Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Асамат кӗперӗ сӳничченПурăнас килетХĕн-хур айĕнчеҪул пуҫламӑшӗВăрман ачисемÇут пайăркаПăва çулĕ çинче

Пурнăç йывăçĕ


Таçта-таçта сĕм вăрманта, çавра кӳлĕ варринче, ылтăнпа эрешленĕ илемлĕ кермен ларать. Çак керменте пирĕшти пурăнать. Кермен умĕнче «Пурнăç йывăçĕ» ӳсет. Вăл ялан чечекре. Унăн чечекĕсем, çулçисем тĕрлĕ чиртен сыватаççĕ. Чирленĕ çынсем çак кӳлĕ патне таçтан-таçтан килеççĕ. Пирĕшти вĕсене кăмăлтан кĕтсе илет. Пурнăс йывăçĕн чечекĕ нихăçан та иксĕлмест. Пирĕшти çак йывăçăн чечекĕсене пурне те пара-пара ярать. Ăçтан ӳссе ларнă-ха çак тĕлĕнмелле ырă йывăç кӳлĕ варрине? Акă мĕн каласа парать ун çинчен Пирĕшти:

— Ман пата Марс çинчен час-часах юлташсем вĕçсе килсе çӳреççĕ. Тепĕр чухне эпĕ те вĕсем патне вĕçсе каятăп. Ку йывăçа Марс çинчен илсе килсе лартнă. Унта тĕлĕнмелле хитре чечеклĕ йывăçсем ӳсеççĕ. Вĕсем çинче — ытарайми тутлă çимĕçсем. Шывĕсем вара витĕр курăнаççĕ — тап-таса! Мĕн тĕрлĕ пулăсем çук-ши унта? Курăксем, ӳсентăрансем ем-ешĕл. Тыр-пул лăпкă çилпе туллин хумханса ларать. Çыннисем пурте илемлĕ, ырă кăмăллă.

Манăн та кайса курасчĕ çав илемлĕ пурнăçа!

 

Ман пуласчĕ ăмăрт кайăк,

Хăпарасчĕ ту çине.

Ту çинчен çапла пăхасчĕ

Хам юратнă çĕр çине.

Малалла

Эпир санпа...


Валерий Ашкерова халаллатăп

Эпир санпа пĕр пурнăçа пурнатпăр,

Пĕр çĕр çине таптатпăр кунсерен,

Хăш чух, чĕре хушсан, хайлав çыратпăр,

Хыпса çунса пĕр çукшăн чĕререн.

 

Эпир санпа пĕр сывлăшпа сывлатпăр,

Çăтса Элшелĕн тĕтĕм-сĕрĕмне.

Хĕвел тухсан эпир хаваслă, сапăр —

Нумай-и кирлĕ пирĕн çулсене?

 

Тăван çĕршыв çинчен сăмах каласшăн:

Ăçта илсе çитерĕ-ши шăпи?

Мĕскер сĕнсе кĕтет пире малашлăх?

Вĕçне тупмашкăн çăмăл мар-çке пит.

 

Эпир санпа çĕр нушине чухлатпăр,

Чунпа туятпăр вăл йынăшнине.

Çĕр чăмăрне каса-каса сутма та

Çитет хăюлăх бизнесменсене.

 

Пур пурлăха демократсем вăрларĕç,

Пурис-сунарçă печĕ ĕмĕтне,

Тата хăçан-ши сăмахăмăр ларĕ,

Тапса кăларнă тĕхĕлĕ çине.

 

Çак саманан асар-писер пасарĕ,

Паян — çапла, ыран — пĕлет Турри,

Хăшне — услам, хăшне — пасар масарĕ,

Ĕçре пачах юхмасть халь ĕç юрри.

 

Эпир санпа пĕр хуранта вĕренĕ,

Малалла

Саня аппа


Ирхине кăна çанталăк аван пекчĕ. Хĕвелĕ тухмарĕ-ха вăл. Тӳпери катрам-катрам пĕлĕтсем кун пăсăласса аса илтерчĕç. Кĕтӳ хăваланă хыççăн таçтан çумăр пĕрĕхме тытăнчĕ. Пĕрĕхни кăна юрĕччĕ-ха, вăхăт-вăхăт аванах хăйĕн сассине хăпартать тата. Чӳрече кантăкĕ çумне лекекен çумăр тумламĕсем йĕр-йĕр шуса анса чӳрече ани çумне пуçтарăнаççĕ, унтан пĕчĕк кӳлленчĕк пулса аялалла, çĕр çинелле юхса анаççĕ. Шуса аннă тумламсем чӳрече кантăкне тап-таса туса пыраççĕ.

Чӳрече кантăкĕ тăрăх юхакан тумламсем Саня аппана çакă çын куççульне аса илтерчĕ. Çапла мар-и-ха, çын та, чӳрече çинчи тумламсем пекех, тулса çитнĕ пăсăк кăмăла куççульпе çуса тасатать.

Ытла та кичем кĕрхи кун. Ахаль чухне урам тăрăх е ачи-пăчи, е ял халăхĕ таçталла кумать. Паян вара никамах та урам тăрăх иртни курăнмасть.

Паян иртенпех чӳрече умĕнчен кайма пĕлмест Саня аппа. Тулти кичем çанталăк унăн чĕрине витĕм кӳчĕ-ши е урăххи… Ара, унăн пуçĕнчи шухăшсем тахçантанпа çапла пăтрашăнаççĕ мар-и?

— Мĕн тумалла? Мĕн тумалла-ши?..

…Паянхи ирхи кун пекчĕ унăн кун-çул пуçламăшĕ. Ачалăхне те, çамрăклăхне те телейлĕ тееймĕ-ха вăл. Çапах та ун чухне вăй-хал пулнă.

Малалла

Маньяк


Паян ирех студентсен общежитинче шăв-шав. Ирхине тăрса тухнă студентсем çăвăнмалли пӳлĕмре каччă виллине тупнă. Çамрăксем ир енне кайсан çеç çывăрма выртаççĕ. Ун пек –кун пек сас-чĕв никам та илтмен. Хăш вăхăтра пулнă ку ĕç — никам та татса калаймарĕ. Çамрăкĕ вара ку общежтитинче 234 пӳлĕмре пурăнакан Тамаров пулчĕ. Ытти ачасенчен нимпе те уйрăлсах тăман вăл. Ялхуçалăх академийĕн инженери факультечĕн виççĕмĕш курс студенчĕччĕ. Пӳлĕмре пурăнакан ачасене театра кино курма каясси çинчен каласа хăварнă. Юлташĕ часах таврăнманнине кура вĕсем ăна çĕр выртма кам патне те пулин юлнă пулĕ тесе шутланă. Ара, ун пекки пулман мар та.

Вилĕмĕ вара ытла та хăрушă пулнă. Каччăна вун пилĕк хутчен çĕçĕпе чикнĕ, унтан çĕççине хăлхинчен тăрăнтарса хăварнă. Çакăн пек тискер ĕçе çын тума пултарнине никамăн та ĕненес килмерĕ. Анчах çынсем хушшинче пурăнатпăр мар-и? Çапах та кам?

Милици çийĕнчех çитрĕ. Питĕ тĕплĕн ыйтса пĕлчĕç. Çăвăнмалли пӳлĕм çывăхĕнчисем нимĕнле асăрхамалли сасă илтменни çинчен каларĕç. Çурçĕр иртсен ку пӳлĕме хĕрсем те кĕрсе тухнă иккен, анчах вĕсем те нимĕн те асăрхаман. Вахтершăна та чĕнтерчĕç. Вăл та общежити алăкне вунă сехетрех питĕрсе илнĕ. Тухса каякансем пулман, анчах Тамаров Ваня пĕр вун пĕр сехетсем çитеспе алăка шаккаттарса уçтарса кĕнĕ.

Малалла

Мăн Атăла савса


Çу кунĕсем çăвăнчĕç каçса кайсах мăн Атăлта,

Кĕр кунĕсем пит кая юлчĕç кăçал пушшех ку тăрăхра.

Мĕне кура хĕвел ташлать яра куна çӳл тӳпере?

Кама савса ытараймасăр тăхтарĕ çак Юрату сăмсахĕнче?

 

Каяс килмесĕр уйрăлан хĕвел

Тӳпе çийĕн кĕренĕн-вутлăн хĕм сапать,

Мăн Атăлта сăн ӳкерсе

Паянлăха сыв пуллашать.

 

Çын сăмахĕ çитмест ку Илеме сăнарлама,

Çын туйăмĕ çитмест ку кĕтрете чуна хывма...

Эп пуç таятăп сан шывна,

Хĕвел савса юратнă мăн Атăла.

Ухутара


Ку ĕç тахçанах, атте çураличченех пулчĕ.

Асаттепе иксĕмĕр ухутана вĕçтертĕмĕр. Асатте ман таврари чаплă сунарçă.

Çитсе кĕтĕмĕр асаттепе çын ури ярса пусман сĕм вăрмана. Ĕлĕк вăрмансенче упăтесем нумаййăн пурăннă тет. Вĕсем вăрманта çынсене курсан хăваланă тет. Эпĕ çавăнпа та асаттен кĕпи аркинчен çаклансах пыратăп.

Сисмерĕм те — çул çинче темĕскер, çӳллĕ те хулăнскер, тăрать. Хĕрарăм евĕрлĕ, асаттене чĕркуççи таран, мана икĕ пӳ чухлĕ, çӳçĕ ура тупанĕ таранах. Асаттене аякĕнчен тĕкетĕп — сисмест, калатăп — илтмест, ун çине пăшалне тĕлленĕ те тăрать. Юлашкинчен тинех пăшал сасси кĕрĕслетрĕ. Акă вăрман шăтăр-шатăр! шăтăр-шатăр! тăвать, йывăçсем ӳксе пыраççĕ. Хай япала, йывăçсене хирсе, вăрман ăшне кĕрсе кайрĕ. Нумайччен шăтăр-шатăр! шăтăр-шатăр туни илтĕнчĕ.

Асатте те пĕр сăмах та чĕнмерĕ, эпĕ те хам курнинчен хам тĕлĕнсе тăратăп.

Унччен те пулмарĕ — пĕтĕм тĕнче ялтăрр çуталса илчĕ те хам сисмесĕрех куçа хупса лартрăм.

Куçа уçса ятăм та темле пӳртре тăнине куртăм. Каллех ман умра паçăрхи япала курăнса кайрĕ, анчах вăл сĕтел хушшинче ларать, этем чĕлхипе калаçать:

Малалла

Телейлĕ мăшăр


Вутпа çулăм хуçаланчĕ

41-мĕш çулне.

Пĕр арçын, çамрăк юлмарĕ

Хуласемпе ялсенче.

 

Мирлĕ чух епле маттурччĕ,

Чупкалатчĕç ачасем.

Ял çынни уйра ĕçлетчĕ,

Тыр выратчĕ пикенсе.

 

Çамрăксем çемье çавратчĕç,

Ĕрчететчĕç выльăхне.

Вăййа савăнса тухатчĕç

Яшсемпе хĕрсем каçхине.

 

Вунтăххăрти ак пĕр каччă

Юратрĕ сарă хĕре.

Каçпа киле ăсататчĕ,

Хĕрететчĕ сăн-питне.

 

Веçех лайăх ялан пулнă,

Анчах çак тискер тăшман

Пĕтĕм çын çине вăл сурнă,

Тытнă аллине пăшал.

 

Çак вунтăххăрти яш каччă,

Мĕтри ятлă пулнă вăл.

Хĕрĕн питĕнчен шăлатчĕ

Ывçи-ывçипе куççуль.

 

Пуезд умĕнче тăраççĕ

Икĕ çамрăк калаçса.

Мĕтри ăна сăмах пачĕ

Сывă киле таврăнма.

 

Пĕр самант хĕр шăпăрт тăчĕ

Кайран тăсрĕ аллине.

Каччине вăл парнелерĕ

Хăйĕн кĕмĕл хĕресне.

 

«Нихăçан та ăна ан хыв,

Çак хĕрес телей кӳрет.

Малалла

Йăмра йĕрет


Çуллахи ăшă кун. Шăпланса çут çанталăка итлетĕн те, епле кăна сасă çук-ши таврара! Кайăксем ςепĕç чĕлхепе чĕвĕлтетсе юрă шăратаççĕ, ем-ешĕл курăк айĕнче шăрчăксем чарлатаççĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ лĕпĕш вĕçет.

Коля 8-мĕш класра вĕренет. Кĕнекепе питĕ туслă вăл. Ялти библиотекăра Коля вуламан кĕнеке те сахал юлнă пулĕ. Халĕ тата интернетпа çыхăнса та темĕн те пĕлме пулать. Уйрăмах вăрçă çинчен вулама килĕштерет арçын ача. Акă халĕ те Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра» ятлă кĕнекене илчĕ те кӳлĕ хĕрне анчĕ. Кӳлли вĕсен килĕ умĕнчех. Вырăнĕ те илемлĕ. Тăвайкки пĕр хĕррипе çӳллĕ хăмăш, шыв çинчех тĕрлĕ чечек ӳсет. Йĕри-тавраллах хăвалăх.

Кольăн кунта хăйĕн юратнă вырăнĕ пур. Икĕ йăмра пĕр кăкран шăтса ӳснĕ вырăн. Коля кунта тенкел пекки те майлаштарса хунă.

Коля кĕнекине вулама пуçларĕ те пурин çинчен те манса кайрĕ. Ванюшкапа, унăн юлташĕсемпе пĕрле пулчĕ вăл.

Мĕнле çынсем-ши çав нимĕçсем? Епле пĕтĕм ял çыннисене, чĕрĕ çынсене, пĕр айăпсăр хĕрарăмсемпе ачасене, ватăсене, вĕлерме пулать? Мĕншĕн пĕр-пĕринпе вăрçăнаççĕ-ши çынсем? Халăх пурте пĕр пек мар-им? Мĕн тери хăрушă иккен вăл вăрçă.

Малалла

Çарăк ĕшни


Ĕшне çаврака пулнăран

Ят панă пуль — Çарăк ĕшни.

Кунта тĕл пулатпăр ялан —

Тус-йыш; хурăнташ, чун савни.

 

Тĕнче çаврака пулнăран

Кунтах таврăнатпăр çуллен.

Каятпăр пулас-и вăйран

Кунти çăл шывне ĕçмесен.

 

Ӳпке сывлаймасть пек кал-кал

Кăвайт тĕтĕмне çăтмасан,

Юнать пек пире тăван ял

Ак çак ĕшнене пымасан...

 

Ачалăх туртать-и кунта,

Аваллăх чĕнет-и пире?

Илетпĕр сĕткен тымартан,

Выртса чуп тăватпăр çĕре.

 

Куççуль пек таса çăлкуçа,

Таçта кайнă евĕр, юта,

Эпир пăрахмастпăр укçа,

Эпир таврăнатпăр кунтах.

Пăр каять


Пăр каять! Пăр каять! Тĕнче куçса каять тейĕн...

Пăр каясса кĕтсе икшер те, виçшер те кун сыхлаттăмăр.

Лăпкă кун-çул еккинче хăватлă вăй килни

Кама пуль хумхантармĕ?

 

Кĕр кĕрлесе, айăн-шайăн пăтранса,

Тапăçакан ик ут пек чĕвен тăрса пăр каять!

Пĕри путать, тепри ун çийĕн çĕкленет.

Çар пек ĕретленсе килен капмар пăрсем

Салтак юрри юрлаççĕ тейĕн...

 

Шав! шавлать çыранри шыв,

Çырмаран тухасшăн çапăçать,

Пăшал пенĕ пек шатăртатаççĕ

Пĕр-пĕринпе кĕрешекен пăрсем.

 

Сĕвек çыран ейĕве кайнă,

Вĕçĕ-хĕррийĕ курăнмасть.

Эрне те, ик эрне те пуль

Кӳршĕ ялтан çын каçаймасть.

 

Сăвай юпи те чăтаймарĕ,

Капланса килнĕ çурхи пăр

Хаяррăн кĕрлесе

Ял кĕперне илсе те кайрĕ.

 

Çулсем иртсессĕн те пăр кайни

Асран тухмасть ман чунăмран.

Текех каймасть пăр Пăлара,

Кун-çул йĕрки систерчĕ пуль пуласлăха.

■ Страницăсем: 1... 695 696 697 698 699 700 701 702 703 ... 796