Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сунарçă халлапĕсемЫлтăн вăчăраСалампиКулăшла калавсемЙӳçĕ кулăСăвăсемпе поэмăсемĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш том

Сивĕ шыв


Туйрăм эп ирпе

Пуç ыратнине.

Пĕлтертĕм çавна

Ват асаннене.

— Эсĕ пуçна çу

Сип-сивĕ шывпа, —

Терĕ вăл мана

Ăшă кăмăлпа.

Акă эпĕ турăм

Вăл каланине.

Халех эпĕ сисрĕм

Нуша иртнине.

Пит-куçа çуни

Тăрă шывпала,

Усал шухăша

Таçтах хăвалать.

Хĕлле


Акă çитрĕ сивĕ хĕл,

Илсе килчĕ сивĕсем.

Шурă юр та вичкĕн çил

Пĕрле килнĕ Çурçĕртен.

 

Шăнтса хучĕ шывсене,

Юрпа витрĕ хирсене.

Çырма-çатра, тăвайкки

Пурте шур юр айĕнче.

 

Ачи-пăчи васкаса

Чупса тухрĕ урама.

Конькипе те йĕлтĕрпе

Ярăнмашкăн кунĕпе.

Çиçтĕр пурнăç телейпе


Ырлăк çĕр-шывне пит инçетре

Паллă тунă пĕчĕк лаптăкпа.

Пурăннă унти çынсем пĕрле,

Килĕшсе ĕçленĕ тăванла.

 

Ăслă-тăнлă çыннисем чылай,

Шутласа кăларнă тем те пĕр.

Çитĕнӳ наукăра нумай,

Иртсе кайнă кӳршĕрисенчен.

 

Килĕштернĕ ирĕк пурнăçа,

Савăнма пултарнă уявра.

Пĕр-пĕрне нихçан ура хуман,

Тус-юлташлă пурăннă ялан.

 

Пурнăç урапи чупмасть иккен

Хăш чухне-çке тикĕс çулпала.

Пуç пуласшăн тĕрĕсмарлăхра,

Ăмсанаççĕ телейлисене.

 

Çакăн пек çĕр-шыв шутне шăпах

Хурлăк çĕр-шывне кĕртме пулать.

Пусмăрлать иккен кунта хуçа,

Вăрçă-харçăсăр кун çук пачах.

 

Хушнă Тимухха салтаксене

Тапăнмашкăн Ырлăк çĕр-шывне,

Тыткăна илме ăсчахсене,

Вĕсене хăйшĕн ĕçлеттерме.

 

Хушнă приказа пурнăçлама

Кайнă салтаксем чикĕ хĕрне.

Хуралçа вĕлернĕ штыкпала,

Вăрттăн каçнă Ырлăк çĕр çине.

 

Акă çитнĕ чаплă кермене,

Илнĕ тыткăна пĕр ăсчахне.

Малалла

Кинори пек, пĕрремĕш хут...


Кинори пек, пĕрремĕш хут...

Каçпа, çунмасть килте çурта,

Çут черккере чӳхе эрех,

Ан ыйт нимскер çумра.

 

Хăрав ерсен туйăмсене

Çĕнтерĕн черккепех.

Чăн савăш мĕн вăл иккенне

Паян сан пĕлмеллех.

 

Пит ан хăра та ан хумхан,

Çĕр ыйтура пуçпех ан çĕт.

Сив ернĕ ăшă ытамран

Айван яш тух та çĕт.

 

Каçхи çут çăлтăр çухалсан

Чĕтренчĕ хĕрлĕ шурăм пуç...

Пĕрремĕш хут ку пулчĕ сан,

Эс ан кулян ним чуль.

Тăван Ен


Пĕррехинче эпир аттепе Енĕш шывĕ хĕррине кайрặмặр (пирĕн енчи шыв çавặн пек ятлặ. Эпир Чặваш Республикине кĕрекен Сĕнтĕрвặрри районĕнчи Октябрьски ялĕнче пурặнатпặр). Эпир час-часах шыв хĕррине пулặ тытма çӳретпĕр — ку пирĕн юратнă ĕç.

Ĕнĕш çыранĕ çурхи кунсенче уйрăмах хитре. Вăл чечексемпе йывăçсен шăршипе хăй ытамне илет. Ахальтен мар ĕнтĕ кашни çулах эпир, шкул ачисем, çыран хĕррипе йывăçсем лартатпăр. Вунпилĕк çул каялла лартнă йывăçсенчен халĕ çав тери илемлĕ вăрмансем пулса тăнă. Пырса курасчĕ сирĕн пирĕн тăрăха.

Килĕшекен вырăн тупрăмăр та çав тĕлте канма ларма шутларăмăр. Кăвайт чĕртнĕ хыççăн пулă тытма пикентĕмĕр. Мана атте тăван ял историйĕпе паллаштарма пикенчĕ, ял тăрăхĕнче вырнаçнă çырмасемпе — урăхла каласан, ялпа çыхăннă материалсемпе. Сисĕнмесĕрех икĕ сехет иртсе те кайрĕ. Каяс тесе пуçтарăннăччĕ, анчах та пире ачасен хытă сассисем тытса чарчĕç. «Кам çӳрет-ши кунта? Айван пулăçсем–ши?» — интересленчĕ ман атте. Ачасем пире асăрхамарĕç, анчах вĕсен калаçăвĕнчен эпир çакна ăнлантăмăр: вĕсем кунта ырă шухăшсемпе килмен иккен. Ман атте ачасем хыççăн тата сăнама пикенчĕ.

Малалла

Тăван Ен


Юрататăп çĕрĕме,

Юрататăп ялăма.

Юрататăп кил-йыша,

Юратаптăп тăвана.

 

Юрататăп Ĕнĕше,

Юрататăп çырмана.

Юрататăп улăха,

Юратаптăп эп сана.

 

Пахи çук тăван килтен.

Пахи çук çав аннерен,

Пахи çук ман аттерен

Пахи çук асаннерен.

 

Пахи çук асаттерен

Пахи çук Тăван Енрен.

Тăван çĕрĕм — Тăван Ен

Чип пахи эс — Тăван Ен!

Ăçта-ши вăл асамлăх?


Асамлăха эпир шыратпăр,

Ав, асамлăх — пахчара.

Каталăхра ак хыр асамлăн

Тăрать, ак хурăн раççара.

 

Асамлăхĕ шыв хĕрринче те!

Тăван кĕтесĕм ешерет!

Шкул пахчинче чее çырли те

Кашни çурхи кунах чĕнет.

 

Тĕкĕрлĕксем нумай ман ялăн.

Пуян вăл ырă çынсемпе.

Вĕсем çĕрне кунне пĕлмесĕр

Упраççĕ Тăван Енĕме.

 

Çырма, шыв-шур, ав пăх хĕл каçăн

Тăрать сип-симĕс тумтирпе.

Сан кил кунта пус-кил, тăванăм.

Упрар-ха ĕмĕр — ĕмĕре.

Тĕнче уçлăхĕнче пурнăç пуçланса кайни


Эпĕ таçта-таçта инçетре пĕлĕтсем хушшинче çунатсăрах — алла сарнипелех вĕçетĕп. Вĕçсе ывăнсан шурă та кăпăшка пĕлĕтсем çине ларса канатăп.

Çакăн пек урасене сулласа ларнă вăхăтра темле майпа аялалла пăхса илтĕм. Аялта пĕр кăвак çăмха. Манăн çак япала мĕн пулнине питĕ пĕлес килчĕ. Эпĕ сăнă пек аялалла вирхĕнтĕм. Çăмха патнелле çитеспе ăна сăнаса пăхма тытăнтăм. Çак çăмха шывран тăрать иккен. Хырăм выçса кайнипе эпĕ çӳлелле вĕçсе хăпартăм та пĕлĕт çине канма выртрăм. Çавах та çак çăмхана куçран вĕçертместĕп. Манăн унпа малалла мĕн пулнине пĕлес килет. Çакăн пек сăнаса выртнă вăхăтрах кăвак çăмха чĕтренсе илчĕ. Вăл пĕр самантрах чăпарланчĕ: вырăн-вырăнпа хăмăр, сарă, симĕс тĕссем курăнма пуçларĕç. Ку манна пушшех кăсăклантарса ячĕ. Эпĕ каллех аялалла вирхĕнтĕм. Васкамасăр çăмхана пăхса çаврăнтăм, кашни тĕс патĕнче чарăнса тимлĕн сăнарăм. Тĕлĕнсе пĕтерейместĕп: мĕн япали ку? Паçăр йĕри-тавра шыв кăначчĕ: халĕ вара пуш хирĕ те, вăрманĕ те, сăрт-тăвĕ те, çырми-çатри те, юхан-шывĕ те — пурте пур! Анчах çав вăхăтрах манна кичем пулса кайрĕ: йĕри-тавра пĕр чун та, сас-хура та çук — шăп! Каялла вĕçсе улăхрăм та пĕлĕт çине выртса тарăн ыйха путрăм.

Малалла

Çăткăн кăмпасем


Ах, епле илемлĕ-çке

Çуллахи шăрăх кунсем!

Юлташпа иккĕн эпир

Савăнатпăр выляса.

Улăхри таса кӳлле

тăтăшах çӳретпĕр,

чăмпăл-чăмпăл тутаратпăр

алăпа та урапа

е тытатпăр вăлтапа

тутлă-тутлă карасне.

Юрататпăр çӳреме

ялти вулав керменне.

Ак паян Ванюк унта

тупрĕ чаплă кĕнеке

«Океан» ят панăскер.

— Ах, тăвасчĕ, — тет Ванюк,

— ман мăнаçлă пĕр карап.

Карап çӳрĕччĕ пĕрмай

океансен тĕпĕнче.

Унăн чӳречисенчен

курăнĕччĕ пит аван

шыври чĕрчун пурнăçĕ...

Ванюк ĕмĕчĕ мана

тыткăнларĕ пĕтĕмпех.

Ăна итлесе ларса

путнă тарăн шухăша.

 

Васкаса пыратăп эп

капитан каютине.

Приказ панă пухăнма

пур пулăшакансене

хăй патне Иван Иванч.

— Лăпкă океан паян

пит хăрушă инкекре, —

тет вăл çирĕп сассипе. —

Пĕр çулхине çакăнта

космосри «Мир» станцие

кивелсе çитнипеле

путарайнă ăсчахсем.

Хăш-пĕр элеменчĕсем

атмосфера сийĕнчен

тĕрĕс-тĕкел тухайнă

Малалла

Туртса тултарнă вакун çинчен хывнă юрă


— Пит йывăр, тусăм, пит куççульлĕ

Çĕртен шăтса пĕрле ӳссен,

Пит йывăр, тусăм, пит куççульлĕ

Сив пăчкăпа икке татсан.

Чĕрем çинче суран тӳрленмĕ

Куççуль тăкса тасатнипе,

Чĕрем çинче суран тӳрленмĕ

Иртнин инçет кĕсенĕпе.

 

— Чĕр чух санпа эп ĕмĕр пулăп,

Чунпа чĕре ман уйрăлми,

Чĕр чух санпа эп ĕмĕр пулăп

Ман вилĕм — юрату çумми.

Хăв чĕрере эс йăтса çӳрĕн,

Хăв чĕрере, саван савни,

Хăв чĕрере эс йăтса çӳрĕн

Тăван çĕрпе тăван киле.

 

— Анчах мĕнпе хупланăп эпĕ

Çынсен сиплевсĕр шелĕнчен?

Анчах мĕнпе хупланăп эпĕ

Çĕр сиввипе тĕттĕмĕнчен?

— Уйрăлура çиçет малашлăх,

Эп манаймас сана, кĕтеп.

Уйрăлура çиçет малашлăх,

Калла килетпĕр — эс те эп.

 

— Енчен хыпарсăр çухалсассăн,

Кун-çул çути пулсан кĕске,

Енчен хыпарсăр çухалсассăн

Хур акăш çулĕн леш енче?

— Эп саншăн çеç вара кĕл тăвăп

Утса анма çак çĕр çине,

Эп саншăн çеç вара кĕл тăвăп

Чĕр сывлăш кĕтĕр ман киле.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 701 702 703 704 705 706 707 708 709 ... 796