Раҫҫей радиовӗ «Атӑлпа Урал хушшинче» вырсарни кунсерен ирттерет. Тӗрлӗ регионӑн пӗрлехи проекчӗ радио сайра итлекен ҫыншӑн та кӑсӑклӑн туйӑнать-тӗр. Ӑна 1958 ҫултанпа кӑларса тӑраҫҫӗ. Пирӗн республикӑна 1989 ҫултанпа Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Николай Мулянов ертсе пырать. Радиожурнал тӗрлӗ конкурсра темиҫе хут та ҫӗнтернӗ.
Асӑннӑ радиожурнала йӗркелекенсем кӑҫалхи ӗҫе пӗтӗмлетӗҫ, ҫитес ҫулхи плансене палӑртӗҫ, пӗрлехи проектсене хатӗрлессине сӳтсе явӗҫ. Вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине, Литература ҫулталӑкне халаллӗҫ.
Семинара патшалӑхӑн радиотелевиденин филиалӗсен ертӳҫисем хутшӑнӗҫ. Радиовещание, цифра телекуравне аталантарас ыйтусене те сӳтсе явмалла.
ВВС корреспонденчӗ Марк Страттон Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсене ҫитсе унти вырӑс мар халӑхсем епле пурӑннипе кӑсӑкланнӑ. Кун пирки BBC News сайтӗнче хыпарланӑ.
«Раҫҫей сахалтан та 190 этнос ушкӑнӗ пурӑнакан ҫӗршыв», — тесе ҫырнӑ иккен Страттон. Наци сӗмӗллӗ ыйтӑва Мускав хурласа йышӑннине кура вак халӑхсен Раҫҫейре пурӑнма еплерех иккенне пӗлес тӗллев лартнӑ иккен BBC корреспонденчӗ.
Страттон Раҫҫей республикисенче хӑйсен парламенчӗ пур пулин те республика ертӳҫисене юлашки вӑхӑтра ҫӗршыв пуҫлӑхӗ лартнине палӑртса хӑварнӑ. Ҫапла туни, Страттон шучӗпе, наци ыйтӑвӗсене татса панӑ чух республикӑсене Мускава пӑхӑнтарасшӑннипе ҫыхӑннӑ имӗш.
BBC корреспондентне Чӑваш Енре акӑлчан чӗлхин преподавателӗ Тамара Воробьева ертсе ҫӳренӗ. Вӑл Раҫҫей Чӑваш Ене колоние илменнине, вӑл ӑна чӑваш культурине сыхласа хӑварма пулӑшнине палӑртнӑ. «Раҫҫей йышӗнче эпир телейлӗ, хамӑра хӗснине нихӑҫан та сисмен», — тенӗ Воробьева.
Страттонпа калаҫнӑ хӗрарӑм шучӗпе СССР саланнӑ хыҫҫӑн Чӑваш ен чӗрӗлме тытӑннӑ. Хӑй сӑмахне ҫирӗплетме вӑл чӑваш чӗлхине шкулта вырӑс чӗлхипе тан вӗрентнине, урамра вывескӑсене икӗ чӗлхепе ҫырнине илсе кӑтартнӑ.
Юпа уйӑхӗ пуҫланнӑранпа Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ виҫӗ ҫӗнӗ пичет кӑларӑмӗ регистрациленӗ. Ҫапла майпа «Агрик», «Каталог под ключ» реклама журналӗсем, ачана памалли воспитани ыйтӑвӗсене ҫутатакан «Шпаргалка для родителей» журнал уйӑхсерен тухса тӑрӗҫ.
Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче 188 массӑллӑ информаци хатӗрӗ регистрациленӗ. Вӗсенчен 151-шӗ — пичет кӑларӑмӗ: 104 хаҫат, 41 журнал, 1 бюллетень, 1 альманах, 1 пуху, 1 каталог.
Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре электронлӑ 35 массӑллӑ информаци хатӗрӗ регистрациленнӗ: 2 телекӑларӑм, 3 радиокӑларӑм, 14 телеканал, 14 радиоканал, 1 электронлӑ периодика кӑларӑмӗ, 2 информаци агентстви.
ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене малашне пурнӑҫлакана палӑртнӑ. Вӑл — Валери Туркай.
Конкурса тӑваттӑн хутшӑннӑ: «Хыпар» Издательство ҫурчӗн тӗп директорӗн ҫумӗ Геннадий Максимов, «Самант» директорӗ Петр Михайлов, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин пай пуҫлӑхӗ Александр Кириллов, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ Валери Туркай.
Кандидатсене 13 ҫынран тӑракан комисси хакланӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Валери Туркай ҫӗнтернӗ. Вӑл — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фондне 2008 ҫултанпа ертсе пырать.
Юпан 21-мӗшӗнче ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Любовь Шемарина Элӗк районӗнче пулнӑ, «Пурнӑҫ ҫулӗ» хаҫат редакцине ҫитсе ушкӑна ҫӗнӗ редакторпа паллаштарнӑ.
Паллаштарнӑ тесен йӑнӑш-тӑр. Хаҫатӑн ҫӗнӗ редакторӗ Марина Леонтьева унччен, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа, хаҫатра пай редакторӗнче ӗҫленӗ. Маларах вӑл Элӗкри И.Н.Яковлев ячӗллӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Ҫак ӗҫре вӑл 20 ҫул тӑрӑшнӑ.
Марина Леонтьева шкулта вӗреннӗ чухне «Пионер сасси» («Тантӑш») ача-пӑча хаҫачӗн юнкорӗ пулнӑ. Вӑл халӗ те ача-пӑча кӑларӑмӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлет, Элӗк районӗнче «Ҫамрӑк журналист» пултарулӑх пӗрлешӗвне ертсе пырать. Марина Леонтьева чылай ҫул «Пурнӑҫ ҫулӗ» район хаҫачӗн общество корреспонденчӗ пулнӑ.
Любовь Шемарина хаҫат ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ чухне статьясен пахалӑхне, хаҫат сайтне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
«Ҫул-йӗр радиовӗ» Раҫҫейӗн 600 ытла хулинче янӑрать. Вӑл кунсерен итлекенсене пухас енӗпе чи лайӑх тӑватӑ радиосен йышне кӗрет.
Ку шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, «Ҫул-йӗр радиовӗ» Канашра, Йӗпреҫре, Комсомольски тата Вӑрнар районӗсенче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Радио 103.6 FM хумсем ҫинче янӑрӗ.
Радио уҫӑлнӑ кун тӗрлӗ конкурссем ирттерӗҫ, парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Нумай пулмасть «Наша версия: Марий Эл, Чувашия» хаҫатра (тӗп редактор тивӗҫӗсене А.Б. Белов тӑвать) Николай Фёдоров Шупашкара килсе кайнӑ хыҫҫӑн теннис кортне епле хаклани пирки статья тухнӑ. «Александр Белов» псевдонимпа тухнӑ статьяра пулас корта вырӑнтисем сарӑ-кӑвак тӗссене пула «бандеровски» тесе ят панӑ имӗш. Ҫыракан шухӑшӗпе Раҫҫей тӑрӑхӗн тӗп хулинче унашкал тӗссене (автор «жовто-блакитный» палӑрткӑчпа усӑ курнӑ) суйлани тӗлӗнтерме кӑна пултарать иккен.
Ку статья хӑш-пӗр ҫынсен кӑмалне кайман, Роскомнадзора темиҫе шалӑп ҫырса янӑ — материалта Украина ялавӗнчен тата халӑхӗнчен мӑшкӑланӑ тесе. Анчах федераци тӳри-шарисем унта нимӗнле йӗрке пӑснине те тупайман. Вӗсен шучӗпе Раҫҫей ялавӗ пирки ҫеҫ, вырӑссем пирки кӑна машкӑлласа ҫырма юрамасть пулӗ-ши?
Роскомнадзорӑн йышӑнӑвне хирӗҫлесе тата темиҫе шалӑп ҫырнӑ тет. Вӗсене хальлӗхе татса парайман-ха.
Авӑнӑн 2-мӗшӗнче «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче улшӑнусем пулнӑ. Ҫак кун медиахолдинга Алексей Леонтьев ертсе пыма пӑрахнӑ.
Хальлӗхе Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене Геннадий Максимов пурнӑҫлать. Унччен вӑл редактор ҫумӗ пулнӑ.
ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви ҫак должноҫ валли кандидат тупас тӗллевпе конкурс ирттерме палӑртнӑ. «Хыпар» Издательство ҫуртне малашне кам ертсе пырасси юпа уйӑхӗнче паллӑ пулӗ.
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче «Советская Чувашия» хаҫат эстафети иртнӗ. Кӑҫалхи пресса спорт фестивальне Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева халалланӑ.
Эстафетӑна 300 ытла команда хутшӑннӑ. Унта хисеплӗ хӑнасем — ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Олимп вӑййисен чемпионки Елена Николаева тата ыттисем — пулнӑ.
Ӑмӑрту VIP-чупуран пуҫланнӑ. Унтан старта ятарлӑ шкулсен, ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн вӗренекенӗсем тата сусӑрсен клубӗсен пайташӗсем тухнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ку ушкӑн валли ятарлӑ парне — «Кӑмӑлпа ҫирӗпписем» кубок — хатӗрленӗ. Ӑна Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн вӗренекенӗсем ҫӗнсе илнӗ.
МИХсен хушшинче Вӑрмар район хаҫачӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмеш вырӑнта — элӗксем, виҫҫӗмӗшӗнче — Наци телекуравӗ. Ҫемьесен йышӗнче Наталья Пучков марафонкан ҫемйине ҫитекенни пулман. Аслӑрах ачасемпе старта тухнисен хушшинче РФ спорт мастерӗн Валерий Полетаевӑн ҫемйи ҫентернӗ.
Ҫавӑн пекех ӑмӑртура спорт ветеранӗсем, тӳре-шара старта тухнӑ. 400 метрлӑ эстафетӑра ЧР Ял хуҫалӑх министерстви, ЧР ШӖМӗ, Элӗк район администрацийӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Паян, Журналистсен пӗршухӑшлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, Чӑваш Енти журналистсем хӑйсен пӗтӗҫӳлӗхне фитнес-зарядкӑра кӑтартассине эпир хыпарланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, спорт акцине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗ пулӑшнипе йӗркелерӗ. Чӑваш парламенчӗн хаҫачӗшӗн кун пек мероприятисем ҫӗнӗлӗх мар-ха: унта ӗҫлекенсем ҫӗннине шухӑшласа кӑларсах тӑраҫҫӗ. Ирхи хусканӑва Шупашкарти Журналистсен скверне тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче, теле- тата радиоэфирта ӗҫлекенсем самайӑн пухӑнчӗҫ.
Программӑна «Джус» фитнес-клубӑн инструкторӗ Татьяна Чурилова ертсе пычӗ. Журналистсемпе пӗрле хускану тума ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, тӗнче тата Европа Алина Иванова хутшӑнчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |