Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгений Никонов вилнӗ. Хурлӑхлӑ хыпара республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер Инстаграмра ҫырнӑ.
Евгений Никонов 73 ҫула ярса пуснӑ. Олег Николаев унӑн тӑванӗсемпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ.
«Эпӗ хам ӑна палланӑ, унпа тӗрлӗ темӑпа кӑмӑлтан калаҫнӑ.
Шухӑшне итлекен, ӗҫӗсене хӗрӳ сӳтсе явакан журналистсен шутӗнче пулнӑ Евгений Николаевич. Арменире ҫӗр чӗтреннине ҫутатнӑ, хӗрӳ вырӑнсенче ӗҫленӗ, Воркутари шахтерсен забастовки пирки ҫырнӑ. Евгений Николаевич чылай ҫул Патшалӑх телерадиовӗн Чӑваш Енри корреспонденчӗ пулнӑ. Чӑваш Ен ҫутҫанталӑкӗпе культурипе ҫинчен теҫетке ҫурӑ документлӑ фильм ӳкернӗ», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче «7х7» кӑларӑма Роскомнадзор ыйтнипе Николай Удоратин блогер пичетленӗ виҫӗ материалшӑн 20 пин тенкӗлӗх штарфланӑ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Пӑлӑртмалла: авторӑн тексчӗсем вырӑсла та, коми чӗлхипе те пулнӑ — акӑлчанла икӗ спецпроекта куҫарнӑ.
Сыктывкарти хула сучӗ штрафа пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, МИХсен продукцие сармалли йӗркене пӑсни пирки ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Сӑмах май, кӑларӑм регистрациленнӗ чухне вырӑсла пулнине палӑртнӑ.
Андрей Никулин юрист палӑртнӑ тӑрӑх, коми чӗлхипе пичетленнӗ публикацисем саккун хӳтӗлекен общество хутшӑнӑвӗсене нимӗнле сиен те кӳмен.
Ҫак кунсенче чылай МИХ каллех Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева аса илчӗ. Ӗнер федераци шайӗнчи кӑларӑмсем Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчӗ тӗлӗшпе РФ Аслӑ судне тавӑҫпа ҫитнӗ текен хыпар сарӑлчӗ. Чӑн та, ун пек тавӑҫ илнине суд сайтӗнче хыпарланине хамӑр куҫпах асӑрхарӑмӑр. Михаил Игнатьев ҫӗршыв ӗртӳҫи ӑна вӑхӑт вӗҫлениччен ӗҫрен кӑларса тӗрӗс мар тунӑ тесе шухӑшлать-мӗн.
Владимир Путинӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков паян журналистсене ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тавӑҫ пуррине Кремль МИХсем хыпарланинчен пӗлнине ӗнентернӗ.
Паянах тепӗр хыпар та сарӑлнӑ. Михаил Игнатьева ӳпке икӗ енӗпе шыҫнипе Питӗрти пульницӑсенчен пӗрне вырттарнӑ. Михаил Васильевич хӑйне йывӑр туять тесе хыпарланӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн тӑватӑ ҫула пынӑ хаяр вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 75 ҫул ҫитрӗ. Унта хутшӑннисенчен хӑшӗсем вӑрҫӑ хирӗнчех «тӑкӑнса» юлнӑ, хӑшӗсем кайран, киле таврӑнсан вилнӗ. Вӑрҫа хутшӑннисен тата тыл ӗҫченӗсен йышӗ ҫулран ҫул чаксах пырать. Эпир, паянхи ӑру вӗсене асра тытма тивӗҫ. Ҫавна тӗпе хурса «Советская Чувашия» хаҫат «Этот день мы приближали, как могли» (чӑв. Ҫак куна эпир май килнӗ таран ҫывхартнӑ) викторина ирттерет.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн авторӗ тата йӗркелӳҫи — журналист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе чыслама шантарнӑ. Ыйтусене «Советская Чувашия» хаҫатӑн сайтӗнче тупма пулать. Хуравсене ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен sv-press@mail.ru электрон адреспа е «428013, Шупашкар хули, Калинин урамӗ, 66-мӗш ҫурт, 326-мӗш офис» адреспа ярса памалла.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пысӑк пресс-конференци ирттернӗ. Ӑна вӑл республика ертӳҫинче ӗҫлеме пуҫланӑранпа 100 кун ҫитнине халалланӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтепер Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Пресс-конференци видео-конференц-ҫыхӑну мелӗпе иртнӗ.
40-е яхӑн МИХ кашни редакцирен пӗрер ыйту панӑ, хӑшӗсем икшер те. Пресс-конференци пӗр сехет ҫурӑ ытларах тӑсӑлнӑ.
«Пресс-конференцире «пӑта» пулмарӗ, — тенӗ ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службине «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатӑн тӗп редакторӗ Александр Белов. — Ҫивӗч калани кирлӗччӗ. «Вырӑнсенчи» ыйтусем кӑмӑлсӑрлантараҫҫӗ. Вӗсене халӑхпа тӳрӗ лини ирттернӗ чух валли хӑвармаллаччӗ».
Тимӗр Акташ журналиста Олег Николаевӑн «Интерфакс» информагентствӑпа маларах ирттернӗ калаҫӑвӗ килӗшнӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, унта кӑсӑклӑрах ыйтусемпе хуравсем пулнӑ.
Шупашкар хулинчи Евгения Волкова Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай женимся» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл ӳкерӗннӗ передачӑна «Пострадавшая художница» ят панӑ. Кӑларӑма ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче эфира кӑларнӑ.
Телепередачӑн анонсӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, 31 ҫулти Евгения хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йывӑр тапхӑрта пулӑшма килӗшекен арҫын тупӑнасса шанать.
Вӑл хӑй — художник-декоратор. Мускаври савутсенчен пӗринче упаковщик пулса ӗҫлет. Пӗр вӑхӑт вӑл усал арҫынпа нушаланса пурӑнни, лешӗ ӑна хваттере хупса лартса кӑларманни, хӗнени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл халӗ ют ҫын кредичӗсене тӳлесе пурӑннине пӗлтернӗ. Мӑшӑр пулма шыракан ҫын хӑйне хӳтӗлеме пултаракан шанчӑклӑ ҫын пултӑр тесе ӗмӗтленет иккен Шупашкар хӗрарӑмӗ.
«Чӑвашла радио итлес терӗм, чӑвашла вӗренмешкӗн. Сайта уҫрӑм та итлеме пуҫларӑм, вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ытти канала куҫрӑм, вырӑсла юрӑ янрать... Ман шутпа, чӑваш чӗлхине упрас тесен, чӑвашла радиора кунӗпех чӑвашла кӑна янрамалла», – тесе чӑвашла ҫыпӑҫуллӑ ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Yuto Hishiyama.
Яндекс.Тӑлмачпа куҫарнӑ пулӗ тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Вӑл каччӑ тахҫантанпах чӑваш чӗлхине тата тутар чӗлхине вӗренет. Сӑмах май каласан, вӑл «#эпӗчӑвашлакалаҫатӑп» хэштегпа чӑвашла сӑвӑ вуланине те хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш чӗлхи манӑн тӑван чӗлхе мар пулсан та, вӑл мана вӑй парать. Юратса вӗренетӗп. Ӗмӗрлӗхе упранса юлтӑр!», – тесе ҫырнӑ ҫамрӑк.
2018 ҫулта вӗренӳ ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне (халӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан) Олег Николаева ӳпкелесе калаҫнине илтме тӳр килчӗ. Саккуна хатӗрлекенӗсенчен пӗри пулнӑ май сӑмах тиврӗ ӑна.
«Интерфакс» информаци агентстви республика ертӳҫинчен ӗнер интервью илнӗ. Тӗрлӗ темӑна хускатнӑ май маларах каланӑ ҫав саккуна та аса илтернӗ.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, саккуна тӗплӗн вуламаннисем ҫеҫ ӳпкелеме пултараҫҫӗ. Ача хӑй вӗренекен тӑван чӗлхене ирӗклӗн суйлама май туса парас тенине палӑртнӑ Олег Николаев.
«Эпӗ – чӑваш, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлетӗп, ӑна упраса хӑварассишӗн тата хӳтӗлессишӗн йӑлтах тӑватӑп», – ҫирӗплетнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Интерфакс» информаци агенствине интервью панӑ. Калаҫӑва Олег Николаев республика ертӳҫи пулса тӑрӑшма пуҫланӑранпа ҫӗр кун ҫитнине халалланӑ.
Олег Николаев нумаях пулмасть йӗркеленнӗ команда пирки, чӑваш чӗлхине, культурине упраса хӑварассипе туса ирттерекен ӗҫсем ҫинчен тата Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине епле ирттерес шухӑшли ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрупа та палаштарнӑ.
Журналистпа республика ертӳҫин калаҫӑвне видеоҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ.
Александр Белов журналист Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев ҫинчен кӗнеке кӑларнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. «Мочить» и гнать его» ят панӑскер Питӗр хулинчи издательствӑра пичетленнӗ. Ӗнер журналист кӗнекен малтанхи 20 экземплярне (ытти хальлӗхе килсе ҫитеймен) аукционта сутассине, укҫана кӑшӑлвируспа кӗрешмелли фонда уйӑрассине пӗлтернӗ. Каярах вӑл кӑларӑма кам тата мӗн хакпа туянма ӗлкӗрнине хыпарланӑ.
Ирпе ирех Николай Выйкин шӑнкӑравланӑ, унтан Мускаври аслӑ шкулӑн преподавателӗ Андрей Федоров персе ҫитнӗ. Игорь Михайлов юрист ӗҫтешӗ валли те илнӗ. Дарья Комарова журналист пӗр экземпляршӑн 1000 тенкӗ кӑларса хунӑ. Ҫапла вара 13 ҫын туяннӑ, 4100 тенкӗ пуҫтарӑннӑ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторне Сергей Мясникова Александр Белов Пичет кунӗнче Михаил Игнатьев сӑмахӗсене Фейсбукра трансляциленӗшӗн тав тунӑ. Журналистсене ислетме сӗннӗ сӑмаха Александр Белов шӑпах ҫавӑнтан касса илнӗ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |