Лондонти Аслӑ суд Раҫҫей журналистӗнчен Ольга Романоваран Чӑваш Енӗн сенаторӗ пулнӑ Владимир Слуцкер валли 110 пин фунт шыраса илмелле тунине эпир ҫулла пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Сенатор пулнӑ ҫын журналиста вӑл ун пирки суя сӑмах сарнӑ тесе кӳреннӗ иккен.
Суда тавӑҫпа Слуцкер 2012 ҫултах тухнӑ. Журналист шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн мӑшӑрӗ Алексей Козлов улталанӑ тенипе ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе Слуцкер улталаса пуҫарттарнӑ пулать. Слуцкерпа Козлов пӗрле ӗҫленӗ-мӗн.
Лондонри суд Владимир Слуцкера майлӑ пулнӑ, Романова суя сӑмах сарнӑ тесе палӑртнӑ. Журналист суя сӑмаха массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пичетленӗ май ку сӑмаха нумай ҫын илтме пултарнӑ, тавӑҫпа тухакана самай шар кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшланӑ иккен Лондонри суд.
Капла йышӑнупа килӗшмесӗр журналистка апелляци искӗпе тухнӑ. анчах Лондонри аппеляци сучӗ ӑна йышӑнман.
Ӗнер ҫершыв Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттерни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ. Кремль сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта каймашкӑн 1,4 пин журналист аккредитаци илнӗ.
Пресс-конференцие пирӗн республикӑри калем ӑстисем те хутшӑнни пирки асӑннӑ май унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тата «Наци телекуравӗн» журналисчӗсем кайнине хыпарланӑччӗ.
Чӑн та, унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Игорь Герасимов, Наци телекуравӗпе радиокомпанийӗнчен Надежда Яковлева корреспондентпа Андрей Шоклев оператор тата pg21.ru сайт редакторӗ Роман Павлов кайнӑ. Чӑваш Енри журналистсене ыйту партарттарнӑ-ши е ҫук-ши — кӑна хальлӗхе калама пултараймастпӑр.
Паян, 12 сехетре, РФ Президенчӗ Владимир Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерет. Кремль сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта каймашкӑн 1,4 пин журналист аккредитаци илнӗ.
Ку — рекорд. Владимир Путинӑн пӗрремӗш пресс-конференцине, 2001 ҫулта, 500 ытла калем ӑсти килнӗ. 2002–2003 ҫулсенче вара — 700 ытла, 2004 ҫулта — 750 яхӑн, 2007 ҫулта 1132, 2008 ҫулта — 1327, 2013 ҫулта — 1327, 2014 ҫулта — 1259 журналист пулнӑ. Ҫапла пӗлтерет ТАСС.
Президент ирттерекен конференцире тӗрлӗ ыйту пама юрать. Путин ытларах регионти МИХсене килӗштерет-мӗн.
Пресс-конференцие пирӗн республикӑри калем ӑстисем те хутшӑнаҫҫӗ. Унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тата «Наци телекуравӗн» журналисчӗсем кайнӑ.
Пресс-конференци шӑп та лӑп кӑнтӑрла, 12 сехетре, пуҫланать.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑракан «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Хӑнасемпе тӳре-шара Пуканесен театрне пухӑнчӗҫ.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» ӗҫченӗсене тарта вулаканӗсене саламламашкӑн чылай сумлӑ хӑна килчӗ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин информаципе аналитика пайӗн пуҫлӑхӗ Евгения Кудряшова хаҫат редакторне ведомствӑн Хисеп грамотипе чысларӗ. Елена Лукина коррректора тата Алина Изман корреспондента вара министрӑн Тав хутне парса хавхалантарчӗ. Ирина Алексеева корреспондент Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн Тав хутне тивӗҫрӗ. «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Арланов Ирина Кошкина корреспондента Издательство ҫурчӗн Тав хучӗпе чысларӗ.
Историе илес тӗк, «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче «Ҫамрӑк хресчен» ятпа тухма тытӑннӑ. Ун чухне унӑн тиражӗ 1500 экземпляр пулнӑ. Пӗрремӗш редакторӗ — Мӗтри Исаев (Авраль). Унтан хаҫат тӗрлӗ ятпа тухса тӑнӑ: «Ҫамрӑк колхозник», «Ҫамрӑк большевик», «Ҫамрӑк коммунист», «Молодой коммунист».
Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем час-часах тӗрлӗ конкурс ирттеҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Тантӑш» хаҫат «Эпӗ «Тантӑша» юратататӑп» фотоконкурс йӗркеленӗ.
Ҫак конкурса республикӑри тата ун тулашӗнчи ачасем нумайӑн хутшӑнни пикри пӗлтерет пичет кӑларӑмӗ. Конкурсра ҫӗнтерес тесен «Тантӑшпа» сӑн ӳкерӗнсе ӑна мӗнлерех кӑмӑлланине хӑйне евӗр кӑтартса пама тивнӗ. Ҫӗнтерме ӑнтӑлса кашниех мӗн те пулин шухӑшласа кӑларнӑ, чи ӑнӑҫлӑ ӗҫсене редакцие ярса панӑ.
Ҫак фотоконкурса Елчӗк районӗнчи Кушкӑри вӑтам шкулти 9-мӗш класра вӗренекен Татьяна Перепелкина та хутшӑнас тенӗ. Пӗччен мар. Хӑйӗн класс ертӳҫи А.И. Портнова пулӑшса-хавхалантарса пынипе. Тӑрӑшни пикен сая кайман — конкурсра вӑл ҫӗнтернӗ.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ» уява чӗнет. Унта чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗ валли уйрӑм хаҫат пирвайхи хут 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче тухнине аса илтерӗҫ. «Пурӑна киле ячӗ пӗрре мар улшӑннӑ: «Ҫамрӑк колхозник», «Ҫамрӑк большевик», «Ҫамрӑк коммунист», «Молодой коммунист». 1996 ҫултанпа вӑл «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ятпа пичетленет», — ӑнлантараҫҫӗ хаҫатҫӑсем. Ҫапла вара чӑваш ҫамрӑкӗсем валли ятарлӑ хаҫат тухма пуҫланӑранпа 90 ҫул ҫитет пулать.
Ҫак юбилее «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» вулакансемпе пӗрле паллӑ тӑвасшӑн.
Уяв раштавӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче (вӑл Шупашкарти Президент бульварӗнчи 15-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Уява чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем, артистсем хутшӑнӗҫ. Чи лайӑххи — уява тӳлевсӗрех кӗртни. Хаҫат ҫырӑнакансене парне пама, лотерея выляттарма шантараҫҫӗ.
Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра мала тухнӑ. Пӗрремӗш вырӑнах мар пулин те виҫҫӗмӗш йышӑнни те — пысӑк ҫитӗнӳ.
«Нумай енлӗ Раҫҫей» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса 35 регион 750 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем, Хусанти телерадиокомпани пӗлтернӗ евӗр, Раҫҫей пекех тӗрлӗ енлӗ пулнӑ.
Ҫак кунсенче Пӗтӗм ҫӗршыври ҫав конкурс ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ шутне Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат та кӗрейнӗ. Сӑмах май каласан, пӗрремӗш парнене «Пирӗн кил — Тутарстан» журнал тивӗҫнӗ. Федераци конкурсӗн Гран-прийӗ Курска ӑсаннӑ. Унӑн хуҫи — унти «Раҫҫей туризмӗ» информаци порталӗ. Чӑвашла хаҫат та сумлӑ конкурсра палӑрнипе пичет кӑларӑмне вулакансем те, ӑна кун ҫути кӑтартакансем те хӑпартланма тивӗҫ.
Халӗ телеканалсен шучӗ те ҫук. Килӗсерен турилкке вырнаҫтараҫҫӗ, ҫавӑнпа «Перец» телеканал никамшӑн та ҫӗнӗлӗх мар. Нумаях пулмасть CTC Media ҫӗнӗ канал хута ярасси пирки пӗлтернӗ. Вӑл «Перец» канал вырӑнӗнче пулӗ.
Куракансем «Перец» телеканал хупӑнасси пирки пӗлсен ӑна каялла тавӑрмашкӑн нумай ыйтнӑ. Вӑл 2011 ҫулта ДТВ телеканал вырӑнне ӗҫлеме пуҫланӑ. Анчах куракан сахал пулнӑ.
2014 ҫулта «Перец» каналӑн тӗп дерикторӗн тивӗҫӗсене Рубен Оганесян пурнӑҫлама пуҫланӑ. Шӑпах вӑл телеканала ҫӗнӗ концепципе яма палӑртнӑ.
«Перец» кабельлӗ тата спутник сечӗсенче сарӑлнӑ. Ҫӗнӗ канал «Че» ятлӑ пулассине пӗлтереҫҫӗ.
«Хыпар» хаҫат пирки пӗр вӑхӑтра шӑв-шав лӑпланнӑччӗ. Ӑна чылай ҫул редактор пулса ертсе пынӑ Алексей Леонтьев вырӑнне Валери Туркай влаҫа ларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш халӑх сайтӗнче те, «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та тем тӗрлӗ шухӑш та палӑртакан тупӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Сӑвӑра Валери Туркай республика шайӗнчи ҫав пуҫлӑха йӗпленӗччӗ. Каярах пирӗн сайт Валери Туркайпа контракт тӑсманни, тӗп редактор тивӗҫне Михаил Арланов пурнӑҫлани пирки хыпарларӗ.
Халӗ «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра Валери Туркайпа контракт тӑсманнине сӳтсе яваҫҫӗ, республика шайӗнчи чӑвашла хаҫата ертсе пыма кама шанасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Алексей Леонтьев хыҫҫӑн Валери Туркай килсенхиллех хӗрсе кайман-ха тавлашу. Ҫапах та тӑрӑхласа-йӗплесе ҫыракансем те самай.
«Максимов Геннадий пӗрремӗш номерлӗ кандидат! Коллектив Максимова кӑна йышӑнать, ҫакна Иванов министрпа унӑн ҫумӗ Стройкова ӑнланма тивӗҫ», – тесе ҫырать пӗри.
Елчӗк районӗнче вырӑнти район хаҫат парнисемшӗн кире пуканӗ йӑтакансен XVI турнирӗ иртмелле. Унта пӑхаттирсем паян, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Елчӗкри Спорт ҫуртне пухӑнӗҫ.
Атлетсем икӗ енлӗ, кире пуканне 10 минутра нумайрах йӑтас енӗпе ӑмӑртӗҫ.
Турнира хутшӑнакансен виҫине 8 сехетрен палӑртма пуҫланӑ ӗнтӗ. 9 сехет те 30 минутра 2004 ҫулта ҫуралнӑ тата ҫамрӑкрах арҫын ачасемпе хӗрачасем помост ҫине тухӗҫ. Вӗсем 6 килограмлӑ кире пуканне йӑтӗҫ.
Ӑмӑрту 11 сехетре пуҫланӗ. Ун хыҫҫӑн 1998 ҫулта ҫуралнӑ тата ҫамрӑкрах хӗрачасемпе хӗрсем, арҫын ачасемпе яшсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе кӑтартӗҫ.
Командӑсен тупӑшӑвне Чӑваш Республикинчи тата районти шкулсем хушшинче пӗтӗмлетӗҫ.
Хӑйсен виҫисенче ҫӗнтернӗ атлетсене «Елчӗк ен» хаҫата 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулшӑн тӳлевсӗр ҫырӑнса парӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене грамотӑсемпе чыслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |