Валентин Урташ (Валентин Андреевич Яковлев) 1924 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Элшелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырма пуçланă.
1941 çулта фашистла нимĕç оккупанчĕсем Тăван çĕршывăмăр çине вăрă-хурахла килсе тапăнсан 17 çулхи каччă салтак шинелĕ тăхăннă. 1943 çулхи пуш уйăхĕнче хаяр çапăçусенчен пĕринче йывăр аманнă.
1944 çулта вăл Хусанти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн районсем тăрăх тухса çӳрекен корреспонденчĕ пулнă, чăваш литературине çывăхрах пулас тесе 1946 çулта яланлăхах Шупашкара куçса килнĕ. Пĕр вăхăтра Чăвашрадио комитетĕнче ĕçленĕ. Ăна 1971 çулта СССР писателĕсен союзĕн членне илнĕ.
1973 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче вилнĕ.
В.Урташ — юрă сăмахĕсем çырма ăста поэт. Унăн сăмахĕсем тăрăх чăваш композиторĕсем çырнă юрăсене халăх уйрăмах юратса юрлать.
Поэтăн çакăн пек кĕнекисем тухнă: «Çурхи кунсем» (1951), «Чун савнăран» (1958), «Саншăнах юрлатăп» (1961), «Пĕчĕк Роза» (1964), «Аслă йыш» (1966), «Сăрă хурт» (1969), «Пурăнас килет» (1971), «Ăраскал» (1974), «Ĕмĕтĕмĕр çитсе пынăран» (1983).
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...