Фербенкс хулинчи Америкӑпа Совет салтакӗсен туслӑхне халалланӑ палӑк умӗнче чӑваш юрри янӑранӑ, чӑваш ташшине ташланӑ. Унтан та ытларах — чӑваш ялавне ҫӗкленӗ.
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, Америкӑри чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи Надежда Сандркина тата пӗрлӗшӳ хастарӗ Людмила Петрова асӑннӑ материкӑн ҫурҫӗр енне пӗр эрнелӗх ҫулҫӳревпе кайнӑ, хӑйсемпе пӗрле чӑваш ялавне те илнӗ.
Ентешӗмӗрсене Аляскӑри хӑш-пӗр ял-хулара пурӑнакансем халӗ те вырӑсла калаҫни тӗлӗнтернӗ. Чӑвашсем унта эскимоссемпе те тӗл пулнӑ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чӑвашсен хальхи искусствин биенналӗ уҫӑлнӑ. Куравра Мускав, Питӗр, Смоленск, Ижевск хулисенчи тата Чӑваш Енри 19 пултарулӑх пӗрлешӗвӗн 23 ӳнерҫин ӗҫӗпе паллашма пулать.
Шупашкарти ӳнер училищинче вӗренекенсем, акӑ, «Аслӑ юман» коллекци хатӗрленӗ. «Кӗпесемпе, капӑрлӑх-эрешӗсене те хӑйсемех ҫӗленӗ. Чӑвашсен наци тумне, юмах-халапри ӗҫ-пуҫа ҫӗнӗлле кӑтартма тӑрӑшнӑ. Пӗр енчен, йӑла-йӗрке те упранса юлать, тепринчен, ҫӗнӗлӗхсем те пурнӑҫа кӗреҫҫӗ», — пӗлтернӗ чӑвашсен хальхи искусствин биенналӗпе паллашнӑ «Чӑваш Ен» нацителекуравӗн журналисчӗсем.
Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Санкт-Петербург хулинче «Миссис Санкт-Петербург и Ленинградская область – 2022» (чӑв. Санкт-Петербург тата Ленинград облаҫӗн хитре пики — 2022) илем конкурсӗ иртнӗ.
Финала алла яхӑн хӗр тухнӑ. Вӗсен хушшинчи пирӗн ентешӗмӗр Виктория Смирнова та пулнӑ.
Чӑваш чиперкки тӳрех икӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Пӗрремӗшенчен, вӑл Ленинград облаҫӗн хитре пики пулса тӑнӑ; иккӗмӗшенчен, Queen of Art 2022 ята ҫӗнсе илнӗ.
«Манӑн атте Шупашкарта пурӑнать. Эпӗ хамӑн тымарӑмсемпе мӑнаҫланатӑп, тӑван тӑрӑхӑмра час-часах пулатӑп. Маншӑн сасӑланӑ ентешӗмсене эпӗ тав тӑватӑп», — тесе ҫырнӑ Виктория Смирнова тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Тутарстанра кӑларса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатне ҫырӑнса илекенсен ҫӗвӗ машиниллӗ пулас шанчӑк пур.
Вылява хаҫата 2023 ҫулӑн 1-мӗш ҫур ҫулӗ валли ҫырӑнса илекенсен хушшинче йӗркелеме йышӑннӑ. «Сувар» ҫырӑн та ҫӗвӗ машинки санӑн! Хаҫат 30 ҫул тултарнӑ ятпа тата ытти хаклӑ парнесем!» акцие хутшӑнакансен ытти хаклӑ парнене те выляса илес шанчӑк пур.
«Сувар» хаҫата кашни ҫыхӑну уйрӑмӗнчех ҫырӑнма май пур. Ҫавӑн пекех хаҫатпа Раҫҫей почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлӑ килтен тухмасӑрах туслашма май килӗ.
Чӗмпӗрте пӗрремӗш чӑваш букварьне кун ҫути кӑтартнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ ятпа уяв иртнӗ. Асӑннӑ пулӑма Раҫҫейре кӑҫал иртекен Халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Мероприяти «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ. И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейра иртнӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагога тата хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑхне халалланӑ.
Чӗмпӗрте 1885 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ чӑваш букварӗ упранать. Уява хутшӑннисене ун ҫинчен тата чӑваш алфавитне тата букварьне Иван Яковлев епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ.
Валентина Тарават ертсе пыракан ансамбль «Обломовкӑри туйра» ҫӗнтернӗ. Ку хыпара Тутарстанри «Сувар» хаҫат Телаграм-каналта пӗлтернӗ.
Чӗмпӗрте нумаях пулмасть туй йӑли-йӗркисен пӗтӗм ҫӗршыври «Обломовкӑри туй» III конкурс-фестивалӗ вӗҫленнӗ иккен. Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкӗн шайӗнче иртнӗ конкурс-фестивалӗн финалне хутшӑнма конкурсантсем ҫӗршывӑн 8 регионӗнчен пуҫтарӑннӑ. «Чӑнлӑри «Шанӑҫ» халӑх ансамблӗ чӑваш туйӗн пӗр сыпӑкне – хӗр вӑрланине – кӑтартса «Халӑх юррин ансамблӗсем» номинацире I степеньлӗ Диплома тивӗҫсе лауреат пулса тӑнӑ», — пӗлтернӗ «Сувар».
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питӗр хулинчи чӑвашсем Улаха пуҫтарӑннӑ. Мероприяти Калинин районӗнчи 7-мӗш вулавӑшра иртнӗ.
Питӗрти чӑваш хастарӗсем наци культурин фестивальне 13-мӗш хут ӗнтӗ пухӑнаҫҫӗ.
Ӗнер вӗсем Алиса Шарпаева ӑста хатӗрленӗ чӑваш эрешӗсемпе тумӗсене кӑтартнӑ. Иван Миронов ертсе пынипе хатӗрленӗ «Улах» музыкӑпа театр постановки те куракансене килӗшнӗ. «Парне» фольклор ансамблӗ, «Иван тата Алиса» пултарулӑх дуэчӗ, юрӑсен авторӗ тата композитор Надежда Кириллова та Улаха хӑйсен пултарулӑхӗпе илемлетнӗ-пуянлатнӑ.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи музей ӗҫченӗсем Шупашкарта пуҫтарӑнӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче йӑлана кӗнӗ йӗркепе «XXI Петров вулавӗсем» Пӗтӗм ҫӗршыври ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Унта 13 хулари 17 музей ӗҫченӗсем килсе ҫитмелле.
Ҫав шутра — Раҫҫейӗн этнографи музейӗнчен (Санкт-Петербург) тата К. А. Тимирязев ячӗллӗ Патшалӑх биологи музейӗнчен (Мускав). Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ республикӑсенчен: Саранскран, Чикмерен, Йошкар-Оларан. Федерацин Атӑлҫи регионӗсене илсен, Елабуга, Самар, Тольятти, Сызрань, Ӗпхӳ хулисенчен. Аякри Тӗментен те ҫитӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Ойраты» Калмӑк патшалӑх ташӑ театрӗн пӗрлехи концерчӗ иртӗ.
Икӗ пултарулӑх коллективӗ сцена ҫине пӗр пек мар, ҫав вӑхӑтрах пӗр темӑпа тата сюжет йӗрӗпе тата кӑмӑл-туйӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе тухӗ.
Аякри хӑнасем хӑйсен музыкӑпа хореографи спектакльне «… Ҫеҫенхирсен тусӗ калмӑк» ят панӑ. Вӑл калмӑксен пурнӑҫӗпе тата шӑпипе паллаштарӗ.
Калмӑксемпе чӑваш артисчӗсен пултарулӑхне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче курса хаклама май килӗ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Стерлитамак хулинче Чӑваш тӗррин уявне пуҫласа пухӑнӗҫ.
Пушкӑртстанри ҫав хулара йӗркелекен уявра чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе паллашма май килӗ. Ҫав тӗллевпе курав йӗркелӗҫ. Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗ Любовь Вазюкова чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӑсталӑх сехечӗ ирттерӗ.
Мила Данилова «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш тӗррин уявне йӗркелекенни — Пушкӑртстанри чӑвашсен «Канаш» общество организацийӗ. Мероприяти хулари Культура керменӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |