Пирус сиенӗ пирки ҫынсене асӑрхаттарас, унран пистерес тесе республикӑра тӗрле акци иртет. Ахӑртнех, кун пек мероприятисен усси пурах.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче вара пируспа кӗрешмелли хӑйне евӗр мел шухӑшласа кӑларнӑ. Администрацире ӗҫлекен арҫын ҫулталӑкӗпех пирус туртмасть-тӗк ӑна отпуск ҫумне тепӗр пӗр кун хушса параҫҫӗ.
Администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мел тухӑҫ парать. Кӑтартӑвӗ куҫкӗрет. Кунта вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ сиенлӗ йӑлана пӑрахнӑ. Ҫапла майпа вӗсем канмалли хушма кунпа киленеҫҫӗ.
Ку шухӑша Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче, «Свобода» колхозра, ырланӑ. Вӗсем те ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ. Колхозра ӗҫлекен виҫӗ ҫын ав пирус туртма пӑрахнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев канӑва каяссине пирӗн сайт маларах хыпарланӑччӗ. Черетлӗ отпуска вӑл Алтай Республикинче ирттерни пирки Элтеперӗн пресс-служби пӗлтерет.
Вӑл тӑрӑха Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе тата хӗрӗпе кайнӑ иккен. Каннӑ вӑхӑтра Элтепер унти «Семинский перевал» вӗренӳпе тренировка центрӗнче йӗлтӗрпе ярӑнать-мӗн. Вӑл базӑра Раҫҫейӗн йӗлтӗр спорчӗн (биатлон, йӗлтӗрҫӗсем, йӗлтӗр двоеборйи) командисем тренировка ирттереҫҫӗ. Хӗллехи спорт тапхӑрне халӗ унта Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен биатлонистсенчен пиллӗккӗшӗ: Николай Димитриев, Сергей Ермолаев, Павел Тимофеев, Татьяна Семенова тата Вячеслав Акимов — хатӗрленеҫҫӗ иккен. Михаил Игнатьев пирӗн биатлонистсемпе тӗл пулнӑ, вӗсене стартра ӑнӑҫу суннӑ.
Сӑнсем (2)
Чулхулара Майӑн 1-мӗшӗ ячӗллӗ паркра «Кутӑн май ҫурт» ҫӗнӗ аттракцион уҫӑлнӑ. Тӗлӗнмелле ҫурта икӗ уйӑх тунӑ.
Йывӑҫран тунӑ пӗр хутлӑ ҫурт паркри ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ. Унӑн официаллӑ мар адресӗ те пур: Ялтински урамӗ, 4-мӗш ҫурт. Унӑн йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта тӑвас шухӑш Раҫҫее Европӑран килнӗ. Кунашкал пӗрремӗш ҫурта Германире тунӑ. Унтан кун пеки Ялтӑра, Екатеринбургра, Новосибирскра, Омскра тата Мускавра тупӑннӑ.
Аттракциона чи пӗрремӗш Канавински районӗнчи 82-меш ача пахчин шӑпӑрланӗсем килнӗ. Пӗчӗкскерсем кутӑн май вырнаҫнӑ сӗтел-пуканран, телевизортан, холодильникрен питӗ тӗлӗннӗ.
Аттракциона йӗркелекенсенчен пӗри Рубен Алавердян каланӑ тӑрӑх, унта тӗнче тепӗр май ҫаврӑннӑн туйӑнать. Ҫуртра темиҫе пӳлӗм пур: прихожӑй, тӗпел, ача-пӑча пӳлӗмӗ, пысӑк зал, ҫывӑрмалли тата музыка пӳлӗмӗсем. Пӗтӗмпе — 160 тӑваткал метр.
Сӑнсем (6)
Республикӑри хӑш-пӗр шкулта кӗрхи каникула ытти ҫулхинчен маларах янӑ. Ҫапла тума инкеклӗ лару-тӑру хистенӗ.
Иртнӗ эрнекун пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунине пула тата ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе лартнине пула ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса пӗтнине нумайӑшӗ асӑрхарӗ ӗнтӗ, кун пирки пирӗн сайт хыпарланӑччӗ. Ку вӑхӑтра Шупашкарта троллейбуссем йӑпӑртлӑха чарӑнса илнине те, ял-хуласенчи микрорайонсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнине те пиртен кашниех пӗлет. Хӑш-пӗр ҫӗрте ялсем халӗ те ҫутӑсӑр лараҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑк ҫапла шар кӑтартнине кура республикӑра инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑну та кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 9 сехетре Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 17 шкулпа 7 ача пахчи ҫутӑсӑр ларнӑ. Уйрӑмах кӑткӑс тӑрӑм Муркаш районӗнче иккен. Унта 25 шкултан тӑваттӑшӗнче, 14 ача пахчинчен тӑваттӑшӗнче ҫутӑ ҫук. Электричество ҫуккине кура ӑшӑ кӑмакисем ӗҫлеймеҫҫӗ. Шкулсенче ӑшӑ тата ҫутӑ ҫуккине кура ачасене кӗрхи каникула иртерех яма йышӑннӑ.
Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра граната тупнӑ. Анчах ку информацие МИХсене 5 кунран ҫеҫ пӗлтернӗ.
Гранатӑна 78 ҫулти арҫын хваттерӗнче тупнӑ. Граната унта мӗнле майпа лекнӗ? Халӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Гранатӑна шыраса тупнӑ хыҫҫӑн подъездри ҫынсене урама кӑларнӑ.
Ӗҫ акӑ мӗнле пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын укҫа ҫухални пирки пӗлтернӗ. ЧР ШӖМӗн оперативникӗсем вырӑна ҫитнӗ, пысӑк укҫа епле ҫухалнине тӗпченӗ.
Арҫын оперативниксене иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Гагрӑра каннӑ чухне унти ҫынран граната туяннине пӗлтернӗ. Взровотехник эксперчӗсем граната вӗренмелли пулнине палӑртнӑ. Ун ӑшӗнче хӑйӑр пулнӑ-мӗн. Гранатӑна СССРта 20-мӗш ӗмӗр варринче кӑларнӑ иккен.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Чӑваш Енре сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫуллахи кампание пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал уйлӑхсенче (лагерьсенче) 85 385 ача каннӑ.
Ку телӗшпе хыснаран 441 154,87 пин тенкӗ уйӑрнӑ. 12 336 ҫамрӑка ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернӗ. Йывӑрлӑха лекнӗ 85 ача Крымри, Севастопольти лагерьсенче каннӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ене Украинӑран килнӗ 12 ачана канмалли майсем туса панӑ.
Лагерьсенче ачасене патриотлӑх туйӑмне аталантарма пулӑшакан сменӑсем ӗҫленӗ. Республикӑри 14 район-хулари ачасем сывлӑха ҫирӗплетмели «Гвардеец» лагере хутшӑннӑ.
Телее, кӑҫал уйлахсенче пӑтӑрмахсем пулман.
Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази ачисем «Артекри» космос сменинчен таврӑннӑ. Унта Раҫҫейри 22 ача лекнӗ. Вӑл шутра — Димӑпа Ваня та.
Лагерьте ачасене космос аппарачӗсен конструктор инеженерӗсем тата космонавчӗсем занятисем ирттернӗ. Шӑпӑрлансем вӗсене тӗрлӗ ыйту пама пултарнӑ. Димӑпа Ваня космосра пулнӑ ҫынсемпе курса калаҫнӑшӑн хӗпӗртенӗ.
Лагерьте Мускаври, Питӗрти, Калугӑри, Сарӑтури, Якутири тата Чӑваш Енри ачасем космос инженерин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашнӑ. Иван Краснов каланӑ тӑрӑх, вӗсем Эрӗнпурта, Раҫҫейпе Казахстан чиккинче, тунӑ сӑнӳкерчӗк пулӑшнипе пушар тухнине асӑрханӑ, кун пирки МЧСа пӗлтернӗ.
Ҫӗмӗрле ачисем лагере лекес тесе нумай тӑрӑшнӑ, вӗрентекенсем пулӑшнипе легоробот хатӗрленӗ, проекта хӳтӗленӗ. Дима кӗҫех Байконура кайӗ. Унта вӑл Елена Серова космоса вӗҫнине курӗ.
Димӑпа Ваня космос тытӑмӗнче инженер пулма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи «Ача-пӑча канӑвӗ» тулли мар яваплӑ обществӑра кӑҫал «Шевле» профиль смени ӗҫлерӗ. Унта чӑваш чӗлхипе, литературипе тата тӑван кӗтес культурипе ирттернӗ олимпиадӑсемпе мероприятисене хастар хутшӑннисемпе ҫӗнтерӳҫӗсене кантарчӗҫ. Асаилтеретпӗр, йышра Шупашкар хулинчи, Муркаш, Йӗпреҫ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Етӗрне районӗсенчи ачасем пулнӑ.
Икӗ эрнене тӑсӑлнӑ смена вӑхӑтӗнче ачасем мастер-классене, экскурсисене, викторинӑсене хутшӑннӑ, паллӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ.
Профиль сменине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ ятап ирттернӗ мероприятие тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. «Шевлере» каннисемпе республикӑн Вӗренӳ министерствин специалисчӗ Т. Николаева, Етӗрне район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн мониторинг центрӗн ертӳҫи О. Данилова курнӑҫнӑ.
Сӑнсем (13)
Муркаш районӗнчи Ҫеменкасси ялӗн ачисем ҫуллахи каникула ӑсатнӑ. «Сывӑ пул, каникул — салам, шкул!» уява ял старости Регина Петровна Быкова пуҫарнипе йӗркеленӗ.
Япӑх ҫанталӑк та ачасене выляса кулма чӑрмантарман. Лапамра хаваслӑ юрӑ янӑранӑ. Ирхине ачасемпе аслисем ҫӳп-ҫап пуҫтарса лапама илемлетнӗ.
Регина Петровна уява уҫнӑ, программӑпа паллаштарнӑ. Конкурссем хаваслӑ иртнӗ. Уява Ириска клоунессӑпа Мэри пиратка ӗҫленӗ. Вӗсем тӗрлӗ конкурс ирттернӗ, фокуссем кӑтартнӑ.
Ачасем ҫулла ҫинчен сӑвӑсем каланӑ. Ирина Воробьева ачасем валли парнесем хатӗрленӗ. Уяв чей ӗҫнипе вӗҫлненнӗ. Ачасем лайӑх канса вӗренӳ ҫулӗ валли хавхаланнӑ.
Сӑнсем (55)
Иртнӗ эрнере «Артек» ача-пӑча уйлӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри аэрокосмос смени уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Енрен Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире вӗренекенсем хутшӑннӑ. Ачасем «CanSat в России» Пӗтӗм Раҫҫейри инноваци проектне хутшӑннӑ. Ку проект вӗҫекен аппаратсем шухӑшласа кӑларакансене пӗрлештерет. Пӗчӗк кӑна хатӗр шухӑшласа кӑларакансем проекта хутшӑнса конкурсра ӑмӑртаҫҫӗ.
Космосм сменине Мускаври, Питӗрти, Калугӑри, Сарӑтури тата Саха (Якути) республикинчи ачасем пуҫтарӑннӑ. Ачасем ракетӑсем вӗҫтереҫҫӗ, спутнкисем пӗлтернине йышӑнаҫҫӗ, телескопсем пулӑшнипе тӗпчевсем ирттереҫҫӗ.
Уйлӑха Юрий Лончаков, Сергей Ревин тата Сергей Рязанский космонавтсемпе пӗрле вӗҫсе кайни те ачасен асӗнче яланлӑха юлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |