Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви Чӑваш Ен ҫинчен ҫырма килӗшекен информаци агентствисене палӑртма конкурс ирттернӗ. Халӗ унӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ: пирӗн республика ҫинчен тӳлевлӗ ҫырма ТАСС тата «Россия сегодня» (чӑв. Паянхи Раҫҫей) информаци агентствисем килӗшнӗ.
Вӗсене республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ тӳлӗҫ. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви ирттернӗ конкурс хыҫҫӑн палӑрнӑ.
Информагенствӑсен тивӗҫлӗ материалсем тупса вӗсене пичете юрӑхлӑ хатӗрлемелле.
Укҫа илекен информаци агентствӑсен Чӑваш Ен пурнӑҫне ҫутатакан материалсене кашни уйӑхрах вырнаҫтармалла.
Икӗ енлӗ килӗшӳ вӑхӑчӗ кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет иртсен Шупашкар районӗнчи Хураҫырма ялӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑмра Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗнче операторта ӗҫленӗ Александр Яковлев пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Саша Яковлева пӗлекенсем ун пирки ыррине ҫеҫ калаҫҫӗ пулӗ. Ашшӗсӗр ӳснӗскер пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхнӑ. Аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне те вӑл пурнӑҫ пиркиех шухӑшланӑ. Вакун пушатма каҫсерен ҫӳренине вӑл каласа пани те асрах.
Операторта ӗҫлеме пуҫласан та Саша пӗр вырӑнта ӗҫленипех ҫырлахман — укҫа тума тӑрӑшнӑ май хӑйӗн Турӑ панӑ пултарулӑхӗпе усӑ курса туйсемпе тӗрлӗ уявсенче фото- тата видео ӳкернӗ. Хӑйӗн студине те уҫнӑччӗ вӑл. «Калаҫма пӗлнинчен нумай килет. Ҫак стакана пӗри 10 тенкӗпе те сутаймасть, эпӗ 100 тенкӗпе ярӑнтарма пултаратӑп», — шӳтлесе те чӑнласа каланӑччӗ вӑл пӗринче.
Пушарта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Саша малтан хӑйӗн ватӑ тӑванне илсе тухнӑ, амӑшӗ патне кӗрсен вӗсен тухма май килмен...
Чӑваш патшалӑх филармонине юсама пуҫланине «Советская Чувашия» хаҫат журналисчӗ Рита Кириллова паян халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Рита Кириллова ку хыпара «нумай калаҫнӑ, питех кӗтнӗ» пулӑм тесе хакланӑ.
Чӑн та, 2016 ҫул вӗҫӗнче эпир Чӑваш Ене килмелли 80 миллиона пирӗн региона ярса памассине пӗлтернӗччӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи хавассӑр хыпара ун чухне Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑччӗ.
Пирӗн тӑрӑха уйӑрма палӑртнӑ 79,6 миллион ытларах тенке касса илесси ҫинчен калакан хушӑва РФ финанс министрӗ Антон Силуанов раштавӑн 16-мӗшӗнчех кӑларнӑччӗ. Ун пек тума федераци министрӗ Чӑваш Ен спорт объекчӗсене хӑпартма хӑй енчен укҫа уйӑрманнипе сӑлтавланӑччӗ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗ ҫумӗнче «Ҫунатлӑ чӑвашсем» пултарулӑх тӗпелӗ йӗркеленӗ. Ун пирки хастар хӗрарӑмсем Шупашкарти чӑваш наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлекен кафене пуҫтарӑнса калаҫса татӑлнӑ.
Пултарулӑх тӗпелӗнче — сӑмах, ӳнер, сцена ӑстисем, вӗрентекенсем, музей ӗҫченӗсем, кӗнеке кӑларас тата сиплев тытӑмӗнче вӑй хуракансем.
Йӗркелӳ саманчӗсемпе пӗрлех калаҫу тӑван литература, чӗлхе, ӳссе пыракан ӑрӑва ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине манма парас мар тесен мӗнле ӗҫ-утӑм тӑвасси тавралла пынине «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтерет.
«Ҫунатлӑ чӑвашсем» пултарулӑх тӗпелӗн черетлӗ ларӑвне авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Таллин кӑҫалхи кӗркунне уйӑхсерен чӑвашла калаҫӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫуртне Эстонире пурӑнакан Ираида Захарова чӑваш пӗлтернӗ.
Ираида Захарова «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтернӗ тӑрӑх, 2010 ҫулта Эстони радиопӗрлешӗвӗ тӗрлӗ халӑхпа ӗҫлессине ҫӗнӗ шая кӑларать. Ҫавна пула 2010-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа унта «Ӑраскал» радиокӑларӑм тухма тытӑннӑ.
Чӑвашла передачӑсене Ираида Захарова йӗркелесе ертсе пырать. 2010 ҫултанпа эфира кӑларӑм 71 хут тухнӑ, вӑл шутран 52-шӗ — чӑвашла, ыттисем — вырӑсла.
Эстонири радио 4 каналпа ӗнер паллӑ ентешӗмӗрпе, Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче ҫуралнӑ китай чӗлхин тӗпчевҫипе Иакинф Бичуринпа паллаштарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан, пӗрремӗш класра вӗренекен Мария Хушкина Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Лучше всех» телешоуна хутшӑннӑ.
Кастинга ача ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнчех хутшӑннӑ иккен. Анчах суйласа илнипе илменнине тӳрех пӗлтермен. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ачан амӑшӗ патне шӑнкӑравласа кӑларӑма чӗннӗ. Телекӑларӑма ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӳкернӗ.
Мария 240 хула ятне, ҫав шутран Ы саспаллипе пуҫланаканнисене те, пӗлнине пӗлтернӗ. Хула ячӗсене вӗрениччен амӑшӗпе хӗрӗ ахаль сӑмахсемпе вылянӑ. Каярах географи ячӗсене шӗкӗлчеме тытӑннӑ. Кӑларӑма ӳкерӗнме чӗнсен Хушкинсем ҫине тӑрса хатӗрленнӗ — вӑл е ку хула ӑҫта вырнаҫнине те астуса юлма тӑрӑшнӑ.
Хула ячӗсемпе Канаш ачи Максим Галкин телеертӳҫӗпе вылянӑ.
Ӗнер «Советская Чувашия» хаҫат ирттернӗ ҫӑмӑл атлетсен эстафетин рееспубликӑри район-хуласенчи тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем старта тӑнӑ. Унта хутшӑннӑ республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев ӑмӑрту ҫулсерен массӑллӑ иртнине кура пысӑка хурса хурса хакланӑ.
Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Элтеперсӗр пуҫне Чӑваш Ен парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов, ЧР Патшалӑх Канӑшӗн депутачӗ тата Олимп чемпионки Елена Николаева тата "Советская Чувашия" хаҫат гендиректорӗ — тӗп редакторӗ Владимир Егоров хутшӑннӑ.
Ӑмӑрту вип-чупуран пуҫланнӑ. Министерствӑсемпе ведомство ертӳҫисем, районсемпе хула пуҫлӑхӗсем, депутатсем 400 метра чупнӑ. Влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем те старта тухнӑ. Ҫӑмӑл атлетсен эстафети пурне те: ача-пӑча-и е яшпа хӗр-и, аслӑрах ҫулхисемпе вӑтам ҫулсенчисем-и — пӗр пек хаваслӑх, вӑй-хал, пӗр шухӑшлӑх парнеленӗ.
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен мала Наци радиовӗн ушкӑнӗ тухнӑ, икеӗмӗш вырӑна — Наци телекуравӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат.
Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ачана шкула илменни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӑна темиҫе шкула та илме хирӗҫленӗ. Пӗринче пачах «виҫҫӗ» пурришӗн «тиркенӗ».
Александр А. ятлӑ арҫын ачана вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан улттӑмӗш кунхине ҫеҫ шкула илнӗ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР прокуратури ҫак ӗҫпе кӑсӑкланма пуҫланӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче тетелне тишкернӗ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене мониторинг тунӑ чухне ведомство 11 ҫулти арҫын ачан правине пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗренӳ управленийӗнчи должноҫри ҫынсем тивӗҫне мӗнле пурнӑҫланине пӗтӗмлетӗҫ.
Кӑҫал та Шупашкарта «Советская Чувашия» хаҫат парнисемшӗн ҫӑмӑл атлетсемшӗн ӑмӑрту иртӗ.
Хаҫат журналисчӗ Рита Кириллова Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ку ӑмӑрту юлашки нумай-нумай ҫулта кӑҫал пуҫласа Александр Егоровсӑр иртет. Спорт тематикине ҫутатнӑ ӗҫтешне сума суса хаҫатҫӑсем ун ячӗпе кубок йӗркеленине пӗлтереҫҫӗ. Ӑна стартра мала тухнӑ журналистсен тупӑшӑвӗнче ҫӗнтернӗ ушкӑна пама палӑртнӑ.
Аса илтерер, Александр Егоров журналист кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 57 ҫулта пулнӑ. Каччӑ евӗр тумланма юратаканскер хӑйӗн ҫулӗнчен самай ҫамрӑкрах курӑнатчӗ. 1998 ҫулта вӑл «Сашка» хаҫат редакторӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Советская Чувашия» хаҫатра корреспондентра 2006 ҫултанпа тӑрӑшнӑ.
Ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ РФ Патшалӑх Думине ҫӗнӗ саккун проектне пӑхса тухма сӗннине пӗлтернӗччӗ. Ӗҫлӗ хутра сӑмах вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне куҫарасси пирки пыратчӗ.
Саккун проектне хатӗрлекенсем муниципалитетсене вӗренӳ ҫулне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма ирӗк парасшӑн. Йышӑнӑва ҫанталӑка, наци уйрӑмлӑхне тата ытти сӑлтава кура тумалла-мӗн.
Халӗ кӑна ОТР каналпа Сергей Лесков тишкерӳҫӗ, журналист калаҫрӗ. Телеертӳҫӗсене вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата аслӑлӑх министерстви саккун проектне хирӗҫ пулнине татӑклӑнах палӑртнӑ иккен.
Мӗнех, проекта депутатсем РФ Патшалӑх Думинче пӑхса тухӗҫ. Унччен ӑна профиль комитечӗнче сӳтсе явасси каламасӑрах паллӑ. Унтан та ытларах: халӑхпа та сӳтсе явассӑн туйӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |