«Раҫҫейри ялти чи лайӑх шкул — 2015» федераци конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Савӑнмалли хыпар килнӗ Чӑваш Ене. Патӑрьелти 1-мӗш шкул унта ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Раҫҫейри вӗренӳ аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн панӑ диплома, медале шкул директорӗ Наталия Борисовна Андреева илсе килнӗ. Шкулӑн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденине 1934 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫнӑ. 2005 ҫултанпа ачасем ҫӗнӗ ҫуртра вӗренеҫҫӗ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкулта 33 класс, унта 19 ялти тата Патӑрьелти 922 ача ӑс пухать. Унта квалификациллӗ кадрсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче психолог та, социаллӑ педагог та пур. Вӗрентекенсен 95 проценчӗ аслӑ пӗлӳллӗ.
Ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче кӑҫал мӗне харпӑрлӑха куҫарассине тепӗр хут пӑхса тухнӑ. Унчченхи апла йышӑнӑва пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ.
Халӗ кӑҫалхи Приватизаци программине тепӗр объект кӗртес тенӗ. Вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ гидротехника сооруженийӗ. Ҫав вӑхӑтрах программӑран кӑларса пӑрахма шут тытнӑ объектсем те пур. Сӑмахран, «Батыревский» плодопитомник» акционерсен уҫӑ обществин акцине маларах 100 проценчӗпех сутма шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӑна тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫакна республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви Раҫҫее ют ҫӗршыв таварне кӳрсе илессине чакарнипе тата ют ҫӗршыври тавар вырӑнне хамӑр патра кӑларассине сарас енпе ҫине тӑнипе сӑлтавлать.
Иртнӗ эрнекун вӗренӳ институтӗнче черетлӗ хут «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн республика тапхӑрӗ иртрӗ. «Наци фестивальне хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать, район тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ 50 ача икӗ номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ», — тесе пӗлтерет вӗренӳ институчӗн сайчӗ.
Чи малтанах «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурса хутшӑнакансен пилӗк станци витӗр тухма тиврӗ. Унта вӗсем чӑваш культурине тата чӗлхине мӗн шайра пӗлнине кӑтартрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасен пултарулӑх тупӑшӑвӗ, юрӑ юрлани, ташӑ ташлани, харпӑр хӑй сӑввисене вулани пулчӗ.
Жюри палӑртнӑ тӑрӑх «Туслӑх хӗлхемӗнче» ҫак ачасем мала тухрӗҫ:
Чӑваш шкулӗн программипе ӗҫлекен шкулсем:
• 1-мӗш вырӑн — Элӗк районӗн Янтапа вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Никандрова Елена Вадимовна
• 2-мӗш вырӑн — Канаш районӗн Чакаҫ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Павлова Юлия Александровна тата Вӑрнар районӗн Туҫиҫырма шкулӗн вӗренекенӗ Филиппова Снежана Витальевна
• 3-мӗш вырӑн — Вӑрмар районӗн Кавал шкулӗн вӗренекенӗ Авакова Анастасия Алексеевна тата Тӑвай районӗн Тӑрмӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Андреева Н.А.
Вырӑс программипе ӗҫлекен шкулсем
• 1-мӗш вырӑн — И.
Ыран, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ЧР Наци вулавӑшӗнче халӑх ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш сӑмахӗн ӳнерҫи» литература каҫӗ иртет.
Илпек Микулайӗ — чӑваш литературин классикӗ, прозаик, публицист, куҫаруҫӑ. Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ, Патӑрьелти педагогика техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Илпек Микулайӗ тӗрлӗ ҫулсенче шкулта, радиофикаци тата радиовещани тытӑмӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствинче, ЧР ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗнче вӑй хунӑ.
Вӑл 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Чӑваш литературине аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн Илпек Микулайне Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫин ятне панӑ. Вӑл 1981 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Литература каҫне Илпек Микулайӗн пултарулӑхне юратакансем — ҫыравҫӑсем, поэтсем, литературоведсем, журналистсем, шкул ачисем, студентсем, вӗрентекенсем — хутшӑнӗҫ. Мероприяти «Чӑваш кӗнеки» центрта (201-мӗш пӳлӗм) 14 сехетре пуҫланать.
Раҫҫейӗн Федераци миграци службин Чӑваш Енри управленийӗн территорисенчи пайӗсем хӑйсен адресне ылмаштараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсем унччен тӗпленнӗ вырӑнтан урӑх ҫӗре куҫнипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, паспорт паракансем унччен шалти ӗҫсен пайӗсемпе пӗр ҫуртра ларатчӗҫ. Халӗ вӗсем тахҫантанпах расна тытӑмсем пулса тӑчӗҫ. Миграци тытӑмӗ паян паспорт панипе кӑна ӗҫлемест.
Пӗлтӗр Вӑрнар поселокӗнчи, Патӑрьелти, Хӗрлӗ Чутайри, Ҫӗмӗрлепе Куславкка хулисенчи пайсем урӑх вырӑна куҫса кайнӑ. Кӑҫал Комсомольскинчи, Шӑмӑршӑри, Вӑрмарти подразделенисем урӑх ҫуртсенче тӗпленнӗ.
Ҫӗнӗ ҫӗре Сӗнтӗрвӑрринчи, Кӳкеҫри, Йӗпреҫри, Пӑрачкаври уйрӑмсем те куҫса каймалла. Ку ӗҫе вӑраха хӑварасшӑн мар, ыйтӑва ытлашши тӑсса ямасӑр татасшӑн.
Патӑрьелти тӗп вулавӑшра халӑха кӗнекепе ытларах туслаштарма тӑрӑшаҫҫӗ. Унта вулакансене ҫӗнӗ кӗнекесемпе те илӗртеҫҫӗ. Патӑрьелти тӗп вулавӑшра та «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурс иртет.
Вулавӑшра литературӑна тишкереҫҫӗ, калаҫусем ирттереҫҫӗ, вулав конференцийӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫапла майпа ӗҫченсем халӑха ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштараҫҫӗ.
Кӗнеке куравне чылай кӗнекене кӗртнӗ. Ҫынсем уйрӑмах А.Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», В.Эльпин «Пулас кинсем», В.Тараватӑн «Чарусӑр чӗре», «Чӑваш литературин антологийӗпе», М.Юхман «Ҫут хӗвел тӳпене хапарсан…», В.Самойлов-Раштавӑн «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе», Г.Хлебниковӑн «Ҫут ҫанталӑк кӗвви», И.Ерофеевӑн «Тайгари вӑрӑ-хурах», В.Турханӑн «Живым надо жить» кӗнекисемпе кӑсӑкланнӑ.
Хальлӗхе А.Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», В.Самойлов-Раштавӑн «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе», Г.Хлебниковӑн «Ҫутҫанталӑк кӗвви», В.Эльпин «Пулас кинсем» кӗнекисене уйрӑмах нумаййӑн вуланӑ. Халӗ вулавӑшра шорт-листсемпе усӑ курса ҫынсен хушшинче ыйтӑм ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине 40 ҫулти Сергей Викторов ертсе пыма тытӑннӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку тытӑмра Викторов 2011 ҫултанпа тӑрӑшма пуҫланӑ. 2013 ҫулхи кӗркунне ӑна Ӗҫлӗх службин ертӳҫин ҫумӗ пулма лартнӑ.
Ӗҫ биографине Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелти филиалӗне преподавателе, инженер-программиста куҫнӑ. Чӑваш Енӗн финанс министерствин Патӑрьел районӗнчи финанс расчечӗн автоматика тытӑмӗн программистӗнче те ӗҫленӗ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Икӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Пӗрремӗшӗнче физикӑпа информатика специальноҫне алла илнӗ, кайран — укҫа-тенкӗпе кредит енӗпе. 2013 ҫулта Липецкри патшалӑх педуниверситетӗнче «Информацие хӳтӗлессин технологийӗ» специальноҫа вӗреннӗ.
Республикӑра иртекен «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурспа килӗшӳллӗн Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗнче пӗчӗк артистсем спектакль лартнӑ.
Унта Патӑрьелти 1-мӗш шкулта 4-мӗш «б» класра вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Класс ертӳҫи — Светлана Валерьевна Сафьянова. Ачасем Лидия Саринен «Телейлӗ кӑмпа» кӗнекинчи «Ҫул ҫинче» пьесине лартнӑ.
Асӑннӑ кӗнеке «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурса хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Шӑпӑрлансен спектакльне ҫав шкултах 2-мӗш «б» класра вӗренекен ачасем курнӑ.
Спектакльти Качака рольне Анна Путякова вылянӑ. Настя Илеменовӑпа Даниил Галкин Кинемипе Улайкки йытти ролӗсене калӑпланӑ. Пӗчӗк теместӗн вӗсене — чӑн-чӑн артистем.
Ку юмах ачасене ҫывӑх ҫынсен ӗҫне хаклама, юттисен пурлӑхне ыйтмасӑр тытма, ырӑ тунине ырӑпа тавӑрма вӗрентет. Людмила Романова библиотекарь ача-пӑча литературине тишкернӗ, ачасене кӗнекесем вулама сӗннӗ.
Сӑнсем (5)
Патӑрьел районӗнчи Турхан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсен III методика фестивалӗ иртнӗ.
Ӑна Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Фестивальпе килӗшӳллӗн уҫӑ уроксем тӗрлӗ темӑпа иртнӗ. Уҫӑ урок ирттерессипе Турханти Лариса Осиповӑпа Валентина Самарова, Нӑрваш Шӑхальти Нина Павлова, Патӑрьелӗн 1-мӗш шкулти Елена Переплкина, Надежда Михайлова тата Елена Бабаева, Патӑрьлӗн 2-мӗш шкулти Татьяна Дмитриева, Галина Хлебникова, Сӑкӑтри Елена Анюрова мала тухнӑ.
«Чи лайӑх чӑваш литературин урокӗ» номинацире Аслӑ Арапуҫри Валентина Савинова, Патӑрьелти 2-мӗш шкулти Марина Иванова, Алманчӑ шкулӗнчи Галина Генералова, Хирти Пикшик ялӗнчи Альбина Пестрова маттур пулнӑ.
Класс тулашӗнче мероприятисем ирттерсе Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Наталия Путякова, Алманчӑри Светлана Чихина палӑрнӑ.
Фестиваль ҫӗнтерӳҫисене Патӑрьел район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн дипломӗсемпе хавхалантарнӑ.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял шкулӗнче Геннадий Айхин тата Константин Иванов пултарулӑхӗсене юратакансем «Айхи вулавӗсем» сӑвӑ конкурсне тӑххӑрмӗш хут пухӑннӑ.
Геннадий Айхи ҫак ялта 1934 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Унӑн сӑввисем 1940-мӗш ҫулсенче пичетленме тытӑннӑ.
Кӑҫал «Айхи вулавӗсем» конкурс 3–9-мӗш классен хушшинче виҫӗ номинаципе иртнӗ. Г.Айхин чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ сӑввисене вуласси, Константин Иванов хайлавӗсене чӑвашла вуласси.
Конкурса район шкулӗсенчен 108 вӗренекен килнӗ. Самаййӑн хутшӑннӑ, ҫавна май жюрие ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулман. Жюри комиссийӗнче Ева Лисина, Марина Карягина, Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗ Надежда Селиверстрова пулнӑ.
Айхин сӑввисене чӑвашла вуласа Татмӑшри Василий Михайлов, Хирти Пикшикри Дмитрий Полюдов, Патӑрьелӗнчи Кристина Козлова, Туҫари Павел Кузнецов малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Айхин сӑввисене вырӑсла вуласа Ҫӗньялти Данил Егоров, Аслӑ Чементи Ирина Дубинина, Сӑкӑтри Виктория Елагина мала тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |