Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче иртне эрне вӗҫӗнче «Сӑмах хӑвачӗ» ятпа муниципалитет шайӗнчи фестиваль-конкурс иртнӗ.
Унта пурӗ 150 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсем Петӗр Хусанкай сӑввисене, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ сӑвӑҫсен хайлавӗсене тата Муркаш районне халалласа ытти поэт ҫырнӑ сӑвӑсене чӑвашла пӑхмасӑр илемлӗ вуланӑ.
«Муркаш ҫӗрӗ хастар та пултаруллӑ ҫынсемпе малтан та пуян пулнӑ, маттурсем татах йышлӑланчӗҫ. Поэзи уявне хутшӑннисем ҫакна паян тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ», —тесе пӗлтернӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче фестиваль-конкурсра ачасен пултарулӑхне хаклама хутшӑннӑ Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн ӗҫчене Антонина Андреева.
Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра «Их имена останутся в истории» (чӑв. Вӗсен ячӗсем историре юлӗҫ) темӑпа ӑслӑлахпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне тата К.П. Неверов генерал-лейтенант ҫуралнӑранпа 130 сул ҫитнине халалланӑ.
К.П. Неверов — чӑваш купсин, меценанчӗн Прокопий Ефремовӑн мӑнукӗн ывӑлӗ. Лидия Филиппова журналист тата публицист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Унта ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, педагогсем, литераторсем, ветерансем, кадетсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Шупашкартан ҫеҫ мар, Челепир хулинчен те. Ҫавсен йышӗнче чӑваш меценанчӗн йӑхӗнчен тухнисем те пулнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче, сӑмахран, Неверов генерал-лейтенантӑн Челепирти мӑнукӗ Наталия Викторовна телефонпа ҫыхӑнса калаҫнӑ.
Искусство тата вӑхӑт
Мускаври «Центрнаучфильм» киностуди ӳкернӗ «Дело его жизни» документлӑ фильма иртнӗ ӗмӗрӗн 70–80 ҫулӗсенче ҫӗршыври кинотеатрсемпе клубсенче час-часах кӑтартнӑ, аслӑ тата вӑтам шкулсенче усӑ курма ун копийӗсене ансӑр пленка ҫине куҫарнӑ. Педагогика ветеранӗсен тӗлпулӑвӗсенче, юбилей каҫӗсенче те ӑна хапӑл тусах ҫавӑрттарнӑ. 20 минута пыракан картинӑна чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ, унта Иван Яковлев пурнӑҫӗн тӗрлӗ тапхӑрсене, вӑл тунӑ ӗҫсен историлле пӗлтерӗшне кӗскен те витӗмлӗн уҫса кӑтартнӑ.
Чӑваш педагогика университетӗнчи Иван Яковлевӑн музейӗн заведующийӗ Мария Илларионова тата Вагиз Гималиев доцент нумай ҫул иртсен ҫак фильма мӗнле ӳкерни ҫинчен «Вестник ЧГПУ» журналта (2019, 1 №) ҫырса кӑтартнӑ. Унта тӗпрен илсен ҫакна палӑртнӑ: Х1Х – ХХ ӗмӗрсенчи Раҫҫейре анлӑ сарӑлнӑ ҫутлӑх идейисене тата Иван Яковлевич кун-ҫулне кино чӗлхипе уҫса кӑтартма ҫӑмӑл пулман, анчах Давид Дубинский режиссер ертсе пынӑ пултарулӑх ушкӑнӗ палӑртнӑ тӗллевсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ.
Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн вӗрентекенӗсем кӑсӑклӑ вӑйӑ шутласа кӑларнӑ. Вӑл пулӑшнипе ачасем республика историне, культурине, йӑли-йӗркине лайӑхрах пӗлме пултараҫҫӗ.
Вӑйӑ вылякансем наци костюмӗллӗ кӳлепе суйлаҫҫӗ те Чӑваш Ен тӑрӑх ҫулҫӳреве каяҫҫӗ. Республика карттине тӗрлӗ тӗслӗ 60 клеткӑна пайланӑ, кашнинче тематика ыйтӑвӗ тата заданийӗ пур.
Палӑртмалла: ку проекта культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Людмила Митрохинӑн «Нам не дано предугадать… Анатолий Рыбкин. Странный, добрый, вечный мир» кӗнекине хӑтланӑ.
Анатолий Рыбкин — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗ, чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Сӗнтервӑрри районӗн хисеплӗ ҫынни.
Людмила Митрохина – Ӳнерҫӗсен ассоциацийӗн Питӗрти уйрӑмӗн вице-председателӗ.
Трак Ен района йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Кун пирки «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Уяв Упири кану центрӗнче иртнӗ.
Трак ҫӗрӗ виҫӗ паттӑрпа – Упи, Пипарс, Пайтул – мӑнаҫланать. Маларах асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хӑнасене ҫӗр ҫыннин ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ пӑхаттирсем кӗтсе илнӗ.
Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов сӑмах каланӑ.
Чӑваш эстрада юрӑҫи, «Асамат» ушкӑн солисчӗ Леонид Антонова Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ертсе пыма шаннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Леонид Антоновӑн культура тытӑмӗнче ӗҫлес опыт пур: 15 ҫул. Вӑл ЧР Культура министерствине пӑхӑнакан учрежденисенче те вӑй хунӑ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 2021 ҫултанпа концерт ӗҫӗн менеджерӗнче ӗҫленӗ. Леонид Антонов И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Филологи» специальноҫ енӗпе вӗреннӗ.
Карлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, библиотека ӗҫӗн ветеранӗ Тамара Григорьева 75 ҫул тултарнӑ.
Тамара Романовна культура отраслӗнче 50 ҫул ӗҫленӗ. 1996-2023 ҫулсенче вӑл Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне ертсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чи лайӑх практикӑсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче типографире Владимир Степановӑн «Ӑннӑ та ӑнман кун» кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ. Ольга Австрийская автор хыпарланӑ тӑрӑх, аслӑ классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗскерне пӗр калав кӗнӗ. Унӑн алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2024 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кӗнекен редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Владимир Степанов 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Упамса ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Ҫӗрпӳри «Октябрь ҫулӗ» хаҫатра, каярах «Халӑх шкулӗ», «Лик Чувашии», «Самант» журналсенче ӗҫленӗ. 2017 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑрӑшать, 2023 ҫултанпа – тӗп редакторта.
Кӑрлач йӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче Анастасия Андреева тӗрӗҫе асра тытса «Вышивка длиною в жизнь» (чӑв. Ӗмӗре пына тӗрӗ) курав уҫӑлӗ.
Анастасия Андреева «Паха тӗрӗ» фирмӑра ӗҫлесе ӗмӗрленӗ. 2021 ҫулта вӑл Шупашкар районӗн тӗрленӗ карттине хатӗрлеме хутшӑннӑ, тепӗр ҫулхине — Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине.
«Пӗлтӗр эпир Анастасия Васильевнӑпа унӑн 65 ҫулхине халалланӑ курава уҫассине сӳтсе явма тытӑннӑччӗ. Анчах вӑл пурнӑҫран пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уйрӑлса кайрӗ», – каласа кӑтартнӑ Чӑваш тӗррин музейӗн заведующийӗ Надежда Сельверстрова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |