Ҫак кунсенче, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса паянччен, Курск хулинче «Форма/Образ/Стиль» ятпа пӗтӗм тӗнчери кроспа культура проекчӗ иртнӗ. Унта мода индустрине аталантарас тата йӗркелес енӗпе тунӑ профессилле ҫитӗнӳсене кӑтартас тӗллев лартнӑ.
Проект темиҫе енпе иртнӗ: вӗсенчен шутӗнче «Сарафан» (чӑв. Сараппан) дизайнерсен, «Золотые руки» (чӑв. Ылтӑн алӑ) декораципе прикладной пултарулӑх конкурсӗсене асӑнмалла. Ҫӗршыври ертсе пыракан дизайнерсен маҫтӑр-класӗсене те, «Окно моды» (чӑв. Мода чӳречи) арт-фотосен ӑмӑртӑвне те йӗркеленӗ.
Шупашкарти ӳнер училищинче театрпа декораци ӳнерӗн специальноҫне алла илекен тӑваттӑмӗш курс студентки Альбина Кузнецова «Моя Азия» (чӑв. Манӑн Ази) тумтирсен коллекцине конкурса тӑратса «Сараппанта» 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Сцена ҫине 4 ҫемье тухнӑ: Кӳстӳмӗрти Петровсем, Кушар Юнтапари Крыловсем, Сӑкӑтри Мефодьевсем, Чӑрӑшкас Хирлепри Семеновсем.
Юрий тата Людмила Петровсем ҫемье пирки калав хатӗрленӗ. Вӗсен — 3 ача. Крыловсем вара ҫемйипе чӑвашла паллаштарнӑ. Вӗсен ҫемйин йӑласем пур. Крыловсем те 3 ача ӳстереҫҫӗ. Мефодьевсемпе Семеновсем те туслӑ пурӑнаҫҫӗ.
Ҫемьесем пӗҫерес ӑсталӑхне те кӑтартнӑ. Хуплу, голубцы пӗҫерсе килнӗ. Унтан вӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Семеновсем чӑвашла юрланӑ. Мефодьевсем те чӑвашла шӳтлӗ юрӑ шӑрантарнӑ.
Конкурсра Семеновсем «Ҫулталӑкри ҫемье» ята тивӗҫнӗ. Ыттисене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.
Тӗрӗксен паллӑ ӑсчахӗ Кашкар Махмучӗ ячӗпе ирттерекен Калавсен Пӗтӗм тӗнчери конкурсӗ кӑҫал 4-мӗш хут пулмалла. Ӑна икӗ ҫулта пӗрре иртет. Чӑвашра ӑна «ҪИП» (Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлешӗвӗ) пӗрлӗх йӗркелет.
Конкурс положенийӗпе килӗшӳллӗн калавсен теми ирӗклӗ, вӗсене ӑмӑрту жюрине ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫитермелле. Калав калӑпӗшӗ 1 пин сӑмахран пуҫласа 10 пин сӑмахран тӑма пултарать (А4 форматра 14-мӗш шрифтпа ҫапсан — 4–40 страница). Ӑмӑртӑва ку таранччен ниҫта та пичетленмен тата нимӗнле ӑмӑртусенче те ҫӗнтермен хайлавсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр автор 2 калав таран тӑратма пултарать.
Ӑмӑрту положенийӗпе тӗплӗнрех пирӗн сайтра паллашма пулать.
Пӗтӗм тӗнчери конкурсӑн чӑваш пайне сумлӑ тӳресем хак парӗҫ: филологи ӑслӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Виталий Родионов профессор, Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ Атнер Хусанкай, Петӗр Эйзин сӑвӑҫ, Николай Ларионов ҫыравҫӑ, Чӗмпӗрти Чӑваш наци культура автономийӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Олег Мустаев.
ЧР ШӖМӗ ачасен «Аслӑ Ҫӗнтерӳ» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унта пӗтӗмпе 60 ытла ӗҫ килнӗ. Вӗсене пурне те Шупашкарти 40-мӗш шкулта ӑс пухакан ачасем хӑйсем ӳкернӗ.
Ачасен ӳкерчӗкӗсенчен Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче курав йӗркеленӗ. Ӳкерчӗксене патриотлӑх темипе хатӗрленӗ.
Жюри пайташӗсем виҫӗ ӗҫе суйланӑ. Анчах конкурса килнӗ пур ӗҫ те куравра вырӑн тупнӑ. Вӗсене пассажирсем курса киленеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫулталӑкри чи маттур ҫамрӑк вӗрентекенпе воспитателе палӑртнӑ. Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, «Прорыв» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Ку конкурса 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта 70 ытла ҫамрӑк педагогпа воспитатель хутшӑннӑ. Тӑватӑ уйӑхра вӗсем 7 тапхӑр витӗр тухнӑ. Малтан пултарулӑх ӗҫне ҫырнӑ, унтан видеороликсен конкурсӗ иртнӗ, уроксемпе занятисем ирттернӗ.
Финала 23 педагог тухнӑ. Юлашкинчен икӗ ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Вӗсем – Шупашкарти 39-мӗш шкул вӗрентекенӗ Ольга Кондакова тата тӗп хулари 132-мӗш ача пахчин воспитателӗ Марина Наумова.
Ҫӗнтерӳҫӗсене пысӑк тортпа чысланӑ.
«Литертаурӑллӑ Чӑваш Ен» конкурс иртнӗ май республикӑра вулакансем хушшинче тепӗр тупӑшу та шутласа кӑларнӑ тесе ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. Вӑл «Селфи: Моя любимая чувашская книга» (чӑв. Селфи: Манӑн юратнӑ чӑваш кӗнеки) ятлӑччӗ. Ку конкурсра Шупашкарти 1-мӗш гимназире 5-мӗш класра вӗренекен Леонтьева В. хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.
«Рябина» ача пахчинче ӗҫлекен Вострова О.В. воспитатель, Шупашкарти 2-мӗш лицейра 10-мӗш класра вӗренекен Хорасева Д. тата Шупашкар районӗнчи Иккасси ялӗнче пурӑнакан Васильевсен ҫемьи призерсен ятне ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ поварсен пултарулӑхне палӑртас тӗллевпе конкурс ирттернӗ. Професси ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвне палӑртмалли конкурса Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ.
Конкурса Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче йӗркеленӗ. Унта центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенче тӑрӑшакан поварсем пуҫтарӑннӑ.
Ӑмӑртӑва пилӗк номинаципе йӗркеленӗ. Килти ӗҫе пурнӑҫласа сивӗ блюдо тата десерт пӗҫерсе пынӑ. Конкурсҫӑсем илсе пынӑ ҫӑкӑр-булка таврашне тата хӗле валли хатӗрленӗ ҫимӗҫе те тӳресем хакланӑ.
«Сӗтеле тематика тӗлӗшӗнчен чи лайӑх хатӗрлени» номинацире тӳресем Янӑшри ваттисен ҫуртӗнчи Елена Васильевана хакланӑ. Ишекри Людмила Кольцова «Авалхи манӑҫа тухнӑ рецептсемпе» палӑрнӑ. «Чи оригиналлӑ блюдо» авторӗ — Хыркассинчи Александра Андреева, «Уяв сӗтелӗн» — Кӑрмӑшри Светлана Яландаева.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗн директорӗ Любовь Ананьева номинатсене пурне те дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 1-мӗш гимназире «Маттур ача, яш ача» конкурс иртрӗ. Конкурса хулари шкулсенче 3–5 классенче вӗренекен чӑваш чӗлхине юратакан, ӑна пӗлекен чи пултаруллӑ, чи ӑста, чи маттур каччӑсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.
Уява Чӑваш Республикинче иртекен Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалланӑ. Ачасем тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫларӗҫ. Куракансене тата пӗр-пӗрне хӑйсемпе чӑвашла паллаштарчӗҫ. «Чи тавҫӑрулли» пайра Чӑваш Республикипе, унта ҫуралса ӳснӗ, пурӑннӑ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравларӗҫ. «Чи ӑста ача» пайра чи малтан хӑйсем ӳссен кам пуласси ҫинчен каласа пачӗҫ, унтан Ҫӗнтерӳ кунӗ валли саламлӑ открытка хатӗрлес ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. «Чи ҫивӗч ача» пайра ачасен ҫивӗчлӗхне «Африкӑран килсе ҫитнӗ жираф» тӗрӗслерӗ. Ачасен ҫав жирафа ункӑсем персе тытмалла пулчӗ. Ҫак конкурсрах ачасем хӑйсен ташлас ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Кашни ача хӑйӗн вӗрентекенне чӗнсе кӑларса чӑваш ташши ташларӗ. «Чи ӗҫчен ача» пайра каччӑсем пӑта ҫапса тупӑшрӗҫ. Конкурсӑн «Чи пултаруллӑ ача» пайӗ вара ҫамрӑк йӗкӗтсен пултарулӑхне курса савӑнма май пачӗ.
Кашни ача конкурса тӑрӑшса хатӗрленни никама та иккӗлентермерӗ.
Чӑваш чӗлхи, чӑваш тӗнчи, чӑваш чунӗ…
Чӑваш ҫӗршывӗнче пурӑнакан чӑваш чун-чӗриллӗ кашни ҫынна пӗр ӗмӗт-шухӑшпа, пӗр кӑмӑл-туйӑмпа пӗрлештерме пултарчӗ ака уйӑхӗн 25-мӗш кунӗ — И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кун, Чӑваш чӗлхи кунӗ. Ҫак куна халалласа пирӗн республикӑн пур кӗтесӗнче те нумай-нумай мероприяти иртрӗ, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсене пӗр ҫӗрелле пуҫтарчӗ.
Чӑваш Сурӑм шкулӗ те ҫак уявсенчен аякка тӑрса юлмарӗ, Чӑваш чӗлхи кунне анлӑн паллӑ турӗ. Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗнче эпир «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх шкул» конкурса хутшӑнса чӑваш уявӗ ирттернӗччӗ. Ҫак уяв пурне те — вӗренекенсемпе вӗрентекенсене те, ашшӗ-амӑшне те — питӗ килӗшрӗ. Ачасен ашшӗ-амӑшӗсем кун пек уявсене малалла та хутшӑнма хатӗрри ҫинчен темиҫе те пӗлтерчӗҫ. Ҫакна шута илсе чӑваш чӗлхи эрнинче, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шкулта «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх ҫемье» конкурс иртрӗ.
Конкурса чӑвашлӑха юратакан, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан 8 ҫемье хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Уява ҫывхарса килекен ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи Пӗтӗм ҫемье кунӗпе те ҫыхӑнтартӑмӑр. Килӗшӳллӗ, телейлӗ ҫемьен символӗ вара — салтак тӳми чечекӗ.
Сарӑту хулинче виолончелистсен С.Кнушевицкий ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери конкурсӗ иртнӗ. Унтан пирӗн ентеш, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен Людмила Фунтикова, хутшӑннӑ. Вӑл юниорсен хушшинче лауреат пулса тӑнӑ. Кунашкалли Раҫҫей юниоркисен йышӗнче пулман.
Конкурса таҫтан та килнӗ: Германирен, Францирен, Казахстанран, Китайран, Турцирен, Узбекистанран, Украинӑран, Кӑнтӑр Корейӑран, Венгрирен, Беларуҫран. Раҫҫейри пултаруллӑ ҫамрӑксем те пулнӑ унта. Конкурсҫӑсен пултарулӑхне музыка ӳнерӗнче тӗнчипе палӑрнӑ ҫынсем хакланӑ.
Людмила Фунтикова кӗҫӗннисен, 18 ҫул тултарманнисен, йышӗнче тупӑшнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |