Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемКăвайт çутисемАтăл шывĕ юха тăратьÇил-тăвăлĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеШăплăхри аслати

Анне


Анне тесен — чунăм хурланать,

Ун сăнарĕ куç умне тухать.

Мĕншĕн итлемен ача чухне

Вĕрентсе каланă сăмахне?

 

Çитĕнсе çитсессĕн, çын пулсан,

Инçете килтен вĕçсе кайсан

Мĕн тери анне туртать яла,

Хускатать кăварлă кăмăла...

 

Аякра пулсан та ачисем,

Пурте, унăн чĕринчех вĕсем.

Ах, аннеçĕм, тавтапуç сана,

Упрасам тархасшăн эс хăвна.

Манăн пурнăç


Аттеçĕм пулнă ман Юман, —

Паллах, ку ăнсăртран пулман.

 

Асаттепе ыр асанне

Чунтан юратнă ывăлне.

 

Юман пек — пурăнтăр пин çул,

Тесе çапла ят хунă пуль.

 

Анчах шутланă пек пулман, —

Ир хăрнă ман атте-юман.

 

Пач пулса тухнă урăхла —

Кĕç шĕкĕ çинĕ хурахла.

 

Кăра çил хуçнă силлесе,

Ăна тăман вăл шеллесе.

 

Аттеçĕм хăрнă вăхăтсăр, —

Пире хăварнă хăтлăхсăр.

 

Шăллăмпала мана анне

Пĕччен кăларчĕ çул çине.

 

Ай-хай тумхахлăччĕ çав çул,

Суратчĕ чун, ыратчĕ хул.

 

Мана, айван юманккана,

Тӳсме тивмерĕ мĕн кăна!

 

Анне те кĕчĕ час çĕре

Эпир ача чухнех, эре.

 

Çапах пурте начар пулман,

Ыйткалама тухса кайман.

 

Совет Союзĕ пулчĕ кил,

Ӳстерчĕ вăл, вăл пачĕ пил.

 

Çапла шăллăмпала мана

Çынна кăларчĕ. Тав ăна!

 

Тĕл пулчĕ Петĕр Хусанкай, —

Малалла

Ирхине


Ирхине хĕвел вăраниччен

Кĕтӳсем хире кăлариччен

Вăратать мана шăллăм Ваççа

Ыйхă чăпти эсĕ тет вăрçса

 

Ирех вăратăп терĕн мана

Пулла кайăпăр Çарăмсана

Эпĕ чаврăм пĕр банкă ăман

Пичче эсĕ халĕ те тăман

 

Çуран урапасем утланса

Вĕçтеретпĕр пит хыпаланса

Тĕлĕрнĕ йытсене вăратса

Çул çинчи хурсене хăратса

 

Ирхи нӳрпе пит уçăлтарса

Хăлхасенче çил шăхăрттарса

Сăртран анатпăр кĕпер çине

Вырнаçатпăр çырма кукрине

 

Хĕвеле ыйхăран тăратса

Автансем юрлаççĕ шăратса

Тĕтрепе пĕркеннĕ Çарăмсан

Çӳçеннĕ ыйхаран вăрансан

 

Шыв хĕрринчин кăтра хурама

Пуçтарăннă çӳçне турама

Пĕвĕпе тайăлнă авăра

Хайĕн сăнне курасшăн шывра.

 

25.09.2005

Тинĕсре пулса куртăмăр


Пĕррехинче эпĕ аттене каларăм:

— Атте, манăн тинĕс хĕррине кайса курас килет.

— Ыранах каятпăр, — терĕ вăл пĕр тĕлĕнмесĕр.

Эпĕ савăнсах кайрăм, тӳрех анне патне чупса кайрăм.

— Анне! Эпир ыран тинĕс курма каятпăр! Эсĕ те пĕрле пыратăн пуль?

Анне те питĕ савăнчĕ. Каç пулчĕ, çывăрма выртрăмăр. Час çывăрса каяймарăм:

— Хăçан ыран пулать-ши? — тесе шутлатăп. Тĕлĕкре те тинĕсре ишсе çӳретĕп пек.

Çĕр иртсе кайрĕ, атте сăмахне тытрĕ, ирех япаласене пуçтарма пуçларăмăр. Пĕрле бинокль та, фотоаппарат та, апат-çимĕç те илтĕмĕр те çула тухрăмăр. Нумай пулчĕ-и, сахал-и, ак тамаша! Пирĕн умрах тинĕс сарăлса выртать!

Атте пире каларĕ:

— Айтăр тинĕсе кĕрсе каяр, — терĕ. Кăштах хăратпăр пулин те аттене итлерĕмĕр, унпа пĕрле тинĕселле ишсе кĕрсе кайрăмăр. Хам та тĕлĕнсе кайрăм. Эпĕ, нихăçан та ишме пĕлменскер, лайăхах ишетĕп. Анне те тĕлĕнсе кайрĕ:

— Эпĕ паян васкаса тухнипе куçлăха киле манса хăварнă, куçлăхсăр япăх кураттăмччĕ. Халĕ вара куçлăхсăрах питĕ лайăх куратăп!

— Ку тинĕс асамлă пулмалла. Çак таврара асамлă тинĕс пур, — тетчĕç ваттисем. Эпир çав тинĕсе лекнĕ пулас, — ăнлантарать атте.

Малалла

Хаваслă шутлав


(Пĕрререн вунна çити)

 

Ку, пĕрремĕшĕ, — пĕрре,

Çинçешке, хыткан сĕре.

 

Ку, ак, иккĕ текенни,

Лайăх ăйăр евĕрли,

Авнă хăй мăйне епле,

Перĕнет хӳри çĕре!

 

Иккĕ хыççăн, пăх та кур,

Виççĕ утрĕ пит маттур.

Çурма икĕ ункăпа

Виççĕ виççĕмĕш тăрать.

 

Виççĕ хыççăн тваттă тухрĕ,

Ун аллийĕ темшăн кукăр.

 

Авă, курăр, явăнса

Пиллĕк тухрĕ ташласа:

Аллисем таçта çӳлте,

Ури авăннă çĕрте.

 

Улттă мăн çăра пекех,

Тимĕрленĕ çеккĕлпех.

 

Çиччĕ калăн турчăка,

Пĕртен-пĕр кăна ура.

 

Саккăр икĕ сушкă пек,

Ма пулман-ши çыххипех?

 

Тăххăр цифра тĕнчипех

Кутăн тăнă улттă пек.

Вăл пуç хĕрлĕ тăрсанах

Улттăна каять куçсах.

 

О пек цифра пур иккен,

«Ним çук,» — тет пулсан пĕччен.

Хăй хитре вăл, çаврака,

Пĕлтерет çапах çукка.

 

Çырăн пĕрре ун умне,

Хытса кайăн тĕлĕнсе.

Малалла

Çул сăмахĕ


Ăçта çеç çитмерĕм пулĕ

Хам кĕске кунçулăмра.

Поэт çулĕ — пурнăç çулĕ, —

Ĕмĕр çуннă çулăмра.

 

Миçе хут-ши вилтĕм-çунтăм, —

Юрăçа вилĕм тивмест.

Ман çĕршывăм — килĕм-çуртăм —

Ывăлне вилĕм сĕнмест.

 

Паттăрне парать вăл пурнăç,

Хăй юнне парать чунне.

Вилĕме çĕнсе кам курнă

Вăл çавна парать чапне.

 

Çӳремерĕм ятшăн-чапшăн

Ачалла пăшал тытса,

Хам çĕршывшăн та чăвашшăн

Эп çӳрерĕм юн тăкса.

 

Таврăнманшăн тусăм-йышăм

Эп çӳреп тĕнче касса,

Юрăçа, эс, халăх, йышăн

Ал парса та ыр сунса.

 

Çулăмра пĕтнĕ тус-тантăш

Калайман сăмахсене

Каласа çӳреп пĕр тăтăш,

Тĕл пулса тăвансене.

 

Хыçăмра Тутар çĕршывĕ,

Умăмра Чăваш тĕнчи, —

Пурăнсан этем ыр-сывă,

Ма пулмасть тăван панче?

 

Тутарта пур савнă ялăм —

Чăваш ялĕ Раккасси.

Туçине тата мĕн калăн —

Вăл та манăн хунькасои.

 

Эпĕ хам тутар чăвашĕ,

Малалла

Асамлă керменте


Юлташăмпа çулçӳреве кайма шутларăмăр. Аля тусăм мана ăна кукамăшĕ тĕнче хĕрринче пĕр тĕлĕнмелле кермен пурри пирки пĕлтернине каласа пачĕ. Çав керменте пурăнакансем нихăçан та вилмеççĕ-мĕн.

Ир çинче карап çине лартăмăр та çулçӳреве тухрăмăр. Кайсан-кайсан пĕр хулана çитрĕмĕр. Çак хула майри пире курсан питĕ савăнчĕ, тутлă апат-çимĕçпе хăналарĕ, пылпа чей ĕçтерчĕ, çывăрма вырăн сарса пачĕ. Вырăнĕ çав тери кăпăшка. Выртнă-выртман çывăрса кайнă. Тутлă тĕлĕксем курса çывăрнă. Ир çинче пирĕн умра каллех тулли сĕтел. Апатлантăмăр та çула пуçтарăнтăмăр. Хула майри пире ярасшăн мар, хăйĕн çĕр-шывĕнче хăварасшăн.

— Эпĕ тĕрĕ тĕрлеме юрататăп, йĕпсем пĕтсе çитсен эпĕ вилетĕп, мана йĕпсем тупма пулăшăр-ха, — тет вăл.

Юлма килĕшмерĕмĕр, анчах та йĕпсем тупса килме шантартăмăр. Вăл пире асамлă патак парнелерĕ. Унччен те пулмарĕ, эпир тĕнче хĕрне çитсе тăтăмăр, шăпах кермен умне. Эпир килессине такам пĕлтернĕ, пире кĕтсе илчĕç, кермене илсе кĕртрĕç. Керменти патшана хамăрăн çулçӳрев тĕллевĕ çинчен каласа кăтартсан вăл пачах та тĕлĕнмерĕ.

Асамлă керменпе паллашрăмăр. Тĕлĕнмелли кунта çав тери нумай: эпир палламан чĕрчунсем чупса çӳреççĕ, пирĕнтен пачах та хăрамаççĕ. Кайăксем умранах вĕçсе иртеççĕ. Йывăçсем те пире пуçĕсене тайса саламларĕç. Шел, киле каймалли вăхăт çитрĕ. Киле таврăнас умĕн патша пире тĕрĕ тĕрлемелли йĕпсем парнелерĕ. Ăна хула майрине парнелерĕмĕр. Вăл питĕ хĕпĕртерĕ. Асамлă кермен хуçин йĕпĕсемпе эпир хамăр та тĕрĕ тĕрлеме вĕрентĕмĕр.

Çавах


Пурăнтăм та пурăнтăм,

Каç пулттине сулăнтăм.

Çавах вилĕме кĕтмен,

Çутă кунран сивĕнмен.

 

Курпун мана кукăртрĕ,

Пуçа пушхир çыпăçрĕ,

Çавах туя алра мар,

Чир чăпăркки маншăн мар.

 

Хура кунсем хӳтерчĕç,

Нуша кукли çитерчĕç.

Çавах пурнас шанчăка

Эп памарăм анчăка.

 

Йывăрлăхĕ йышсăр мар,

Çитменлĕх те çуккă мар.

Çут тĕллев пулсан çавах

Çын талпăнать малаллах.

Ут яни


Кашнин пулать-тĕр ут яни,

Çил кăларса çунатланни:

Лашу — чĕрӳ,

Йĕнер — шăпу,

Ытти — çынсем мĕн шутлани.

 

Хуçи мĕнле ятуллăрах —

Çапла ятуллă урхамах...

Мана — пĕрремĕш вырăн мар,

Йышпа пулнийĕ аванрах.

 

Айта, çӳренĕм, ыткăнар,

Ăмăртура эс вут кăлар!

Чим, эс çаплах тăран иккен?

Ах, тăллуна епле салтар?

Сăмах


Каç енне чуста эп хурăп,

Витĕп ăшă тирпеле,

Йӳçтĕр эп юрланă юрă

Кăпăш чустапа пĕрле.

 

Çепĕç туйăмлă сăмахăм

Техĕм кӳтĕр çăкăра,

Малалла чĕнен юмахăн

Вăй пиллетĕр паттăра.

 

Чĕресе çĕн сĕт эп ярăп,

Хулăн тытăнтăр хăйми, —

Сăвă калăп ярăм-ярăм

Сар çуран уйăрайми.

 

Тусăм, шур кĕпе эп çăвăп,

Ан кала хура сăмах,

Сив сăмах яртарĕ сăлăп

Алăка хупсассăнах.

 

Çур хĕвелĕ пек йăл култăр,

Тусăм, санăн сăмаху,

Хĕл çитсен кăвар пек пултăр,

Ма тесен — кăвар эс ху.

 

Вучаху çĕн юрă юрлĕ

Вуттине хурсассăнах.

Пултăр чĕрĕ, пултăр вирлĕ

Чĕрери таса сăмах.

■ Страницăсем: 1... 707 708 709 710 711 712 713 714 715 ... 796