Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Кристина Майнинана тутарсен октрыткисем килӗшнӗ. Вӑл кӑна та мар.
Иртнӗ эрнере министр Тутарстанра пулнӑ. Унти «Литература кафинче» Тутар кӗнеке издательствин ҫӗнӗ кӑларӑмӗсемпе паллашма тата вӗсене туянма пулать. Унта тутар чӗлхипе кӑларнӑ открыткӑсем те пур. «Питӗ лайӑх шухӑш. Шута илӗпӗр», — тенӗ министр.
«ТАТМЕДИА» медиахолдингра пулнӑ май унта чӑвашла тухса тӑракан хаҫатсемпе те паллашма май килнӗ. Тутарстан Республикинчи «Сувар» чӑвашла хаҫат, Аксу районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ», Нурлат районӗнчи «Дуслык», Пӑва районӗнчи «Ялав», Ҫӗпрел районӗнчи «Тӑван ен» хаҫатсенче ӗҫлекенсем хӑйсем кулленхи тӑрӑшӑвӗпе паллаштарнӑ. Унти журналистсем Чӑваш Енри ӗҫтешӗсенчен чӑваш литература чӗлхине тарӑнрах вӗренесшӗн.
«МК в Чебоксарах» (чӑв. МК Шупашкарта) редакцийӗ статья пичетлесе кӑларнӑ, унта массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе тивӗҫсӗр ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ. Статья авторӗ Михаил Тихонов, кӑларӑмӑн тӗп редакторӗ шутланаканскер, чиновниксем тата патшалӑх ведомствисен ӗҫченӗсем Раҫҫей Федерацийӗн «МИХ пирки» саккуна ытлашшиех пурнӑҫламанни пирки каласа парать. Ярса панӑ ыйтусен хуравӗсене кӑларӑм министерствӑн хӑш-пӗр чиновникӗсенчен кӑна мар, ШӖМпе Чӑваш Ен Прокуратуринчен те кӗтсе илеймен.
Автор ҫырнӑ тӑрӑх, редакци ҫӗкленӗ проблемӑсем тӗрлӗ структура енчен хуравсӑр юлаҫҫӗ. Анчах та саккун тӑрӑх редакци ыйтӑвӗсене ҫичӗ кун хушшинче хуравламалла. Вӑл е ку ведомство ӗлкӗреймест пулсан, ытларах вӑхӑт ыйтса редакцине виҫӗ кун хушшинче пӗлтермелле. Кун ҫинчен «МИХ ҫинчен» саккунӑн 40№ статйинче каланӑ.
Уйрӑмах Михаил Тихонов чиновниксен тӑван чӗлхе ыйтӑвӗсем ҫине хуравлас килменнине палӑртать. «Будем ли мы знать родной язык?» (чӑв. «Эпир тӑван чӗлхене пӗлӗпӗр-ши?») статья тӗлӗшпе редакцине Чӑваш Республикин культура министерствинче те, Инфорполитика министерствинче те хуравламан.
«НТВ» телеканалпа эрнекунсерен кӑтартакан «Жди меня» телекӑларӑмра Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Телепередача эфира нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тухнӑ.
Ольга Мелиоранская амӑшне юлашки хут хӑй тӑваттӑра чухне курнӑ. Ольга Мускавра ҫуралнӑ. Хӗрача 4 ҫулта чухне унӑн ашшӗ тӑванӗсем патне Чӑваш Ене килнӗ чухне ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Амӑшӗ хуйха пула хӗрне Чӑваш Енри тӑванӗсем патне килсе янӑ, таврӑнма шантарса тухса кайнӑ. Ольга шухӑшланӑ тӑрӑх, амӑшӗ эрех ӗҫнӗрен именнипе килмен. Хӗрарӑм ӑна ҫуралнӑ кунсенче саламланӑ, открыткӑсем ҫырса янӑ.
Пӗчӗк хӗрне пӑрахса хӑварнӑ амӑшне хальлӗхе тупайман.
Кӑҫалхи кӗркунне суйлав иртӗ. Ун пирки тӗрлӗ шайра халех калаҫма пуҫланӑ. Кашни суйлав участокӗнчех видеокамерӑсем пулӗҫ. Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков кун пирки Халӑх сӑнавӗн штабӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче шантарнӑ.
Уйрӑмах пысӑк 349 участокра профессионал видеотытӑмсем ӗҫлӗҫ.
Суйлав епле пынине Пӗрлехи информаци центрӗнче те, суйлав участокӗсене тухса ҫӳресе те сӑнаса тӑрӗҫ.
Халӗ сӑнавҫӑ пулас ӗмӗтлисене вӗрентсе кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Халӑх сӑнавӗн штабне Александр Белов журналист ертсе пырӗ.
Аякри Эстонире пурӑнакан хастар чӑвашсем тӑван чӗлхемӗре хисеплеҫҫӗ. Ҫавна палӑртакан пулӑмсенчен пӗри вӑл — «Радио 4» эфирӗнче «Ӑраскал» радиокӑларӑм тӑтӑшах янӑрани. Хальхинче ӑна ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, эстони вӑхӑчӗпе 19 сехет те 35 минутра итлеме май килнӗ.
Кӑларӑма ертсе пыракан Ираида Захарова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, черетлӗ кӑларӑма инҫетре пурӑнакан ентешсене халалланӑ. «Тӗрӗссипе каласан, ӑҫта кана чӑваш пурӑнмасть–ши?! Эпир тӗнчипех сапаланса кайнӑ, анчах та ку сӑлтав пире хамӑр культурӑпа кӑсӑкланма, йӑла – йӗркене йӗрлеме, чӗлхене упрама пӗрре те чӑрманатакан сӑлтав пулса тӑмалла мар–ҫке… Хамӑрӑн ентешсемпе мухтанмалӑх пур…», — тет Эстонири хастар йӑхташӑмӑр Ираида Захарова.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Пӗрремш каналпа кӑтартакан «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) кӑларӑмра Шупашкар ҫыннисене кӑтартмалла.
Телекӑларӑм валли Шупашкарти 2-мӗш ТЭЦра ӗҫлекенсене ӳкерсе илнӗ. Вӗсем «Ытлашшине чакар» онлайн-проекта хутшӑнаҫҫӗ. Проекта Республикӑн халӑх сывлӑхӗн тата медицина профилактикин центрӗ «Ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетесси» корпоратив программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫлать. Асӑннӑ проекта ҫавӑн пекех Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ тата Шупашкарти троллейбус управленийӗ хутшӑнать.
Предприяти ӗҫченӗсем валли Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗсем онлайн чат йӗркеленӗ.
Предприятисем хӑйсен ӗҫченӗсем валли усӑллӑ меню хатӗрленипе пӗрлех вӗрентӳ вебинарӗсем, спорт турнирӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра Чӑваш Енри ҫынсем пулчӗҫ.
Мурманск облаҫӗнчи Анастасия Ильина ачисене интернат-ҫуртра лайӑхрах пулать тесе шухӑшлать. 35 ҫулти хӗрарӑм — урапапа ҫӳрекен сусӑр. Вӑл чӑваш арҫыннипе, Алексей Ильинпа, икӗ ача ҫуратнӑ. Вӗсенчен пӗри — сусӑр. Халӗ ачасем ашшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Хӗрарӑм шухӑшланӑ тӑрӑх, Алексей ачасене йӗркеллӗ пӑхмасть.
Кӑларӑмра арҫыннӑн тата тепӗр пилӗк ача пурри палӑрчӗ. Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ ачине тата ачисен амӑшне ӗҫлеме каятӑп тесе ҫичӗ юта тухса кайнӑ имӗш. Ачисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ашшӗ вӗсем ҫине те пӗрре кӑна мар алӑ ҫӗкленӗ. Унсӑр пуҫне Алексейӑн тата тепӗр ывӑл пур. Вӑл ашшӗне астумасть те.
Чӑваш журналистики пуҫланса кайнӑранпа кӑҫал 115 ҫул ҫитрӗ. ҫак дата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ «Хыпар» пуҫласа пичетленнипе ҫыхӑннӑ. Вӑл паян, 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Хусанта кун ҫути курнӑ.
2021 ҫулта сакӑр пичет кӑларӑмӗ 90 ҫулхи юбилейне уявлӗ: «Тантӑш» ача-пӑча хаҫачӗ, «Тӑван Атӑл» журнал, Патӑрьел районӗнчи «Авангард», Канаш районӗнчи «Канаш», Куславкка районӗнчи «Ялав», Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав», Парачкав районӗнчи «Порецкие вести», Комсомольски районӗнчи «Каҫал ен» хаҫатсем. «Хресчен сасси» 30 ҫулхине уявлӗ.
Радио калаҫма тытӑннӑранпа кӑҫал 95 ҫул ҫитет, Чӑваш Енри телекурава йӗркеленӗренпе — 60 ҫул.
Пирӗн республикӑри журналистсене хисеплӗ ят парас шанчӑк пур. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗсемпе тӗл пулсан паллӑ пулнӑ.
Чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ тухма пуҫланӑранпа 115 ҫул ҫывхарнине халалланӑ тӗл пулура республика ертӳҫи журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Вера Иванова журналист: «Журналистсем такамшӑн та тӑрӑшаҫҫӗ. Халӗ хускатнӑ ыйтусем те ҫынсемшӗн тӑрӑшнипех ҫыхӑннӑ. Анчах вӗсем хӑйсемшӗн пачах та ыйтмаҫҫӗ тесен те юрать. «Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хисеплӗ ӗҫченӗ», «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» хисеплӗ ятсем туса хума май ҫук-ши?», — тесе ыйтнине Олег Алексеевич «Лайӑх сӗнӳ», — тесе йышӑннӑ, яваплисемпе сӳтсе явма пулнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енри Журналистсен союзӗнче харӑсах виҫӗ комисси тата правлени ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑри журналистсен Ҫемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗсене палӑртнӑ.
Ҫемен Элкер премине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн журналисчӗ Владислав Николаев тивӗҫнӗ, Леонид Ильинӑнне – «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ, культура тата спорт пайӗн корреспонденчӗ Андрей Михайлов тата Канаш районӗнчи «Канаш Ен» хаҫатӑн кӑларӑмшӑн яваплӑ редакторӗ Артемий Мясников, Николай Никольскийӗнне – «Хыпар» Издательство ҫурчӗн фотожурналисчӗ Сергей Журавлев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |