Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думине депутата лекме пултаракансемпе тӗл пулнӑ. Суйлавӑн малтанхи кӑтартӑвӗ тӑрӑх (татӑклӑ пӗтӗмлетӗве Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ ҫак эрнери эрнекун тума палӑртать) ытларах сасӑ пухнисем хушшинче — Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Олег Николаев тата Анатолий Аксаков.
Паянхи курнӑҫӑва Анатолий Акасаков хутшӑнайман иккен, мӗншӗн тесен вӑл Мускавра.
Чӑваш Ен Элтеперӗ суйлава саккунпа килӗшӳллӗ, уҫӑмлӑ, конкурентлӑ майпа иртнӗ тесе палӑртса хӑварнӑ. Суйлав компанийӗнче мала тухнисене Михаил Игнатьев конструктивлӑ ҫыхӑну тытма, вӑй-хала республика тата республика халӑхӗн ырлӑхӗшӗн пӗрлештерме чӗнсе каланӑ.
Тӗлпулӑва республикӑри ытти тӳре-шарапа депутат та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине кам кайӗ? Сулава пӗтӗмлетнӗ. Кремльте пирӗн республикӑна «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Анатолий Аксаков тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчи Леонид Черкесов хӳтӗлӗҫ.
Тӗп суйлав комиссийӗн пӗр пӳлӗмӗнче 12 ҫын пухӑнса пӗтӗмлетӳсем тунӑ. Вӗсем пӗр саслӑн пулса Патшалӑх Думине каякан депутатсене ҫирӗплетнӗ.
Канашри пӗр мандатлӑ округра Анатолий Аксаковшӑн 84920 ҫын сасӑланӑ. Ку 29,9 процентпа танлашать. Шупашкарта суйлавра Леонид Черкесов мала тухнӑ. Уншӑн 125456 ҫын сасӑ панӑ. Ку — 46,77 процент.
Каласа хӑварас пулать, вӗсемсӗр пуҫне парти списокӗпе Патшалӑх Думинче пирӗн республикӑран Валентин Шурчанов, Олег Николаев тата Алена Аршинова кайӗҫ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх вӑхӑтра хӑш-пӗр улшӑну пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнчех пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӑна Александр Белов журналист ҫырни тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унта республикӑн вице-премьерӗ — строительство министрӗ Олег Марков ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ, министр пуканне вӑл Строительсен кунӗ иртсе кайсан (ӑна ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ) пушатмалла тенӗччӗ.
Олег Маркова ӗҫрен паян хӑтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев 125-мӗш номерлӗ Хушу кӑларнӑ. Унта асӑнса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута Олег Марков урӑх вырӑна куҫнӑран кӑларнӑ. Министр пулнӑ ҫын ӑҫта каяссине официаллӑ ҫӑлкуҫсем хальлӗхе пӗлтермен.
Шупашкарти 2063-мӗш суйлав участокӗнче Илья Иванов суйлав бюллетенне чӑвашла пама ыйтнӑ. Конституцири «Чӑваш Республикинчи чӗлхе саккунӗ пирки» 8-мӗш статьяпа килӗшӳллӗн, пирӗн республикӑра вырӑс тата чӑваш чӗлхисем патшалӑх чӗлхисем шутланаҫҫӗ.
Анчах 4 бюллетеньрен 2-шӗнче ҫеҫ пуҫламӑшӗнчине чӑвашла ҫырнӑ. Ҫавӑнпа Илле Иванов тӑваттӑшне те илме хирӗҫленӗ, протест туса сасӑлама пачах килӗшмен. Унӑн шухӑшӗпе, бюллетеньсен йӑлтах чӑвашла та пулмалла.
Унччен маларах Илле Иванов ӗҫтеш-журналистсене ҫакна ӳкерме чӗннӗ. Суйлав участокӗн председателӗ Людмила Рейнгольд ҫакна провокаци вырӑнне йышӑннӑ. Вӑл журналистсене айӑплама тӑнӑ, участокри полицейские чӗннӗ. Анчах йӗрке хуралҫи Ивановӑн заявленийӗнче йӗркене пӑснине тупман.
Илле Иванов ӑна комисси председателӗ кӳрентернӗ тесе акт ҫырнӑ. Вӑл тата унӑн арӑмӗ чӑвашла бюллетеньсем пама ыйтса заявлени ҫырнӑ.
Комисси секретарӗ М.Рамская чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулнине туннӑ. Анчах комисси пайташӗсенчен пӗри Тутарстанра бюллетеньсене патшалӑх чӗлхипе пичетленине персе янӑ.
Аса илтерер: «Ирӗклӗх» общество организацийӗ пӗлтӗр Тӗп суйлав комиссине бюллетеньсене чӑвашла пичетлеме ыйтса ҫырнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнӗ министра ҫирӗплетнӗ. ЧР Культура министерствине малашне Константин Яковлев ертсе пырӗ.
Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Элтепер Константин Геннадьевича министра ҫирӗплетесси пирки авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Константин Яковлев 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Хусанти патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Константин Геннадиевич Тутарстанра Чӑваш наци культура автономи канашӗн председателӗ, Чӑваш наци конгресӗн канашӗн пайташӗ, Тутарстанри халӑх Ассамблейин канашӗн председателӗ пулнӑ.
Константин Яковлев ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пурнӑҫланӑ.
Ӗнер пирӗн ҫӗршывра Пӗрлехи суйлав кунӗ иртрӗ. РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суйланас тесе партисемпе вӗсен пайташӗсем тем пекех ҫине тӑчӗҫ: хӑйсене каҫса каясла ырларӗҫ, теприсене хурларӗҫ.
Халӗ вара суйлавӑн малтанхи кӑтартӑвӗ (вӑл хытах улшӑнасси пирки иккӗленме кирлӗ мар) паллӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн сайтӗнче 13 сехет те 36 минутра хыпарланӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партишӗн республикӑри суйлавҫӑсен 50,74 проценчӗ сасӑланӑ, Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗшӗн — 14,45 проценчӗ, либерал-демократсемшӗн — 12,83 проценчӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫейшӗн» — 12,54 проценчӗ.
Хӑш районта тата хулара суйлавҫӑсем хӑш партине ытларах кӑмӑлланине ҫак ӳкерчӗкрен пӗлме пулать.
Канашри 37-мӗш суйлав округӗпе РФ Патшалӑх Думине суйламалли кандидатсем хушшинче (тата тӗрӗсрех каласан, вӗсенчен иккӗшӗн: Анатолий Аксаков тата Александр Капитонов — хушшинче) хӗрӳ тупӑшу пынине РФ Тӗп суйлав комиссийӗн сайчӗ урлӑ суйлавҫӑсенчен хӑшӗсем кӗҫӗр ҫӗрӗпех сӑнаса тӑчӗҫ пулӗ.
«Слава картофелю» (чӑв. Ҫӗрулмие мухтав) фирмӑн пуҫлӑхӗ Александр Капитонов — «Партия роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) парти пайташӗ, Анатолий Аксаков — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин. Суйлавҫӑсенчен ытларахӑшӗ ҫапах та Анатолий Аксакова РФ Патшалӑх Думине суйланма тивӗҫ тесе шухӑшларӗҫ. Вӑл пӗр мандатлӑ округпа мала тухса республика интересне ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗлӗ. Ҫав вӑхӑтрах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин тепӗр пайташӗ те РФ Патшалӑх Думине лекнӗ. Ку вӑл — парти списокӗпе суйлава тухнӑ Олег Николаев.
Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Патшалӑх Канашӗнче асӑннӑ партирен виҫӗ депутат пулӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ Игорь Моляков тата Сергей Семенов тепӗр созывра та чӑваш парламенчӗн депутачӗсем пулса юлӗҫ. Маларах асӑннӑ Олег Николаев РФ Патшалӑх Думине кайнӑ май ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма ун вырӑнне кама шанассине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.
Шупашкарта пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырла валли вырӑн пур-ха. Эпир «Яблоко» ( чӑв. Панулми) парти пирки калатпӑр.
Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ парти агитаци валли куб евӗрлӗ каркассем усӑ курать.
Сӑмах май каласан, ун пеккине республикӑри ҫӗрулми «баронӗ», вӑл «Слава картофелю» хуҫалӑха ертсе пырать, Александр Капитонов та усӑ курать. «ПАРТИЯ РОСТА» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи те суйлава хутшӑнать. Вӑл та Шупашкарти МТВ чарӑнура паян ирпе куб евӗр реклама вырнаҫтарнӑччӗ.
Маларах каланӑ «Панулми» активисчӗ куба кунсерен урӑх вырӑна куҫарса ҫӳренине пӗлтернӗ. Вӗсен ун пекки икӗ баннер-мӗн.
Суйлав умӗнхи рекламӑна вырнаҫтарма асӑннӑ парти ыйтнине хула администрацийӗ ырламан имӗш, ҫавӑнпа Шалти ӗҫсен министерствине ҫырупа ҫитнӗ. Унтисен хуравӗн копине парти агитаторӗсем пӗрлех чиксе ҫӳреҫҫӗ иккен.
9-мӗш номерлӗ суйлав округӗпе Чӑваш енӗн Патшалӑх Канашне депутата суйланма кандидата тӑнӑ Николай Артемьев коммунист суйлава хутшӑнмассине пӗлтернӗ. Хӑйӗн кандидатурине вӑл «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) парти пайташӗшӗн Олег Николаевшӑн илнине пӗлтернӗ. Николай Артемьев коммунист хӑйне шанакансене Олег Николаева суйлама чӗнсе каланӑ.
Коммунист хӑйӗн кандидатурине илнӗ хыҫҫӑн кӗрешӳ кӑсӑклӑ пулассӑн туйӑнать, мӗншӗн тесен вӑл округра харӑсах икӗ партин республикӑри уйрӑмӗсен ертӳҫисен тупӑшма тивет. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫин тӗп конкуренчӗ «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Малов тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак икӗ кандидатсӑр пуҫне унти округпа списокра либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Ольга Угабаева пур.
Чӑвашра суйлав пирки нумай калаҫнӑ. Ҫакна «Петербургская политика» (чӑв. Питӗр политики) фонд асӑрханӑ. Халӑх шухӑшне тӗпчекен, хӑйне никама пӑхӑнман, коммерцилле мар организаци тесе пӗлтерекен фонд регионсенчи иртнӗ уйӑхри социаллӑ пурнӑҫпа политика тӑнӑҫлӑхне тишкернӗ май кӗпӗрнаттӑрсем (Чӑваш Енре — Элтепер) суйлав кампанине епле хутшӑннине те сӑнанӑ.
Федераци шайӗнче пӗр тӗрлӗ каланӑ вӑхӑтрах вырӑнсенче пуҫлӑхсем тӗрлӗрен тытни сисӗннӗ. Самар облаҫне ертсе пыракан Николай Меркушкина тата Липец облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Олег Королева фонд эксцентристла каланипе палӑрнӑ тесе хаклать. Чулхула облаҫӗн ертӳҫи Валерий Шанцев тата Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) пайташӗсене тапӑнса калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) парти пайташӗсемпе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи мероприятисене, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти сӗмӗпе хӑпартса лартнӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексне уҫма, республика правительствин ларӑвне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗсемпе хутшӑннине, республикӑн Тӗп суйлав комиссине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫин ҫумне тата Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине лартнине асӑнса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |