Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Республика кунӗпе саламланӑ.
«Вӑл пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та, хӑйсен шӑпине ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах ҫӗршывӗпе ҫыхӑнтарнӑ ҫынсемшӗн, уйрӑмах паллӑ кун. Паян эпир хамӑрӑн республикӑна, унӑн кун-ҫулне, хальхи пурнӑҫӗпе пуласлӑхне чыслатпӑр. Чӑваш Енӗн хӑйне евӗрлӗхне па-лӑртакан культура еткерлӗхӗпе тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене сыхласа упрани тата аталантарни чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ», – тенӗ Элтепер.
Ҫертме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пӗтӗм чӑвашсен XII Акатуйӗ иртӗ. Ҫурхи ака-суха ӗҫӗ вӗҫленнине халалланӑ уява Чӑваш Енри тата ҫӗршывӑмӑрӑн тӑхӑр регионӗнчи чи лайӑх коллективсем килсе ҫитӗҫ. Уяв 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Программӑна вӑйӑ карти илемлетӗ, авалхи чӑваш халӑх юррисем янӑрӗс. Профессилле пултарулӑх коллективӗсем халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркине кӑтартӗҫ. Ҫав шутра —Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пулӗҫ.
Мускаври, Питӗрти, Пушкӑртстан, Мари Эл тата Тутарстан республикисенчи; Ленинград, Мурманск, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи коллективсем пулӗҫ.
Хӑйӗн иртнӗ кун-ҫулне манакан халӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук тесе шухӑшлаҫҫӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен кинемейсем. Унти Светлана Кириллова ӗҫ инструкторӗ пулӑшса-кӑтартса пынипе вӗсем масмак хатӗрленӗ.
Республика кунне халалланӑ ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннӑ ватӑсене Светлана Леонидовна Масмак ятлӑ хӗрача ҫинчен халап пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫав хӗрача тӗрлӗ ҫиппе капӑрлатса пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр ӑсталаса амӑшне парнеленӗ имӗш, унтан ҫав япалана масмак теме пуҫланӑ-мӗн.
«Кун пек ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлени пирӗн халӑхӑмӑрӑн эткерлӗхне упраса хӑварма пулӑшать», — тесе каланӑ масмак ӑсталама хутшӑнна кинемейсенчен пӗри, 78 ҫулти Ольга Усманова.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Унта тӗрлӗ регионти чӑвашсем пырса ҫитнӗ. Куракансем умне юрӑ-ташӑ ӑстисем тухнӑ. Ҫав шутра — Августа Уляндина та.
Чӑваш Акатуйӗнче пулнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пӗр коллектив ҫӗршывӗпе паллӑ Шаман юрӑҫӑн «Я — русский» юррине те шӑрантарнӑ. Ҫав юрра пуҫличчен Акатуя ертсе пыракансем пухӑннисене «Я — русский» (чӑв. Эпӗ вырӑс) тесе калама чӗнсе каланӑ.
Ку вӑл эпир пӗр халӑх тенине пӗлтерет-тӗр, ҫапах та «Я — россиянин» (чӑв. эпӗ — Раҫҫей ҫынни) тесен вырӑнлӑрах марччӗ-ши тесе аптӑракансем те пулнӑ.
Ӑсталӑхпа чӑнлӑх
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче вырӑссен аслӑ поэчӗ А.С. Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалласа «Я помню чудное мгновение…» «Асрах асамлӑ ҫав самантӑн…» сӑвӑсен пуххи вырӑсла тата чӑвашла пичетленсе тухрӗ. Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ тата чӑвашла куҫараканӗ — Василий Кошкин-Кервень.
— Паллӑ ӗнтӗ, чаплӑ поэтӑн асамлӑн кашласа ларакан «вӑрманӗнче» анлӑ ҫулсемпе лайӑх такӑрланӑ сукмаксем кӑна мар, тӗрлӗрен вӗтлӗхсемпе чӑтлӑхсем те чылаях. Унта кӗрсе ҫӳреме хӑюлӑх та, лайӑх туптаннӑ ӑсталӑх кирлӗ. Енчен те хирӗҫ килекен палламан ҫын Пушкин хӑй пулса тӑрсан, вӑл сана палламасӑр мӑнкӑмӑллӑн иртсе кайсан?..
– Илемлӗ литература, уйрӑмах поэзи, нумай чухне автора хӑйне те витӗмлӗн сӑнарласа парать. Ку никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ҫынлӑх тени Пушкинӑн чи вӑйлӑ енӗсенчен пӗри пулнӑ. Ман шутпала, унпа вӑрманта е урӑх ҫӗрте тӗл пулас пулсан вӑл никампа та сӑмах чӗнмесӗр мӑнкӑмӑллӑн иртсе кайман пулӗччӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех вӑл ҫав тери сисӗмлӗ чун-чӗреллӗ ҫын пулнӑ.
Ачасене чӑваш халӑхен культурипе тарӑнрах паллаштарас, ламран лама пыракан йӑла-йӗркемӗре ӑша хывма пулӑшас тӗллевпе, культура эткерлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе «Ача садӗнче Акатуй» конкурс ирттереҫҫӗ.
Республикӑри ӑмӑрту ҫак номинацисемпе иртӗ: «Шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Акатуй» уявӗн чи лайӑх конспект-сценарийӗ»; «Ача пахчинчи чи лайӑх «Акатуй» (видеоролик)».
Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пӗр номинаципе ҫеҫ конкурса хутшӑнма пултарать. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, документсене утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен электрон мелпе https://forms.gle/jnssemhwMnx5pTu39 каҫӑпа йышӑнаҫҫӗ.
Республика кунӗнче фейерверксен «Асамат» фестивальне ирттерессине ырӑ йӑлана кӗртнӗ. Анчах кӑҫал вӑл пулмӗ. Ҫакӑ самана асӑрхануллӑ пулма хистенипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Республика кунне уявлассипе ӗҫлекен йӗркелӳ комитечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Йӑлана кӗнӗ ытти мероприяти пулӗ. Ӗҫ программи Шупашкарта иртекен экономика форумӗпе уҫӑлӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче пулӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем 5-7-мӗш классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ регионти истори учебникӗсен ал ҫырӑвӗсене хатӗрленӗ.
Учебниксене хатӗрленин тӗп тӗллевӗ – патритотизм туйӑмне аталантарма пулӑшасси, Раҫҫейри нумай нациллӗ халӑхӑн ӑс-хакӑл, истори, культура аталанӑвне кӑтартса парасси.
Учебник калӑпӑшне вӗренӳ предметне миҫе сехет ӑша хывмаллине шута илсе хатӗрленӗ: 5 класра – 34 сехет, 6 класра – 17 сехет, 7 класра – 17 сехет.
Ал ҫырусене (https://cloud.mail.ru/public/Ejny/VugTgYnAs) ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗччен хаклама май панӑ.
Нумаях пулмасть ча́ваш хала́х поэчӗн Раиса Сарпин ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кун пирки эпир Альбина Юрату сӑвӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
«Тӑван аппана, тин ҫеҫ пиҫсе тухнӑ «Ҫӑлтӑрпи хӳхлевӗ» сӑвӑ кӗнекипе чун-чӗререн саламлатӑп», — тесе шӑрҫаланӑ унта. Кӗнекене Николай Мордяков (Мӑрчк Кули) художник илемлетнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма юрату ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ.
Чӑваш Енре пысӑк этнографи экспедициӗ иртнӗ. Ӑна «Раҫҫей халӑхӗсен этнокультура пуянлӑхӗн объекчӗсене палӑртмалли фольклор экспедицийӗсен ярӑмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Пирӗн патра Раҫҫейӗн наукӑсен акадмийӗн Урал тӑрӑхӗнчи Гуманитари тӗпчевӗсен институчӗн директорӗ, РАН член-корреспонденчӗ, истори наукисен докторӗ Александр Черных ертсе пыракан ушкӑн республикӑри ултӑ округра: Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Куславкка, Комсомольски, Канаш — тӑрӑхӗсенче пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |