Чӑваш Енре суйлав епле иртнине пӑхса тӑма Мускавран офицерсен десанчӗ килсе ҫитнӗ. Ку хыпара «Правда ПФО» хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
Суйлав саккунӗсене пӑсни пирки шалти ӗҫсен органӗсене ҫӑхавласси Чӑваш Енре ытла та йышлӑ-мӗн. Ҫавна курах Мускаврисем кунтисем хӑйсен вӑйӗпе йӗрке туса ҫитереймеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ-ши — ҫӗршывӑн тӗп хулинченех йӗрке хуралҫисене ярса панӑ.
«Наблюдатель» (чӑв. Сӑнавҫӑ) юхӑм йӗркеленӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви нихӑш партинне те, сӑвӑн пекех уйрӑм ҫыннӑнне те правине пӑсма парас маррине ӗнентернӗ.
РФ Шалти ӗҫсен министерствин пайташӗсене регионсене ярса пани пирки каласан, кун пек чыса (те кавычкӑра каласан тӗрӗсрех пулатчӗ ӗнтӗ) ҫӗршывӑн ултӑ регионне кӑна ӑсатнӑ-мӗн.
Ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ вӑхӑтӗнче РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Чӑваш ГТРК журналисчӗн ыйтӑвне тӗлӗнсерех йышӑннӑ. Хӑйне евӗр ӑнланманлӑх пирки Александр Белов Фейсбукри хайӗн страницинче пӗлтернӗ.
Съезда хутшӑннӑ Ольга Васильева, пуян опытлӑ журналист асӑрханӑ тӑрӑх, йӑл кулманнипе асра юлӗ.
Прессӑпа калаҫнӑ чухне министр шӑртланчӑк пек курӑннӑ. «Айӑпсӑр кӑна ыйту панӑ ГТРКри Надя Андреевана ним ҫукран лекрӗ», — тесе ҫырнӑ Александр Белов. Тележурналист хай ыйтӑвне ҫапларах ҫавӑрттарса хунӑ: «Вӗренӳ министерстви ют ҫӗршыв студенчӗсене вырӑс чӗлхине епле пӗлнине экзамен тыттарса тӗрӗслеттерес пуҫарупа тухнӑ текен хыпар пур. Кун пирки тӗплӗнрех пӗлме май ҫук-ши?» Министр ыйтӑва тепӗр хутчен калама ыйтнӑ май ют ҫӗршыв студенчӗсене вырӑс чӗлхипе экзамен тытнинче ним ҫӗнни те ҫуккине кӗскен кӑна палӑртса хӑварнӑ.
Ҫу пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ене «Раҫҫей-Культура» телеканал валли Питӗрти телекуравҫӑсем «Письма из провинции» ярӑмри кӑларӑм валли ӳкерме килнӗ.
Провинцире пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫӗпе паллаштаракан документлӑ тата публицистикӑлла фильмӗсенче хӑйсен йӑли-йӗркине, чӗлхине тытса пыракансемпе паллаштараҫҫӗ.
Кӑларӑма хатӗрлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, передачӑсенчи сӑнарсем — хӑйсен тӑрӑхне чӑннипех юратакан ҫынсем.
Паян 13 сехет те 10 минутра пирӗн тӑрӑхра ӳкернисене кӑтартнӑ. Кӑларӑм хӑнисен шутӗнче Георгий Фомиряков художник-этнофутурист, Василий (Паскье) игумен, авалхи йӑласене упракан Радомир (Александр Попов), Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинчи шкул 1961 ҫулта ҫуннине хай куҫпе курнӑ Аркадий Гаврилов, хӑйӑр анимацийӗн художникӗ Вероника Кузьмина пулнӑ.
Ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Павел Астахова паян ӗҫрен хӑтарнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
РБК-бизнес-канал Астахов вырӑнне Ҫемьесене хӳтӗлекен организацисен ассоциацийӗн ертӳҫине, «Волонтеры в помощь детям-сиротам» (чӑв. Тӑлӑх ачасене пулӑшакан волонтерсем) ыр кӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫине Елена Ольшанскаяна е «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн» Пензӑри ӗҫтӑвкомӗ ертӳҫине Анна Кузнецована лартма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланине те эпир асӑнса хӑварнӑччӗ. РБК Анна Кузнецована суйлас шанӑҫ пысӑкрах тесе палӑртнӑччӗ.
Ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлеме, чӑн та, Анна Кузнецована шаннӑ. Указа РФ Президенчӗ паян алӑ пуснӑ.
Паян ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Павел Астахова ӗҫрен хӑтарнӑ.
Раҫҫейри паллӑ юриста уполномоченнӑй должноҫӗсӗр хӑварасси ҫинчен малтанах калаҫма тытӑнчӗҫ. Тем тӗрлӗ сӑлтавран пӗри унӑн асӑрханусӑр перкелесе янипе ҫыхӑнтаракансем те, ачасен правине хӳтӗлессипе нимех те туман, ачасен правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен уполномоченнӑйсем регионсенче те вайлах мар текенсем те тупӑнчӗҫ.
Хайне ӗҫрен хӑтарма ыйтса Павел Астахов ҫу пуҫламӑшӗнчех ҫырнӑ-мӗн, анчах ӑна вӑл 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвиччен должноҫрех хӑварас тенӗ имӗш. Ӑна пӗр вӑхӑтлӑха отпуска янӑ.
Астахов вырӑнне Ҫемьесене хӳтӗлекен организацисен ассоциацийӗн ертӳҫине, «Волонтеры в помощь детям-сиротам» (чӑв. Тӑлӑх ачасене пулӑшакан волонтерсем) ыр кӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫине Елена Ольшанскаяна е «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн» Пензӑри ӗҫтӑвкомӗ ертӳҫине Анна Кузнецована лартма пултараҫҫӗ теҫҫӗ. РБК бизнес-канал шухӑшланӑ тӑрӑх, юлашкинчен асӑннин шанӑҫӗ ытларах.
Ҫак кунсенче Патӑрьел районӗнче «Авангард» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. «Паттӑр» стадиона спорта юратакансем пухӑннӑ.
Ӑмӑртӑва 600 ытла ҫын хутшӑннӑ. Тупӑшӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май вырӑнти «Олимп» командӑна чысланӑ. Вӑл Чӑваш Енре хоккей енӗпе чемпион пулса тӑнӑ. Команда лигӑра 14 вӑйӑ вылянӑ.
Чемпионсем ӑмӑртӑва та хастар хутшӑннӑ. Ун чухне 11 номнацире тупӑшнӑ. Ача пахчисен хушшинче Пӑлапуҫ Пашьелти ҫӗнтернӗ. Республикӑри эстафетӑна каймашкӑн вара Ишлӗ тата Аслӑ Арапуҫ командисем тивӗҫнӗ.
Тӗп редактор Нина Мазякова ку ӑмӑрту хаҫата рекламӑлани кӑна мар, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма хӑнӑхтарни те пулнине палӑртнӑ. Кӗҫех «Советская Чувашия» хаҫат эстафета ирттерет. Ку ӑмӑрту вара патӑрьелсемшӗн тӗп репетици пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутата суйланасшӑннисем валли «Россия-24» телеканалӑн вырӑнти эфирӗнче уйӑрнӑ телетавлашу вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов унта хӑйӗн экшн-камерипе пынӑ. Унпа вӑл телетавлашӑва ӳкерсе тата ҫырса илесшӗн пулнӑ. Кандидатсен тупӑшӑвне кӑнтӑрлахи эфирта кӑтартнине пула ҫынсем кураймасӑр юлаҫҫӗ, кайран ӑна тӗнче тетелӗнче сарас тенӗ.
Анчах телеканал ӗҫченӗ камерӑпа ӳкерме ирӗк паман. Куншӑн тарӑхнипе кандидат телетавлашуран пӑрахса кайнӑ. Унччен вара вӑл хай калас тенине каласа ӗлкӗрнӗ.
Кандидат ӑнлантарнӑ тӑрӑх, камера телекуравра ӗҫлекенсен автор правине пӑсать тесе ӗнентернӗ. Наци телекуравӗ вара маларах Константин Степанова камера сиенлӗ темӗнле хумсем кӑларать тенӗ имӗш.
Какай этем рационӗнче уйӑхра миҫе хутчен пулма пултарать? Ытлашши ҫимеҫҫӗ-и ӑна? Тен, чакармалла виҫене? Ҫак ыйтӑва нумаях пулмасть иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ. Ку калаҫӑвӗ этеме пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене сӳтсе явнӑ чух сиксе тухнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталшӑн ӑна (пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене) 8434 тенкӗ йышӑнса хӑварнӑ.
Сакӑр пин ҫурӑран пӗчӗкрех укҫапа саркалансах пурӑнаймӑн та, анчах сахал тупӑшлисене палӑртнӑ, ӑна май социаллӑ тӳлев уйӑрнӑ чух шӑпах ҫав укҫана тӗпе хураҫҫӗ. Пирӗн республикӑри ҫак виҫе кӳршӗллӗ хӑш-пӗр регионтинчен пысӑкрах. Мӗншӗн аплине сӳтсе явнӑ чух Чӑваш Енре 2013 ҫулта потребитель карҫинккине какай ытларах кӗртсе хӑварнине аса илнӗ. Аш йӳнӗ мар та, пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе те пысӑк. Ҫавна кура тӳре-шара какай виҫине чакарас сӗнӳ патне ҫитсе тухнӑ.
Паян Етӗрне хулинче депутатсен черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Вырӑнти телекурав операторӗ Николай Федоров редактор хушнипе ларӑва сюжет ӳкерме кайнӑ. Анчах ӑна унтан кӑларса янӑ.
Николай вырӑна ҫитсен камерӑна вырнаҫтарнӑ, ӳкерме хатӗрленнӗ. Унччен те пулман — Етӗрне район пуҫлӑхӗ Владимир Иванов пухӑннисене сасӑлама ыйтнӑ: вӗсем ларӑва журналистсемсӗр ирттерме хирӗҫ-и е ҫук-и? Чылайӑшӗн журналиста кӑларса ярассишӗн сасӑланӑ.
Николай Федоров оператор нимӗн те ӑнланмасӑр тухса кайнӑ. Вӑл уҫӑ ларӑва килнӗ-ҫке-ха. Саккунпа килӗшӳллӗн, журналист мероприятисене килсе информаци илме пултарать.
Чӑваш Енӗн профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш телекуравӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялне Валентина Тарават ҫыравҫӑна 70 ҫулхипе чыслама кайса килнине эпир пӗлтернӗччӗ.
РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе ҫыхӑннӑ халӗ тата тепӗр ырӑ хыпар. Ун пирки Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫат пӗлтерет.
«Тӗлӗнмелле хыпар ҫитрӗ редакцине. Августӑн 23-мӗшӗнче Аслӑ Нагаткинра юбилейне паллӑ тӑвакан Валентина Тарават патне хӑнана Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Морозов тата облаҫри саккун кӑларакан Пухӑвӑн председателӗ Анатолий Бакаев килсе чечек ҫыххисем панӑ. Анатолий Бакаев юбиляра саламланӑ май ӑна ылтӑн сехет парнеленӗ. Пирӗн республикӑри чӑваш ҫыравҫисенчен хӑшӗ ҫакӑн пек хисепе тивӗҫӗ-ши?» — тесе ҫырнӑ статьяра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |