Патшалӑх Думин депутачӗсене доверенноҫпа урӑх ҫыншӑн сасӑлама чарнӑ. Ҫак йышӑнӑва саккун кӑларакансем хӑйсем тунӑ.
Алена Аршинова депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне «халӑх тарҫисем» хӑйсем ҫеҫ ларура сасӑлама пултарӗҫ. Унччен парламентарие хӑйсен ӗҫтешӗшӗн шантару хучӗпе сасӑлама ирӗк панӑ. Кунашкал йӗркене иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех йышӑннӑ. Халӗ ӑна пӑрахӑҫланӑ.
Ку кӑна мар, депутат ларуна мӗнле сӑлтавсене пула килейменнине те палӑртнӑ: чирлесен «больничнӑй» илсен, Патшалӑх Думин официаллӑ делегацийӗпе ют ҫӗршыва кайсан, парламентӑн аялти палатин председателӗ региона командировкӑна ярсан, Патшалӑх Думин Канашӗн пайташӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласан.
Елчӗк ҫерӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, пӗр вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи Апаш ял тӑрӑхне, кайран Шупашкар районӗнче ял хуҫалӑх пайне, унтан район администарцине ертсе пынӑ Анатолий Князева Коми Республикин вице-премьерне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн официаллӑ сайтӗнче паян пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи ҫуркунне ӑна асӑннӑ Коми Республикин ял хуҫалӑх министрне лартнӑччӗ. Унта ҫул тытиччен Анатолий Князев чӑваш парламенчӗн депутачӗ пулнӑччӗ, маларах вара Патшалӑх Канашӗнче вице-спикер должноҫне йышӑннӑччӗ.
Коми Республикин ҫӗнӗ правительствинче унчченхи министрсенчен хӑшӗсем пукансӑр юлнӑ. Чӑвашран кайнӑ Анатолий Князева вара министр должноҫӗнчех хӑварнӑ, унсӑр пуҫне яваплӑхне те ӳстернӗ.
Ӗнер иртнӗ Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн иккӗмӗш сессине депутатсенчен пӗр пайӗ хутшӑнман. Пынисенчен те хӑшӗсем лару вӗҫлениччен кӗтсе тӑман — тӑхтав вӑхӑтӗнче тухса шӑвӑннӑ.
Йыш сахалли чӑваш парламенчӗн спикерне Валерий Филимонова килӗшмен. «Прогулшӑн Патшалӑх Думинчи пек яваплӑх кӗртесси пирки пирӗн те шухӑшласа пӑхма юрать», — тенӗ вӑл тӑхтав вӑхӑтӗнче «Правда ПФО» журналистне. Ҫапах та хӑш-пӗр депутат вырӑнлӑ сӑлтава пула сессине хутшӑнайман иккен — республикӑна ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх министерствин делегацийӗ килнӗ. Депутатсенчен хӑшӗсем (халӑх тарҫисем хушшинче предприяти пуҫлӑхӗсем пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ) аграри ведомствипе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑннӑ-мӗн.
Ӗнерхи сессире депутатсене халӑх тарҫи пулнине ӗнентерекен значоксем тыттарнине эпир кӑшт маларах пӗлтерме ӗлкӗртӗмӗр.
Ӗнер чӑваш парламенчӗн депутачӗсене халӑх тарҫи пулнине ӗнентерекен значоксем тыттарнӑ.
Депутат значокӗсене субординацие пӑхӑнса валеҫнӗ: малтан парламент ертӳҫине, унтан — спикер ҫумӗсене, кайран — комитет ертӳҫисене, юлашкинчен — ахаль депутатсене.
Александр Белов журналист ҫырнӑ тӑрӑх, значоклӑ пулнисем протокол сӑнӳкерчӗкӗ валли ӳкерӗннӗ май кашни хӑйне май тытнӑ. Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр микрорайонӗнчен депутата суйланнӑ Роман Каляев Валерий Филимонов спикера тӑванла ыталаса илнӗ, Петр Краснов регалине типпӗн илсе ҫаврӑнса утнӑ, Игорь Моляков сӑмах калама ӑнтӑлнӑ.
Депутата пуҫласа суйланнисем значока тимлӗн сӑнанӑ пулсан, унччен те халӑх тарҫи шутланнисемшӗн вӑл хӑнӑхнӑ япалан туйӑннӑ. Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн пуҫлӑхӗ Юрий Кислов малтанхи значока кӑмӑлланине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен унӑн йӗппи (булавки) меллӗрех пулнӑ, хальхи валли вара пиншака шӑтарма тивет.
Чӑваш Республикинче ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулмасть. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Паян иккӗмӗш сессири черетлӗ лару иртнӗ. Ӑна Валерий Филимонов ертсе пынӑ. Парламентари 30 ыйту пӑхса тухнӑ. Депутатсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тивӗҫне пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Куншӑн 37 депутат сасӑланӑ, виҫҫӗшӗ вара хирӗҫ пулнӑ.
Унӑн тивӗҫӗсене ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пурнӑҫласа пырӗ. Эппин, ку ӗҫ Юрий Кручинин ҫине тиенӗ. Парламентари ку должноҫе регионти хыснана перекетлес тӗлӗшпе пӗтерме йышӑннӑ.
Аса илтерер: ачасен прависене унччен Вячеслав Рафинов хӳтӗленӗ.
РФ Патшалӑх Думин Финанс комитечӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗ комитет ертӳҫине Анатолий Аксакова Наци финанс канашне кӗртме сӗннӗ. Унтисем Чӑвашран депутата суйланнӑскере Патшалӑх Думин представителӗ евӗр ярасшӑн. Кун пирки Анатолий Аксаковӑн официаллӑ страницинче паян пӗлтернӗ.
Сӗннӗ кандидатсем хушшинче ҫавӑн пекех экономика политики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Сергей Жигарев тата хысна тата налук енӗпе ӗҫлекеннин ертӳҫи Андрей Макаров пур.
Наци финанс канашӗ Раҫҫей банкӗн коллегилле органӗ шутланать. Халӗ ӑна Раҫҫей финанс министрӗ Антон Силуанов ертсе пырать, унӑн ҫумӗ — Раҫҫей банкӗн ертӳҫи Эльвира Набиуллина. Канашра ҫавӑн пекех РФ Президент Администрацийӗн, правительствин тата парламентӑн икӗ палатин пайташӗсем пур.
Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ӗҫрен кайнине, ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха Владимир Семенов пурнӑҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Владимир Прохорович, сӑмах май, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе ӗҫлет.
Ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе Етӗрне район администрацине ертсе пымалли ҫынна палӑртакан комисси йӗркеленӗ. Йыша ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне — Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине Николай Малова; чӑваш парламенчӗн тепӗр депутатне, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫине Валерий Павлова; Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорне Станислав Николаева кӗртнӗ.
Комисси суйланӑ ҫынна районти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫирӗплетеҫҫӗ. Конкурс хӑҫан иртессине хальлӗхе пӗлтермен.
Федераци хыснинчен укҫа илес тесен регионсен ертӳҫисен хӑш-пӗр йывӑрлӑха шухӑшласа кӑларма тивет. Rambler News Service пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.
«Эпир пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ ӗҫлетпӗр. Эпӗ Антон Германовича (сӑмахӗ РФ финанс министрӗ Силуанов пирки пырать) калатӑп: тӗрӗссӗн ӗҫлеме пайталлӑ мар тетӗп, финанс министрӗ илттӗр, укҫа уйӑртӑр тесен йывӑрлӑха шухӑшласа кӑлармалла. Йӑлтах лӑпкӑ, тӑнӑҫлӑ пулсан укҫа памасан та пултараҫҫӗ. Калаҫҫӗ: эсир ахаль те лайӑх пурӑнатӑр, хӑвӑрах пурӑнӑр», — ҫапла цитатӑланӑ RNS Михаил Васильевич сӑмахне.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах пирӗн республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина Чӑваш Ен Михаил Игнатьев Элтеперпе РФ финанс министрӗ Антон Силуанов хушшинчи туслӑ хутшӑнупа мӑнаҫланма пултарнине палӑртса хӑварнӑ.
Етӗрне районӗн хаҫачӗ «Ӗҫ ялавӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, район пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин должноҫран кайнӑ. Хӑй ӗҫ вырӑнне хӑварасси пирки вӑл депутатсен пухӑвӗнче каланӑ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче депутатсем планра палӑртман пуху ирттернӗ. Сӑлтавӗ те пулнӑ: влаҫ улшӑнать. Район пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Владимир Кузьмин ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каяссине пӗлтернӗ. Должноҫран кӑларма ыйтса вӑл заявлени ҫырнӑ. Пур депутат та унӑн йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ.
Халӗ Етӗрне район пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пӗрремӗш ҫум Владимир Семенов вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине депутата суйланма кандидат евӗр регистрациленнӗ Александр Капитонов суйлавра Канашри пӗр мандатлӑ округпа тӗлӗнмелле лайӑх кӑтартупа палӑрнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. «Партия Роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) текен партин республикӑри уйрӑмне ертсе пыраканскере Раҫҫейӗн бизнес хӳтӗлевҫи Борис Титов хавхалантарса пычӗ, мӗншӗн тесен шӑпах вӑл асӑннӑ парти ертӳҫи шутланать. «Партия роста» РФ Патшалӑх Думинче 7-10 процент таран пухас ӗмӗтлине Борис Титов Шупашкара килсен пытарманччӗ.
Ҫак кунсенче Александр Капитонов пульницӑна лекнине пӗлтӗмӗр. Кун пирки Александр Белов журналист хыпарлать. Сиплев ҫуртне вӑл Мускава парти ыйтӑвӗсемпе кайса килнӗ хыҫҫӑн лекнӗ пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |