Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Кантăкланнă кăвак куçунтан
Шаккасан та тухмарĕ куççуль...
Пăрланса ларасран сар çуртам
Ăшăтсаччĕ ăна миçе çул!..
...Ăшăмри ăшшăмпа ăшăрха —
Шанчăкна кăларатăп тӳрре!
Тутăхман — çаплипех — тăтăрха.
Пĕр тумлам кăларсамччĕ: пĕрре!
Савнăçпа сăрламашкăн сăнна
Ирĕк пар яланхи йăлапа:
Пирĕнтен кам хуçа, кам хăна
Ӳлĕмрен татса парĕ шăпа.
Пиркепе пăралатăп пăрна:
Кăмăлна хытарма пăрахан!..
Шăтарсан шевлемпе кăкăрна
Пур-пĕрех пулăн ман — тапĕ тан!..
Тапĕ тан — тайăнна тавăрсан:
Ейӳлле сарăлсан туйăму,
Сыпкăншар сыпнипе хунасан
Нихăçан парăнман хăрхăму.
Пытарса пурнакан пăлхавна
Çиеле кăларатăп пĕрех!
Ан хĕрхен-ха — ыйтатăп — хăвна:
Эс хытман-ха, вилмен-ха, чĕрех!
Кантăкланнă кăвак куçунтан
Ывăнмасăр шаккатăп каллех...
Çăхавсен йăлхахне çурмаран
Çурса тăкĕ тасалăх халех!..
...Тан тапать?!.. Тан тапать! Таппăмпа
Малалла
Кӳрентерме памастăп эп хама, —
Ниçта та, никама та, нихăçан та!
Кӳрентерме памастăп эп хама!
Çакна тăшманăм асĕнчен ан ятăр!
Кӳрентерме памастăп эп хама, —
Юлма тивсен те алăсăр-урасăр!..
Эп сăмахпа тĕп тăвăп тăшмана,
Анчах та вилĕп ятăма ямасăр!
Кӳрентерме памастăп эп хама!
Çакна каллех эп татăклăн калатăп!
Мĕн, ахальтен-им чĕрĕ эп çаплах?..
Мĕн, ахальтен-им халь тупа тăватăп?..
Кӳрентерме памастăп эп хама!
16.07.2021
Илемпи хĕрĕме
Мана хам йăвам килĕшет.
Вăл пĕчĕк, анчах питĕ хăтлă.
Вăл çутă, вăл ăшă, таса.
Пурах, пур унта çут пуласлăх!
Ялан эп йăваллă пулман,
Йăвасăр та пурăннă эпĕ.
Анчах та усман пуçăма —
Йăваллă пулма ĕмĕтленнĕ.
Пур халь манăн йăвам.
Манран телейли халь çуках-тăр!..
Ан тив, вăл ытла пысăк мар,
Анчах вăл пит ăшă та çутă!
Мана хăм йăвам килĕшет.
16.07.2021
Пĕчĕкренех
пире каланă
çăкăрпа чул
пурри çинчен.
Чулĕ нумаййи
çинчен.
Сана вара
чулпа персен,
сан мĕн тумалли
çинчен.
Унта иккен
хăйĕн саккунĕ –
сана чулпа
çатлаттарсан,
çăкăрпа
пемелле сан!?
Чул сан валли
хатĕр пулсан,
çăкăр
шырамалла сан;
Хăшпĕр чухне
мĕн тумалла?
Халех чулĕ
вĕçсе çитет,
ку ĕнтĕ вăл
сана лекет.
Чĕре урса
кайса сикет,
чулĕ лексен
тĕнче пĕтет!
Манăн урăх
шухăшсем пур –
çăкăр шыраса
çӳриччен,
ман пата
чулĕ çитиччен,
çапас алли
çĕклениччен –
ман ĕлкĕрес
вăл куриччен.
Çапассине
кĕтсе тăмастăп,
«ан çап» тесе те
каламастăп.
Чулне курсан та
хăрамастăп,
хамăн çулран та
пăрăнмастăп.
Р.S. Ĕлкĕрме –
хамăн чул пур!
Атăл, Сăр, Çавал таврашĕнчи вăрмансенче мĕн-мĕн курса пĕлме пулни çинчен каласа та, çырса та пĕтереес çук. Пĕрре çулла эпир, хамăр ялти ачасем, ятарласах похода кайса Çавал тăрăх эрне ытла çӳрерĕмĕр. Çавăн чух Çавалта кăна 23 йышши тĕрлĕрен пулă тытрăмăр. Эпир тытса пĕлменни тата миçе тĕрлĕ йăх пулă пурăнать-ши унта? 26 йышши тĕрлĕрен йывăç куртăмăр. Эпир тĕл пулса курманни тата мĕн чухлĕ-ши? 59 йышши тĕрлĕ курăк, чечек, ӳсен-тăран тупрăмăр. Эпир тупса татманни тата мĕн чухлĕ-ши? 37 тĕрлĕ йăх кайăк, 42 тĕрлĕ йышши чĕрчун куртăмăр. Эпир курманни тата мĕн чухлĕ-ши?..
Кирек мĕн чухлĕ пулсан та, Атăл, Сăрпа Çавал тăрăхĕнчи вăрмансем мĕн тери илемлĕ те пуян пулин те, пирĕн ял çыннисем хамăр колхоз утарĕ таврашне юмахри пек илемлĕ те пуян çĕршыв теççĕ. Тĕрĕс хак параççĕ. Чăн-чăн заповедник, зоопарк, ботаника сачĕ теме юрать кунти вăрмана. Тем тĕрлĕ йывăç, ӳсен-тăран, тем тĕрлĕ кайăк, чĕрчун пур унта.
Пĕр хушмасăрах çапла калама пулать: кунти вăрман çавнашкал илемлĕ те пуянни пуринчен ытла Палюк мучи тăрăшнипе пулчĕ. Ĕнтĕ темиçе çул эп ас тăвассах çав утарта пурăнать вăл. Утарта ĕçлеме тытăннăранпа Палюк мучи кунта малтанах пулнă йывăçсене сыхласа хăварчĕ кăна мар, çĕнĕрен хăй тем чухлĕ лартса ӳстерчĕ, халиччен пурăнман кайăксене явăçтарчĕ. Ахальрен мар ĕнтĕ ку таврари çынсем Палюк мучи пирки сăмах пуçарсан: «Палюк мучи вăл кайăксен чĕлхине пĕлет», — теççĕ.
Малалла
«Поэзи — тĕлĕк».
Илтнинчен.
Тĕлĕк-и поэзи, тĕлĕк мар-и,
Тĕлĕкрен нимпе те кая мар!
Хĕвеле ним мар эс ыталатăн,
Тултарсан вăл сан чунна кăвар.
Кайăкран та лайăхрах юрлатăн
Эс, — лексессĕн унăн ытамне,
Сăвă кăмăлна тыткăнласассăн,
Чăл та пар вататăн чулсене.
Тĕлĕк-и поэзи?.. Тĕлĕк!.. Тĕлĕк!..
Хăш чухне тутли те çук унран.
Эмелрен те пахарах сиплет вăл
Санăн суранна, — эс амансан.
Шел, пурне те курăнмасть çак тĕлĕк —
Çак телей, асамлă çак юмах...
Сан чуну мăкланнă чул пулсассăн,
Кураймастăн эс ăна, паллах.
Тĕлĕк-и поэзи, тĕлĕк мар-и,
Тĕлĕкрен нимпе те кая мар!
Хĕвеле ним мар эс ыталатăн,
Тултарсан вăл сан чунна кăвар.
16.07.21
Пурне те йывăр,
мана кăна мар.
Çапла шутлатăп та,
кăшт çăмăлрах.
Пурне те йывăр,
мана кăна мар.
Çакна ăнланатăп
эп халь ытларах.
Пурне те йывăр.
Пурнăç — юмах мар.
Паман никама та
канма çăтмахра.
Çăтмахĕнче те
темле-ха унта?..
Çакна, тен, тивĕ
пĕлмешкĕн кайран...
Пурне те йывăр,
мана кăна мар.
Çапла шутлатăп та,
кăшт çăмăлрах.
17.07.21
Мĕнле ятпа çӳрет халь Турă?
Мĕн хак тăрать "этем" сăмах?
Шурри — хура? Хури-и шурă?
Хăшне картаççĕ1 маларах?
Мана пĕрех. Утатăп эпĕ.
Куç хывнă çул — хам пек — усал...
Суту-илӳ тăвать шав пурнăç —
Шăпа яма та кирлĕ мар.
Шăв-шав нумай, хăсмалăх — курнăç2...
И-ий...пурнăç-пурнăç — хăй пасар.
Мана пĕрех. Утатăп эпĕ.
Ман хамăн çул, утма сăлтав...
Суту-илӳ савать чеелĕх —
Хампа ăна чиксе тухман.
Хисеп, сăвап, ят-сум илмелĕх
Суяс-пуяс ăстай пухман.
Мана пĕрех. Утатăп эпĕ.
Илме, сутма та шут пулман.
Сутмалăх пур-та-ха тӳр кăмăл —
Илес текенĕ, тем, çукрах.
Атте-аннен еткерĕ3 çăмăл
Пĕр хамшăн çеç те — йăтмаллах.
Мана пĕрех. Йăтатăп эпĕ.
Утатăп эпĕ. Пар иртме!
Тивмен, сирмен — куратăр хăвăр
Утатăп хам — хам çулпалах.
Пасарĕ пысăк пек те — тăвăр.
Ун витĕр ман та тухмаллах.
Сас-хура ашкăрса каясран
Çылăхсен хуп-хура анине
Тутăхман сăмахпа тăрăнса
Пăтрататăп пулни-иртнине:
Тымарланнă çăхав4 кăкланса
Тухса выртĕ паян çиеле;
Мăкăрланĕ те выртĕ тусан
Явăнса ывăнсан çĕленле.
Кураксем эшкерпех5 капланса
Хыçăмра çавăрттарĕç шăв-шав.
Кăлăхах — пăтратаймăн ăса,
Пиçĕхтернĕ ӳте те ăша.
Куççульпе кӳпчесе кайнăран
Тулăхланнă тĕллев шултрарах.
Кăмăлпа кăпкаланнă йăран
Йышăнасшăн ăна хăвăртрах.
Управри ĕмĕте васкаса
Авăсса6 тултарам ывăçа —
Пăрахатăп типтерлĕн касса
Ярпайса7 ӳсмелли савнăçа.
Хыпса çуннă чĕрем кĕлĕпе
Тутлантарăп8 ăна вăхăтран.
Шăтса тухĕ тивлет речĕпе —
Тăхăмсем9 пуçтармалăх кайран.
Пирĕн ял çумĕнчи Тарăн çырма вĕçĕнче пĕве пурччĕ. Пĕве пуçне икĕ енне икĕ йăмра лартнăччĕ. Вăл пĕвене тахçанах пĕвенĕ, йăмрисене те çавăн чухнех лартнă. Таçтан инçетренех курăнса ларатчĕç çак йăмрасем. Пĕви те инçетренех курăнса йăлтăртатса выртатчĕ. Тем тăршшĕ пĕвере карас пулăсем канлĕн кăна ишсе çӳретчĕç. Эпир, ачасем, çулла вăл пĕвере шыва кĕрсе мĕн чухлĕ савăнаттăмăр! Шăрăх кунсем çак икĕ йăмра сулхăнне ларса уçăлаттăмăр, сивĕ çил вĕрнĕ чух вăл йăмрасем хӳтĕлетчĕç. Анчах кĕтмен инкек килсе тухрĕ. Тарăн çырма тăрăх анатран сикекен лакăм çĕмĕрттерсе хăпарчĕ, çырми ишĕлсе, тарăнланса юлчĕ. Пĕр çулхине, çуркунне, шыв нумай пулнипе çак лакăм пăхма тискерлĕ алхасса пĕве патнех çитрĕ, пĕве татса кайрĕ: пуçĕ ишĕлсе анчĕ, унтан йăмрасем те — пĕри тымарĕ-мĕнĕпех тăпăлса çырма урлă ӳкрĕ, тепри тайăлса, кĕç-вĕç тĕренсе анас пек ларса юлчĕ. Пысăк пĕвере киленсе пурăннă карас пулăсем пирĕн ялпа сыв пуллашрĕç те Тарăн çырмаран Хирлепе, Хирлепрен Çавала тухрĕç, халь ĕнтĕ вĕсем, паллах, таçта Атăлта ишсе çӳреççĕ. Карас пулăсем вĕсем вилмерĕç пулĕ-ха, йăмрасем авă… эх, шереметсем!..
Çырма урлă ӳкни çулçă сараймарĕ, хăрчĕ. Теприн те, тайăлса ларнин, тымарĕсем çурри ытла татăлчĕç, çĕртен халь нӳрĕк сахал илнипе ниепле те вăй çитерсе çулçă кăлараймасть.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10 11 12 ... 796
1 карт — хисепле 2 курнăç — вĕçкĕнленни 3 еткер – парнелĕх хăварни 4 çăхав – сас-хура 5 эшкер — ушкăн 6 авăст — авăсни 7 ярпайса — паркаланса 8 тутлантар – удобренилени 9 тăхăм – килекен ăру
|
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...