Чӑваш хастарӗсем ҫулсеренех «Хавал» университет уҫаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Аса илтерер: унта чӑваш чӗлхине вӗренме, тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхӗпе кӗске вӑхӑтра туллин те тӗрлӗ енлӗн паллашма май туса параҫҫӗ.
Кӑҫал «Хавал» ҫуллахи университет «Мечта» санаторире ӗҫлӗ. Вӑл Шупашкартан инҫех мар.
Ҫуллахи университета чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансене пурне те хапӑл туса кӗтсе илӗҫ.
Астӑвӑм
Чӑваш халӑх ҫыравҫи, драматург, Чӑваш театрне йӗркелекенсенчен пӗри тата сиплевҫӗ П.Н. Осипов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче паллӑ турӗҫ.
Петр Николаевич пурнӑҫӗнче тӗлӗнмелле самантсем чылай пулнӑ. Вӑл илемлӗ сӑмах вӑйӗпе чӑвашсене чӑмӑртанма чӗнекен, вӗсен сывлӑхне упракан пулма ҫӗр ҫине килнӗ. Ҫакна палӑртрӗҫ юбилей каҫӗнче тухса калаҫакансем.
П.Н. Осипов хӑйӗн ҫамрӑклӑх ҫулӗсем пирки каласа панине ҫур ӗмӗр каялла кинохроника ӳкерсе илнӗ. Ҫав кадрсене тата вуншар ҫул каялла театрта лартнӑ спектакльсене экран ҫинче кӑтартнине пухӑннисем кӑмӑлласа кӗтсе илчӗҫ.
– Эпӗ Хусанти гимназире вӗреннӗ ҫулсенче чӑваш ҫамрӑкӗсем пӗрле пухӑнса ларма кӑмӑллатчӗҫ, – аса илнӗ Петр Николаевич. – Ҫавӑн пек тӗлпулусенчен пӗрне Н.В. Никольский историк пычӗ те чӑваш халӑхӗн аваллӑхӗ пирки каласа пачӗ, пирӗн тӑхӑмсем атӑлҫи пӑлхар халӑхӗнчен пулса кайнине нумай тӗслӗхпе ҫирӗплетрӗ. Эпир халиччен кун пирки пӗлменччӗ.
«Лайм НD» телекурав онлайн сервис мелодрама тата романтика камичӗ жанрӗсемпе кӗске сериалсем ӳкересшӗн. Ӳкерӗнме Шупашкарти темиҫе паллӑ ҫынна чӗннӗ. Вӗсен йышӗнче – Наци телекуравӗн журналисчӗ пулнӑ Сергей Качинский актер та. Вӑл сериалсен режиссерӗ пулӗ. Проект продюсерӗ – Екатерина Морскова.
Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кастинг иртнӗ. Унта модель евӗр 18-50 ҫулсенчи ҫынсене чӗннӗ. Унта 130-ӑн хутшӑннӑ.
Сериала нарӑсӑн 10-12-мӗшӗсенче ӳкермӗ тытӑнӗҫ.
Ольга Паланӑн « Уй варринче» фильмӗ Новороссийскри «Ҫӗнтерӳҫӗсен еткерӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри кинофестивальте ҫӗнтернӗ.
Унта 300 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсен йышӗнче чӑваш колоричӗллӗ кинокартинӑна «Истори еткерлӗхӗ пирки ӳкернӗ чи лайӑх музыка фильмӗ» ятарлӑ номинацире палартнӑ.
Ольга Палан – Чӑваш Енри кинематонграфистсен пӗрлӗхен пайташӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, кӗҫнерни кун, Наци вулавӑшӗнче поэие юратакансен «Хавхалану» клубӗн черетлӗ поэзи каҫӗ иртӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, поэзие юратакансене Галина Кӗмӗл (Серебрякова) хӑйӗн пултарулӑхӗпе тарӑнрах паллаштарса сӑввисене вуласа парӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче ҫуралнӑ ытти поэта те поэзи уявӗнче хапӑл пулӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ҫӑлкуҫ» кӑларӑм кун ҫути курнӑ.
Унӑн авторӗ – Владимир Кузьмин ҫыравҫӑ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене «Ҫӑлкуҫ» роман, очерксем тата калавсем кӗнӗ. Роман вулакана Шупашкарта промышленность тракторӗсен заводне тунипе паллаштарать иккен.
«Ҫӑлкуҫ» романра 5-мӗш стройтреста ертсе пынӑ В.П. Демин; Р.И. Томашов парторг, «Тракторострой» идеологӗ И.В. Львов; СССР строительство министрӗн ҫумӗ А.Е. Якубанец; КПСС обком секретарӗ П.А. Чичикин; И.И. Долгушин – трактор заводне ертсе пыракансенчен пӗри; Э.А. Аблякимов, А.Г. Щекин, В.К. Горобец инженерсем; В.Н. Николаев, А.М. Захаров, Е.И. Сергеев, В.Н. Земченков, А.Е. Шариков, Ю.Б. Яковлев, О.Н. Кузьмина бригадирсем сӑнарланнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Александр Алимасов (02.02.1935 – 08.02.2011) портретист, живописец, график, Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ, художество культурин паллӑ деятелӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ.
Александр Никанорович пирки Леонид Петров халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче «тивӗҫлипе хакласа ҫитереймен художник» тесе палӑртнӑ.
«Тӑван халӑх историйӗпе тата хальхи вӑхӑтрисемпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ темӑсемпе ӳкернӗскер, пирӗн шутпа чӑваш искусствине чылай ҫул хушши ҫӳлте тытса пыма пултарнӑ. Пӗр тӗслӗх ҫеҫ. Унӑн мухтавлӑ ӗҫӗсенчен пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ – 13 портрет (П.Е. Егоров, Н.Я. Бичурин, Н.И. Ашмарин, Н.В. Никольский, И.Я. Яковлев, К.В. Иванов, В.И. Чапаев, А.Н. Крылов, А.А. Изотов, П.П. Хусанкай, А.Г. Николаев, Н.В. Павлова, Н.В. Федоров) – Мускаври Чӑваш Республикин представительствинче упранать. Унти чӑваш живопиҫӗн пысӑк художествӑллӑ произведенийӗсен йышӗнче (кун пек янӑравлӑ сӑмахсене критиксем каланӑ!) 14-мӗш портрет, пирӗн пурнӑҫа та хӑй ҫапларах пурӑнас хавалӗпе кӗрсе юлнӑскер, ҫук пек туйӑнать. Пулмаллах, вӑл та.
Александр Алимасов (хушамачӗн ӑш-чиккинче темскерле эреш те пурах-тӑр!
Чӑваш Енре сӑвӑ вулакансен «Сӑмах хӑвачӗ» конкурс-фестивалӗ виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Вӑл хальхинче те Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче пулнӑ.
Сӑвӑ калассипе кӑҫал 150 ача ӑмӑртнӑ. Ачасем хӑйсен ҫулне кура икӗ секцире ӑмӑртнӑ. «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» секцире чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай сӑввисене вуланӑ. «Муркаш сасси» секцире Муркаш районӗнче ҫуралнӑ поэтсен хайлавӗсене е Муркаш тӑрӑхне, халӑхне, паллӑ ҫыннисене халалланӑ сӑвӑсене вуланӑ.
1-4 классен хушшинче Петӗр Хусанкай сӑввисене 50-а яхӑн ача вуланӑ.
Ачасене чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Виталий Романов, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Альбина Юрату тата Николай Кузьмин, чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов, чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн наци литературипе библиографи пайӗн тӗп библиотекарӗ Антонина Андреева хакланӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче К. А. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Чӑваш позийӗн ҫӑлтӑрӗ» курав уҫӑлӗ. Ӑна вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗ, питех те кӗске кунҫулӗнче ӗмӗрлӗхе ят хӑварнӑ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Курав Константин Ивановӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе: фольклортан пуҫласа фото ӗҫӗ таран —паллаштарӗ.
Чӑваш яшӗн идеалӗ Леонардо да Винчи пулнӑ иккен. Михаил Лермонтов пекех вӑл темпе те кӑсӑкланнӑ. Этнограф, фольклорист, чӗлхеҫӗ, литератор, тӑлмачӑ, педагог, художник, музыкант, фотограф, инженер — ҫакӑн пек тӗрлӗ енлӗ ҫын пулнӑ вӑл.
Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, музыковед, тележурналист, композитор Александр Осипов кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑ.
Александр Осипов Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинче фортепиано класӗнче, Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче теорипе композитор факультетӗнче вӗреннӗ.
1980-1984, 1990-1996 Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкарти музыка училищинче те тӑрӑшнӑ. 1996 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |