«Советский спорт» хаҫат эксперчӗсем спортпа туслӑ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Списокра пирӗн республика ҫӗршыври 85 регионтан 82-мӗшне кайса ларнӑ.
Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерстви хаҫатӑн танлаштарӑвӗпе килӗшменнине пӗлтернӗ. Сергей Шелтуков министр «Советский спорт» хаҫатӑн тӗп редакторӗпе калаҫнӑ иккен, анчах журналист хаклав критерийӗсене уҫса паман пулать. Вӑл никама пӑхӑнман эксперт ячӗсене те асӑнма килӗшмен имӗш. Ун вырӑнне редакци Чӑваш Енри спорт аталанӑвӗ пирки тӳлевсӗр материал вырнаҫтарма килӗшнӗ-мӗн.
Сӑмах май, ҫак уйӑхра «Звезда» телеканалпа «Фетисов» ток-шоура (ӑна Вячеслав Фетисов пысӑк титуллӑ спортсмен, хоккеист ертсе пырать) Улатӑрти япӑха тухнӑ хоккей лапамӗ пирки сюжет кӑтартнӑччӗ. Студие РФ Патшалӑх Думин депутатне Леонид Черкесова та чӗннӗччӗ. Унта вӑл Улатӑрта темиҫе хут та пулнине, анчах ку ыйту пирки пуҫласа илтнине пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органне лекме пултаракансен списокне ҫирӗплетнӗ. Кадр резервӗ текеннине хальхинче тухтӑрсем, хаҫатҫӑсем, вӗрентекенсем тата ытти ӗҫре тӑрӑшакансем лекнӗ.
Ҫемҫе пукана ҫывӑххисен списокне, сӑмахран, Республикӑри офтальмологи пульницин тӗп врачӗ Дмитрий Арсютов, Шупашкарти стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Федерацин ортопедипе травматологи центрӗн тӗп тухтӑрӗ Николай Николаев лекнӗ. Ҫаксем пурте — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем. Шупашкарти 5-мӗш гимнази директорӗ Инна Исаева, вӑл та чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ҫак списокра. Патшалӑх влаҫ органӗсенче ӗҫ вырӑнӗ тупас шанчӑк хаҫат редакторӗсен те пур. Анчах пурин те мар. Кадр резервне «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатӑн редакторӗ Наталья Колыванова кӗнӗ.
Пӗрремӗш каналпа эрнекунсерен кӑтартакан, халӑхӑн юратнӑ кӑларӑмӗ пулса тӑнӑ «В поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑмне чӑвашсем сахал мар хутшӑнчӗҫ. Паллӑ ҫынсем те унта ҫитмен мар. Сӑмахран, Чӑваш Республикин халӑх артистки Августа Уляндина телекӑларӑмӑн кӑҫалхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи эфирне хӑйӗн ансамблӗпе тухнӑччӗ. Унта вӑл Шупашкар ҫынни, Иван Дмитриев, чӗннипе кайнӑччӗ.
Халӗ тата кӑларӑма Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексри чӑваш Хӗл Мучийӗпе Юр Пики хутшӑннӑ. Телеэфирта вӗсем Ҫӗнӗ ҫулпа чӑвашла саламлӗҫ, тӑван халӑхӑмӑрӑн наци инструменчӗсемпе вылӗҫ, Сурхури валли хатӗрленӗ наци ҫимӗҫӗпе паллаштарӗҫ. Чӑваш Хӗл Мучийӗ хутшӑннӑ кӑларӑм телеэфира раштавӑн 30-мӗшӗнче тухӗ.
Хальхи вӑхӑтра «Ҫӗрпӳ – Красноармейски – Кӳльҫырма» – Шывпуҫ» автоҫула юсасси вӗҫленсе пырать. Унта строительсем ҫул айккинчи картана тытаҫҫӗ.
Маларах Чӑваш Енре ҫул сарассипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах та сиксе тухнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, Шупашкарти База тӑкӑрлӑкӗнче пӑрлӑ ҫумӑра пӑхмасӑрах ҫул юсанине Пӗрремӗш телеканалпа тӗлӗнсе кӑтартнӑччӗ. Шупашкарти Ленин районӗ прокуратури Президент бульварӗнчи ҫул ҫавринчен пуҫласа Станциҫум урамӗ таран тӗрӗсленӗччӗ. Вӗсемпе пӗрле ҫул-йӗр пахалӑхне хаклакан специалистсем те пулнӑччӗ. Асфальта лабораторире тӗпчени виҫӗ пробӑран иккӗшӗ нормӑна тивӗҫтерменнине палӑртнӑччӗ. Ҫула пӑрлӑ ҫумӑрпа тупӑшсах сарнӑ организаци тӗлӗшпе ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура суда ҫитнӗччӗ. Унтисем строительсене кӑлтӑка виҫӗ уйӑхра пӗтерме хушнӑччӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика уйрӑмӗн студенчӗ Никита Ульянова Раҫҫей шайӗнче асӑрханӑ. Каччӑ журналист материалӗсен тата интернет-проектсен «Молодёжь и наука» (чӑв. Ҫамрӑксем тата ӑслӑлӑх) Пӗтӗм тӗнчери VI конкурсӗнче «Видеоматериалы» (чӑв. Видеоматериалсем) номинацире палӑрнӑ. Ҫук-ха, палӑрнӑ кӑна та мар, иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Ӗҫсене Раҫҫейри, Германири, Эстонири журналистсенчен тӑракан сумлӑ комисси хакланӑ. Вӗсем Никитӑн «Химия и пытливый ум» видеофильмне пысӑка хурса йышӑннӑ. Унта каччӑ ЧПУн химикӑпа фармацевтика факультечӗн ҫамрӑк ӑсчахӗсем, вӗсен талпӑнулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш Енри аслӑ шкулӑн студенчӗ сумлӑ конкурсра диплома тата кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе «Елчӗк Ен» район хаҫачӗн тӗп редакторне Николай Алексеева «Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Пичет ӗҫӗнче тӑрӑшма ҫак ҫын 1981 ҫулта пуҫланӑ. Малтан корреспондент пулнӑ, унтан — яваплӑ секретарь. 2004 ҫултанпа ӑна ертсе пыракан должноҫсене шаннӑ. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна район хаҫачӗн тӗп редакторне лартаҫҫӗ.
Пичетре 35 ҫул ӗҫлекенскере вӑл тӑрӑхрисем паллӑ историк тата этнограф евӗр те пӗлеҫҫӗ тесе хыпарланӑ Николай Алексеев пирки Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви. Пултаруллӑ ҫак ҫын кӑҫал хӑйӗн иккӗмӗш кӗнекине — «Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем» ятлине — кӑларнӑ.
Республикӑри «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн тивӗҫне Дмитрий Моисеев пурнӑҫлӗ. Кун пирки коллектива паян республикӑн Информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинчен килнӗ тӳре-шара пӗлтернӗ.
Издательство ҫуртӗнче директорӑн—тӗп редакторӑн ҫумӗнче икӗ ҫын ӗҫлет: унччен «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ Дмитрий Моисеев тата Геннадий Максимов. Министр ҫумӗ Юлия Стройкова каланӑ тӑрӑх, Геннадий Максимова, унӑн тӑрӑшулӑхне аван пӗлеҫҫӗ. Халӗ вӗсем пуҫлӑх тивӗҫне Дмитрий Моисеева пурнӑҫлаттарса пӑхасшӑн. Тилхепене тытма вӑл хытах хирӗҫленӗ, анчах ӑна ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех.
Кӑштахран «Хыпар» ИД директорне—тӗп редакторне суйламалли конкурс иртӗ. Ҫавна май министерство пуҫлӑх пуканӗ пирки ӗмӗтленекенсенчен заявлени пуҫтарать.
«Литературная газета» хаҫатӑн ҫӗнӗ, 49-мӗш, номерӗнче чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене пичетленӗ. Вырӑсла куҫарӑвӗсене. Ырӑ хыпара Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург «Фейсбукри» аккаунтӗнче пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, номерте «Раҫҫейри халӑхсен поэзи антологине» кӗнӗ чӑваш поэчӗн Петӗр Яккусен сӑввисене пичетленӗ.
Петӗ Яккусен сӑввисене Виктор Куллэ куҫарнӑ. Марина Карягина палӑртнӑ тӑрӑх, сӑвӑҫа унӑн куҫарӑвӗсем питӗ килӗшнӗ, «Манӑн сӑвӑсене ҫак таранччен ӑнланса ӑнӑҫлӑ куҫаракан пулманччӗ-ха!» — тесе вӑл чылай хушӑ хӑпартланса ҫӳренӗ. Иртнӗ кӗркунне тӑлмачӑ Шупашкара килсен сӑвӑҫпа тӗл пулса калаҫнӑ.
«Литературная газета» хаҫатӑн 49-мӗш номерӗнче Любовь Мартьянова пултарулӑхӗ те вырӑн тупнӑ. Кун пирки Елена Нарпи (Чекушкина) ҫыравҫӑ «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗнӗ номерте Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Виктор Овчаров, Валери Туркай, Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер тата Марина Карягина сӑввисен куҫарӑвӗсемпе паллашма пулать.
Шупашкарти База тӑкӑрлӑкӗнче пӑрлӑ ҫумӑра пӑхмасӑрах ҫул юсанине Пӗрремӗш телеканалпа та кӑтартнӑччӗ. Ун пек ҫанталӑкра тӑрмашнине асӑрханисем: «Мӗн чухлӗ вӑхӑта чӑтӗ-ши вӑл?» — тесе тӗлӗннӗ.
Ахаль иртен-ҫӳрен кӑна мар, республика прокуратури те ку ыйту пирки пуҫ ватма тытӑннӑ. Ленин районӗ прокуратури Президент бульварӗнчи ҫул ҫавринчен пуҫласа Станциҫум урамӗ таран тӗрӗсленӗ. Вӗсемпе пӗрле ҫул-йӗр пахалӑхне хаклакан специалистсем те пулнӑ. Асфальта лабораторире тӗпчени виҫӗ пробӑран иккӗшӗ нормӑна тивӗҫтерменнине палӑртнӑ. Ҫула пӑрлӑ ҫумӑрпа тупӑшсах сарнӑ организаци тӗлӗшпе ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура суда ҫитнӗ. Унтисем строительсене кӑлтӑка виҫӗ уйӑхра пӗтерме хушнӑ.
Иртнӗ эрнере федераци шайӗнчи МИХсенче РФ Президенчӗн Администрацийӗ кӗпӗрнаттӑрсене ылмаштармалли регионсен списокне хатӗрлет текен хыпар сарӑлнӑччӗ. Ун пирки REGNUM информаци агентстви те ҫырнӑччӗ.
Иртнӗ эрнере МИХсене калаҫтарнӑ темӑсене тишкернӗ май REGNUMӑн Чӑваш Енри журналисчӗ спикерсем «типпӗн комментарисем» панине асӑрханӑ.
РФ Патшалӑх Думин хысна енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри ертӳҫи Валентин Шурчанов шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен ертӳҫисем хальхи вӑхӑтри ҫивӗч социаллӑ-экономика ыйтӑвӗсене татса парас вырӑнне «сӗмсӗррӗн администрацилессипе» ытларах ӗҫлеҫҫӗ те «влаҫра нумаях тытӑнса тӑраймӗҫ». Унтан вӑл вӗсем патне виҫӗ кун шӑнкӑравласан та лешсем телефона тытманнине пӗлтернӗ. «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думин экономика политикин ертӳҫи Анатолий Аксаков тата кӗскенрех каланӑ: «Халь ӗҫлекен кӗпӗрнаттӑр пирки е лайӑх калаҫҫӗ, е нимӗн те. Ҫавӑнпа та — нимӗн те», — тенӗ депутат.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |