеççĕ.

Хура курак юррине

Итлемерĕç ачасем,

Унăн «чаплă» кĕввине

Килĕштермерĕç вĕсем.

Мухтанчăк курак вара

Вĕçсе кайрĕ йăвине.

Хăвна ху эс ан мухта

Намăс куран, тупата.

Вĕçекен турилккери çулçӳрев


Çуллахи шăрăх кун. Йǎмра сулхăнĕнче ачасем космос çинчен кĕнеке пăхса лараççĕ. Пĕчĕк Ванюк ĕмĕтленет:

— Эх, çавăнта çӳлте вĕçсе курасчĕ, Андриян пек, Юрий Гагарин пек…

— Курăр-ха, ачасем, кунта вĕçекен турилкке ӳкерчĕкĕ те пур!

— Манăн та çав турилкке çине ларса вĕçсе курасчĕ, — ĕмĕтленсе каларĕ Ванюк.

— Айтăр, Анна, Сашук, Ванюк, вĕçекен япала хамăр тăватпăр та космоса вĕçсе каятпăр!

— Анчах та пире килтисем ямаççĕ. Тата турилккине ăçтан тупăпăр-ха? — кулянса каларĕ Анна.

— Турилкке! Манăн пĕр шухăш тупăнчĕ, — кăшкăрсах ячĕ Сашук.

— Мĕнле шухăш? — тĕлĕнсе ыйтрĕç ачасем.

— Эпĕ пĕр кĕнеке вуланăччĕ, унта пĕр ача ют планета çыннисем патне çыру янă. Çырура хăйне валли космос карапĕ ыйтнăччĕ.

— Чăн-чăннипех пулман-çке вăл. Кĕнекере тем те çырĕç.

— Айтăр туса пăхатпăр.

Ачасем кĕнеке çинчи пек çырура хăйсем валли вĕçекен турилкке ыйтса çырчĕç. Çырăвне ял вĕçĕнчи чи çӳллĕ сăрт çине кайса хучĕç. Çавăнта çерем çинче ачасем пĕррехинче темĕнле йĕрсем курнăччĕ. Вĕсем килĕсене кайрĕç те васкаса хатĕрленме пуçларĕç. Кутамккисене апат-çимĕç тата кĕнеке чикрĕç. Çав вăхăтра амăшĕ ĕçрен таврăнчĕ те:

Малалла

Нумай çĕмĕрт пахчара...


Д-на

Нумай çĕмĕрт пахчара,

Нумай лĕпĕш ун тавра.

Анчах пĕрин тĕлĕнче

Сĕмĕ те çук вылянаç.

Кашнин ĕмĕт ун çинче,

Кашни унпа йăпанаç.

Мĕншĕн тесен ун пекки

Хăй те пĕрех тĕнчере:

Унăн мĕнпур патакки

Лараç шап-шур чечекре.

Шăрши те ун таçтанах

Ыррăн тăрать сарăлса,

Çын хуйхине пĕрмаях

Лăплантарса, пусарса.

Эс те, ача, çавăн пек,

Пĕтĕм хуйха пусаран.

Сăну-пуçу — шур чечек:

Кам пур сана юратман.

Савăн


Савăн,

Сурпансене хывтарса,

Чăваш майра тăвакан;

Учителе пăрахса

Ваккатланса пурнакан!

Савăн,

Кĕлентĕрсем тайтарса

Эрех-сăра сутакан,

Тутарсене пуçтарса

Маткуннĕпе пуякан!

Савăн,

Çемçе тӳшек саракан,

Выртсан — шăма ватакан!

Савăн,

Чире персе ывăлна

Салтак панчен çăлакан;

Халăх пĕлмен анана

Куштансемпе акакан!

Савăн,

Иуда пек чуптуса

Учительна сутакан;

Пĕтĕм яла пăлхатса

Хăвах таса пулакан!

Савăн,

Эрех ĕçсе пăхлине

Этем шутне кӳртекен;

Тӳр çын пырас сукмакне

Чакаласа пӳлекен!

Санран сиен тухнăран

Кунлен сана аслăлар;

Сан урлă хĕн курнăран

Куççулĕпе кĕлтăвар,

Дай бог сана вăрманта

Юман çапса ӳкерме!

Дай бог ватлас кун-çулта

Ачу тытса пĕçертме!

Дай бог çырма ларнă чух —

Ие тыттăр аллуна!

Дай бог суда кайнă чух —

Шур илтĕрех сан куçна!

Кушак


Пурăннă тет пĕр кушак.

Унăн пулнă тет калпак.

Пĕррехинче унăнне

Вăрланă тет калпакне.

Кушак çӳрет макăрса

«Хура» куççуль юхтарса:

«Кам вăрланă калпака?

Вăрра мĕнле тытмалла?»

Акă курать шăшине,

Хĕстерет пĕр кĕтессе:

«Ма вăрларăн калпака?

Пар хăвăртрах каялла!»

Курать çакна ват автан,

Чупса пырать васкаса:

«Шăшине ма хăратан?

Ма пăхмастăн шыраса?

Санăн чаплă калпакна,

Курнăччĕ эп Кампурта.

Шăшин кунта айăп çук.

Пыр, пĕчĕкскер, килне чуп».

Туссем çакна манар мар:

«Тытман вăрă — вăрă мар».

Çырма тĕпĕнчи хăнасем


Пирĕн ял çывăхĕнче тарăн çырма пур. Унăн тарăнăшĕ 20 метр та пур пулĕ. Çырма хĕррине пырса ун тĕпне пăхсан пуç çаврăнать, хăранипе хăвăртрах каялла чакатăн. Çывăхри вăрмана каяс тесен çырма хĕррипе иртмелле, çавăнпа эпĕ унта нихăçан та пĕччен каймастăп. Ушкăнпа кайнă чухне те çырма хĕррипе утма шикленетĕп.

Хĕлле вара пачах урăхла. Пĕтĕм тавралăх юрпа витĕнет. Çак усал çырма та юрпа тулса ларнăн туйăнать, ăшăхланнă пек курăнать. Çапах та ун çывăхне пыма шикленеççĕ-ха. Çырмара та, ун çывăхĕнче те пĕр йĕр те çук.

Çырма тĕпне çитиччен ярăнса анма пултаракан Иванов Гена института вĕренме тухса кайнă хыççăн çырма шăплăхра. Эпир юлташăмăрсемпе кашни кун тенĕ пекех кунта пуçтарăнатпăр. Пирĕнтен кашниех Гена пек çырма тĕпне çитиччен ярăнса анма ĕмĕтленет, анчах хальлĕхе никам та хăюлăх çитереймест-ха.

Паян та эпир Ленăпа иксĕмĕр урама тухрăмăр. Йĕлтĕрсене те манмарăмăр. Çанталăк çав тери аван! Хĕвел пăхать, çил çук. Сивĕ чĕпĕтет пулин те пирĕн кăмăлсем савăк. Кӳлĕ çывăхĕнчи сăртран ярăнса айăлăхсан эпир çырма патне кайма шутларăмăр. Çырма чăнах та тарăн, хăрушă. Çав вăхăтрах тем илĕртет пире ун патне.

Малалла

Аннене


Ырă кăмăллă аннеçĕм,

Тав тăватăп пуç тайса

Пире пăхса ӳстернишĕн.

Юратнишĕн лăпкаса.

 

Ыррине çеç вĕрентетĕн,

Тӳрĕ кăмăллă пулма.

Яланах пире пиллетĕн

Пурнăçра телей курма.

 

Çут хĕвелĕм эс, аннеçĕм.

Юрататпăр пит сана.

Сывлăху сан пултăр çирĕп

Нумай-нумай пурăнма.

Мĕншĕн пирĕн маларах...


Мĕншĕн пирĕн маларах

Ăслă çынсем пулман-ши?

Мĕншĕн халь те майлăрах

Ăссем пĕртте тухмаç-ши?

 

Мĕншĕн пирĕн çул йĕрсĕр,

Кăтрашкаллă, хуп-хура?

Сулланан ним пĕлмесĕр,

Тĕттĕм карнă йĕр-тавра.

 

Суккăр çын пк такăнса,

Урлă-марлă çӳретпĕр;

Ӳсĕр çын пек анраса,

Пĕр пуссанах ӳкетпĕр.

 

Килтĕрччĕ хуть пĕр этем

Çӳллĕ çутă çуртипе, —

Палăрĕччĕç алăксем

Унăн лăпкă çутипе.

 

Тӳрех тимĕр алăкран

Уçĕччĕç те тухĕччĕç,

Çут çанталăк курнăран

Темĕн тĕрлĕ савнăччĕç.

 

Пурăнăç та çĕнĕрен

Шыв пек тăрă юхĕччĕ,

Çĕнĕленнĕ çынсенчен

Пысăк ăста тухĕччĕ.

 

Тăрăшăр-ха çапах та,

Тухăпăр, тен, çутталла.

Хутте йывăртарах та —

Ним тума... ут малалла!

Кăмăллатăп


Çитсенех эп ыталăп сана,

Хăлхаран пăшăлтатăн мана:

— Юрататни мана?

— Çук-çке.

— Ма?

Ма ыйтан — кăмăллатăп сана.

Кăмăллатăп сана, кăмăллатăп,

Тиркесен те хăш чух ăнланатăп:

Юратмасăр сана — ни апла, ни капла,

Кăмăллатăп сана — вăт çапла.

 

Çынни эпĕ тӳрккес — ăнланап,

Хăш чух ӳсĕр килеп — пулкалать…

Эсĕ курмăш пулсам, сул алла,

Каçарсам та мана, ытала.

Кăмăллатăп сана, кăмăллатăп,

Ятласан та хăш чух ăнланатăп:

Юратмасăр сана — ни апла, ни капла,

Кăмăллатăп сана — вăт çапла.

 

Хăш чухне ман çинчен тĕрĕс мар,

Тур пĕлет, эс тем-тепĕр шутлан.

Анчах манăн айванçă пуçа

Эс çеç кирлĕ — илсем ăнланса.

Кăмăллатăп сана, кăмăллатăп,

Хăть пулам эп ăçта — ăнланатăп:

Юратмасăр сана — ни апла, ни капла,

Кăмăллатăп сана — вăт çапла.

Кĕнеке


Аллăмра çĕн кĕнеке,

Интереслĕ вăл пире.

Ăшĕнче пур сăвăсем,

Калавсем те юмахсем.

Кашни кунах кĕнеке

Тытап эпĕ каçхине,

Юмах-калав вулатăп,

Сăвă çырса пăхатăп.

Кĕнекеçĕм, кĕнеке,

Сана вулас килет ман.

Эс пулмасан кампала

Канашласа лармалла?

Тавах сана чĕререн,

Ăс парса эс ӳстерен.

Тĕнче тавра кустаран

Пурнăçа та вĕрентен.

■ Страницăсем: 1... 699 700 701 702 703 704 705 706 707 ... 796