Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çут пайăркаХĕрес хывнă хĕвелӖмӗр вӗренСинкерСулпикепе Валĕм хунАсамат кӗперӗ сӳничченТаркăн

Вăрманта


Пĕррехинче эпĕ пĕчченех вăрмана кайрăм. Кăçал кăмпа нумаях мар, вырăнăн-вырăнăн ӳсет. Манăн телейĕм пур пулас, пĕр уçланкăра икĕ карçынккалăх кăмпа тупăнчĕ, çав тери илемлĕ кăмпасем. Пĕрне тататăн, тепри куç хĕсет: «Мана та тат», — тет. Юрла-юрла кăмпа пуçтараттăм.

— Тавтапуç сана, ырă уçланкă, мана карçынккасене тултарма пулăшнăшăн, — çапла каласа киле пуçтарăнтăм.

Уçланкă хăйне тав тунăшăн савăнчĕ пулас, ман куç умне темĕн чухлĕ çырла кăларса тăратрĕ. Çырлисем хĕп-хĕрлĕскерсем, çав тери пысăкскерсем. Ун пысăкăш çырла нихăçан та курман, кашни çырли метр сарлакăш! Татасшăн — татаймастăп, çиесшĕн — çиейместĕп! Кăмпа татма илнĕ çĕçĕпе касса çисе пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Мĕн тери тутлă-ă-ă!

Киле васкаса чупса кайрăм та аттене хама пулăшма чĕнтĕм. Атте тракторпа килчĕ. Темиçе çырла татнипех трактор тулса ларчĕ. Киле кайса пушатрăмăр та ку хутĕнче КАМАЗпа каяс терĕмĕр. Пысăкраххисене хĕçпе касса илетпĕр те машина çине тиетпĕр.

Киле çитсен анне каларĕ: «Кунтан варени пĕçерме пулать», — терĕ.

Тепĕр кунне татах вăрмана кайрăм. Ват юман сарлакăш кăмпа куртăм. Икĕ метр çӳллĕшскер. Хам пĕччен илсе каяймастăп. Чупса пыракан мулкачсене пулăшма ыйтрăм. Хам кăмпа çине хăпарса лартăм, виçĕ мулкача кӳлтĕм те чиперех киле çитрĕм. Тăварларăмăр. Питĕ тутлă пулчĕ. Пурте тĕлĕнтĕмĕр.

Кайрăн эс


Кайрăн эс. Алăк хупăнчĕ сассăр.

Ахрăм евĕр утту илтĕнет.

Ман чĕре пăлханать лăпланмасăр,

Куçăмра — сĕм тĕтреллĕ инçет.

 

Кайрăн эс. Мĕншĕн килчĕ-ши тертĕм?

Тĕл пулайăп-ши тек санпала?

Эх, нивушлĕ çаплах кӳрентертĕм

Куççульпех тăвăнса каймалла?

 

...Эп шанатăп — сиретĕн хăçан-тăр

Тĕтĕм пек çиекен кĕвĕçе.

Сывлăм пек çуталса йăлтăр-ялтăр

Ик куçу асилтерĕ ĕнче.

Çамрăк чухне


Çамрăк вăхăт

Иртрĕ хăвăрт,

Ватăлатпăр, тусăмсем.

Вăй та пĕтĕ,

Хал та çĕтĕ.

Пĕркеленĕç пит-куçсем.

Çамрăк чухне,

Яшă чухне

Мĕн те пулсан ыррине

Асăнмалăх,

Савăнмалăх

Хăварар-и Çĕр çине?

Шанмастăп


Çĕр каçиччен эп выртрăм çывраймасăр

Ылханлă кунсене шĕкĕлчесе.

Ăшра каларăм сăвă сывламасăр,

Чуна кăштах лăплантарас тесе.

 

Асаттене çуртран кăларнă Сталин,

Çемйипелех çӳретнĕ кĕлмĕçре.

Вара эп хам та ӳсрĕм тăйлăк-тайлăк,

Çамки йăваннă пĕчĕк çеç пӳртре.

 

Нумай эп хатĕрлентĕм çавăрмашкăн

Кил-çурт, йĕри-тавра хуралтăсем.

Хатĕрленсе çитсен пĕр вăтанмасăр

Вăрларĕç укçана демократсем.

 

Шанмастăп халĕ эпĕ патшана та,

Ан шан, тесех калатăп ачана та.

Асран кайми тĕлпулусем


I

Паттăрсем çинчен калакан юмахсем çапăçу хирĕнче çуралаççĕ.

Мĕн кăна каламастчĕç пуль Громов пирки! Кампа кăна танлаштармастчĕç пуль ăна!

Пĕр-пĕр ушкăнра ун ятне асăнсанах, пуçланатчĕ вара — итлесе кăна лар. Пĕри хăй курни-илтнине пĕлтерме юлташĕсене пӳлсех васкатчĕ, тепри тата çын курнине те хăй курнă пек туса тыттаратчĕ. Чăнни те, чăн марри те пурччĕ пулас çав халапсенче, çапах вĕсем чуна çĕклетчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн салтаксемшĕн Громов гвардеец пĕр-пĕр былинăри е юмахри паттăр пекех туйăнатчĕ.

Пирвайхи хут эпĕ çав чаплă танкист çинчен Карпат таврашĕнче илтсеттĕм. Перемышель хулине илнĕ чух фронтри хаçатсем унăн хăюлăхĕ çинчен нумай çырчĕç, унтан вара Громов çинчен чылай хушă нимĕнле хыпар та илтĕнмерĕ. Пĕр çапăçура вăл танкĕ-мĕнĕпех çунса кайнă, терĕç.

Нимĕç фашисчĕсене çĕнтерсен, пире Маньчжурие самурайсемпе çапăçма ячĕç. Кунта вара сасартăках Громов ячĕ тепĕр хут кĕрлесе кайрĕ.

Малтан ку хыпара нумайăшĕ ĕненесшĕн пулмарĕç: пĕрре вилнĕ çын чĕрĕлни çинчен калакан халапа, кирек мĕнле ăнлантарса парсан та, суя тесе шутларĕç. Çапах та ку хыпар тĕрĕсех пулчĕ.

Малалла

Таня


Умĕнхи юрă

Эп илтнĕччĕ пĕр юмах-халап

Сар Хĕвел хĕрĕ Хĕвелпи çинчен...

Тахçантан тахçан, ĕлĕк-авалах

Вупăрпа Хĕвел вăрçнă пĕринче.

 

Тĕттĕм пуçлăхĕ усал Вупăр çав

Хĕвеле çиме хатĕрленнĕ тет.

Хĕвелпи аппа ак каять вăрçа,

Амăшне çăлма вăл шырать меслет.

 

Ырă амăшĕ ăсатать, пиллет,

Анчах Вупăрĕ вăйлăрах иккен:

Сар хĕре хăйне тыткăна илет;

Амăшне вара тархаслать пике:

 

«Эс аннем те ман, эс аттем те ман,

Ыр Хĕвелĕмçĕм, çут тĕнче тытан!

Тӳсĕм пар мана хурлăха чăтма,

Ан кулайтăрччĕ курайман тăшман...»

 

Илтрĕ амăшĕ — çут тĕнче хуçи:

Кăкăрне суса пашалу çăрать,

Тĕттĕм витĕр вăл тăсрĕ ылтăн çип,

Çав çиппи тăрăх çимĕçне ярать.

 

Хĕвелпи аппа кăшт астиврĕ те —

Çавăнтах ăна вăй-хăват кĕрет;

Юн выля пуçлать пĕтĕм ӳт-тирте,

Вупăрпа вăрçма хĕтĕртет хĕре.

 

Ак пуçларĕ хĕр тăшмана хирме,

Сăнăлать ăна, ухăлать ăна.

Ак пуçларĕ вăл тĕттĕме сирме,

Малалла

Кĕр пушарĕ


Ăçта пăхсан та ылтăн кĕр пушарĕ —

Вут хыпнă уй-хире те вăрмана,

Юнаçлă та тискер Батыйăн çарĕ

Чĕртсе хăварнă тейĕн таврана.

 

Вĕçет çĕмрен те сăмалаллă çуткăç —

Хĕрхенĕвĕ хура тăшманăн çук.

Хаяррăн карăнать вун-вун пин ухă,

Парса татманшăн хырçă та налук.

 

Мулу та, имĕш, кирлĕ мар укçу та,

Вутра тĕп пул, пушар сана хăяв...

Çунать, çапах ăшра хаваслă çутă,

Çунать, çапах чунра кĕрхи уяв.

Йĕкел


Кăвак тӳпе те сар хĕвел,

Ем-ешĕл курăк.

Пиçет юман çинче йĕкел —

Пулас çĕн пурнăç.

 

Пăхсассăн, вăл тетте кăна —

Яка та сарă.

Епле вăл кĕрĕ юмана

Ӳсме вăй парĕ?

 

Ăçтан вăл илĕ-ха хăват

Терте çĕнмешкĕн?

Вĕт кирлĕ çĕкленме çунат,

Тымар — ӳсмешкĕн.

 

Тук-тук, эс чĕрĕ-и, йĕкел?

Шалта мĕн санăн,

Çимест-и шĕкĕ е элчел,

Сӳнмен-и шанăç?

 

Апла пулсан тымар ярса

Кăлар эс çулçă.

Çил-тăвăла тӳс авăнса,

Анчах ан хуçăл.

 

Кĕреш юман çурат, йĕкел, —

Вăрман илемĕ.

Ан парăн вăхăта. Йĕкер

Пулма тĕлем-и?

Марс çине те çитсе куртăмăр


Çулла. Кунсем калама çук ăшă тăраççĕ. Тӳпе сенкер, пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть. Улăхсемпе çарансем çинче тĕрлĕ чечек çеçке çурать. Вăрманта кайăксен хаваслă юрри илтĕнет. Калăн, пурте çулла çитнĕшĕн савăнаççĕ. Ача-пăча вара пĕве хĕрринчен татăла та пĕлмест. Кунĕпех шывра шăмпăлтатаççĕ.

Пирĕн çуллахи каникул пуçланчĕ. Эпир килте атте-аннене пулăшатпăр, урамра вылятпăр, телевизор курма та, компьютерпа ĕçлеме те ĕлкĕретпĕр. Кану кунĕсем хаваслă та интереслĕ иртеççĕ.

Пĕр кун анне мана пасара кайма чĕнчĕ. Район центрне кайма çав тери инçех мар та, эпир çуранах тухса утрăмăр. Тен, çул çинче мĕнле те пулин машина лартса кайĕ терĕмĕр. Ялтан тухса вăрман патне çывхаратпăр. Çул вăрман хĕррипе выртать. Сасартăк темĕнле тĕлĕнмелле сасă илтĕнсе кайрĕ. Пăхатпăр, нимĕн те çук. Сисмен хушăра пирĕн ума темĕнле асамлă транспорт тухса ларчĕ. Машина тес, машина мар. Самолета та аса илтерет, космос карапĕ пек те, çав вăхăртах çаврака турилкке пек те туйăнать. Акă кабинăран пĕчĕк çынсем тухрĕç. Хăйсем эпир пĕлмен чĕлхепе калаçаççĕ, пирĕн çинелле пӳрнисемпе тĕллесе кăтартаççĕ. Пуçĕсем çинче качака мăйракине аса илтерекен икĕ шĕвĕркке пур. Вĕсем çутала-çутала илеççĕ, темĕнле сасă кăлараççĕ. Эпир аннепе иксĕмĕр хăранипе шалт хытса тăтăмăр. Мĕн тумалла? Кăшкăрас - çывăхра никам та çук. Вăрмана тарас — тарса хăтăлаяс çук. Мĕн пулать те мĕн килет тенĕ пек ниçта тапранмасăр тăтăмăр.

Малалла

Тĕлĕнтермĕш çĕршывра


Пĕр хĕвеллĕ ăшă ир

Юлташпала иксĕмĕр

Карçынккасем илтĕмĕр,

Кăмпа татма кайрăмăр.

Кĕрхи аслă вăрманта

Ытарма çук илемлĕ.

Ура айĕнчи çулçă та

Пăшăлтатать санпала.

Вăрманта кăмпа чылай,

Татса пĕтерес те çук.

Карçынккасем тулнă май

Киле каяс шухăш çук.

Кăмпа пухса-пуçтарса

Шалтан-шала кĕтĕмĕр.

Каялла тухас çултан

Çухалса та кайрăмăр.

Вăрман тăрăх ута-ута

Ывăнса та çитрĕмĕр.

Ыйхă пуса пуçласан

Эпир ларса кантăмăр.

Уçланкăра ларнипе

Киле эпир çитес çук.

Çавăнпа та юлташпа

Тупас терĕмĕр çула.

Карçынккасем йывăртан

Аран-аран утатпăр.

Утсан–утсан вăрманта

Пĕр уçланка тухатпăр.

Çак уçланкă варринче

Сарăлса ӳсет юман.

Çак тарана çитиччен

Кун пек йывăçа курман.

Тем вăрăмăш туратсем

Çилпе сулкалашаççĕ.

Юман тавра кайăксем

Пит çуйхашса вĕçеççĕ.

Йывăç çинче хăвăл пур.

Çав хăвăла кĕтĕмĕр.

Аслă çулпа утрăмăр,

Пысăк яла çитрĕмĕр.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 705 706 707 708 709 710 711 712 713 ... 796