Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Персона

Раҫҫей халӑх артисчӗ Вера Голубева пурнӑҫран уйрӑлса кайнине эпир юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Паян тата тепӗр хурлӑхлӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Тӳрех палӑртар: Светлана Ефимова-Михайлова артисткӑна юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ. Вӑл чылай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Светлана Никифоровна 1927 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫатра Марка ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫирӗмре чухне К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Асӑннӑ театрта вӑл 1953-1983 ҫулсенче ӗҫленӗ. 1960 ҫулта ӑна «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистки», 1975 ҫулта «Чӑваш АССР халӑх артистки» хисеплӗ ятсем панӑ.

 

Культура

Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен ШупашкартиЧӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче М.Д. Михайлов ячӗллӗ XXX Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ иртӗ.

Юбилейлӑ (30-мӗш хут иртет те, театрта юбилейлӑ тесе палӑртнӑ) фестивале Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи сцена ӑстисем пухӑнӗҫ. .

Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче фестиваль гала-концертпа хупӑнӗ. Тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывра юрланӑ ӑстасен, хальхи вӑхӑтри опера сассисен ылтӑн фончӗ шутланакан юрӑҫсен пултарулӑхӗпе пӗр каҫра киленме май парӗ вӑл.

 

Чӑвашлӑх

Чӗмпӗр хулинче Чӑваш ҫыравҫисен регионсен хушшинчи конференцийӗ иртет.

Культура мероприятине Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи ҫыравҫӑсем кӑларса тӑракан «Атӑл юрри» журналӑн 1-мӗш номерӗ тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Конференцие Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата «Канаш» хаҫат редакцийӗ тӑрӑшнипе йӗркеленӗ.

«Атӑл юрри» журнала редактор пулса 100 ҫул каялла паллӑ чӑваш публицисчӗ, поэчӗ, куҫаруҫи, этнографӗ, фольклорисчӗ Алексей Прокопьев (Милли) кӑларнӑ. Асӑннӑ литература журналӗ пуҫарнӑ ӗҫе «Илемлӗ литература», «Сунтал», «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсем тӑснӑ тесе калама юрать. Халӗ ӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи хастарсем кӑлараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CG9jp1_g3iO/
 

Харпӑр шухӑш Культура

«Чӑваш халӑх сайчӗн» яланхи хыпарҫи Виталий Станьял юлашки вӑхӑтра сыватӑшра выртрӗ. Кунта хавасли акӑ мӗн: ун патне юлташӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен шӑнкӑравласах тӑнӑ иккен. Аякран килнӗ саламсене (Михаил Саватнеев музыкант, Камчатка* Федор Мадуров учитель, Аксу* Валерий Ильдуганов культуролог, Тюмень* Николай Кондрашкин скульптор тата ытти нумай ҫыннисене) аксакал кӗске йӗркесемпе тав тунӑ.

Сире сыватӑшри хӑшпӗр саламсемпе паллашма сӗнетпӗр.

 

* * *

Кам пӗлет мӗскер пулассине?

Шанчӑкпа упратӑп вӑй-хала.

Хӳтлӗх кирлӗ пӗчӗк ҫынсене,

Танлӑх кирлӗ пурнӑҫ майлама.

 

* * *

Калатӑн эс — ҫын пурӑнни телей.

Этем патне пыратӑн пӗр хаваслӑ.

Чӑваш турри! Парсамччӗ сан тӗле

Пехет те пурлӑх, сӑвапсем курмалӑх.

 

* * *

Пурнатпӑр. Курнатпӑр. Каятпӑр.

Ӗҫ ӗҫлетпӗр-ха, унсӑр мӗнле?

Кунҫула ҫакӑ пурнӑҫ таять-тӑр,

А ӑна эпир пӗртте пӗлмен!

 

* * *

Эпир санпа иртен-ҫӳрен кӑна.

Каятпӑрах тухса ыран-паян.

Малалла...

 

Культура

Паян Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери 13-мӗш кинофестиваль уҫӑлнӑ. Вӑл Дмитрий Астрахан режиссерӑн «Судьба диверсанта» кинолентипе пуҫланнӑ. Ӗҫе хатӗрленӗ чухне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ самантсене тӗпе хурнӑ.

Кинофестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пырса ҫитнӗ. Вӑл «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул» астӑвӑм медалӗпе Шупашкарти кинофестивалӗн программа директорне тата илемлӗх ертӳҫине Сергей Лаврентьева, Туризмпа культура информаци центрӗн директорне Максим Матросова, асӑннӑ центр методистне Лариса Захаровӑна чысланӑ. Кинофестивалӗн хисеплӗ хӑнине, РСФСР халӑх артисткине Светлана Немоляевӑна Шупашкар кинофестивалӗн ятарлӑ парнипе — «Анне» статуэткӑпа — хавхалантарнӑ.

Фестиваль чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пырӗ.

 

Культура

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем те хальхи саманара тӗрлӗ хыпара тӗнче тетелӗнче ытларах шыраҫҫӗ. Анчах, шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева шухӑшланӑ тӑрӑх, алла кӗнеке тытса вуланинчен пахи ҫук. Шкул вулавӑшӗн кунӗ тӗлне 9-мӗш класра пӗлӳ пухакансем Наталья Никифорова библиотекаре уяв ячӗпе саламласа сӑвӑсем хайланӑ, вуласа панӑ.

«Кӗнеке пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ пулнине ачасем мӗн пӗчӗкрен ӑнланса ҫитӗнеҫҫӗ, пушӑ вӑхӑтра час-часах библиотекӑна ҫӳреҫҫӗ. Вулавӑшра тематикӑллӑ мероприятисем, куравсем ирттереҫҫӗ. Кунта чӑваш тата вырӑс литература программине тивӗҫлӗ кӗнекесем, ытти илемлӗ литература, ӑслав литератури, хаҫат-журнал чылай. Вулавӑш фондне пуянлатма ҫулсеренех ҫӗнӗ кӗнеке килсех тӑрать. Ҫитес вӑхӑтра шкултан вӗренсе тухса каякансем чӑваш чӗлхипе литература предмечӗсене ҫӗнӗ учебниксемпе вӗренме тытӑнӗҫ», – тет Алина Николаева.

 

Чӑваш чӗлхи

Патшалӑх тата Пушкӑртстанри халӑхсен чӗлхисене (ҫав шутра чӑваш чӗлхи те пур) упраса хӑварма 4 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ республикӑра тухса тӑракан «Урал сасси» хаҫатра.

Юрий Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан влаҫӗсем патшалӑх тата республикӑра пурӑнакан халӑхсен чӗлхисене упраса хӑвармалли тата аталантармалли программӑна пурнӑҫлама 3,74 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ. Патшалӑх программи 2019-2024 ҫулсене пырса тивет иккен. Пӗлтерӗшлӗ документа республика премьер-министрӗ Андрей Назаров алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

 

Хулара

Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗ тавра тимӗр хӳме тытни хулара пурӑнакансене килӗшменни пирки ҫынсем нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Инстаграмри страницине ҫырнӑ. Кайран республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви картана мӗншӗн тытнине ӑнлантарма пӑхнӑччӗ. Вӗсем ҫавна терроризмран хӳтӗленессипе сӑлтавланӑччӗ. Карта тытма хыснаран 1,5 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.

Тимӗр хӳмене культура учрежденийӗ тавра вырнаҫтарса тӗрӗсех тунине палӑртас тӗллевпе прокуратура тӗрӗслев ирттересси пирки те хыпарланӑччӗ.

Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче театр журналистсене пухма шухӑшланӑ. Унта хӳмепе ҫыхӑннӑ ыйтӑва уҫӑмлатӗҫ.

 

Культура

Паян, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи тӗп вулавӑшра «Чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫыравҫи» литература каҫӗ иртнӗ.

Ӑна чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачи, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историлле роман-эпопея авторӗ Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа 105 ҫитнине халалланӑ. Ку хыпара Фейсбурки хӑйӗн страницинчен Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫасен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пӗлтерне. Вӑл мероприятие йӗркелекенсемпе унта хутшӑннисене тав тунӑ.

Куҫма Турхан 1915 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Ача ҫуртӗнче ӳснӗ. 1934 ҫулта Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровский ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. 1988 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

 

Культура
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн

Кӑшӑлвируса пула Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне каярах куҫарма йышӑннӑ. Ҫак кун, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен фестивалӗ иртмеллеччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна каярах ирттерессине пӗлтернӗ.

Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, тен, уяв чӳкӗн 30-мӗшӗнче иртме пултарӗ. Ун чухне Чӑваш Ен Конституцине йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитет.

Палӑртмалла: Халӑхсен фестивальне ирттересси пирки утӑ уйӑхӗнче диаспорӑсен тӗлпулӑвӗнче калаҫнӑ. Культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова республика уява ахаль чухнехи форматпа ирттерме пултарассине каланӑ. Анчах ку Роспотребнадзортан та нумай килет – вӑл мӗнле йышӑну тӑвать.

 

Страницӑсем: 1 ... 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, [157], 158, 159, 160, 161, 162, 163, 164, 165, 166, 167, ... 437
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть